Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 январь

Укҫа кивҫен илмелле-и?

Укҫа кивҫен илмелле-и?

«Укҫа кивҫен илесси — уяв, тавӑрса парасси — хуйхӑ» (суахили халӑхӗн ваттисен сӑмахӗ).

ҪАК ваттисен сӑмахне Хӗвелтухӑҫ Африкӑра лайӑх пӗлеҫҫӗ, пӗтӗм тӗнчипех нумай ҫын унпа килӗшет паллах. Туссенчен е урӑх камран та пулин укҫа кивҫен илнӗ чухне сирӗн ҫакнашкал туйӑмсем пулнӑ-и? Хӑш-пӗр чухне кивҫен илесси ӑслӑ пек туйӑнма пултарать пулин те, ҫак шухӑш чӑнах та лайӑх-ши? Укҫа кивҫен илекенсем мӗнле йывӑр лару-тӑрусене е танатасене кӗрсе ӳкме пултараҫҫӗ?

Суахили халӑхӗн тепӗр ваттисен сӑмахӗ ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернине кӑтартать: «Кивҫен илекен е паракан туссене ҫухатать». Парӑмсем чӑнах та туслӑха тата ытти ҫынсемпе пирӗн хушӑри хутшӑнусене аркатма пултараҫҫӗ. Эпир питӗ тӗплӗн шухӑшласа хурсан та, пирӗн шухӑш-кӑмӑл таса пулсан та, ӗҫсем эпир кӗтнӗ пек пулмасан та пултараҫҫӗ. Сӑмахран, укҫана вӑхӑтра тӳлесе татмасан, укҫа паракана ҫакӑ килӗшмесен те пултарать. Кивҫен паракан тарӑхса ҫитсен вара кивҫен илекенпе ун хушшинче — вӗсен ҫемйисем хушшинче те — хутшӑнусем япӑхланма пултараҫҫӗ. Укҫа кивҫен илсен час-часах хирӗҫӳсем пулса тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа кивҫен илни йывӑрлӑхран тухмалли чи ҫӑмӑл ҫул тесе шутламалла мар; урӑх ним тума та ҫук пулсан ҫеҫ ҫак майпа усӑ курма пулать.

Унсӑр пуҫне, парӑма кӗнӗ ҫын Турӑпа хӑй хушшинчи хутшӑнусене те аркатма пултарать. Мӗнле майпа? Парӑма тавӑрса парассинчен пӑрӑнакан ҫын пирки Библире усал ҫын тенӗ (Псалом 36:21). Унта «парӑмлӑ ҫын кивҫен параканӑн чури пулса тӑрать» тесе те ҫырнӑ (Ытарӑшсем 22:7). Парӑмлӑ ҫыннӑн ҫакна ӑнланмалла: хӑйне кивҫен панӑ ҫынна укҫа тавӑрса паричченех вӑл ун умӗнче парӑмлӑ. Ҫакӑ Африкӑри тепӗр ваттисен сӑмахне аса илтерме пултарать: «Пӗр-пӗр ҫыннӑн урине кивҫен илсен, санӑн вӑл хушнӑ ҫӗре каймалла пулать». Ҫак сӑмахсем парӑм ӑшне путнӑ ҫын хӑй мӗн тӑвас тенине урӑх тума пултарайманнине кӑтартаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа парӑма тӳлесе татасси малти вырӑнта пулмалла. Унсӑрӑн йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Парӑмсем нумайланса пырсан канӑҫлӑха ҫухатма тата ҫывӑрайми пулма пулать, ытларах ӗҫлемелле те пулӗ, мӑшӑрпа хирӗҫӳ-харкашу пулма е ҫемье пач арканма та пултарать,  ҫавӑн пекех суда пама тата тӗрмене лартма та пултараҫҫӗ. Рим 13:8-мӗшӗнче мӗн тери ӑслӑ сӑмахсем ҫырнӑ: «Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр».

ҪАКӐ КИРЛЕХ-ШИ?

Маларах каланине шута илсен, кивҫен илес шухӑш пуҫа кӗрсен питӗ асӑрхануллӑ пулмалла. Хӑвӑртан ҫапла ыйтӑр: «Кивҫен илмесӗр урӑхла май ҫук-ши? Парӑма кӗмесӗрех манӑн ҫемье йӳнеҫтерсе пурӑнма пултараймӗ-ши? Ҫакӑ ман куҫ выҫӑ пулнине тата хамӑн укҫа-тенке кура пурӑнас килменнине кӑтартмасть-ши?» Ытларах чухне кивҫене кӗрсе пурнӑҫа йывӑрлатиччен мӗн пуррипе ҫырлахни лайӑхрах.

Паллах, лару-тӑру тӗрлӗрен пулма пултарать, сӑмахран, инкек сиксе тухсан кивҫен илни ҫеҫ пулӑшма пултарнӑ пек туйӑнать. Анчах та ҫавнашкал лару-тӑрура та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмалла. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ха?

