Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 октябрь

Иеговӑшӑн ӗҫлеме ниме те чӑрмантарма ан парӑр

Иеговӑшӑн ӗҫлеме ниме те чӑрмантарма ан парӑр

«Мария... Унӑн [Иисусӑн] сӑмахне тӑнланӑ. Марфа вара лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ» (ЛУКА 10:39, 40).

ЮРӐСЕМ: 40, 55

1, 2. Мӗншӗн Иисус Марфӑна хакланӑ тата пӗррехинче Марфӑн ҫитменлӗхӗсем мӗнле палӑрнӑ?

БИБЛИРЕ асӑннӑ Марфа ятлӑ хӗрарӑм ҫинчен эпир мӗн пӗлетпӗр? Евангелире каланӑ тӑрӑх, Марфа Иисус юратнӑ тусӗсенчен пӗри пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, Турра шанчӑклӑ ытти хӗрарӑмсемпе те Иисус ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Сӑмахран, вӑл хӑйӗн амӑшне, Марийӑна, ҫавӑн пекех Марфӑн йӑмӑкне, Марийӑна, юратнӑ (Иоанн 11:5; 19:25—27). Мӗншӗн-ха Иисус Марфӑна хакланӑ?

2 Иисус Марфӑна ырӑ кӑмӑллӑ та ӗҫчен пулнӑран, хӑналама юратнӑран, ҫавӑн пекех хытӑ ӗненнӗрен хакланӑ. Марфа Иисус мӗне вӗрентнине чун-чӗререн ӗненнӗ тата вӑл пама пулнӑ Мессия пулни пирки пӗртте иккӗленмен (Иоанн 11:21—27). Ҫав вӑхӑтрах унӑн, пирӗн пекех, ҫитменлӗхсем те пулнӑ. Пӗррехинче, Иисус вӗсем патӗнче хӑнара пулнӑ чухне, Марфа хӑйне Мария йӑмӑкӗ пулӑшманшӑн тарӑхнӑ та Иисуса каланӑ: «Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ». (Лука 10:38—42 вуласа пар.) Мӗншӗн Марфа ҫавӑн пек каланӑ тата Иисус  ӑна мӗнле хуравланинчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

МАРФА ЫТЛАШШИ ХЫПКАЛАННӐ

3, 4. Мария «лайӑх пая» суйласа илнӗ тенине мӗнле ӑнланмалла тата Марфа мӗне вӗреннӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Иисус хӑйне хӑнана чӗннӗшӗн Марфӑпа Марийӑна пархатарлӑ пулнӑ тата вӗсене хаклӑ чӑнлӑхсене вӗрентесшӗн пулнӑ. Мария тӳрех «Иисус ури патне ларнӑ та Унӑн сӑмахне тӑнланӑ». Вӑл Аслӑ Вӗрентекен мӗне вӗрентнине пурне те пӗлесшӗн пулнӑ. Марфа та ҫавнах тунӑ пулсан, Иисус ӑна ҫавӑншӑн ырласа илнӗ пулӗччӗ паллах.

4 Анчах та Марфа ятарлӑ апат хатӗрленӗ тата Иисуса лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ. Вӑл ерҫмен пирки Мария ҫине ҫилленнӗ. Марфа питӗ пӑшӑрханнине Иисус асӑрханӑ та ӑна ыррӑн каланӑ: «Марфа, Марфа! эсӗ нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн». Унтан вӑл пӗр апат ҫителӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ тесе каланӑ. Вара Иисус хӑйне тимлӗ итленӗшӗн Марийӑна ҫапла мухтаса илнӗ: «Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ». Тен, Мария каярахпа ҫавӑн чухне мӗн ҫинине аса илме те пултарайман, анчах та вӑл хӑйне Иисус мӗнле мухтаса илнине тата унран мӗне вӗреннине нихӑҫан та манман паллах. Ҫавӑнтанпа 60 ҫул ытла вӑхӑт иртсен, Иоанн апостол ҫырнӑ: «Иисус Марфӑна та, унӑн йӑмӑкне те... юратнӑ» (Иоанн 11:5). Ҫак сӑмахсем Марфа Иисусӑн канашне тимленӗ те мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнине кӑтартса параҫҫӗ.

5. Хальхи пурнӑҫ мӗнпе уйрӑлса тӑрать тата ҫав тӗлӗшрен мӗнле ыйту сиксе тухать?

5 Хальхи вӑхӑт пирки мӗн калама пулать? Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантаракан япаласем пур-и халӗ? Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи студентсен ушкӑнне 60 ҫул ытла каялла ҫапла каланӑ пулнӑ: «Унччен нихӑҫан та этемлӗхӗн хальхи пек ҫыхӑну хатӗрӗсем, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пичетлекен станоксем, хитре ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ журналсем, радио, кино, телевидени пулман. [...] Ҫавна пула пирӗн кашни кун тем тепӗршӗн те чӑрманса ҫӳреме тивет... [...] Нумаях пулмасть эпир хамӑра ҫутта тухнӑ тапхӑрта пурӑнатпӑр текен шухӑшпа йӑпататтӑмӑрччӗ. Анчах та хальхи вӑхӑт пирки ытларах та ытларах чӑрманусен тапхӑрӗ теме пулать». 1958 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (акӑл.) каланӑ: «Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн чӑрманусем нумайланса пырӗҫ курӑнать». Ку чӑнах та ҫапла! Ҫак тӗлӗшрен питӗ кирлӗ ыйту тухса тӑрать: кирлех мар ӗҫсемпе чӑрманса ҫӳрес мар тесе тата Мария пек Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хурас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

ТӖНЧЕПЕ ТУЛЛИН АН УСӐ КУРӐР

6. Иеговӑн халӑхӗ этемлӗх тунӑ ҫитӗнӳсемпе мӗнле усӑ курать?

