Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 декабрь

Сирӗн сӑмахсем ыттисене ырӑлӑх кӳччӗр

Сирӗн сӑмахсем ыттисене ырӑлӑх кӳччӗр

«Эй Ҫӳлхуҫамӑм... Манӑн сӑмахӑмсем... Сан умӑнта кӑмӑллӑ пулӗҫинччӗ!» (ПС. 18:15.)

ЮРӐСЕМ: 21, 35

1, 2. Библире чӗлхене вут-ҫулӑмпа танлаштарни мӗншӗн вырӑнлӑ?

ВИСКОНСИН штачӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи вӑрмансенче 1871 ҫулта, октябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хӑрушӑ пушар тухнӑ. Ҫак пушарта 1 200 ҫын вилнӗ, икӗ миллиард йывӑҫ ҫунса кайнӑ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пушарта ҫав таран нумай ҫын вилни нихӑҫан та пулман. Тӗлӗнмелле те, ҫав пысӑк шар кӑтартнӑ пушар пуйӑссенчен сирпӗнсе юлакан вут хӗлхемне пула тухма пултарнӑ. Иаков 3:5-мӗшӗнчи сӑмахсем чӑнах та тӗрӗс! Унта каланӑ: «Асту-ха, пӗчӗкҫеҫҫӗ хӗлхемех мӗн чухлӗ япалана ҫунтарса ярать». Мӗншӗн Библире ҫавӑн пек каланӑ-ши?

2 Иаков ҫак тӗслӗхе ӑнлантарса 6-мӗш сӑвӑ йӗркинче «чӗлхе те — вут-ҫулӑм» тенӗ. Вут-ҫулӑм пекех пирӗн чӗлхе те, урӑхла каласан, эпир мӗн калани хӑш-пӗр чухне питӗ пысӑк сиен кӳме пултарать. Ытарӑшсем 18:21-мӗшӗнче каланӑ: «Чӗлхе вӗлерме те, чӗрӗ хӑварма та пултарать». Паллах, кама та пулин ӑнсӑртран ҫиллентерес мар тесе эпир яланах ним чӗнмесӗр ҫӳремӗпӗр. Вут-ҫулӑм сиен тума пултарнине пӗлетпӗр пулин те, эпир унпа усӑ куратпӑр-ҫке. Чи кирли вӑл — чӗлхепе тӗрӗс усӑ курма пӗлни. Эпир вут-ҫулӑма асӑрхаса тӑрсан унпа апат хатӗрлеме те, пӳлӗме  ӑшӑтма та пултаратпӑр, ҫӗрле вӑл ҫутӑ пама та пултарать. Ҫавӑн пекех, эпир хамӑр чӗлхене чарма пӗлсен, пирӗн сӑмахсем Турра мухтав кӳрӗҫ тата ыттисене хавхалантарӗҫ (Пс. 18:15).

3. Калаҫнӑ чухне пирӗн мӗнле виҫӗ япалана шута илмелле?

3 Эпир чӗлхе-ҫӑварпа е алӑсемпе вылятса калаҫсан та хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене ыттисене каласа пама пултаратпӑр. Ҫакӑ вӑл — Иегова панӑ чаплӑ парне. Апла пулсан, ыттисене хавхалантарма пирӗн ҫак чаплӑ парнепе мӗнле усӑ курмалла? (Иаков 3:9, 10 вуласа пар.) Эпир хамӑр калаҫнӑ чухне виҫӗ япалана шута илмелли ҫинчен пӑхса тухӑпӑр: хӑҫан, мӗн ҫинчен тата мӗнле калаҫмалла?

ХӐҪАН КАЛАҪМАЛЛА?

4. Хӑҫан «шӑпланмалли вӑхӑт» пулнине кӑтартакан тӗслӗхсене илсе парӑр?

4 Эпир кашни кунах калаҫатпӑр, анчах та ҫакӑ пирӗн пӗр чарӑнмасӑр калаҫмаллине пӗлтермест. Библире «шӑпланмалли вӑхӑт» пур тенӗ (Еккл. 3:7). Ыттисем калаҫнӑ чухне шӑп тӑнипе эпир вӗсене хисепленине кӑтартатпӑр (Иов 6:24). Ыттисене мӗн калама юранипе юраманнине пӗлсе калаҫсан эпир ӑслӑ-тӑнлӑ пулатпӑр (Ытар. 20:19). Ҫавӑн пекех пире кам та пулин тарӑхтарса ярас тенӗ чухне хамӑрӑн чӗлхене чарсан ӑслӑ тӑватпӑр (Пс. 4:5).

