Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 декабрь

 БИОГРАФИ

Эпӗ Турӑпа та, аннепе те мирлешрӗм

Эпӗ Турӑпа та, аннепе те мирлешрӗм

«МӖНШӖН эсӗ мӑн асаттесене чысласа пуҫҫапасшӑн мар вара? — ыйтрӗ анне.— Вӗсем пулман пулсан, эсӗ те пулас ҫукчӗ, ҫакна ӑнланмастӑн-и? Нивушлӗ эсӗ ҫав таранах пархатарсӑр? Мӗн авалтанпа пыракан йӑла-йӗркене хисеплемелле мар тетӗн-и? Мӑн асаттесене чыслас килмест эппин?! Хамӑрӑн йӑла-йӗркесене ним вырӑнне те хумастӑн апла». Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн анне ӗсӗклесех йӗрсе ячӗ.

Ҫак сӑмахсем пачах анне каланӑ сӑмахсем пек туйӑнмарӗҫ. Мӗншӗн тесен темиҫе уйӑх маларах Иегова Свидетелӗсем аннене Библи вӗренме сӗннӗ. Анчах та унӑн вӗренес кӑмӑл пулман, вара вӑл Свидетельсене кӳрентерес мар тесе Библи вӗренӗвне манпа ирттерме хӑй калаҫса татӑлнӑ. Анне мӗн хушнине эпӗ яланах тӑваттӑм, ӑна итлес килменни нихӑҫан та шухӑшра пулман. Анчах та Иеговӑна юрас тесе ку хутӗнче аннене итлемерӗм. Ҫакна тума мана ҫӑмӑл пулмарӗ, анчах та мана Иегова пулӑшрӗ.

ХРИСТИАНКА ПУЛСА ТӐТӐМ

Японире пурӑнакан чылай ҫын пекех эпир те буддистсен тӗнне тытса тӑраттӑмӑрччӗ. Анчах та Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫланӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсенех эпӗ ку чӑнлӑх иккенне ӑнланса илтӗм. Манӑн пӗлӗтре Атте пуррине пӗлнӗ хыҫҫӑн ун ҫинчен тата ытларах пӗлес килсе кайрӗ. Пире аннепе иксӗмӗре эпӗ мӗн вӗренсе пынине пӗрле сӳтсе явма питӗ килӗшетчӗ. Кашни вырсарникунах эпӗ Патшалӑх залне христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫларӑм. Эпӗ чӑнлӑха ытларах та ытларах пӗлсе пынӑ май аннене буддистсен йӑли-йӗркине тунӑ чухне урӑх хутшӑнмастӑп тесе каларӑм. Пач кӗтмен ҫӗртен аннен шухӑшӗсем улшӑнчӗҫ. «Халӗ пирӗн ҫемьере мӑн асаттесене чысламан ҫын пур. Намӑс пире!» — терӗ вӑл. Анне мана Библи вӗренме тата христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пӑрахнӑ пултӑр терӗ. Эпӗ хам хӑлхапа мӗн илтнине хам ӗненмерӗм! Анне мана хамӑн анне мар, пачах урӑх ҫын пек туйӑнса кайрӗ.

Эфес ҫыннисем патне янӑ ҫырури 6-мӗш сыпӑкран эпӗ Иегова манран аттепе аннене итлесе пурӑнасса кӗтни ҫинчен пӗлтӗм. Атте анне майлӑ пулчӗ. Малтанлӑха мана эпӗ вӗсене итлесен, вӗсем те ман шухӑшсене шута илӗҫ те пирӗн ҫемьере вара каллех килӗшӳ пулассӑн туйӑнатчӗ. Унсӑр пуҫне манӑн аслӑ класа вӗренме куҫмашкӑн экзаменсем памалли вӑхӑт ҫывхарса пыратчӗ, манӑн вара хатӗрленмеллеччӗ. Ҫавӑнпа эпӗ виҫӗ уйӑх хушши вӗсене итлеме шут тытрӑм. Анчах та ҫав вӑхӑт иртсенех эпӗ пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене каллех ҫӳреме пуҫлӑп тесе Иеговӑна сӑмах патӑм.

