Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 ноябрь

Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул ертсе пырать!

Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул ертсе пырать!

«Канӑҫлӑх Турри... Хӑйӗн ирӗкне туса тӑма вӗрентсе ҫитертӗр [«тӗрлӗ ырӑ япала патӑр», ҪТ] сире» (ЕВР. 13:20, 21, ҪС).

ЮРӐСЕМ: 136, 14

1. Ырӑ хыпар сарас ӗҫ Иисусшӑн мӗн таран хаклӑ пулнӑ? Ӑнлантарса парӑр.

ИИСУС ыттисене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа пама юратнӑ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне вӑл пуринчен ытла ҫав правительство ҫинчен вӗрентнӗ. Иисус ҫав Патшалӑх ҫинчен калани пирки Библире 100 хут ытла асӑннӑ. Чӑнах та, Иисусшӑн ҫав хыпар питӗ хаклӑ пулнӑ. (Матфей 12:34 вуласа пар.)

2. Матфей 28:19, 20-мӗшӗсенче каланӑ хушӑва мӗн чухлӗ ҫын илтме пултарнӑ тата мӗншӗн эпир ҫавӑн пек калама пултаратпӑр?

2 Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен Иисус 500 ытла ҫынпа тӗл пулнӑ (1 Кор. 15:6). Шӑп ҫавӑн чухне вӑл «пур халӑха та» Патшалӑх хыпарне пӗлтерме хушнӑ пулас. Ҫав вӑхӑтра ҫак ӗҫе туса пӗтерме май ҫук пек туйӑнма пултарнӑ *. Вӗренекенӗсен ырӑ хыпар сарас ӗҫе «тӗнче пӗтичченех» туса тӑмалла пулнӑ. Эпир ҫав ӗҫе хутшӑннипе Иисус каланӑ  пророкла сӑмахсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшатпӑр (Матф. 28:19, 20).

3. Ырӑ хыпар сарма пире мӗнле виҫӗ япала пулӑшнӑ?

3 Хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпар сарма хушнӑ хыҫҫӑн Иисус каланӑ: «Эпӗ... сирӗнпе пӗрле пулӑп» (Матф. 28:20). Вӑл вӗсене ҫак ӗҫе хӑй ертсе пырӑп тата ырӑ хыпара пӗтӗм тӗнчипе сарма пулӑшӑп тесе сӑмах панӑ. Иегова та пире ҫав ӗҫе туса ҫитерме пулӑшас тесе «тӗрлӗ ырӑ япала» панӑ (Евр. 13:20, 21, ҪТ). Ҫак статьяра эпир ҫав япаласенчен виҫҫӗшне пӑхса тухӑпӑр: 1) пире панӑ хатӗрсем, 2) эпир усӑ куракан меслетсем тата 3) эпир илекен пӗлӳ. Чи малтан юлашки 100 ҫул хушшинче эпир мӗнле хатӗрсемпе усӑ курнине пӑхса тухар.

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ПУЛӐШАКАН ХАТӖРСЕМ

4. Мӗншӗн эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ курнӑ?

4 Иисус «Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха» тӗрлӗ йышши тӑпра ҫине акнӑ вӑрлӑхпа танлаштарнӑ (Матф. 13:18, 19). Пахчаҫӑ тӑпрана вӑрлӑх акма хатӗрленӗ чухне тӗрлӗ хатӗрсемпе усӑ курать. Ҫавӑн пекех пирӗн Патша та миллион-миллион ҫын чӗрине Патшалӑх хыпарне йышӑнма хатӗрлес тесе пире хатӗрсем парса тӑнӑ. Ҫав хатӗрсенчен пӗрисемпе кӗске вӑхӑт хушши усӑ курнӑ, теприсемпе вара эпир халӗ те усӑ куратпӑр. Анчах та вӗсем пурте пире ырӑ хыпар сарас ӑсталӑха ӳстерме пулӑшнӑ.

5. Карточка мӗн вӑл тата унпа мӗнле усӑ курнӑ?