5. Иегова пире калаҫас пултарулӑх панишӗн пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

5 Библире «калаҫмалли вӑхӑт» та пур тенӗ (Еккл. 3:7). Калӑпӑр, тус сире хитре парне парать. Эсир ӑна никам курман вырӑна лартмастӑр пулӗ. Эсир унпа тӗрӗс усӑ курса ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартатӑр. Эпир калаҫас пултарулӑхпа тӗрӗс усӑ курнипе те Иеговӑна ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулнине кӑтартатпӑр. Сӑмахран, эпир хамӑр туйӑмсемпе хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа пама, ыттисене хавхалантарма тата Иеговӑна мухтама пултаратпӑр (Пс. 50:17). «Калаҫмалли вӑхӑт» ҫитнине мӗнле пӗлме пулать?

6. Майлӑ вӑхӑт суйласа илни питӗ кирлине Библи мӗнле палӑртать?

6 Мӗншӗн мӗн те пулин калама майлӑ вӑхӑт суйласа илмелле? Ытарӑшсем 25:11-мӗшӗнче каланӑ: «Вырӑнлӑ каланӑ сӑмах — кӗмӗл савӑтри ылтӑн улма пек». Ылтӑн улмасем ахаль те хитре. Вӗсене кӗмӗл савӑта хурсан вара вӗсем тата илемлӗрех курӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хамӑрӑн сӑмахсене хӑҫан каласан лайӑхрах пулни пирки шухӑшласан пирӗн сӑмахсем кӑмӑллӑрах та витӗмлӗрех пулӗҫ. Анчах та ҫакна мӗнле тумалла-ха?

7, 8. Японири тӑвансем Иисусран тӗслӗх илнине мӗнле кӑтартнӑ?

7 Тен, эпир тепӗр ҫынна шӑпах ӑна мӗн кирли ҫинчен каласшӑн. Анчах та эпир ҫавна майлӑ вӑхӑтра тумасан, пирӗн сӑмахсенчен усси пулмасан та пултарать. (Ытарӑшсем 15:23 вуласа пар.) Сӑмахран, 2011 ҫулхи март уйӑхӗнче ҫӗр чӗтреннипе тата цунамие пула Японире хӗвелтухӑҫ енчи темиҫе хула тӗппипех арканнӑ, 1 500 ытла ҫын вилнӗ. Ҫав вырӑнта пурӑнакан Иегова Свидетелӗсене те ҫӑмӑл пулман, ҫапах та вӗсем хӗн-асап тӳсекен ҫынсене лӑплантаракан хыпара пӗлтерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. Анчах та унта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ буддистсен тӗнне тытса тӑнӑ тата вӗсем Библи ҫинчен сахал пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та арҫын тӑвансем тин ҫеҫ ҫывӑх ҫыннисемсӗр тӑрса юлнӑскерсене вилнисен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк пурри ҫинчен каласа пани ҫав вӑхӑтра вырӑнлӑ мар пулать тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа та тӑвансем хӑйсен калаҫас пултарулӑхӗпе усӑ курса вӗсен чунне лӑплантарнӑ тата мӗншӗн хӑрушла ӗҫсем лайӑх ҫынсемпе те пулса тухни ҫинчен Библи тӑрӑх ӑнлантарса панӑ.

8 Ҫав тӑвансем Иисус пек пулма тӑрӑшнӑ.  Иисус хӑҫан калаҫмаллине те, хӑҫан калаҫмалла маррине те пӗлнӗ (Иоанн 18:33—37; 19:8—11). Пӗррехинче вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халӗ шӑнӑҫтарас ҫук» (Иоанн 16:12). Японири тӑвансем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен хӑҫан каламаллине ӑнланнӑ. Цунами хыҫҫӑн икӗ ҫул ҫурӑ вӑхӑт иртсен вӗсем «Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпар» буклетсен ярӑмӗнчи «Вилнисем каллех пурӑнма пултараҫҫӗ-и?» ятлӑ буклета (38 №) пӗтӗм тӗнчипе салатмалли кампание хутшӑннӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле ҫынсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен калакан хыпара итлеме хатӗр пулнӑ, ҫавӑнпа нумайӑшӗ ҫав буклета илнӗ. Паллах, тӗрлӗ вырӑнта культура та, тӗн вӗрентӗвӗсем те тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑҫан калаҫмалли ҫинчен шухӑшланӑ чухне пирӗн ӑслӑ-тӑнлӑ пулмалла.

9. Тата мӗнле лару-тӑрура сӑмах пуҫарма майлӑ вӑхӑт суйласа илмелле?

