Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 январь

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЭСИР ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВХАРМА ПУЛТАРАТӐР

Эсир Турӑ ыйтнине тӑватӑр-и?

Эсир Турӑ ыйтнине тӑватӑр-и?

«Сана мӗн те пулин кирлӗ пулсан кала ҫеҫ, пӗтӗмпех хаваспах тӑвӑп». Хӑвӑр япӑх пӗлекен е пач пӗлмен ҫынна эсир ҫапла каламан пулӑттӑр. Ҫакӑн пек сӑмахсене ытларах чухне туссене калаҫҫӗ. Тусӗ мӗн ыйтнине ҫынсем хаваспах тӑваҫҫӗ.

Библирен Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене мӗн килӗшессе пӗлни тата вӗсемшӗн ҫавна час-часах туни курӑнать. Тӗслӗхрен, Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарнӑ Давид патша каланӑ: «Эй Ҫӳлхуҫамӑм, эй Туррӑм, Эсӗ темӗн чухлех тунӑ: пирӗншӗн тунӑ хӑватусем ҫинчен, тӗлӗнмелле ӗҫӳсем ҫинчен... вӗрентсе ҫӳрӗттӗм, калаҫӑттӑм эпӗ, анчах вӗсен имӗ-сумӗ те ҫук» (Псалом 39:6). Унсӑр пуҫне, Иегова хальлӗхе хӑйне пӗлмен ҫынсене те «ҫимӗҫпе тӑрантарса... [вӗсен] чӗрине савӑнтарса» нумай ырӑ тӑвать (Апостолсен ӗҫӗсем 14:17).

Хамӑр юратакан тата хисеплекен ҫынсем валли эпир хаваспах мӗн те пулин тӑватпӑр

Иегова хӑйӗн тусӗсемшӗн вӗсен кӑмӑлне каяканнине тума юратать. Анчах та пӗри ҫеҫ вӑй хурать пулсан туслӑх хакӗ виҫӗ пуслӑх. Ҫавӑнпа Туррӑн тусӗ пулас текенсен те унӑн чӗрине савӑнтаракан ӗҫсем тума тӑрӑшмалла (Ытарӑшсем 27:11). Эсир Турра мӗнле савӑнтарма пултаратӑр-ха? Библире каланӑ: «Ырӑлӑх тума ан манӑр, пӗрне-пӗри пур тӗлӗшпе те пулӑшса тӑрӑр — Турра ҫавӑн пек парне кӑмӑллӑ» (Еврейсем 13:16). Ҫак сӑмахсем Турра юрас тесен ырӑ ӗҫсем туни тата уҫӑ кӑмӑллӑ пулни ҫителӗклине пӗлтереҫҫӗ-ши?

«Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук»,— тенӗ Библире (Еврейсем 11:6). Ҫакна палӑртса хӑвармалла, Авраам Турра ӗненнине ӗҫпе кӑтартсан ҫеҫ ун пирки «Турӑ тусӗ» тенӗ (Иаков 2:23). Пирӗн те, Турӑран пиллӗх илес тетпӗр пулсан, «Турра ӗнен[нине]» ӗҫпе кӑтартмалла, ҫакна Иисус Христос та палӑртнӑ (Иоанн 14:1). Ӗненӳ Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен мӗн тумалла? Чи малтан кулленех унӑн Сӑмахне, Библие, тӗпчемелле. Ку сире «Турӑ ирӗкне пӗлсе ҫитме» тата «пур тӗлӗшрен те Турра юрама» вӗренме пулӑшӗ. Унтан, Иегова ҫинчен тӗрӗссине пӗлсе пынӑ май тата унӑн тӳрӗлӗх нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑннӑ май, эсир ӑна хытӑрах ӗненме пуҫлатӑр, Турӑпа сирӗн хушӑри хутшӑнусем вара ҫирӗпленсех пырӗҫ (Колоссӑ 1:9, 10).