Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 декабрь

Иегова ҫынсемпе мӗнле майпа калаҫать?

Иегова ҫынсемпе мӗнле майпа калаҫать?

«Итлесемччӗ, эпӗ калаҫам» (ИОВ 42:4).

ЮРӐСЕМ: 37, 23

1—3. а) Мӗншӗн Туррӑн шухӑшӗсем тата унӑн чӗлхи этемӗн шухӑшӗсемпе чӗлхинчен питӗ уйрӑлса тӑрать теме пулать? ӑ) Эпир ҫак статьяран мӗн ҫинчен пӗлӗпӗр?

ӖМӖРЛӖХ Турри ангелсене тата ҫынсене хӑйпе пӗрле савӑнса пурӑнччӑр тесе тунӑ (Пс. 35:10). Иоанн апостол «Сӑмах» пирки «Турӑ мӗн пултарнийӗн Пуҫламӑшӗ» тенӗ (Иоанн 1:1; Ӳлӗм. 3:14). Иегова Турӑ хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене малтанхи Ывӑлне уҫса панӑ (Иоанн 1:14, 17; Кол. 1:15). Павел апостол ангелсем те калаҫаҫҫӗ тенӗ, анчах та вӗсен чӗлхи этем чӗлхинчен питӗ уйрӑлса тӑрать (1 Кор. 13:1).

2 Иегова миллиард-миллиард ангела тата ҫынна кашнине питӗ лайӑх пӗлет. Кашни минутра нумай ҫын ӑна тӗрлӗ чӗлхепе кӗлтӑвать. Турӑ вӗсен кӗллисене итлет ҫеҫ мар, ҫав вӑхӑтрах вӑл ангелсемпе те калаҫать, вӗсене мӗн тумаллине те калать. Иеговӑн шухӑшӗсем тата унӑн чӗлхи этемӗн шухӑшӗсемпе чӗлхинчен питӗ уйрӑлса тӑни курӑнать. (Исаия 55:8, 9 вуласа пар.) Апла пулин те, вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене ҫынсене ӑнланмалла сӑмахсемпе каласа парать.

3 Вӗҫӗ-хӗррисӗр ӑслӑ Турӑ ӗмӗрсем хушшинче хӑйӗн шухӑшӗсене ҫынсене уҫҫӑн та ӑнланмалла пӗлтерес тесе мӗн-мӗн тунине айтӑр пӑхса тухар. Ҫавӑн пекех эпир Турӑ ҫынсен лару-тӑрӑвне  кура вӗсемпе мӗнле калаҫнине те пӗлӗпӗр.

ТУРӐ ҪЫНСЕМПЕ КАЛАҪАТЬ

4. а) Иегова Моисейпе, Самуилпа тата Давидпа мӗнле чӗлхепе калаҫнӑ? ӑ) Библире мӗн ҫинчен ҫырса панӑ?

4 Иегова Адампа Эдем пахчинче калаҫнӑ чухне уншӑн ӑнланмалла чӗлхепе калаҫнӑ. Турӑ Адампа авалхи еврей чӗлхипе калаҫнӑ пулас. Каярахпа Иегова хӑйӗн шухӑшӗсене Библи ҫыракансене, сӑмахран, Моисее, Самуила тата Давида, уҫса панӑ. Вӗсем авалхи еврей чӗлхипе калаҫнӑ пулнӑ. Ҫав ҫынсем Туррӑн шухӑшӗсене хӑйсен сӑмахӗсемпе тата хӑйсене манерлӗ ҫырнӑ. Вӗсем Турӑ вӗрентсе каланӑ сӑмахсене ҫырнӑ тата Турӑпа хӑйӗн халӑхӗ хушшинчи хутшӑнусем мӗнле аталанса пыни ҫинчен каласа панӑ. Тӗслӗхрен, Турра хытӑ ӗненнӗ тата юратнӑ ҫынсем ҫинчен, вӗсен йӑнӑшӗсем ҫинчен, ҫавӑн пекех Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ ҫынсем ҫинчен ҫырса панӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпех паян пирӗншӗн питӗ усӑллӑ (Рим 15:4).

5. Турӑ хӑйӗн халӑхӗпе авалхи еврей чӗлхипе кӑна калаҫнӑ-и? Ӑнлантарса парӑр.