9 Тата мӗнле лару-тӑрусенче калаҫма майлӑ вӑхӑт суйласа илмелле? Сӑмахран, кам та пулин пире ҫиллентерес темен ҫӗртенех сӑмахпа ҫиллентерет. Тӳрех мӗн те пулин хуравлас е япӑххине калас вырӑнне ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхни тӗрӗс пулнӑ пулӗччӗ: «Вӑл мана чӑнах та кӳрентерес тенӗ-ши? Унпа ҫакӑн ҫинчен калаҫмаллах-ши?» Тен, ним те каламасан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Анчах та унпа калаҫма шут тытрӑмӑр пулсан, ҫакна пирӗн лӑплансан ҫеҫ тумалла, мӗншӗн тесен хӗрсе кайнӑ чухне мӗн те пулин япӑххине каласа хума пулать. (Ытарӑшсем 15:28 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех Иеговӑна ӗненмен тӑван-хурӑнташсемпе те чӑнлӑх ҫинчен хӑҫан калаҫмаллине пӗлмелле. Паллах, пирӗн вӗсене Иегова ҫинчен пӗлтерес килет, анчах та пирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла. Майлӑ вӑхӑтра, лайӑх шухӑшласа каланӑ сӑмахсем пирӗн ҫывӑх ҫынсен чӗрине хускатма пултараҫҫӗ.

МӖН КАЛАМАЛЛА?

10. а) Мӗншӗн калас сӑмахсене суйласа калаҫмалла? ӑ) Мӗнле сӑмахсем чӗрене касма пултараҫҫӗ?

10 Сӑмахсем амантма та, сиплеме те пултараҫҫӗ. (Ытарӑшсем 12:18 вуласа пар.) Сатана тӗнчинче чӗрене касакан сӑмахсемпе калаҫасси анлӑ сарӑлнӑ. Фильмсемпе телепередачӑсенче «чӗлхене хӗҫ пек ҫивӗчлет[ме]» тата «йӗплӗ сӑмахсемпе» калаҫма хистеҫҫӗ (Пс. 63:4). Христиансен ҫавӑн пек калаҫмалла мар. Сӑмахран, «йӗплӗ сӑмахсем» шутне ҫынран мӑшкӑласа-тӑрӑхласа калаҫни кӗрет. Час-часах ҫынран тӑрӑхланӑ чухне шӳтлеме пӑхаҫҫӗ, анчах та ҫавнашкал калаҫу хӑвӑртах ҫынна кӳрентерекен, хурлакан калаҫӑва куҫма пултарать. Хаяррӑн тӑрӑхласа калаҫни вӑл — хӑртса калаҫниех шутланать, христиансен вара унашкал калаҫассинчен «аякра тӑ[малла]». Шӳтлени апата тутӑ кӗртмелли япала пекех пулма пултарать, анчах та ыттисене култарас тесе ҫынран тӑрӑхласа-кулса калаҫмалла мар, мӗншӗн тесен ҫакӑ вӗсене кӳрентерме, намӑслантарма пултарать. Библире ҫапла ӳкӗтлесе ҫырнӑ: «Сирӗн чӗлхе-ҫӑвартан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах анчах тухтӑр: итлесе тӑракансене вӑл ырӑлӑх кӳтӗр» (Эф. 4:29, 31).

11. Чӗрере мӗн пурри пирӗн сӑмахсем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?

11 Иисус «этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать» тенӗ (Матф. 12:34, ҪХ). Апла пулсан, пирӗн сӑмахсем пирӗн чӗрере мӗн пуррине кӑтартаҫҫӗ. Ялан тенӗ пекех эпир мӗнле калаҫнинчен хамӑр ҫывӑх ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине курма пулать. Пирӗн чӗре юратупа, хӗрхенӳпе тулнӑ пулсан, эпир ырӑ та хавхалантаракан сӑмахсем калатпӑр.

12. Вырӑнлӑ сӑмахсене шыраса тупма пире мӗн пулӑшма пултарать?