5 Нумайӑшне сӑваплӑ ӗҫе тума пуҫлама пулӑшнӑ хатӗрсенчен пӗри карточка пулнӑ. Патшалӑх хыпарҫисем унпа 1933 ҫулта усӑ курма тытӑннӑ. Ҫак карточка тӑршшӗпе 8 сантиметр, сарлакӑшӗпе 13 сантиметр пулнӑ. Унта вара Библири шухӑша кӗскен ҫырса хунӑ пулнӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта ҫӗнӗ текстлӑ карточкӑсем кӑларнӑ. Калаҫӑва пуҫлама йывӑрах пулман. Чарлз Эрленмайер пӗрремӗш хут ҫак карточкӑпа ырӑ хыпар сарма кайнӑ чухне вунӑ ҫула ҫывхаракан ача пулнӑ. Вӑл каласа парать: «Эпир калаҫӑва ҫапла пуҫлаттӑмӑр: „Тархасшӑн, ҫак карточкӑна вуласа тухӑр“. Кил хуҫи ҫав карточкӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн эпир ӑна литература сӗнеттӗмӗр те малалла уттараттӑмӑр».

6. Карточкӑсем мӗнле усӑ панӑ?

6 Карточкӑсем тӗрлӗ енчен усӑ панӑ. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсен ырӑ хыпара питӗ сарас килнӗ, анчах та вӗсем ытлашши вӑтаннӑ тата мӗн каламаллине пӗлмен. Теприсем вара питӗ хӑюллӑ пулнӑ. Вӗсем темиҫе минут хушшинче хӑйсем мӗн пӗлнине пурне те каласа пама пултарнӑ, анчах та вӗсем час-часах ҫынсен туйӑмӗсене шута илмен. Карточкӑри кӗскен те тӗплӗн шухӑшласа ҫырнӑ текст хыпарҫӑсем вырӑнне «калаҫнӑ» теме пулать.

7. Карточкӑсемпе усӑ курнӑ чухне мӗнле йывӑрлӑхсем пулкаланӑ?

7 Йывӑрлӑхсем те пулнӑ паллах. Грейс Истеп ятлӑ хӗрарӑм тӑван аса илет: «Хӑш-пӗр чухне ҫынсем ҫапла ыйтатчӗҫ: „Кунта мӗн ҫырнӑ? Эсир мана хӑвӑр каласа пама пултараймастӑр-и?“» Унсӑр пуҫне карточкӑра мӗн ҫырнине вулама пултарайман ҫынсем те пулнӑ. Теприсем карточкӑна хӑйсене параҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна илнӗ те алӑка хупса хунӑ. Пирӗн хыпар ҫынна питӗ килӗшмен чухне вӑл карточкӑна ҫурса тӑкма та пултарнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах тӑвансем ырӑ хыпара сарма вӗренсе пынӑ, ҫынсем вара вӗсене Патшалӑх хыпарҫисем пек пӗле пуҫланӑ.

8. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне патефонпа мӗнле усӑ курнине каласа парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

 8 Патефон — 1930 ҫулсенчен пуҫласа 1940 ҫулсен пуҫламӑшӗччен усӑ курнӑ тепӗр хатӗр. Хӑш-пӗр хыпарҫӑсем ӑна Аарон тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен патефон вӗсем вырӑнне калаҫнӑ. (Тухни 4:14—16 вуласа пар.) Кил хуҫи итлеме килӗшсен, хыпарҫӑ Библие ӑнлантарса паракан тӑватӑ минут ҫурӑ пыракан доклада янӑ, ун хыҫҫӑн литература сӗннӗ. Хӑш-пӗр чухне пластинка ҫине ҫырса хунӑ хыпара итлеме пӗтӗм ҫемье пухӑннӑ! Хурал Башни Обществи 1934 ҫулта ырӑ хыпар сарма ятарласа хатӗрленӗ патефонсем кӑларма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех тӗрлӗ темӑна уҫса паракан 92 доклад ҫырнӑ пулнӑ.

9. Патефонпа усӑ курни мӗн таран ӑнӑҫлӑ пулнӑ?

9 Пӗррехинче Хиллари Гозлин ятлӑ арҫын Библие ӑнлантарса паракан доклада итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн Патшалӑх хыпарне хӑйӗн кӳршисене пӗлтерес тесе хыпарҫӑран патефона пӗр эрнелӗхе парса хӑварма ыйтнӑ. Хыпарҫӑ таврӑнсан, вӑл хӑйне чӑнлӑхпа интересленекен темиҫе ҫын кӗтнине курнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсенчен хӑш-пӗрисем хӑйсене Иеговӑна халалланӑ. Хилларин икӗ хӗрӗ каярахпа Галаад шкулне пӗтернӗ те ют ҫӗршывра миссионерсем пулса ӗҫленӗ. Карточкӑсем пекех, патефонсем нумайӑшне ырӑ хыпар сарма пуҫламашкӑн пулӑшнӑ. Каярахпа Иегова хӑйӗн халӑхне Теократи ӗҫӗн шкулӗ урлӑ ырӑ хыпар сарма вӗрентнӗ.

