Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2015 январь

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | ЭСИР ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВХАРМА ПУЛТАРАТӐР

Эсир Турӑпа калаҫатӑр-и?

Эсир Турӑпа калаҫатӑр-и?

Ҫывӑх туссем пӗр-пӗринпе май пур таран ытларах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ: телефонпа, электронлӑ почта урлӑ, видеоҫыхӑну мелӗпе е ҫырусем урлӑ. Ҫавӑн пекех Турӑпа ҫывӑхрах пулас тесен, пирӗн те унпа кулленех калаҫмалла. Анчах та мӗнле?

Эпир Иеговӑпа кӗлӗре калаҫма пултаратпӑр. Турра кӗлтуни вӑл — хамӑрпа тан ҫынпа пӗр-ик сӑмах перкелешсе илни мар. Кӗлтунӑ чухне эпир Пултараканпа, Ҫут тӗнчене Тытса Тӑраканпа, калаҫнине пирӗн ӑнланмалла. Ҫакӑ пире ӑна хисеплесе тата чысласа кӗлтума хавхалантармалла. Пирӗн кӗлӗсем Турра кӑмӑллӑ пулччӑр тесен Турӑ палӑртнӑ йӗркесене тытса тӑмалла. Акӑ вӗсенчен виҫҫӗшӗ.

Пӗрремӗшӗнчен, Иисуса та, «ҫветтуйсене» те, нимӗнле ӳкерчӗксене те кӗлтумалла мар, пӗр Иегова Турра ҫеҫ кӗлтумалла пирӗн (Тухни 20:4, 5). Библире уҫҫӑн каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр» (Филиппӑ 4:6). Иккӗмӗшӗнчен, Туррӑн Ывӑлӗ, Иисус Христос, ячӗпе кӗлтумалла. Иисус хӑй ӑнлантарса панӑ: «Ман урлӑ каймасан Манӑн Аттем патне никам та ҫитеймӗ» (Иоанн 14:6). Виҫҫӗмӗшӗнчен, пирӗн Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн кӗлтумалла. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Унӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗн, эпир кирек мӗн ыйтсан та Вӑл пире илтет» (1 Иоанн 5:14) *.

Ҫывӑх туссем май пур таран ытларах хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ

Паллах ӗнтӗ, ялан пӗри ҫеҫ калаҫать пулсан, ҫывӑх хутшӑнусем нумая пымӗҫ. Туссем хутшӑнни вӑл — ик ҫын пӗр-пӗринпе калаҫни, ҫавӑнпа пирӗн Турра хамӑрпа калаҫма май памалла тата ӑна итлеме хатӗр пулмалла. Турӑ пирӗнпе мӗнле калаҫнине пӗлетӗр-и эсир?

Паян Иегова Турӑ пирӗнпе Библи урлӑ «калаҫать» (2 Тимофей 3:16, 17). Мӗншӗн ҫапла калама пулать? Сӑмахран, эсир ҫывӑх тусӑртан ҫыру илнӗ. Ӑна вуласа тухсан эсир хӑпартланса: «Тусӑм мана мӗн каласа панине итлӗр-ха!» — тетӗр ыттисене. Анчах эсир туспа калаҫман вӗт, эсир унӑн сӑмахӗсене вуланӑ ҫеҫ. Ҫавӑн пекех Библи вуланӑ чухне эсир Иеговӑна хӑвӑрпа калаҫма май паратӑр. Пӗрремӗш статьяра асӑннӑ Джина каланӑ: «Ман шутпа, Туррӑн тусӗ пулас тесен, манӑн унӑн „ҫырӑвне“ — Библие — тӗпчемелле». «Библие кашни кун вулани мана Турӑпа ҫывӑхланма пулӑшрӗ»,— тенӗ вӑл. Эсир кунсерен Библи вуласа Иеговӑна хӑвӑрпа кашни кун калаҫма май паратӑр-и? Ҫакӑ сире Турӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха ҫирӗплетме пулӑшӗ.

^ 5 абз. Кӗлӗ урлӑ Иеговӑпа мӗнле ҫывӑхланмалли ҫинчен ытларах пӗлес тесен, www.jw.org/ru сайтра БИБЛЕЙСКИЕ УЧЕНИЯ > ОТВЕТЫ НА БИБЛЕЙСКИЕ ВОПРОСЫ > Молитва вкладкӑра «Почему нужно молиться? Будет ли Бог мне отвечать?» статьяна пӑхӑр.