Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 январь

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЭСИР ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВХАРМА ПУЛТАРАТӐР

Турӑ сире ҫывӑх тӑнине туятӑр-и?

Турӑ сире ҫывӑх тӑнине туятӑр-и?

«Турӑпа хӑвӑн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулни тулли кӑмӑллӑ пулма, хӑвна хӑрушсӑрлӑхра туйма тата ура ҫинче ҫирӗп тӑма пулӑшать. Эсӗ Турӑ яланах юнашар пулнине тата вӑл сана асӑрхасах тӑнине туятӑн» (КРИСТОФЕР, ГАНӐРИ ҪАМРӐК ҪЫН).

«Турӑ санӑн пӗтӗм хуйху-суйхуна курса тӑрать тата саншӑн хӑв ӗмӗтленме пултарнинчен те ытларах юратса тӑрӑшать» (АЛЯСКӐРИ 13 ҪУЛТИ ХАННА, АПШ).

«Турӑпа хӑвӑн хушӑра ҫывӑх хутшӑнусем пулнине пӗлни мӗн тери йӑпатать! Ку чӑн-чӑн пуянлӑх!» (ЯМАЙКӐРИ 45 ҪУЛТИ ДЖИНА).

Кристофер, Ханна тата Джина ҫеҫ мар ҫапла шутлаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчипе нумайӑшӗ Турӑ вӗсем пирки хӑйӗн тусӗ тесе шутлать теҫҫӗ. Сирӗн ҫинчен вара мӗн калама пулать? Турӑ сире ҫывӑх тӑнине туятӑр-и эсир? Сирӗн Турӑпа тата ҫывӑхрах пулас килет-и? Эсир ҫапла ыйтма пултаратӑр: «Ахаль ҫын Ҫут тӗнчене тытса тӑракан Турӑпа туслашма пултарать-и вара? Ҫакӑн пекки пулма пултарать-ши?»

ТУРРӐН ТУСӖ ПУЛМА ПУЛАТЬ

Библире Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусем аталантарма пулать тесе ҫырнӑ. Унта Турӑ Авраам патриарх пирки хӑйӗн тусӗ тенӗ (Исаия 41:8). Ҫавӑн пекех Иаков 4:8-мӗшӗнче ӑшшӑн чӗнсе каланине асӑрхаса пӑхӑр-ха: «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ». Ҫак сӑмахсенчен Турӑпа ҫывӑх хутшӑнусенче пулма, е туслашма, май пурри курӑнать. Анчах куҫпа курма ҫук Турӑ патне мӗнле «ҫывхарма» пулать?

Ҫак ыйту ҫине хуравламашкӑн ҫынсем хушшинчи туслӑх мӗнле аталанса пынине пӑхса тухар. Чи малтан ҫынсем пӗр-пӗрин ячӗсене ыйтса пӗлеҫҫӗ. Кулленех хутшӑннӑ май вӗсем пӗр-пӗрне шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене уҫса параҫҫӗ, ҫапла ҫывӑх туссем пулса тӑраҫҫӗ. Пӗр-пӗриншӗн мӗн те пулин тума тӑрӑшаҫҫӗ пулсан вӗсен туслӑхӗ татах вӑйланать. Турӑпа та ҫывӑх хутшӑнусем ҫапла аталанса пыраҫҫӗ. Айтӑр ҫакна тӗплӗнрех пӑхса тухар.