5 Иегова ҫынсемпе еврей чӗлхипе ҫеҫ калаҫман, мӗншӗн тесен лару-тӑру улшӑнса пынӑ. Вавилон тыткӑнӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем кулленхи пурнӑҫра арамей чӗлхипе калаҫма тытӑннӑ. Тен, ҫавӑнпа Иегова Даниилпа Иеремия пророксене тата Ездра священника Библин хӑш-пӗр пайӗсене арамей чӗлхипе ҫырма хавхалантарнӑ пулас *.

6. Мӗншӗн Турӑ Сӑмахне грек чӗлхи ҫине куҫарнӑ?

6 Александр Македонский авалхи тӗнчен нумай ҫӗршывне ҫӗнсе илсен ҫав вырӑнсенче грек, е койне, чӗлхи тӗп чӗлхе пулса тӑнӑ. Ҫав чӗлхепе нумай еврей калаҫнӑ, ҫавӑнпа Еврей Ҫырӑвӗсене грек чӗлхи ҫине куҫарнӑ. Ученӑйсем шутланӑ тӑрӑх, ҫак куҫарӑва 72 ҫын тунӑ. Ӑна Септуагинта теҫҫӗ. Ҫак куҫару — Библин чи пӗрремӗш, чи пӗлтерӗшлӗ куҫарӑвӗ *. Куҫаракансем нумай пулнӑран ӑна тӗрлӗ мелсемпе куҫарнӑ: пӗрисем сӑмахран сӑмаха, теприсем ирӗклӗн. Апла пулин те, грек чӗлхипе калаҫнӑ еврейсем, каярахпа вара христиансем те Септуагинтӑна Турӑ Сӑмахӗ вырӑнне хунӑ.

7. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗнле чӗлхепе вӗрентнӗ?

7 Туррӑн малтанхи Ывӑлӗ ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне Библире еврей чӗлхи тенӗ чӗлхепе калаҫнӑ тата вӗрентнӗ пулмалла (Иоанн 19:20; 20:16; Ап. ӗҫ. 26:14). Пӗрремӗш ӗмӗрте еврей чӗлхи ҫине арамей чӗлхи витӗм кӳрсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та Иисус арамей чӗлхинчи хӑш-пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курнӑ пулас. Анчах та Иисус Моисейпе ытти пророксем калаҫнӑ авалхи еврей чӗлхине те пӗлнӗ, вӗсен кӗнекисене кашни эрнере синагогӑсенче вуланӑ (Лука 4:17—19; 24:44, 45; Ап. ӗҫ. 15:21). Унсӑр пуҫне, Израильте грекла та, латинла та калаҫнӑ. Анчах та Иисус ҫав чӗлхесемпе калаҫни ҫинчен Библире нимӗн те каламан.

8, 9. Христиан тӗнӗ сарӑлса пынӑ май мӗншӗн христиансем нумайӑшӗ грекла калаҫма тытӑннӑ тата ҫакӑ Иегова ҫинчен мӗне вӗрентет?

8 Христосӑн малтанхи вӗренекенӗсем еврей чӗлхине пӗлнӗ, анчах вӑл вилнӗ хыҫҫӑн вӗренекенӗсем урӑх чӗлхесемпе те калаҫнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 6:1 вуласа пар.) Христиан тӗнӗ сарӑлса пынӑ май христиансенчен  нумайӑшӗ грек чӗлхипе калаҫма пуҫланӑ. Ҫакна та палӑртмалла, Иисусӑн пурнӑҫӗпе вӗрентӗвӗсем ҫинчен Матфей, Марк, Лука тата Иоанн ҫырса панӑ Евангелисем грек чӗлхипе анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Апла пулсан, христиансенчен ытларахӑшӗ еврей чӗлхипе мар, грек чӗлхипе калаҫнӑ *. Ҫавӑн пекех Павел апостолӑн ҫырӑвӗсене те, Библин ытти пайӗсене те грек чӗлхипе ҫырнӑ пулнӑ.

9 Ҫакӑ та интереслӗ, Христианла Грек Ҫырӑвӗсене ҫыракансем Еврей Ҫырӑвӗсенчи сӑмахсене час-часах Септуагинтӑран илсе панӑ. Ҫав цитатӑсем хушӑран малтанхи текстран кӑшт уйрӑлса тӑнӑ пулин те, ҫав ҫитменлӗхлӗ ҫынсем тунӑ куҫару халӗ Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн пайӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑ пире Иегова нимле чӗлхене те е культурӑна та мала хуманнине кӑтартать. (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34 вуласа пар.)