12 Вырӑнлӑ сӑмахсене шыраса тупма вӑй хумалла. Ӑслӑ патша Соломон та тӗрӗс те вулама кӑмӑллӑ сӑмахсене суйласа илес тесе  «пурне те сӑнанӑ, тӗпченӗ» (Еккл. 12:9, 10). Хӑвӑрӑн шухӑшсене каласа пама кирлӗ сӑмахсене тупма сире хӑш-пӗр чухне йывӑр пулкалать-и? Ҫапла пулсан, сире мӗн пулӑшма пултарать? Ҫав сӑмахсене эпир Библире тата пирӗн публикацисенче тупма пултаратпӑр, ҫавӑн пекех хамӑр ӑнланман сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен пӗлтерӗшӗсене пӗлме пулать. Унсӑр пуҫне, калаҫас пултарулӑхпа ыттисене пулӑшма вӗренес тесе Иисус ҫинчен ытларах пӗлмелле. Вӑл хӑҫан мӗн каламаллине лайӑх пӗлнӗ, мӗншӗн тесен Иегова ӑна «халран кайнине сӑмахпа хунтӑла[ма]» вӗрентнӗ (Ис. 50:4). Пирӗн сӑмахсем ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарасси ҫинчен те шухӑшламалла (Иак. 1:19). Эпир хамӑртан ҫапла ыйтма пултаратпӑр: «Эпӗ ҫынна хам мӗн калас тенине каласан, вӑл ӑнланӗ-ши? Вӑл хӑйне мӗнле туйӗ-ши?»

13. Мӗншӗн пирӗн ыттисене ӑнланмалла калаҫмалла?

13 Авалхи Израильте ҫынсене пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма, чатӑрӗсене саланма, ҫавӑн пекех ҫар ҫыннисене вӑрҫа кӗме хатӗрленме хушас тесе трубапа усӑ курнӑ. Библире уҫӑмлӑ труба сассине ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсемпе танлаштарнӑ. Вӑрҫа кӗме хатӗрленекен ҫаршӑн труба уҫӑмсӑр кӑшкӑртни пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех, эпир уҫӑмлӑ калаҫмасан итлекене арпаштарса яма пултаратпӑр е вӑл тӗрӗс маррине ӗненсе лартма пултарать. Паллах, эпир хамӑр сӑмахсене ӑнланмалла каласшӑн, анчах та пирӗн сӑмахсем тӳрккес ан пулччӑр, ыттисене ан кӳрентерччӗр тесен пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. (1 Коринф 14:8, 9 вуласа пар.)

14. Иисус ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсемпе калаҫнине мӗнле тӗслӗх кӑтартса парать?

14 Иисус сӑмахсене суйласа илес тӗлӗшрен питӗ лайӑх тӗслӗх панӑ. Айтӑр Матфей кӗнекинчи 5—7-мӗш сыпӑксенче Иисус Ту ҫинче вӗрентнине аса илер. Калӑпӑшӗпе ҫак вӗрентӳ пысӑках мар, анчах та питӗ витӗмлӗ. Иисус ҫынсене тӗлӗнтерес шутпа ӑнланма йывӑр е уҫӑмсӑр сӑмахсемпе калаҫман, ҫавӑн пекех вӑл калани ыттисене кӳрентермен. Пачах урӑхла, вӑл хӑйне итлекенсен чӗрине хускатас тесе ансат сӑмахсем шыраса тупнӑ. Сӑмахран, ҫынсем хӑйсене кашни кун мӗн кирлишӗн ытлашши ан пӑшӑрханччӑр тесе вӑл Иегова вӗҫен кайӑксемшӗн мӗнле тӑрӑшни ҫине тимлеттернӗ. Унтан вӑл хӑйне итлекенсене вӗҫен кайӑксемпе танлаштарса: «Эсир вӗсенчен пахарах мар-и?» — тесе ыйтнӑ (Матф. 6:26). Чӗрене пырса тивекен ҫак ӑнланма ҫӑмӑл сӑмахсенчен Иисус ҫынсене питӗ хытӑ юратни курӑнать! Халӗ вара калаҫнӑ чухне тата мӗне шута илмеллине пӑхса тухӑпӑр.

МӖНЛЕ КАЛАҪМАЛЛА?

15. Мӗншӗн пирӗн ырӑ кӑмӑлпа калаҫмалла?

15 Эпир мӗнле кӑмӑлпа калаҫни мӗн калани пекех пӗлтерӗшлӗ пулма пултарать. Иисус Назаретри, хӑй ҫуралнӑ хулари, синагогӑра вӗрентнӗ чухне ҫынсем «унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухакан ырӑ сӑмахсенчен тӗлӗн[нӗ]» (Лука 4:22). Эпир ырӑ кӑмӑлпа калаҫсан, ҫынсем пире кӑмӑл тусах итлеме тата эпир каланине йышӑнма пултарӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, ырӑ сӑмахсем эпир каланине витӗмлӗрех тӑваҫҫӗ (Ытар. 25:15). Эпир ыттисемпе ырӑ, ҫепӗҫ пулсан тата вӗсен туйӑмӗсене шута илетпӗр пулсан Иисусран тӗслӗх илнине кӑтартатпӑр. Пӗррехинче, Иисус ҫынсем ӑна итлес тесе мӗн чухлӗ вӑй хунине курсан вӗсене хӗрхенсе «чылай вӗрентме» пуҫланӑ (Марк 6:34). Хӑйне хӑртса каланӑ чухне те Иисус хирӗҫ усал каламан (1 Петр 2:23).