ЫРӐ ХЫПАР САРМА ТӖРЛӖ МЕСЛЕТСЕМПЕ УСӐ КУРАТПӐР

10, 11. Ырӑ хыпар сармашкӑн хаҫатсемпе тата радиопа мӗнле усӑ курнӑ? Мӗншӗн ҫав меслетсем ӑнӑҫлӑ пулнӑ?

10 Пирӗн Патша ертсе пынипе Турӑ халӑхӗ ырӑ хыпара май ҫитнӗ таран нумайрах ҫынна пӗлтерес тесе тӗрлӗ меслетпе усӑ курнӑ. «Ӗҫлекенӗ сахал» пулнӑ чухне ҫав меслетсем уйрӑмах усӑллӑ пулнӑ. (Матфей 9:37 вуласа пар.) Ӑҫта Иеговӑн ӗҫлекенӗсем сахал пулнӑ, ҫав вырӑнти ҫынсем патне те ырӑ хыпар ҫиттӗр тесе ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хаҫатсемпе усӑ курнӑ. Чарлз Тейз Расселл хӑйӗн проповедьне кашни эрнере пичет агентствине ярса тӑнӑ. Унтан агентство ҫав проповеде телеграф урлӑ Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи, Канадӑри тата Европӑри хаҫатсене ярса панӑ. Расселӑн проповечӗсене 1913 ҫул тӗлнелле 2 000 хаҫатра пичетлесе тӑнӑ тата вӗсене 15 000 000-а яхӑн ҫын вуланӑ!

11 Расселл тӑван вилнӗ хыҫҫӑн ырӑ хыпар сармалли тепӗр ӑнӑҫлӑ меслетпе усӑ курма пуҫланӑ. 1922 ҫулхи апрелӗн 16-мӗшӗнче Джозеф Рутерфорд радиопа каланӑ малтанхи докладсенчен пӗрне 50 000 ҫын итлеме пултарнӑ. Унтан, 1924 ҫулхи февралӗн 24-мӗшӗнче, пирӗн организацийӗн пӗрремӗш радиостанцийӗ, WBBR, ӗҫлеме тытӑннӑ. Ырӑ хыпар сармалли ҫав меслет пирки 1924 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» ҫапла каланӑ пулнӑ: «Радио чӑнлӑха ку таранччен сарма усӑ курнӑ меслетсенчен чи перекетли тата чи ӑнӑҫли тесе эпир шутлатпӑр». Хаҫатсем пекех, радио та Патшалӑх хыпарҫисем ҫитсех кайман вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсене ырӑ хыпара илтме май панӑ.

Патшалӑх хыпарҫисем нумайӑшӗ ырӑ хыпара халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче сараҫҫӗ тата ҫынсене пирӗн сайтпа хаваспах паллаштараҫҫӗ (12, 13 абзацсене пӑхӑр.)

12. а) Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сармалли мӗнле майсем сире ытларах килӗшеҫҫӗ? ӑ) Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарма хӑранине ҫӗнтерме пире мӗн пулӑшма пултарать?

12 Хальхи вӑхӑтра халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ырӑ хыпар сарас тесе нумай вӑй хураҫҫӗ: автобус чарӑнӑвӗсенче, чукун ҫул вокзалӗсенче, парковкӑсенче, пасарсенче  тата площадьсенче. Ҫавӑн пек вырӑнсенче ырӑ хыпара сарма сире ҫӑмӑлах мар пулсан, Анжело Манера кӗҫӗннин, нумай вӑхӑт хушши ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫлекенскерӗн, сӑмахӗсем ҫинчен кӗлтуса шухӑшласа пӑхӑр. Вӑл каланӑ: «Сӑваплӑ ӗҫе тумалли кашни ҫӗнӗ меслет ҫинчен эпир Иеговӑна пуҫҫапнине, ӑна шанчӑклӑ пулнине тата чунтан парӑнса пурӑннине кӑтартмалли тата тепӗр май тесе шутланӑ. Эпир Иеговӑшӑн вӑл пирӗнтен мӗнле ыйтнӑ пек ӗҫлеме хатӗр пулнӑ». Хамӑра мӗн хӑратнине ҫӗнтерсе пыни тата ырӑ хыпар сармалли ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курни пире Иеговӑна хытӑрах шанма тата ӑста хыпарҫӑсем пулса тӑма пулӑшать. (2 Коринф 12:9, 10 вуласа пар.)

