Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 ноябрь

Эсир ҫывӑх ҫыннуна хӑвӑра юратнӑ пек юрататӑр-и?

Эсир ҫывӑх ҫыннуна хӑвӑра юратнӑ пек юрататӑр-и?

«Ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» (МАТФ. 22:39).

ЮРӐСЕМ: 25, 36

1, 2. Юрату питӗ кирлӗ пулнине Библи мӗнле кӑтартса парать?

ЮРАТУ — Иегова Туррӑн тӗп лайӑх енӗ (1 Иоанн 4:16). Турӑ чи малтан Иисуса тунӑ. Вӑл вара хӑйӗн Ашшӗпе пӗлӗтре миллиард-миллиард ҫул пурӑннӑ тата унран юратма вӗренсе пынӑ (Кол. 1:15). Иисусӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ, унӑн ҫӗр ҫинчи сӑваплӑ ӗҫӗ те, вӑл Иегова юратакан Турӑ пулнине питӗ лайӑх пӗлнине тата хӑйӗн Ашшӗ юратнӑ пек юратнине кӑтартса парать. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑпа Иисус влаҫа яланах юратса тытса тӑрасса шанма пултаратпӑр.

2 Иисусран саккунра чи аслӑ ӳкӗт хӑшӗ тесе ыйтсан, вӑл ҫапла хуравланӑ: «„Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм ӑсупа юрат“: ҫакӑ — чи аслӑ та тӗп ӳкӗт; иккӗмӗшӗ те ҫавӑн евӗрлех: „ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“» (Матф. 22:37—39).

3. Кама пирӗн «ҫывӑх ҫын» теме пулать?

3 Иисус малтан Иеговӑна, унтан ҫывӑх ҫынна юратмалла тенине асӑрхӑр-ха. Ҫакӑ пирӗн яланах юрату кӑтартма кирлине палӑртать. Анчах кама пирӗн «ҫывӑх ҫын» теме пулать? Эпир авланнӑ е качча кайнӑ пулсан, пирӗншӗн чи ҫывӑх ҫын  вӑл — хамӑр мӑшӑр. Пухури тӑвансем пирки те ҫавнах калама пулать. Ҫавӑн пекех вӗсем шутне ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулакан ҫынсем те кӗреҫҫӗ. Айтӑр халӗ хамӑр ҫывӑх ҫынсене юратнине эпир мӗнле кӑтартма пултарнине пӑхса тухар.

МӐШӐРНА ЮРАТӐР

4. Хамӑр ҫитменлӗхсене пӑхмасӑрах мӗншӗн эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗ пулма пултаратпӑр?

4 Иегова Адампа Евӑна тунӑ хыҫҫӑн вӗсене пӗрлештернӗ. Ҫапла Турӑ пӗрремӗш ҫемьене пуҫарса янӑ. Вӑл пӗрремӗш мӑшӑр телейлӗ пултӑр тата вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен ӑрӑвӗ пӗтӗм ҫӗре тултартӑр тенӗ (Пулт. 1:27, 28). Анчах та Адампа Ева Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленипе хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне сиен кӳнӗ, ҫавӑн пекех пӗтӗм этемлӗхе ҫылӑхпа вилӗм парса хӑварнӑ (Рим 5:12). Ҫакна пӑхмасӑрах эпир мӑшӑрлӑ пурнӑҫра телейлӗ пулма пултаратпӑр. Иегова, ҫемье Никӗслевҫи, Библи урлӑ упӑшкисемпе арӑмӗсене чи лайӑх канашсем парать. (2 Тимофей 3:16, 17 вуласа пар.)

5. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра юрату мӗн таран кирлӗ?

5 Турӑ Сӑмахӗ палӑртнӑ тӑрӑх, телейлӗ пулмашкӑн пире юрату, урӑхла каласан, пӗр-пӗрин патне чун туртни тата пӗр-пӗрин хушшинче ҫепӗҫ туйӑмсем пулни, питӗ кирлӗ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки те ҫавнах калама пулать. Павел апостол чӑн-чӑн юратӑва ҫапла сӑнласа панӑ: «Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть, пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть, тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать; пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет... юрату нихӑҫан та пӗтмӗ» (1 Кор. 13:4—8). Эпир Павелӑн ҫак сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлатпӑр тата вӗсене тытса тӑратпӑр пулсан, пирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пулӗ.

Турӑ Сӑмахӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума пулӑшать (6, 7 абзацсене пӑхӑр.)

6, 7. а) Кам камӑн пуҫлӑхӗ пулни пирки Библире мӗн каланӑ? ӑ) Иеговӑна ӗненекен упӑшкан хӑйне арӑмӗпе мӗнле тытмалла?