Эпӗ ҫакӑн пек тума шут тытнинчен усси пулмарӗ, ҫакна икӗ япала кӑтартса пачӗ. Пӗрремӗшӗ, виҫӗ уйӑх хушшинче Иеговӑшӑн ӗҫлес кӑмӑл  ҫухалмӗ тесе шутланӑччӗ эпӗ. Анчах та манпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем хавшама пуҫланине туйрӑм. Иккӗмӗшӗ, аттепе анне кӑшт та пулин мана ӑнланма пуҫлӗҫ тенӗччӗ. Анчах та вӗсем мана унчченхинчен те хытӑрах хӗсӗрлеме тытӑнчӗҫ. Аттепе анне мана Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ пур ӗҫе те тума пӑрахтарас тесе ҫине тӑчӗҫ.

ПУЛӐШУ ТАТА ХИРӖҪ ТӐНИ

Эпӗ Патшалӑх залӗнче нумайӑшӗпе паллашрӑм, вӗсем те хӑйсен ҫемйинче хирӗҫ тӑнипе тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем Иегова сана вӑй парӗ тесе тӗреклетрӗҫ (Матф. 10:34—37). Эпӗ Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлсан ҫеҫ манӑн ҫемье ҫӑлӑнса юлма пултарӗ тесе вӗсем ӑнлантарни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Иегова мана хӑйӗн ҫине шанма вӗренттӗр тесе чунтан кӗлтума пуҫларӑм.

Аттепе анне мӗн тӗрлӗ кӑна хирӗҫ тӑмарӗҫ-ши! Анне йӑлӑнса та пӑхрӗ, хӑй майлӑ ҫавӑрма та тӑрӑшса пӑхрӗ. Ытларах чухне эпӗ чӗнместӗмччӗ. Хирӗҫ чӗнсенех тавлашса каяттӑмӑрччӗ, мӗншӗн тесен пирӗнтен кашни хӑй тӗрӗссине кӑтартма тӑрӑшатчӗ. Ун чухне эпӗ аннен туйӑмӗсене, вӑл мӗне ӗненнине ытларах хисепленӗ пулсан, тен, эпир лӑпкӑнрах калаҫма пултарнӑ пулӑттӑмӑр. Килтен ниҫта та ан кайтӑр тесе аттепе анне мана нумай ӗҫ хушса хӑваратчӗҫ. Хӑш-пӗр чухне мана е киле кӗртместчӗҫ, е ҫимелли хӑвармастчӗҫ.

Анне ыттисенчен те пулӑшу шыратчӗ. Вӑл манӑн учительпе те калаҫса пӑхнӑ, анчах усси пулман. Анне мана хӑйӗн ӗҫӗнчи пуҫлӑхӗ патне те, вӑл ӑна пӗр тӗн те усӑ памасть тесе ӳкӗте кӗрттӗр тесе, илсе кайнӑ. Анне тӑван-хурӑнташсем патне те шӑнкӑравласа куҫҫульпе йӑлӑнсах пулӑшу ыйтнӑ. Ҫакӑ мана питӗ хурлантаратчӗ. Анчах та пухура мана старейшинӑсем аннӳ хӑй ҫавна ӑнланмасӑрах мӗн чухлӗ ҫынна ырӑ хыпар пӗлтерни ҫинчен шухӑшласа пӑхма хавхалантарчӗҫ.

 Каярахпа аттепе анне мана университета кӗме хистеме пуҫларӗҫ. Вӗсем ҫакӑ манӑн пурнӑҫӑн чи лайӑх пуҫламӑшӗ пулать тесе шутланӑ. Вӗсем мана лайӑх ӗҫе вырнаҫтарасшӑн пулнӑ. Ҫакӑн ҫинчен эпир лӑпкӑн калаҫма пултарайман, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн тӗллевсем ҫинчен пӗлтерсе вӗсем патне темиҫе ҫыру ҫырса ятӑм. Атте ҫиллине шӑнӑҫтараймасӑр мана хӑратса ҫапла каларӗ: «Эсӗ хӑвах ӗҫ тупатӑп тесе шутлатӑн-и? Сана ыранччен вӑхӑт паратӑп, тупаймасан — килтен тухса кай!» Эпӗ Иеговӑна кӗлтурӑм, пулӑшу ыйтрӑм. Тепӗр кунне, ырӑ хыпар сарнӑ чухне, пӗр-пӗрин шухӑшне пӗлмен ҫӗртенех, икӗ хӗрарӑм тӑван мана ӗҫ сӗнчӗҫ — хӑйсен ачисене килӗсенче вӗрентме ыйтрӗҫ. Аттене ҫакӑ килӗшмерӗ, вӑл манпа калаҫма пӑрахрӗ; мана курмӑш тӑва пуҫларӗ. Анне вара эсӗ Иегова Свидетелӗ пуличчен пӗр-пӗр преступник пулни лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ терӗ мана.