Пӗрремӗшӗнчен, ҫын ыттисенчен пуянрах курӑннӑран ҫеҫ унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе нихӑҫан та тивӗҫсӗр майпа усӑ курмалла мар. Ҫын ытлӑ-ҫитлӗ пурӑннӑ пек курӑнать пулсан, унӑн пире укҫа-тенкӗпе пулӑшмалла е ӑна суйма-улталама юрать тесе шутламалла мар. Укҫи-тенки нумай пек курӑнакан ҫынсене ан ӑмсанӑр (Ытарӑшсем 28:22).

Иккӗмӗшӗнчен, парӑма вӑхӑтра тавӑрса парас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑр. Кивҫен панӑ ҫын укҫана хӑҫан тавӑрса памаллине палӑртман пулсан, ҫавна хӑвӑр палӑртса хурӑр та укҫана вӑхӑтра парса тӑрӑр. Пӗр-пӗрне ӑнланманни ан пултӑр тесен, хӑвӑр мӗнле калаҫса татӑлни ҫинчен хут ҫине ҫырса хума пулать (Иеремия 32:9, 10). Кивҫен панӑ ҫынна тав сӑмахӗсем калас тесе укҫана хӑвӑр тавӑрса парӑр. Ҫак тӗлӗшрен тӳрӗ кӑмӑллӑ пулсан ытти ҫынсемпе лайӑх хутшӑнусем пулӗҫ. Иисус Христос ту ҫинче вӗрентнӗ чухне каланӑ: «Сирӗн сӑмахӑр „ҫапла, ҫапла“ е „ҫук, ҫук“ тени анчах пултӑр» (Матфей 5:37). Унсӑр пуҫне, «ылтӑн правилӑна» яланах асра тытӑр: «Ҫапла ӗнтӗ хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн пур тӗлӗшрен те ҫавнах тӑвӑр» (Матфей 7:12).

БИБЛИРИ КАНАШСЕМ ШАНЧӐКЛӐ

Библи кивҫене кӗрессинчен пӑрӑнма чи ансат канаш парать. Унта каланӑ: «Турра юрӑхлӑ пурӑнни мӗн пуррипе ҫырлахакансемшӗн ҫеҫ пысӑк ырӑлӑх» (1 Тимофей 6:6). Урӑхла каласан, хӑвӑрӑн мӗн пуррипе ҫырлахса пурӑнни — парӑма кӗрсе пурнӑҫа йывӑрлатассинчен пӑрӑнмашкӑн чи лайӑх меслет. Анчах та паянхи тӗнчере илӗртӳсем кашни утӑмрах пулнӑран мӗн пуррипе ҫырлахма ҫӑмӑл мар. Ҫавӑн пек чухне шӑпах «Турра юрӑхлӑ пурӑнни» пулӑшать. Мӗнле майпа?

Азире пурӑнакан пӗр мӑшӑрӑн тӗслӗхне пӑхса тухар, вӗсем христиансем. Ҫамрӑк чухне вӗсем харпӑр хӑй ҫуртӗнче пурӑнакан ҫынсем ҫинчен мухтаса-ырласа калаҫнӑ. Ҫавӑнпа ҫак мӑшӑр та хӑйсем пухнӑ укҫапа тата банкран, хурӑнташсенчен кивҫен илнӗ укҫапа ҫурт илме шут тытнӑ. Анчах та кӑшт вӑхӑт иртсен ҫак мӑшӑр уйӑхсерен парӑма тӳлесси пурнӑҫа питӗ йывӑрлатнине туйнӑ. Вӗсем унчченхинчен ытларах ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫавна пула ачисемпе вӑхӑт сахалрах ирттернӗ. «Пӑшӑрханни, кулянни тата ҫывӑрса тӑранманни мана пысӑк чул пекех пусса лартрӗ. Эпӗ сывлаймиех пулса лартӑм»,— тет упӑшки.

«Ырлӑх-пурлӑх ҫине Турӑ вӗрентнӗ пек пӑхни — чи шанчӑклӑ хӳтлӗх»

Вӑхӑт иртсен вӗсем 1 Тимофей 6:6-мӗшӗнчи сӑмахсене аса илнӗ те ҫурта сутса яни чи лайӑх йышӑну пулать тесе шутланӑ. Парӑмран тухма вӗсене икӗ ҫул кирлӗ пулнӑ. Ҫакӑнтан вӗсем мӗне вӗреннӗ-ха? «Ырлӑх-пурлӑх ҫине Турӑ вӗрентнӗ пек пӑхни вӑл — чи шанчӑклӑ хӳтлӗх»,— теҫҫӗ вӗсем.

Статья пуҫламӑшӗнче илсе панӑ ваттисен сӑмахне нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Апла пулин те ҫынсем ҫав-ҫавах кивҫене кӗреҫҫӗ. Ҫавӑнпа маларах асӑннӑ Библири принципсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ыйту ҫинчен тӗплӗн шухӑшлани ӑслӑ-тӑнлӑ: «Манӑн кивҫене кӗмеллех-ши?»