6 Ҫемье пуҫӗ камӑн пулмаллине Иегова палӑртса хунӑ. Павел ӑнлантарса парать: «Эпӗ сире акӑ ҫакна пӗлтересшӗн: кирек  хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки, Христос пуҫлӑхӗ — Турӑ» (1 Кор. 11:3). Анчах та Иегова упӑшкисенчен ҫемье пуҫӗ тивӗҫне хаяррӑн мар, юратса тӑвасса кӗтет. Сӑмахран, Христосӑн пуҫлӑхӗ пулсан та, Иегова хӑйне Ывӑлӗпе ыррӑн тытать тата ӑна чун-чӗререн юратать. Ҫавна кура Иисус хӑй те хӑйӗн Пуҫлӑхне хытӑ юратать тата хисеплет. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл каланӑ: «Эпӗ Аттеме юрататӑп» (Иоанн 14:31). Иегова хӑйӗн Ывӑлӗпе хаяр пулнӑ тата хӑйне хуҫа пек тытнӑ пулсан, Иисус ҫав сӑмахсене каламан пулӗччӗ.

7 Упӑшка арӑмӗн пуҫлӑхӗ пулсан та, Библи ӑна хӑйӗн арӑмне хисеп тума хушать (1 Петр 3:7). Ҫакна вӑл мӗнле тума пултарать? Хӑйӗн арӑмне мӗн кирлине тата ӑна мӗн килӗшнипе килӗшменнине шута илнипе. Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Эй упӑшкасем, арӑмӑрсене юратӑр; Христос та ӗненекенсене... юратнӑ... Вӑл Хӑйне Хӑй вӗсемшӗн вилӗме панӑ» (Эф. 5:25—27). Вӗренекенӗсемшӗн Иисус хӑйӗн пурнӑҫне те панӑ. Упӑшки, Иисусран тӗслӗх илсе, ҫемье пуҫӗн тивӗҫне юрату кӑтартса туса тӑрать пулсан, арӑмне ӑна юратма, хисеплеме тата унӑн йышӑнӑвӗсене пӑхӑнма ҫӑмӑлрах пулӗ. (Тит 2:3—5 вуласа пар.)

ХАМӐРПА ПӖР ПЕК ӖНЕНЕКЕНСЕНЕ ЮРАТӐР

8. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсем ҫине мӗнле пӑхмалла?

8 Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе Иеговӑшӑн миллион-миллион ҫын ӗҫлет тата унӑн ячӗпе тӗллевӗ ҫинчен пӗлтерсе тӑрать. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсем ҫине мӗнле пӑхмалла? Турӑ Сӑмахӗнче каланӑ: «Пурне те ырӑлӑх тӑвар, пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх тӑвар» (Гал. 6:10; Рим 12:10 вуласа пар). Петр апостол ҫырнӑ: «Тӑвана чунтан юратса тӑмашкӑн чунӑра Сывлӑш урлӑ чӑнлӑха пӑхӑнса тасатӑр, пӗр-пӗрне яланах таса кӑмӑлпа юратса пурӑнӑр». Ҫавӑн пекех Петр хӑйӗнпе пӗр пек ӗненекенсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр» (1 Петр 1:22; 4:8).

9, 10. Мӗншӗн Турӑ халӑхӗ хушшинче пӗрлӗх пур?

9 Туррӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ чӑнах та хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр организаци. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Мӗншӗн тесен Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пӗр-пӗрне хытӑ юратаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне эпир Иеговӑна юрататпӑр тата унӑн саккунӗсене тытса тӑратпӑр, ҫавӑнпа вӑл пире Ҫут тӗнчери чи хӑватлӑ вӑй, хӑйӗн святой сывлӑшне, парса пулӑшать. Туррӑн сывлӑшне пула ӗнтӗ пирӗн хушӑра ҫавӑн пек тӗлӗнмелле пӗрлӗх. (1 Иоанн 4:20, 21 вуласа пар.)

10 Христиансем хушшинче юрату пулмаллине палӑртса Павел ҫырнӑ: «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. Пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр, пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр: Христос [«Иегова», ҪТ] сире каҫарнӑ, эсир те ҫаплах тӑвӑр. Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ [«мӗншӗн тесен пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни — юратулӑх», ҪХ]» (Кол. 3:12—14). Эпир кирек мӗнле ҫемьерен е халӑхран тухнине пӑхмасӑрах пирӗн хушӑра юрату — «пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни» пур. Ҫакӑншӑн эпир питӗ пархатарлӑ!

11. Мӗншӗн Туррӑн организацийӗнче юратупа пӗрлӗх хуҫаланать?