Иегова мана хамӑн шухӑшсене тӳрлетме тата пурнӑҫра тӗрӗс ҫул тупма пулӑшрӗ

Хӑш чухне эпӗ иккӗленеттӗмччӗ: нивушлӗ Иегова мана хамӑн аттепе аннен ирӗкне хирӗҫ кайтарасшӑн? Библире Иеговӑн юратӑвӗ пирки мӗн калани ҫинчен шухӑшласа Турра кӗлтуни мана ҫак лару-тӑру ҫине тӗрӗс пӑхма пулӑшрӗ. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: аттепе анне мана юратнӑран, ырӑ суннӑран мана хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Иегова мана хамӑн шухӑша тӳрлетме тата пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшрӗ. Ҫавӑн пекех мӗн чухлӗ ытларах ырӑ хыпара пӗлтерсе ҫӳрерӗм, ҫавӑн чухлӗ ытларах савӑнӑҫ илсе тӑтӑм. Пионер пулса ӗҫлесси манӑн тӗллев пулса тӑчӗ.

ПИОНЕР ПУЛСА ӖҪЛЕТӖП

Манӑн пионер пулас килнине пӗлнӗ хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем мана аттепе анне кӑшт лӑпланасса кӗтме сӗнчӗҫ. Эпӗ Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтса кӗлтурӑм, мӗншӗн манӑн пионер пулас килнине тӗрӗслес тесе нумай вуласа тӗпчерӗм тата опытлӑ тӑвансемпе калаҫрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ чи малтан манӑн Иеговӑна юрас килнине ӑнланса илтӗм. Унсӑр пуҫне, аттепе анне хӑйсен шухӑшӗсене улӑштарасси пирки мана никам та ҫирӗппӗн калама пултарайман.

Аслӑ класра вӗреннӗ чухне эпӗ пионер пулса ӗҫлеме пуҫларӑм. Темиҫе ҫул иртсен манӑн хыпарҫӑсем ҫитсех кайман ҫӗре каяс кӑмӑл ҫуралчӗ. Анчах та аннепе атте мана килтен ярасшӑн марччӗ. Ҫавӑнпа эпӗ хам 20 ҫул тултариччен килтех юлтӑм. Каярахпа эпӗ филиала ҫыру ҫырса ятӑм. Ҫав ҫырура аннене эпӗ килтен каяс шухӑшпа ҫырлахма ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, мана хамӑр хурӑнташсем пурӑнакан ҫӗре, Японин кӑнтӑр енне яма ыйтрӑм.

Ҫав вырӑнта сӑваплӑ ӗҫе туса тӑнӑ чухне эпӗ нумай ҫынпа Библи вӗрентӗм, вӗсенчен темиҫе хӗрарӑм шыва кӗчӗҫ. Эпӗ ҫавӑншӑн питӗ савӑнтӑм! Ҫав вӑхӑтрах Иеговӑшӑн ытларах ӗҫлес тесе акӑлчан чӗлхи вӗрентӗм. Эпӗ ҫӳренӗ пухура икӗ ятарлӑ пионер пурччӗ. Вӗсем ырӑ хыпара сарнӑ чухне хастарлӑ пулнине тата ыттисене мӗнле пулӑшса тӑнине куртӑм. Ҫавӑнпа манӑн та ятарлӑ пионер пулас килчӗ. Ҫав ҫулсенче анне икӗ хут хытӑ чирлесе ӳкрӗ, эпӗ вара кашнинчех ӑна пӑхма киле кайрӑм. Ҫакӑ аннене питӗ тӗлӗнтерчӗ, вӑхӑт иртнӗҫемӗн унӑн чӗри кӑшт ҫемҫелчӗ.

