Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 ноябрь

 ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Сире нимӗн те чарса ан тӑтӑр!»

«Сире нимӗн те чарса ан тӑтӑр!»

ҪУРКУННЕ. 1931 ҫул. Парижри Плейель ятлӑ тӗнчипе паллӑ концерт залӗ умне 23 ҫӗршывран килнӗ делегатсем пухӑнаҫҫӗ. Зал патне пысӑк таксисем пӗрин хыҫҫӑн тепри пырса чарӑнаҫҫӗ те вӗсенчен капӑр тумланнӑ ҫынсем тухаҫҫӗ. Юлашкинчен вара тӗп зала 3 000 яхӑн ҫын кӗрсе тулать. Вӗсем концерт курма мар, ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпар сарас ӗҫе ертсе пынӑ Джозеф Рутерфорда итлеме килнӗ. Рутерфордӑн янравлӑ сасси пӗтӗм залӗпе илтӗнсе тӑрать. Унӑн хӑватлӑ та витӗмлӗ доклачӗсене французла, нимӗҫле тата полякла куҫараҫҫӗ.

Парижра иртнӗ ҫав конгресс Францире ырӑ хыпар сарас ӗҫ ҫине питӗ вӑйлӑ витӗм кӳнӗ. Рутерфорд тӑван тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ делегатсене, уйрӑмах ҫамрӑккисене, Францире кӗнеке салатакансем пулса ӗҫлеме хавхалантарнӑ. Джон Кук, ҫавӑн чухне ҫамрӑк пулнӑскер, ҫакӑн пек хӗрӳллӗн чӗнсе каланине яланлӑхах астуса юлнӑ: «Ҫамрӑксем, кӗнеке салатакансем пулма сире нимӗн те чарса ан тӑтӑр!» *

Джон Кук каярахпа миссионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл та, ытти нумай тӑван та «Македоние пырса... пулӑшсам» тесе чӗнсе каланине йышӑннӑ (Ап. ӗҫ. 16:9, 10). Ҫулталӑк хушшинче Францире кӗнеке салатакансен шучӗ самаях ӳснӗ: 1930 ҫулта 27 ҫын пулнӑ пулсан, 1931 ҫулта 104 ҫынна ҫитнӗ. Ҫав малтанхи пионерсенчен чылайӑшӗ французла калаҫма пӗлмен. Апла пулсан, мӗнле-ха вӗсем чӗлхе пӗлменнипе, укҫа-тенкӗ ҫитменнипе тата пӗр-пӗринчен аякра пурӑннипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пултарнӑ?

ЧӖЛХЕ ПӖЛМЕННИ

Ют ҫӗршывран килнӗ тӑвансене, кӗнеке салатакансене, Турӑ Патшалӑхӗ паракан шанчӑк ҫинчен каласа пама карточкӑсем пулӑшнӑ. Пӗр нимӗҫ арҫын тӑван, Парижра ырӑ хыпара хастарлӑн сарнӑскер, аса илет: «Эпир пирӗн Турӑ хӑватлӑ пулнине пӗлнӗ. Ҫавӑнпа сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне ҫынран хӑранӑран мар, „Вуле ву лир сет кярт силь ву плэ? [Тархасшӑн, ҫак карточкӑна вуласа тухӑр]“ тесе калама манса каясран чӗре тухса ӳкесле тапатчӗ. Эпир тӑвакан ӗҫ питӗ кирлӗ пулни пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те пулман».

Малтанхи кӗнеке салатакансем Францире ырӑ хыпар сарма велосипедсемпе, мотоциклсемпе ҫӳренӗ

Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче ырӑ хыпар сарнӑ чухне кӗнеке салатакансене час-часах консьержсем кӑларса яма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче французла питӗ начар калаҫакан икӗ хӗрарӑм тӑван, акӑлчансем, тарӑхса кайнӑ ҫынпа, ҫуртри йӗркене пӑхса тӑраканпа, куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ. Лешӗ вара эсир кунта кам патне килтӗр тесе ыйтма пуҫланӑ. Пӗр хӗрарӑм тӑван алӑк ҫинче пӗчӗк табличкӑна асӑрханӑ, унта ҫакӑн пек ҫырса хунӑ пулнӑ: «Турне лё бутон [Шӑнкрав ҫине пусӑр]». Ҫакӑ кил хуҫин ячӗ пулӗ тесе шутланӑран вӑл  консьержа лӑплантарас тесе ӑна хисеплӗн ҫапла каланӑ: «Эпир Турне лё бутон мадам патне килтӗмӗр». Ҫак хастарлӑ кӗнеке салатакансене шӳтлеме пӗлни питӗ пулӑшнӑ!