10. Иегова ҫынсене хӑйӗн Сӑмахне мӗнле пӗлтернинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

10 Эпир Иегова ҫынсемпе вӗсен лару-тӑрӑвне шута илсе калаҫнине пӗлтӗмӗр. Турӑ хӑйӗн ҫинчен тата хӑй мӗн шухӑшласа хуни ҫинчен пӗлмешкӗн ҫынсенчен пӗр-пӗр чӗлхе вӗренме ыйтмасть. (Захария 8:23; Ӳлӗмхине 7:9, 10 вуласа пар.) Иегова ҫынсене Библи ҫырма хавхалантарнӑ, анчах хӑйӗн шухӑшӗсене вӗсене хӑйсен сӑмахӗсемпе ҫырма ирӗк панӑ.

ТУРРӐН ХЫПАРӖ ПИРӖН ПАТА МӖНЛЕ ҪИТНӖ?

11. Мӗншӗн ҫынсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни Туррӑн хыпарне сарӑлса пыма чӑрмантарман?

11 Ҫынсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫни тата Библи куҫарӑвӗсем пӗр-пӗринчен кӑшт уйрӑлса тӑни Туррӑн хыпарне сарӑлса пыма чӑрмантарнӑ-и? Паллах ҫук. Тӗслӗхрен, Иисус еврейла каланӑ сӑмахсене эпир хӑш-пӗрисене кӑна пӗлетпӗр (Матф. 27:46; Марк 5:41; 7:34; 14:36). Анчах та Иегова Иисус каланӑ хыпара грек чӗлхи ҫине, каярахпа вара ытти чӗлхесем ҫине куҫарччӑр тесе тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех иудейсем те, христиансем те Библи алҫырӑвӗсене ҫыра-ҫыра илнӗ, ҫапла вара Сӑваплӑ Ҫыру сыхланса юлнӑ. Ҫав алҫырусене нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ пулнӑ. Пирӗн эрӑри IV—V ӗмӗрсенче пурӑннӑ Иоанн Златоуст каланӑ тӑрӑх, вӑл пурӑннӑ вӑхӑтра Иисусӑн вӗрентӗвӗсене сири, египет, инди, перс, эфиопи тата ытти нумай халӑх чӗлхисем ҫине куҫарнӑ.

12. Библи куҫаракансен тата ӑна халӑх хушшинче салатакансен мӗн тӳсме тивнӗ?

12 Библие пӗрре анчах мар тӗп тума хӑтланнӑ. Сӑмахран, Рим императорӗ Диоклетиан пирӗн эрӑри 303 ҫулта Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн пур копине те пӗтерме хушнӑ. Анчах та Библие нумай чӗлхе ҫине куҫарнине пула ӑна тӗп тӑвайман. Турӑ Сӑмахне куҫаракансене  тата ӑна халӑх хушшинче салатакансене хӗсӗрленӗ. XVI ӗмӗрте Уильям Тиндал Библие авалхи еврей тата грек чӗлхисенчен акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарма шутланӑ, нумай вӗреннӗ пӗр ҫынна вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ мана ытларах пурӑнма май парсан, кирек мӗнле ял ачи те Ҫырӑва сирӗнтен те лайӑхрах пӗлме пултартӑр тесе пӗтӗм вӑя хурӑп». Хӗсӗрленине пула, Тиндалӑн хӑйӗн куҫарӑвне туса пӗтермешкӗн тата пичетлесе кӑлармашкӑн Европӑна тарма тивнӗ. Тӗн пуҫлӑхӗсем ҫынсенчен туртса илнӗ пур Библие те халӑх умӗнче ҫунтарса янӑ, апла пулин те, нумай экземпляр ҫынсен аллинче юлнӑ. Юлашкинчен вара Тиндале сутнӑ, ӑна пӑвса вӗлернӗ те кӗлеткине юпа ҫине ҫакса ҫунтарса янӑ. Анчах та вӑл куҫарнӑ Библи упранса юлнӑ. Ҫак куҫарупа «Яков патша Библине» куҫарнӑ чухне те час-часах усӑ курнӑ. (2 Тимофей 2:9 вуласа пар.)

13. Авалхи алҫырусене тӗпчени мӗн кӑтартса парать?