ПИЛЛӖХ ХЫҪҪӐН ПИЛЛӖХ

Ҫичӗ ҫул иртсен эпӗ Ацуси ятлӑ арҫын тӑванран ҫыру илтӗм, ку вӑл — ҫӳлерех асӑннӑ икӗ ятарлӑ пионертан пӗри. Вӑл хӑй авланма шут тытни ҫинчен ҫырса пӗлтерчӗ, ҫавӑн пекех манӑн ун патне мӗнле туйӑмсем пулни ҫинчен тата манӑн лару-тӑру улшӑннипе улшӑнманни ҫинчен ыйтса ҫырнӑччӗ. Манӑн Ацуси патне нихӑҫан та юрату туйӑмӗсем пулман, вӑл мана килӗштернине эпӗ пӗлмен те. Пӗр уйӑх иртсен, манӑн сана лайӑхрах пӗлес килет тесе ҫырса ятӑм. Пирӗн пӗрпеклӗхсем нумаййине эпир пӗлмен те. Пирӗн иксӗмӗрӗн те пире кирек ӑҫта ярсан та сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑрас килетчӗ. Кӗҫех эпир пӗрлешрӗмӗр. Пирӗн туйра аннепе атте тата темиҫе тӑван-хурӑнташ пулнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп!

Непал

Эпир Ацусипе пионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр, кӑшт вӑхӑт иртсен ӑна вӑхӑтлӑха район надзирателӗ вырӑнне ӗҫлеме ыйтрӗҫ. Унтан эпир татах пиллӗхсем илтӗмӗр: эпир ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлерӗмӗр, каярахпа упӑшкана район  надзирателӗн ӗҫне тума шанса пачӗҫ. Эпир районӑн пур пухӑвне те ҫитсе килнӗ хыҫҫӑн пирӗн пата филиалтан шӑнкӑравларӗҫ те район надзирателӗн ӗҫне Непалра туса тӑма килӗшместӗр-ши тесе ыйтрӗҫ.

Ырӑ хыпара тӗрлӗ ҫӗршывра пӗлтерсе тӑни мана Иегова ҫинчен нумай пӗлме пулӑшрӗ

Эпӗ питӗ аякка каяссине аттепе анне мӗнле йышӑнӗ-ши? Эпӗ вӗсем патне шӑнкӑравлас терӗм. Телефона атте тытрӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: «Эсир питӗ илемлӗ ҫӗршыва каятӑр». Пӗр эрне маларах тусӗ ӑна Непал ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке панӑ пулнӑ иккен. Атте ӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫавӑнта кайса килесси пирки шухӑшлама та пуҫланӑ.

Ырӑ кӑмӑллӑ Непал ҫыннисем хушшинче Турӑшӑн ӗҫлеме пире питӗ килӗшрӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра пире тепӗр лайӑх хыпар пӗлтерчӗҫ. Пирӗн район шутне Бангладеш ҫӗршывне те кӗртнӗ, ҫак ҫӗршыв Непалпа юнашарах пулсан та хӑйне евӗрлӗ ҫӗршыв. Унта сӑваплӑ ӗҫе туса тӑрасси тӗрлӗ енлӗ те интереслӗ пулчӗ. Тепӗр пилӗк ҫул иртсен пире Японие каялла чӗнсе илчӗҫ, эпир халӗ те унтах район надзирателӗн ӗҫне туса тӑратпӑр.

Ырӑ хыпара Японире, Непалра, Бангладешра пӗлтерсе ҫӳренӗ вӑхӑтра эпӗ Иегова ҫинчен ҫав тери нумай пӗлтӗм! Ҫав ҫӗршывсенчи халӑхсен историйӗ те, йӑли-йӗрки те кашнин хӑйне евӗрлӗ. Иегова ҫынсен уйрӑмлӑхӗсене шута илсе вӗсене мӗнле пулӑшса тата пиллесе тӑнине курса тӑтӑм.

Иегова мана хӑйӗн ҫинчен пӗлме май панишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп; Турра пула эпӗ тӗллевлӗ пурнӑҫпа пурӑнатӑп тата манӑн питӗ лайӑх упӑшка пур. Турӑ мана тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшрӗ, халӗ вара мӑнӑн Турӑпа та, хамӑн ҫемьепе те хутшӑнусем лайӑх. Аннепе эпир каллех лайӑх туссем. Турӑпа та, аннепе те мирлешме пултарнишӗн эпӗ питӗ пархатарлӑ.

Район надзирателӗн ӗҫне туса тӑма пире питӗ килӗшет