11 Туррӑн чӑн-чӑн ӗҫлекенӗсене вӗсем хушшинчи юратупа пӗрлӗх тӑрӑх палласа  илме пулать, мӗншӗн тесен Иисус каланӑ: «Эсир Манӑн вӗренекенӗмсем иккенне пурте эсир пӗр-пӗрне юратнинчен пӗлӗҫ» (Иоанн 13:34, 35). Иоанн апостол ҫырнӑ: «Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: тӳрӗ пурӑнман ҫын нихӑшӗ те Турӑран мар, тӑванне юратман ҫын та — ҫаплах. Эсир пуҫламӑшӗнченех илтнӗ Ырӑ Хыпар пире пӗр-пӗрне юратма хушать» (1 Иоанн 3:10, 11). Иегова Свидетелӗсем хушшинчи юратупа пӗрлӗх вӗсем Христосӑн чӑн вӗренекенӗсем пулнине ҫирӗплетсе парать. Иегова вӗсене Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма хушнӑ (Матф. 24:14).

«ИМСӖР-СУМСӐР ҪЫННА» ПУХНИ

12, 13. «Имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗрекенсем халӗ мӗн тӑваҫҫӗ тата кӗҫех вӗсемпе мӗн пулӗ?

12 Хальхи вӑхӑтра Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен нумайӑшӗ «пур йӑхран, пур ӑруран, пур халӑхран, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ҫынсенчен пухӑннӑ» «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗрет. Вӗсем «аслӑ пуканпа [Туррӑн аслӑ пуканӗпе] Путек [Иисус Христос] умӗнче» тӑраҫҫӗ. Ҫав ҫынсем камсем вӗсем? Библире каланӑ: «Вӗсем пысӑк асап витӗр тухнӑ, вӗсем тумтирне Путек Юнӗпе ҫуса шуратнӑ». Ҫак сӑмахсем тӑрӑх, «имсӗр-сумсӑр ҫын» шутне кӗрекенсем Иисусӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненеҫҫӗ. Ҫак ҫынсем Иеговӑпа унӑн Ывӑлне юратаҫҫӗ тата «кунӗн-ҫӗрӗн... Турра ӗҫлесе тӑраҫҫӗ» (Ӳлӗм. 7:9, 14, 15).

13 Кӗҫех Турӑ ҫак йӗркесӗр тӗнчене «хӑрушла асап вӑхӑтӗнче» тӗп тӑвӗ (Матф. 24:21; Иеремия 25:32, 33 вуласа пар). Анчах та Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене юратнӑран ҫӑлӗ те ҫӗнӗ тӗнчене илсе кӗрӗ. Библире 2 000 ҫул каялла ҫапла пророкла каланӑ пулнӑ: «Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ: ӗнтӗ вилӗм те, асап та, йӗни-макӑрни те, чир-чӗр те урӑх пулас ҫук — ӗлӗкхи самана иртсе кайрӗ». Эсир ҫав вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтетӗр-и? (Ӳлӗм. 21:4.)

14. «Имсӗр-сумсӑр ҫын» шучӗ мӗнле ӳссе пыни пирки каласа парӑр.

14 Юлашки кунсем 1914 ҫулта пуҫлансан, ҫӗр ҫинче Иеговӑн ӗҫлекенӗсем шучӗпе темиҫе пин ҫеҫ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен пӗчӗк ушкӑнӗ хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене юратнӑран тата Турӑ пулӑшнипе йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарнӑ. Ҫакӑ вара мӗн панӑ? Халӗ ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан «имсӗр-сумсӑр ҫынна» пухаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе 8 000 000-а яхӑн Иегова Свидетелӗ 115 400 ытла пухура Турӑшӑн ӗҫлет, вӗсен шучӗ вара ӳссех пырать. Сӑмахран, сӑваплӑ ӗҫӗн 2014 ҫулӗнче 275 500 ҫӗнӗ Свидетель шыва кӗнӗ — вӑтамран кашни эрнере 5 300 ҫын.

15. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ халӗ мӗн таран анлӑ сарӑлнине каласа парӑр.

15 Ырӑ хыпар сарас ӗҫ мӗн тери анлӑ сарӑлса пыни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Библие ӑнлантарса паракан пирӗн литература 700 ытла чӗлхепе тухса тӑрать. «Хурал башни» пӗтӗм тӗнчипе питӗ анлӑ сарӑлнӑ журнал шутланать. Ӑна кашни уйӑхра 247 чӗлхепе 52 000 000 ытла штук пичетлесе кӑлараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Библи вӗренмелли тӗп пособие 250 чӗлхе ҫине куҫарнӑ, унӑн тиражӗ вара — 200 000 000.

16. Иегова организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗн ӗҫӗсем мӗне пула ӑнса пыраҫҫӗ?