13. Мӗншӗн пирӗн сайтпа усӑ курнине ырӑ хыпар сармалли ӑнӑҫлӑ меслет теме пулать? Эсир ҫынсене пирӗн сайтпа паллаштарнӑ чухне сирӗнпе мӗн те пулин интересли пулнӑ-и?

13 Нумай хыпарҫӑна ҫынсене пирӗн официаллӑ сайтпа паллаштарма килӗшет. Унта ҫынсем Библие ӑнлантарса паракан литературӑна 700 ытла чӗлхепе вулама тата уҫласа илме пултараҫҫӗ. Кашни кун ҫав веб-сайта 1,6 миллион ытла ҫын кӗрет. Унччен радио пулӑшнӑ пекех, хальхи вӑхӑтра та пирӗн сайта пула ырӑ хыпар аякра пурӑнакан ҫынсем патне те ҫитет.

ЫРӐ ХЫПАР САРАКАНСЕНЕ ПӖЛӲ ПАНИ

14. Патшалӑх хыпарҫисене хӑш енчен вӗрентмелле пулнӑ тата мӗнле шкул вӗсене ӑста вӗрентекенсем пулма пулӑшнӑ?

14 Эпир ырӑ хыпар сарма усӑ курнӑ хӑш-пӗр хатӗрсемпе меслетсене пӑхса тухрӑмӑр. Анчах та пухури тӑвансене сӑмах тухса калама тата ырӑ хыпар сарма вӗрентмелле пулнӑ. Сӑмахран, ҫын патефон итленӗ чухне унта мӗн каланипе хӑш-пӗр чухне килӗшмен е кил хуҫин карточкӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тата нумайрах пӗлес килнӗ. Хыпарҫӑсен ҫын килӗшменнине пӑхмасӑрах калаҫӑва майне пӗлсе малалла тӑсма тата тӳркӑмӑллӑ ҫынсене чӑнлӑха лайӑх вӗрентме пӗлмелле пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, Туррӑн святой сывлӑшӗ хавхалантарнипе Нейтан Норр ҫакна питӗ лайӑх ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та 1943 ҫулта пухусенче Теократи ӗҫӗн шкулне йӗркелесе янӑ. Ҫак шкул пурне те ӑста вӗрентекенсем пулма пулӑшнӑ.

15. а) Теократи ӗҫӗн шкулӗнче пӗрремӗш хут сӑмах тухса каланӑ чухне хӑш-пӗрисемпе мӗн-мӗн пулкаланӑ? ӑ) Псалом 31:8-мӗшӗнчи сӑмахсем тӗрӗс пулнине хӑвӑр ҫинче мӗнле куртӑр?

15 Нумайӑшне малтан ҫынсем умӗнче сӑмах тухса калама йывӑр пулнӑ. Хулио  Раму 1944 ҫулта Теократи шкулӗнче пӗрремӗш хут доклад туни ҫинчен каласа панӑ. Унӑн Доик ҫинчен — Библире пилӗк сӑвӑ йӗркинче ҫеҫ асӑннӑ ҫын ҫинчен — каласа памалла пулнӑ. Вӑл калать: «Манӑн алӑпа чӗркуҫҫи чӗтрерӗ, шӑл шаккарӗ». Раму тӑван ҫав пилӗк сӑвӑ йӗркипе усӑ курса доклад туса панӑ. «Эпӗ хамӑн доклада виҫӗ минутра каласа патӑм. Ҫакӑ эпӗ пӗрремӗш хут сцена ҫине сӑмах тухса калани пулчӗ, анчах та эпӗ алӑ усмарӑм». Ачасене те Теократи шкулӗнче докладсем тума ҫӑмӑлах мар пулнӑ. Унччентерех асӑннӑ Анжело Манера вӑтам шкула куҫнӑ пӗр ҫамрӑк сцена ҫине тухнине аса илет. «Питӗ хумханнӑран вӑл малтанхи сӑмахӗсемпе пӗрлех нӑшӑклатма пуҫларӗ. Анчах та вӑл чарӑнас темерӗ, хӑйӗн докладне каласа пӗтеричченех нӑшӑклатрӗ». Тен, эсир пухусенче хуравсем памастӑр е тӗлпулусене хутшӑнмастӑр, мӗншӗн тесен вӑтанатӑр е ҫавна тума пултараймастӑп тесе шутлатӑр. Ку ҫапла пулсан, хӑвӑра мӗн хӑратнине ҫӗнтерме пулӑшсам тесе Иеговӑна кӗлтӑвӑр. Вӑл сире Теократи ӗҫӗн шкулӗнчи пӗрремӗш вӗренекенсене пулӑшнӑ пекех пулӑшӗ. (Псалом 31:8 вуласа пар.)

