Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 декабрь

Калаҫу пуҫласси кӗпер хывнипе пӗрех

Калаҫу пуҫласси кӗпер хывнипе пӗрех

ЭПИР пурте калаҫма пӗлетпӗр. Анчах та калаҫу пуҫлама ҫӑмӑл теме пулать-и? Эх, ҫапла пулсанччӗ! Чӑннипе каласан, нумайӑшӗ кампа та пулин, уйрӑмах пӗлмен ҫынпа, калаҫмалли ҫинчен шухӑшласанах шикленсе хӑраса ӳкет. Пуҫра тӳрех тӗрлӗ шухӑшсем явӑнма тытӑнаҫҫӗ: «Калаҫма мӗнрен пуҫламалла-ши? Мӗн ҫинчен калаҫмалла-ши? Манӑн акцент пурри чӑрмантармӗ-ши?» Ҫак тата ытти ыйтусем вӑтанчӑк ҫынсене калаҫас килнӗ чухне те канӑҫсӑрлантарма пултараҫҫӗ. Ку йывӑрлӑха мӗнле ҫӗнтерме пулать?

Калӑпӑр, эсир автобус кӗтсе тӑратӑр. Каҫ пулса килет. Хӗвел анса ларать, хӑйӗн ҫутипе хулана ҫутатать. Сирӗнтен инҫех мар пӗр палламан ҫын тӑрать. Вӑл шухӑша путнӑ курӑнать. Автобус чарӑнакан ҫӗрте урӑх никам та ҫук. Сирӗн хушӑри «тарӑн ҫырма» сире уйӑрса тӑрӗ-и е эсир хӑюлӑх ҫитерсе калаҫу пуҫлатӑр?

— Ҫак хула пирки кичем чул хула ҫеҫ теҫҫӗ, анчах та хӗвел анса ларнӑ чухне кунта эпӗ ӳснӗ хулари пекех хитре.

Акӑ ҫав ҫын еннелле пӗр утӑм турӑр та. Ҫын сирӗнпе калаҫмасӑр тӑма пултараяс ҫук пулӗ. Тарӑн ҫырма урлӑ кӗпер хатӗр те! Паллах ӗнтӗ, эпир калаҫӑва хутшӑнасшӑн маррисемпе те тӗл пулма пултаратпӑр. Апла пулсан та, эсир калаҫу пуҫлама тӑрӑшса пӑхнӑ. Эсир унпа калаҫмашкӑн тема шыраса тупнӑ: хӗвел анни ҫинчен сӑмах тапратнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калаҫма нумайӑшне килӗшет.

Анчах та калаҫура пӗр япала ытлашши нумай ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Ҫакӑ вӑл — эсир хӑвӑр. Эсир яланах хӑвӑр ҫинчен калаҫатӑр пулсан, ҫакӑ сирӗнпе калаҫакана килӗшмест паллах. Пӗр каппайчӑк актерпа акӑ мӗн пулса иртнӗ. Вӑл хӑйӗн юлташӗ патне хӑнана килнӗ. Унта вӑл юлташӗпе юлашки хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен вак-тӗвек таранах, пӗр сехет хушши пӗр чарӑнми каласа панӑ. Кайран вара юлташне каланӑ: «Мӗншӗн-ха ман ҫинчен ҫеҫ калаҫмалла? Каласа пар-ха, манӑн юлашки фильм килӗшет-и сана?» Калаҫнӑ чухне, хӑвӑр ҫинчен ҫеҫ ан шухӑшлӑр!

Ҫавӑнпа хӑвӑр ҫинчен, е хӑвӑр мӗн туни ҫинчен кӑна ан калаҫӑр. Пулса иртнӗ е пулас событисем, хыпарсем, тӗнчери лару-тӑру, ҫанталӑк ҫинчен калаҫма тата ҫаксем пурте сире те, сирӗнпе калаҫакана та мӗнле пырса тивнине сӳтсе явма пулать.