13 Пирӗн вӑхӑтчен сыхланса юлнӑ Библин хӑш-пӗр копийӗсенче пӗчӗк йӑнӑшсем тата пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман вырӑнсем пур. Анчах та Библие тӗпчекенсем ҫӗр-ҫӗр алҫырӑва, алҫырусен татӑкӗсене, ҫавӑн пекех Библин авалхи куҫарӑвӗсене пухса тӗплӗн тишкерсе тухнӑ. Ҫавӑн пек тӗпчени Библи тексчӗ тӗрӗс пулнине кӑтартса панӑ. Иккӗлентерекен хӑш-пӗр сӑвӑ йӗркисем пур пулсан та, Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн тӗп хыпарӗ улшӑнман. Ҫаксем пурте Библи вӗренекен тӳркӑмӑллӑ ҫынсене Иегова унта ҫыртарнӑ хыпар пирӗн пата пӗр улшӑнмасӑр ҫитнине ҫирӗп ӗненме пулӑшаҫҫӗ (Ис. 40:8) *.

14. Библи мӗн таран анлӑ сарӑлнӑ?

14 Тӑшмансем хаяррӑн хӗсӗрленине пӑхмасӑрах Иегова хӑйӗн Сӑмахне этем историйӗнче чи нумай чӗлхе ҫине куҫарма май панӑ. Хальхи вӑхӑтра та, чылайӑшӗ Турра ӗненмест пулсан та, Библи чи анлӑ сарӑлнӑ кӗнеке шутланать, унсӑр пуҫне ӑна пӗтӗмӗшле е унӑн пайӗсене 2 800 яхӑн чӗлхепе куҫарнӑ. Ҫак тӗлӗшрен Библипе нимӗнле кӗнеке те танлашаймасть. Библин хӑш-пӗр куҫарӑвӗсене вулама ҫӑмӑлах мар тата унта пӗчӗк йӑнӑшсем пур пулсан та, вӗсем пурте шанчӑкпа ҫӑлӑнӑҫ паракан хыпара пӗлме пулӑшаҫҫӗ.

БИБЛИН ҪӖНӖ КУҪАРӐВӖ

15. а) Ҫынсем тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнине шута илсе Турӑ организацийӗ мӗн тӑвать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн литературӑна малтан акӑлчан чӗлхипе ҫырса хатӗрлеҫҫӗ?

15 1919 ҫулта Библие тӑрӑшса тӗпчекен пӗчӗк ушкӑна «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» пулма суйласа лартнӑ. Ҫав вӑхӑтра шанчӑклӑ чура Туррӑн халӑхӗпе ытларах акӑлчан чӗлхипе калаҫнӑ (Матф. 24:45). Ҫав «чура» Библие ӑнлантарса паракан литературӑна ытларах та ытларах чӗлхепе вулама пултарччӑр тесе  питӗ нумай вӑй хурать. Хальхи вӑхӑтра ҫав литературӑна 700 ытла чӗлхепе кӑларса тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш ӗмӗрте грек чӗлхи анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та суту-илӳ тӑвакансем хушшинче тата вӗренӳ учрежденийӗсенче акӑлчан чӗлхипе анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫавӑнпа пирӗн литературӑна малтан акӑлчан чӗлхипе ҫыраҫҫӗ, унтан вара ытти чӗлхесем ҫине куҫараҫҫӗ.

16, 17. а) Туррӑн халӑхне мӗн кирлӗ пулнӑ? ӑ) Ҫав тӗлӗшрен мӗн тунӑ? б) Норр тӑван 1950 ҫулта «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» пирки мӗн каланӑ?

16 Пирӗн литературӑна Библи тӑрӑх ҫыраҫҫӗ. «Яков патша Библи» куҫарӑвӗ, 1611 ҫулта акӑлчан чӗлхипе кӑларнӑскер, XX ӗмӗр варринче анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ. Анчах та ҫав куҫарӑва тунӑ чухнехи чӗлхе хытах кивелсе кайнӑ. Туррӑн ячӗ вара текстра темиҫе хут ҫеҫ тӗл пулнӑ, Библин ӗлӗкхи алҫырӑвӗсенче вара ҫав ятпа пин-пин хут усӑ курнӑ пулнӑ. «Яков патша Библине» куҫарнӑ чухне темиҫе йӑнӑш янӑ тата чи авалхи алҫырусенче пулман сӑвӑ йӗркисене кӗртнӗ. Ҫав вӑхӑтри Библин ытти куҫарӑвӗсенче те ҫавнашкал ҫитменлӗхсем пулнӑ.