16, 17. а) Тӑван-хурӑнташсемпе тата пухури ҫывӑх туссемпе калаҫнӑ чухне эпир Иисусран мӗнле тӗслӗх илме пултаратпӑр? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ырӑ кӑмӑлпа калаҫни усӑ панине кӑтартакан тӗслӗх ҫинчен каласа парӑр.

16 Хӑш-пӗр чухне хамӑр лайӑх пӗлекен ҫынсемпе,  уйрӑмах ҫемьерисемпе е пухури ҫывӑх туссемпе ҫемҫен те ҫепӗҫҫӗн калаҫма ҫӑмӑлах мар. Пирӗн вӗсене мӗн калас тенине йӑлтах тата тӳррӗн калас килме пултарӗ. Анчах та Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсемпе, вӗсем унӑн ҫывӑх тусӗсем пулнӑран, тӳрккессӗн калаҫма юрать тесе шутланӑ-и? Паллах ҫук! Унӑн ҫывӑх тусӗсем хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма пуҫласан, вӑл пӗчӗк ачана вӗсен варрине тӑратса, ырӑ сӑмахсем каласа вӗсен шухӑшӗсене тӳрлетнӗ (Марк 9:33—37). Старейшинӑсем те Иисусран тӗслӗх илсе канашсене йӑваш кӑмӑлпа параҫҫӗ (Гал. 6:1).

17 Кам та пулин пире кӳрентернӗ чухне те ырӑ сӑмахсемпе хуравлани лайӑх ӗҫсем патне илсе пыма пултарать (Ытар. 15:1). Сӑмахран, пӗр хӗрарӑм тӑванӑн ывӑлӗ, ашшӗсӗр ӳснӗскер, Иеговӑшӑн ӗҫлетӗп тенӗ ҫӗртенех япӑх ӗҫсем тунӑ. Пӗррехинче тепӗр хӗрарӑм тӑван ӑна хӗрхенсе ҫапла каланӑ: «Шел те, эсӗ ачана лайӑх пӑхса ӳстереймерӗн». Кӑшт шухӑшласан, амӑшӗ хуравланӑ: «Чӑнах та, хальлӗхе пурте йӗркеллех мар, анчах та эпӗ ӑна вӗрентме пӑрахман-ха. Ҫакӑн ҫинчен Армагеддон хыҫҫӑн калаҫӑпӑр. Ун чухне паллӑ пулӗ». Амӑшӗ ҫакӑн пек лӑпкӑн та ыррӑн хуравланине пула ҫак икӗ хӗрарӑм тӑван хушшинчи туслӑх арканман. Ҫавӑн пекех ҫак калаҫу вӗсене итлесе тӑнӑ ывӑлне те хавхалантарнӑ. Ывӑлӗ амӑшӗ ун ҫине ал сулманнине ӑнланнӑ. Ҫакӑ вара ӑна япӑх тусӗсемпе хутшӑнма пӑрахма пулӑшнӑ. Вӑхӑт иртсен, вӑл шыва кӗнӗ, каярахпа Вефильте те ӗҫленӗ. Эпир кирек ӑҫта пулсан та — хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе-и, килтисемпе-и е палламан ҫынсемпе-и — пирӗн сӑмахсем «ялан ӑшӑ... витӗмлӗ» пулччӑр (Гал. 4:6).

18. Калаҫнӑ чухне эпир Иисусран тӗслӗх мӗнле илме пултаратпӑр? Ҫакӑ мӗнле усӑ парӗ?

18 Хамӑр шухӑшсемпе туйӑмсене каласа парас пултарулӑх вӑл Иегова панӑ чаплӑ парне. Айтӑр Иисусран тӗслӗх илсе малалла та хӑҫан калаҫмалли ҫинчен шухӑшлар, вырӑнлӑ сӑмахсем шыраса тупма тӑрӑшар тата ырӑ пулма вӑй хурар. Ҫапла тусан пирӗн сӑмахсем ыттисене сиплӗҫ тата Иеговӑшӑн — калаҫас пултарулӑха Параканшӑн — кӑмӑллӑ пулӗҫ.