16 Ҫавӑн пек пысӑк ӳсӗмсем эпир Турра ӗненнине тата Библие Турӑ Сӑмахӗ вырӑнне хунине пула пулса пыраҫҫӗ (1 Фес. 2:13). Ҫакна та палӑртма пулать: Сатана, «ҫак  тӗнченӗн турри», хирӗҫ тӑрать пулин те, Иегова халӑхӗн ӗҫӗсем пурпӗр ӑнса пыраҫҫӗ (2 Кор. 4:4).

ЯЛАНАХ ЮРАТӐР

17, 18. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсене Свидетель пулман ҫынсемпе мӗнле тытмалла?

17 Иеговӑн ӗҫлекенӗсен хӑйсене пӗртен-пӗр чӑн Турра пуҫҫапман ҫынсемпе мӗнле тытмалла? Ырӑ хыпар ҫине ҫынсем тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ: пӗрисем хапӑл туса йышӑнаҫҫӗ, теприсем хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Ҫынсем хӑйсене кирек мӗнле тытсан та, Туррӑн ӗҫлекенӗсен пурпӗр Библири канашсене тытса тӑмалла. Унта каланӑ: «Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр» (Кол. 4:6, ҪХ). Пирӗнтен мӗншӗн эсир ҫавӑн пек ӗненетӗр тесе ыйтсан, ҫывӑх ҫынсене юратни пире «йӑвашшӑн, чунтан хисеплесе хурав» пама хавхалантарӗ (1 Петр 3:15, ҪХ).

18 Сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне пире тата пирӗн хыпара хурлакан ҫынна тӗл пулсан та, эпир пурпӗр ҫывӑх ҫынна юратнине кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пек тунипе эпир Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Петр апостол ун пирки ҫапла ҫырнӑ: «Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре [Иегова] аллине панӑ» (1 Петр 2:23). Эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе хутшӑнатпӑр-и е ытти ҫынсемпе, кирек хӑҫан та эпир ҫак канаша тытса тӑратпӑр: «Усал тунӑшӑн усалпа, вӑрҫнӑшӑн вӑрҫса ан тавӑрӑр... пиллӗх парӑр» (1 Петр 3:8, 9).

19. Пирӗн хамӑра тӑшмансемпе мӗнле тытмалла?

19 Хамӑра кӗҫӗне хуни пире Иисус панӑ кирлӗ принципа пӑхӑнса тӑма пулӑшӗ. Вӑл каланӑ: «Эсир „хӑвна ҫывӑх ҫынна юрат, тӑшманна кураймасӑр тӑр“ тенине илтнӗ. Эпӗ вара сире ҫапла калатӑп: хӑвӑрӑн тӑшманӑрсене юратӑр, хӑвӑра ылханакансене ырӑ сунӑр, хӑвӑра кураймансене ырӑлӑх тӑвӑр, хӑвӑра кӳрентерекенсемшӗн, хӗсӗрлекенсемшӗн кӗлтӑвӑр; эсир ҫапла ҫеҫ Ҫӳлти Аҫӑр ывӑлӗсем пулатӑр; Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать» (Матф. 5:43—45). Чӑнах та, тӑшмансем хӑйсене пирӗнпе кирек мӗнле тытсан та, пирӗн, Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май, вӗсене юратма вӗренмелле.

20. Мӗншӗн ҫӗнӗ тӗнчере Турра тата ҫывӑх ҫынна юратни хуҫаланӗ теме пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

20 Эппин, Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна юратнине пирӗн яланах кӑтартса тӑмалла. Ҫынсем пире тата эпир саракан хыпара хирӗҫ тӑрсан та, вӗсене пулӑшу кирлӗ пулсан, пурпӗр пулӑшатпӑр. Павел апостол ҫырнӑ: «Пӗр-пӗрне юратассисӗр пуҫне эсир никама та нимӗнпе те кивҫене ан юлӑр; ҫынна юратакан ӗнтӗ саккуна пурӑнӑҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн ҫак ӳкӗтсем — аскӑнланса ан ҫӳре, ан вӗлер, ан вӑрла, ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле, ҫыннӑнне ан хапсӑн тата ытти кирек епле ӳкӗт те — ҫакӑ сӑмахра: „хӑвӑн ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат“ тенинче. Юратакан ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна усал тумасть; эппин, юрату саккуна пурӑнӑҫлани пулать» (Рим 13:8—10). Эпир, Иегова Свидетелӗсем, Сатана тытса тӑракан, пайланса пӗтнӗ, хаяр тата йӗркесӗр тӗнчере пурӑнатпӑр пулин те, чун-чӗререн юратнине кӑтартатпӑр (1 Иоанн 5:19). Сатанана, унӑн демонӗсене тата Турра пӑхӑнман ҫынсене пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ тӗнчере пур ҫӗрте те юрату хуҫаланӗ. Ҫӗр ҫинче пурте Иеговӑна тата ҫывӑх ҫынна юратнӑ чухне пурнӑҫ мӗн тери чаплӑ пулӗ!