17 Туррӑн халӑхне тӗрӗс те ӑнланма ҫӑмӑл Библи куҫарӑвӗ кирлӗ пулни уҫҫӑн курӑннӑ. Ҫавӑнпа «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» Комитетне йӗркеленӗ. Ҫак Комитет 10 ҫул хушшинче, 1950 ҫултан пуҫласа 1960 ҫулччен, ултӑ томлӑ ҫӗнӗ куҫару туса пичетлесе кӑларнӑ. 1950 ҫулта августӑн 2-мӗшӗнче конгресра пӗрремӗш том кӑларни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫав конгресра Нейтан Норр тӑван Туррӑн халӑхне тӗп-тӗрӗс те ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ тата чӑнлӑха лайӑхрах пӗлме пулӑшакан Библин ҫӗнӗ куҫарӑвӗ кирлӗ тесе каланӑ. Христосӑн вӗренекенӗсемшӗн пирвайхи ҫырусем ӑнланмалла тата вулама ҫӑмӑл пулнӑ пекех ун чухне те ӑнланма ҫӑмӑл куҫару кирлӗ пулнӑ. Норр тӑван «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» миллион-миллион ҫынна Иеговӑна пӗлме пулӑшасса шанатӑп тесе каланӑ.

18. Библи куҫарас ӗҫе хӑвӑртлатас тесе мӗн тунӑ?

18 Норр тӑван мӗнле каланӑ, шӑпах ҫапла пулнӑ та. 1963 ҫул патнелле «Христианла Грек Ҫырӑвӗсем — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» тата ултӑ чӗлхепе тухнӑ: испан, итали, нимӗҫ, нидерланд, португали тата француз чӗлхисемпе. 1989 ҫулта Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан совечӗ тӗп управленире Библи куҫарас ӗҫе хӑвӑртлатма пулӑшакан отдела йӗркеленӗ. 2005 ҫулта вара «Хурал башни» тухса тӑракан чӗлхесемпе те Библи куҫарма шут тытнӑ. Ҫавна пула паян «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» пӗтӗмӗшле е унӑн пайӗсене 130 ытла чӗлхепе вулама пулать.

19. 2013 ҫулта мӗнле событи пулса иртнӗ тата тепӗр статьяра мӗн пӑхса тухӑпӑр?

19 Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, акӑлчан чӗлхи улшӑнса пынӑран, акӑлчанла «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» ҫӗнӗрен пӑхса тухмаллине ӑнланса илнӗ. 2013 ҫулта октябрӗн 5-мӗшпе 6-мӗшӗнче Хурал башнин, Библин тата трактатсен Обществин (Пенсильвани) кашни ҫул иртекен 129-мӗш пухӑвне 31 ҫӗршывран 1 413 676 ҫын килнӗ е трансляци итленӗ. Ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» акӑлчан чӗлхипе кӑларни ҫинчен Ертсе пыракан советӑн пӗр членӗ пӗлтерсен, пурте савӑнса кайнӑ. Унта пухӑннисене пурне те ҫав Библие парса тухсан нумайӑшӗн савӑннипе куҫҫулӗ те тухнӑ. Доклад тӑвакансем сӑвӑ йӗркисене ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ куҫаруран вуласа панӑ чухне пухӑннисем ӑна тивӗҫлипех хак панӑ, мӗншӗн тесен Туррӑн Сӑмахӗ акӑлчан чӗлхипе ку таранччен унашкал уҫҫӑн янӑраман! Тепӗр статьяра ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӑн уйрӑмлӑхӗсене, ҫавӑн пекех ӑна ытти чӗлхесем ҫине мӗнле куҫарнине пӑхса тухӑпӑр.

^ 5 абз. Ҫапла Ездра 4:8—6:18; 7:12—26, Иеремия 10:11 тата Даниил 2:4ӑ—2:28 чи малтан арамей чӗлхипе ҫырнӑ пулнӑ.

^ 6 абз. «Септуагинта» тени «ҫитмӗл» тенине пӗлтерет. Ҫак куҫару ӗҫне пирӗн эрӑчченхи III ӗмӗрте Египетра пуҫланӑ та пирӗн эрӑчченхи 150-мӗш ҫул тӗлнелле вӗҫленӗ. Ҫак куҫару паян та питӗ усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӑл ученӑйсене еврей текстӗнчи ӑнланмалла мар сӑмахсемпе сӑвӑ йӗркисене ӑнланма пулӑшать.

^ 8 абз. Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Матфей хӑйӗн Евангелине еврей чӗлхипе ҫырнӑ, кайран вара хӑйех грек чӗлхи ҫине куҫарнӑ пулас.

^ 13 абз. «Понимание Писания» энциклопедире «Как до нас дошла Библия» статьяна пӑхӑр.