16. а) Галаад шкулне мӗнле тӗллевпе йӗркеленӗ? ӑ) 2011 ҫултанпа мӗн улшӑннӑ?

16 Иеговӑн халӑхӗ пӗлӗве Теократи ӗҫӗн шкулӗнче ҫеҫ илсе тӑмасть. Галаад шкулӗнче вӗренни миссионерсене те, ыттисене те пысӑк усӑ панӑ. Ҫак шкулӑн тӗллевӗсенчен пӗри вӑл — студентсене ырӑ хыпар сарас енчен тата хастарлӑрах пулма пулӑшасси. Галаад шкулӗ 1943 ҫулта уҫӑлнӑ, ҫавӑнтанпа унта 8 500 ҫын ытла вӗренсе тухнӑ. Ҫав шкула пӗтернӗ миссионерсем сӑваплӑ ӗҫе 170 ҫӗршывра тунӑ. 2011 ҫултанпа Галаад шкулне ятарлӑ пионерсене, ҫулҫӳрекен надзирательсене, вефилецсене, ҫав шкулта пулман миссионерсене вӗренме чӗнеҫҫӗ.

17. Галаад шкулӗнче вӗренни мӗнле усӑ панӑ?

17 Галаад шкулӗнче вӗренни мӗнле усӑ панӑ? Тӗслӗхшӗн Японире мӗн пулса иртнине илер. Ҫав ҫӗршывра 1949 ҫулхи август уйӑхӗнче вунӑ хыпарҫӑ та пулман. Ҫав ҫул вӗҫӗнче унта Галаад шкулне пӗтернӗ 13 миссионер ырӑ хыпар сарнӑ. Халӗ Японире 216 000 хыпарҫӑ, вӗсенчен 42 проценчӗ пионер пулса ӗҫлет!

18. Пирӗн тата мӗнле шкулсем пур?

18 Пирӗн ытти шкулсем те пур: Сӑваплӑ ӗҫӗн шкулӗ, Пионерсен шкулӗ, Патшалӑх хыпарҫисен шкулӗ, Район надзирателӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ шкул, Филиал комитечӗн членӗсемпе вӗсен арӑмӗсем валли йӗркеленӗ шкул. Ҫак шкулсем пухури тӑвансене питӗ лайӑх пӗлӳ панӑ тата вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Пирӗн Патша хӑйӗн ҫыннисене вӗрентсе тӑни питӗ уҫӑмлӑ курӑнса тӑрать!

19. Чарлз Тейз Расселл ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки мӗн каланӑ тата унӑн сӑмахӗсем мӗн таран тӗрӗс пулнӑ?

19 Турӑ Патшалӑхӗ 100 ҫул ытла ӗнтӗ ертсе пырать. Пирӗн Патша, Иисус Христос, пире вӗрентсех тӑрать. 1916 ҫулта Чарлз Тейз Расселл, хӑй вилес умӗн кӑшт маларах, ырӑ хыпар сарас ӗҫ пӗтӗм тӗнчипе сарӑлассине ӗненсе хӑйӗн ҫывӑх тусне ҫапла каланӑ: «Ӗҫ хӑвӑртланса пырать, малашне те хӑвӑртланса пырӗ, мӗншӗн тесен „Патшалӑх евангелине“ пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тухмалла» (Faith on the March, by A. H. Macmillan, p. 69). Вӑл чӑнах та тӗрӗс каланӑ! Эпир канӑҫлӑх Туррине вӑл пире ҫав кӑмӑла ҫӗклекен ӗҫе тума вӗрентсе тӑнӑшӑн чун-чӗререн пархатарлӑ. Чӑнах та, Иегова хӑйӗн ирӗкне тума пире мӗн кирлине пурне те парса тӑрать!

^ 2 абз. Ҫавӑн чухне пуҫтарӑннӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ христиансем пулса тӑнӑ тесе шутлама витӗмлӗ сӑлтавсем пур. Коринфсем патне янӑ ҫырӑвӗнче Павел вӗсем пирки «пилӗкҫӗр ытла тӑван» тенӗ. Ҫакна та палӑртма пулать: вӑл «вӗсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем вилнӗ ӗнтӗ» тесе те каланӑ. Ҫавӑнпа та Павел тата пӗрремӗш ӗмӗрти ытти христиансем Христос панӑ ҫав хушӑва илтнӗ ҫынсенчен нумайӑшне пӗлнӗ курӑнать.