УКҪА-ТЕНКӖ ҪИТМЕННИ ТАТА ПӖР-ПӖРИНЧЕН АЯКРА ПУРӐННИ

1930 ҫулсенче Францири ҫынсенчен нумайӑшӗ чухӑн пурӑннӑ. Кӗнеке салатакансене те ҫӑмӑлах мар пулнӑ. Акӑлчанла калаҫакан Мона Бжоска ятлӑ хӗрарӑм тӑван хӑйӗнпе пӗрле пионер пулса ӗҫлекен юлташӗпе мӗн-мӗн пурӑнса ирттерме тивни ҫинчен ҫапла каласа панӑ: «Ялан тенӗ пекех пирӗн пурӑнмалли вырӑн чаплах марччӗ. Пысӑк йывӑрлӑхсенчен пӗри хӗлле ҫурта япӑх хутни пулнӑ. Пӳлӗмре час-часах сивӗ пулнӑран ирхине ҫӑвӑнас тесе кӑкшӑмри шыв ҫийӗнчи пӑра катма тиветчӗ». Ҫав малтанхи пионерсем ҫакӑн пек пурӑнма тивнӗшӗн куляннӑ-и? Пӗртте кулянман! Вӗсенчен пӗри нумайӑшӗн туйӑмне палӑртса ҫапла каланӑ: «Пирӗн нимӗн те пулман, анчах та пурӑнмалӑх мӗн кирли пурте пулнӑ» (Матф. 6:33).

1931 ҫулта Парижра иртнӗ конгреса килнӗ акӑлчан пионерӗсем

Ҫав хӑюллӑ кӗнеке салатакансен тата тепӗр йывӑрлӑхпа кӗрешме тивнӗ. 1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче Францире 700 хыпарҫӑ та пулман, вӗсенчен нумайӑшӗ вара ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑннӑ. Ҫав пӗр-пӗринчен аякра пурӑнакан тӑвансене савӑнӑҫлӑ тӑрса юлма мӗн пулӑшнӑ? Унччен асӑннӑ Мона хӑйӗн ҫинчен тата хӑйӗнпе пӗрле пионер пулса ӗҫлекен тӑван ҫинчен акӑ мӗн калать: «Пире Обществӑн публикацийӗсене кулленех пӗрле вӗренни пулӑшса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне эпир ҫынсем патне тепӗр хут кайса килместӗмӗрччӗ тата вӗсемпе Библи вӗренӗвӗсем ирттерместӗмӗрччӗ, ҫавӑнпа та пирӗн каҫсерен тӑван-хурӑнташсем тата ытти пионерсем патне ҫыру ҫырма вӑхӑт пулнӑ. Ҫав ҫырусенче эпир хамӑрпа пулса иртнӗ интереслӗ тӗслӗхсем ҫинчен каласа панӑ, ҫапла вара пӗр-пӗрне хавхалантарнӑ» (1 Фес. 5:11).

Йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах ҫав хастарлӑ кӗнеке салатакансем пурнӑҫра лайӑххине курма тӑрӑшнӑ. Ҫакӑ вӗсем филиала ярса панӑ ҫырусенче курӑнса тӑрать — вӗсенчен хӑш-пӗрисене вара Францире пионер пулса ӗҫленӗ хыҫҫӑн вун-вун ҫул иртсен ярса панӑ. Энни Крегин, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хӗрарӑм тӑван, хӑйӗн упӑшкипе пӗрле 1931 ҫултан пуҫласа 1935 ҫул таран Францири кашни кӗтесе ҫитсе курнӑ. Ҫав ҫулсем ҫинчен шухӑшланӑ май вӑл ҫырнӑ: «Эпир телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ. Эпир, пионерсем, питӗ туслӑ пулнӑ. Павел апостол каланӑ: „Эпӗ лартрӑм, Аполлос шӑварса тӑчӗ, ӳстерессе Турӑ ӳстерчӗ“. Ҫав вӑхӑтра сӑваплӑ ӗҫе туса тӑракансем пурте ҫак сӑмахсем тӗрӗс пулнине хӑйсем ҫинче туйса тӑнӑ» (1 Кор. 3:6).

Ҫав пионерсем кӑтартнӑ чӑтӑмлӑхпа хастарлӑх тӗслӗхӗ ҫинчен сӑваплӑ ӗҫе нумайрах тӑвас текенсем пурте шухӑшлама пултараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Францире 14 000 яхӑн хыпарҫӑ пионер пулса ӗҫлет. Нумайӑшӗ сӑваплӑ ӗҫе ют чӗлхепе калаҫакан ушкӑнсенче е пухусенче туса тӑрать *. Ҫав малтанхи пионерсем пекех, вӗсем хӑйсене ниме те чарса тӑма памаҫҫӗ! (Францири пирӗн архивсенчен.)

^ 4 абз. Францире ырӑ хыпар пӗлтерсе ҫӳрес ӗҫ Польшӑран килнӗ иммигрантсем хушшинче мӗнле сарӑлса пыни ҫинчен пӗлес тесе «Иеговӑн иксӗлми юратӑвӗ ҫинчен шухӑшлӑр» брошюрӑри «Иегова сире Францие чӑнлӑха пӗлме илсе килнӗ» статьяна пӑхӑр.

^ 13 абз. 2014 ҫулта Францири филиал ют чӗлхепе калаҫакан 900 ытла ушкӑнпа пухӑва пӑхса тӑнӑ. Вӗсенче вара хыпарҫӑсем тӳркӑмӑллӑ ҫынсене чӑнлӑха пӗлме пулӑшас тесе 70 чӗлхепе ырӑ хыпар сараҫҫӗ.