Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 декабрь

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир астӑватӑр-и?

Эсир юлашки брошюрӑсене тимлӗ вуласа тухнӑ-и? Ҫак ыйтусем ҫине хуравлама пултараятӑр-и?

Пӗтес вӑхӑт ҫитсен урӑх мӗн пулмӗ?

Тӗслӗхрен, ҫынсен ӑнӑҫсӑр правительствисем, вӑрҫӑсем, тӗрӗсмарлӑх тата Турра юрӑхсӑр, ҫынсене усӑ кӳмен тӗнсем, ҫавӑн пекех йӗркесӗр ҫынсем те урӑх пулмӗҫ (5/1 (выр.), 3—5 стр.).

Иезекииль кӗнекинче каланӑ Магогри Гог кам вӑл?

Магогри Гог ят Сатанана мар, халӑхсен пӗрлешӗвне пӗлтерет пулас. Ҫак пӗрлешӳ хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн Туррӑн халӑхӗ ҫине тапӑнма хӑтланӗ (5/15, 29—30 стр.).

Ватлӑх кунӗсенче алла усасран мӗнле ултӑ принцип пулӑшать?

Библи пире ҫакӑн пек канашсем парать: 1) йӑваш кӑмӑллӑ пулӑр, 2) виҫине пӗлме тӑрӑшӑр, 3) лайӑххине курма тӑрӑшӑр, 4) уҫӑ кӑмӑллӑ пулӑр, 5) пуринпе те хутшӑнӑр тата 6) пархатарлӑ пулӑр. Ҫак лайӑх енсем сире ватлӑх кунӗсенче те савӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗҫ (6/1, 8—10 стр.).

Иисусӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсенче вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ пулни мӗнле курӑнса тӑрать?

Галилейӑри Кана ятлӑ хулара пулнӑ туйра Иисус тӗлӗнмелле майпа 380 литра яхӑн шывран эрех тунӑ. Тепрехинче вӑл тӗлӗнмелле майпа 5 000 ытла ҫынна тӑрантарнӑ (Матф. 14:14—21; Иоанн 2:6—11). Ҫак икӗ хутӗнче те Иисус хӑйӗн Ашшӗ пекех уҫӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартнӑ (6/15, 4—5 стр.).

Мӗншӗн эпир ҫитменлӗхлӗ пулсан та Турра савӑнтарма пултаратпӑр?

Иов, Лот, Давид — вӗсем пурте йӑнӑшсем тунӑ. Анчах та вӗсем Турӑшӑн ӗҫлесшӗн пулнӑ, хӑйсем тунӑ йӑнӑшсемшӗн ӳкӗннӗ те улшӑнусем тунӑ. Вӗсем Турӑ умӗнче ырӑлӑх тупнӑ. Эпир те Турра юрӑхлӑ пулма пултаратпӑр (7/1 (выр.), 12—13 стр.).

Аслӑ Вавилона тӗп тунӑ чухне суя тӗне тытса тӑракансем пурте пӗтеҫҫӗ-ши?

Ҫук пулас. Захария 13:4—6-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи сӑмахсем тӑрӑх, хӑш-пӗр тӗн пуҫлӑхӗсем те хӑйсен тӗнӗсенчен тунӗҫ те эпир тӗнсемпе пачах ҫыхӑнман тейӗҫ (7/15, 15—16 стр.).

Мӗншӗн Варак манпа пӗрле Девора пырсан ҫеҫ ҫапӑҫма каятӑп тенӗ?

Варак Турра хытӑ ӗненнӗ. Вӑл Турӑран мана вӑрҫӑ хатӗрӗсем нумайрах пар тесе ыйтман. Вӑл хӑйне тата хӑйӗн ҫыннисене хавхалантарма пултаракан Иеговӑн представителӗ юнашар пулсан темӗн чухлӗ лайӑхрах тесе шутланӑ. Ҫавнашкал ҫын Девора пулнӑ (Тӳр. 4:6—8; 5:7) (10/1, 13 стр.).

Христиансен мӗн ҫинчен шухӑшламалла?

Эпир Иегова пултарнӑ япаласем ҫинчен, унӑн Сӑмахӗ мӗнле усӑ пани ҫинчен, кӗлтума май пурри ҫинчен тата тӳлесе илме панӑ парне ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр (8/15, 10—13 стр.).

Хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлас тенӗ чухне япӑх ҫынсенчен мӗнле пӑрӑнма пулать?

Туррӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑнман ҫынсемпе те эпир ырӑ пулма тӑрӑшатпӑр. Анчах та мӑшӑрланман Иегова Свидетелӗ Туррӑн ӳкӗчӗсене хисеплемен тата Уншӑн ӗҫлемен ҫынпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫласан вӑл Турӑ ӳкӗтне итлеменнине кӑтартнӑ пулӗччӗ (1 Кор. 15:33) (8/15, 25 стр.).

Мӗншӗн Петр сахалрах ӗненме пуҫланӑ тата ӑна каллех хытӑ ӗненме мӗн пулӑшнӑ?

Хытӑ ӗненнине пула Петр шыв ҫийӗпе Иисус патне утса кайнӑ (Матф. 14:24—32). Анчах та вӑл ҫил-тӑвӑл ҫине пӑхнӑ та хӑраса ӳкнӗ, вара путма пуҫланӑ. Унтан Петр каллех Иисус ҫине пӑхнӑ та унран пулӑшу илнӗ (9/15, 16—17 стр.).

Апостолсен ӗҫӗсем 28:4-мӗшӗ тӑрӑх, Мальта утравӗ ҫинче пурӑнакан ҫынсем Павел апостол пирки ҫын вӗлерекен тесе шутланӑ. Мӗншӗн вӗсем ҫавӑн пек шутланӑ?

Павела ҫӗлен сӑхсан Мальта ҫыннисем Дике ятлӑ тӳрӗлӗх хӗрарӑм туррин тавӑрӑвӗ ҫитрӗ тесе шутланӑ (10/1 (выр.), 9 стр.).

Марфа ытлашши хыпкаланнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

Марфа ятарлӑ апат хатӗрлес тесе хыпкаланнӑ. Иисус вара Мария вӑл мӗн вӗрентнине итленипе лайӑх пая суйласа илчӗ тенӗ. Кирлех мар ӗҫсем Турӑшӑн ӗҫлеме ан чӑрмантарччӑр тесен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла (10/15, 18—20 стр.).