Паллах, калаҫмашкӑн тема шыраса тупма йывӑрах мар, анчах ҫав темӑпа ҫынна интереслентерме ҫӑмӑл мар. Ҫавна тума мӗн пулӑшать? Хавхалануллӑн каласа парӑр. Эсир интереслӗ япала ҫинчен пӗлтӗр пулсан тата ҫакӑ ҫынна та кӑсӑклантарчӗ пулсан, ӑна ыйтусем парӑр. Вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене те каласа патӑр. Ҫапла тусан калаҫу иккӗшӗн кӑмӑлне те ҫырлахтарӗ.

ИТЛЕМЕ ПӖЛНИ ТЕ КИРЛӖ

Калаҫу пуриншӗн те кӑмӑллӑ пултӑр тесен хӑвӑрӑн ҫеҫ калаҫмалла мар, итлемелле те. Хӑш-пӗр чухне ҫынсем итлеме пӗлмеҫҫӗ. Итлес вырӑнне вӗсем малалла мӗн каламалли ҫинчен шутлаҫҫӗ тата ҫавна калама хӑҫан май пуласса кӗтеҫҫӗ ҫеҫ, час-часах вӗсем мӗн калас тени темӑпа ҫыхӑнмасан та пултарать. Ҫапла вара диалогран пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман икӗ монолог пулса тӑрать. Ҫавӑнпа ҫак канаша шута илни мӗн тери лайӑх: «Кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр» (Иак. 1:19).

Ҫын тимлӗ итлет пулсан, ҫакӑ вӑл хӑйне тӗрӗс тытма пӗлнине кӑтартать. Вӑл ҫӗнӗ шухӑшсемпе килӗшме те, кирлех пулсан, хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштарма та пултарать. Ҫакӑнтан вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулни курӑнать. Ҫакнашкал ҫын хӑйӗн шухӑшӗсем ҫинче тӑма тӑрӑшмасть. Вӑл ыттисен тӗрӗс шухӑшӗсене йышӑнма хатӗр. Ҫапла вара калаҫу пурин кӑмӑлне те кайӗ.

Итлеме пӗлни мӑшӑрлӑ пурнӑҫра та питӗ кирлӗ. Сирӗнпе хӑҫан та пулин ҫапла пулнӑ-и: эсир хӑвӑрӑн упӑшкана е арӑма мӗн те пулин каласа паратӑр, вӑл сӑмах хушсан вара вӑл сире пач итлемен пекех туйӑнать. Ҫакӑ сире тарӑхтарса яма пултарӗ. Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне шанмалла, хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене ним пытармасӑр пӗр-пӗрне каласа памалла.

Шел пулин те, хӑш-пӗрисем ырӑ кӑмӑлпа сайра-хутра ҫеҫ калаҫаҫҫӗ е пачах ҫапла калаҫма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗнчен йӗплӗ сӑмахсем кӑна тухаҫҫӗ. Ыттисен ҫакнашкал ҫынсемпе хутшӑнас килмест. Хӑйӗнчен ыттисем тӑрӑхласа кулни кама килӗштӗр-ха? Ытарӑшсем 12:18-мӗш сӑвӑ йӗркинче тӗрӗсех каланӑ: «Чараксӑр чӗлхеллӗ ҫын хӗҫпе каснӑ пек амантать». Колоссӑ 4:6-мӗшӗнче каланӑ пек калаҫма тӑрӑшсан мӗн тери лайӑх пулать: «Сирӗн сӑмахӑр ялан ӑшӑ пултӑр, витӗмлӗ пултӑр, вара эсир кирек кама та вырӑнлӑ хуравлатӑр». Ҫапла, ырӑ кӑмӑлпа калаҫакан ҫынсем пӗр-пӗрин туйӑмӗсене шута илеҫҫӗ тата пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ.

Эппин, айтӑр ыттисемпе калаҫма вӗренер. Чӑрмавсене ҫӗнтерме тата кӗпер хывма хӑраса тӑрар мар. Ыттисемпе ҫывӑхрах паллашма тӑрӑшӑр, вӗсене те хӑвӑр ҫинчен ытларах пӗлме май парӑр. Тата юлашки канаш: нумай калаҫнипе ыттисене ан йӑлӑхтарӑр — хӑҫан калаҫма чарӑнмаллине пӗлсе тӑрӑр!