6 Туррӑн организацийӗн ҫӗр ҫинчи пайӗ ырӑ хыпар сарас тесе этемлӗх тунӑ ҫитӗнӳсемпе яланах усӑ курнӑ. Тӗслӗхшӗн тӗрлӗ тӗслӗ слайдсенчен тата сасӑллӑ кинокадрсенчен тӑракан «Пултарни ҫинчен фотодрамӑна» илер. Ӑна Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫиччен тата ҫав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнакан миллион-миллион ҫын пӑхма пултарнӑ. Ҫав фотодрама Иисус Христос ҫӗре тытса тӑнӑ чухнехи мирлӗ пурнӑҫа сӑнласа панипе вӗҫленет. Каярахпа Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара радио урлӑ пӗлтернӗ, ҫавна пула ӑна тата нумайрах ҫын илтме пултарнӑ. Хальхи вӑхӑтра компьютерсене тата интернета пула ырӑ хыпар нихӑҫанхинчен те анлӑрах сарӑлать, ҫапла вара вӑл ҫӗрӗн кашни кӗтесне, аякри утравсене те ҫитет.

Кирлех мар ӗҫсем сире Иеговӑшӑн ӗҫлеме ан чӑрмантарччӑр (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. а) Мӗншӗн ҫак тӗнчепе туллин усӑ курни хӑрушлӑх кӳме пултарать? ӑ) Мӗншӗн пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла? (Сноскӑна пӑхӑр.)

 7 Библи пире ҫак тӗнчепе туллин ан усӑ курӑр, урӑхла каласан, ҫак тӗнче сӗнекен япаласем валли нумай вӑхӑт ан уйӑрӑр тесе асӑрхаттарать. (1 Коринф 7:29—31 вуласа пар.) Хӑш-пӗр ӗҫсенче: хоббире, кӗнекесем вуланинче, телевизор пӑхнинче, тӗрлӗ ҫӗре кайса курнинче, лавккасем тӑрӑх ҫӳренинче тата техника ҫӗнӗлӗхӗсемпе капӑр япаласем пирки информаци шыранинче — ним япӑххи те ҫук, анчах та ҫак ӗҫсем валли пирӗн нумай вӑхӑт кайма пултарать. Унсӑр пуҫне социаллӑ сетьсенче хутшӑнма, СМС-сем ярса тӑма, электронлӑ почта урлӑ ҫырусем ҫырса яма, ҫӗнӗ хыпарсене тата спортри ҫитӗнӳсене яланах пӗлсе тӑма нумай вӑхӑт кирлӗ. Ҫитменнине тата хӑш-пӗрисем ҫав япаласемсӗр пурӑнайми пулса тӑраҫҫӗ (Еккл. 3:1, 6) *. Кирлех мар ӗҫсем валли пирӗн нумай вӑхӑт каять пулсан, эпир, тен, чи кирлине — Иеговӑшӑн ӗҫлессине — шута илме пӑрахӑпӑр. (Эфес 5:15—17 вуласа пар.)

8. Мӗншӗн «тӗнчере мӗн пуррине... ан юратӑр» текен канаша тимлемелле?

8 Сатана пире ҫак тӗнчери япаласемпе илӗртме тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма тӑрӑшать. Ҫавна вӑл пӗрремӗш ӗмӗрте тунӑ, халӗ те тӑвать (2 Тим. 4:10). Ҫавӑнпа та пирӗн Библири ҫак канаша тимлемелле: «Тӗнчере мӗн пуррине... ан юратӑр». Ҫак канашпа килӗшӳллӗ пурӑннипе пурӑнманнине яланах тӗрӗслесе тӑнипе тата кирлӗ улшӑнусем тунипе пули-пулми япаласемшӗн чӑрманса тӑмӑпӑр. Ҫавна пула эпир Атте Турра хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр. Ҫакӑ пире Туррӑн ирӗкне тума тата ӑна яланах юрӑхлӑ пулма пулӑшӗ (1 Иоанн 2:15—17).

КУҪУ ТАСА ПУЛТӐР

9. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗне мала хума вӗрентнӗ тата ҫав тӗлӗшрен вӑл мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?

9 Иисус Марфӑна нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса ан ҫӳре тесе ыррӑн канаш панӑ пекех, хӑйӗн вӗренекенӗсене те ҫавнах тума вӗрентнӗ. Вӑл вӗсене Иеговӑшӑн ӗҫлессине тата унӑн Патшалӑхне хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хума хавхалантарнӑ. (Матфей 6:22, 33 вуласа пар.) Ҫав тӗлӗшрен Иисус хай чаплӑ  тӗслӗх кӑтартнӑ. Унӑн нумай япала пулман, ҫавӑн пекех кил-ҫурт та, ҫӗр лаптӑкӗ те пулман (Лука 9:58; 19:33—35).

10. Иисус пире мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?

10 Иисус хӑйне ырӑ хыпара сарма ниме те чӑрмантарма паман. Сӑмахран, хӑйӗн сӑваплӑ ӗҫне тума пуҫланӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл Капернаумра ҫынсене вӗрентнӗ тата тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ. Вара ҫав хулари ҫынсем ӑна хӑйсем патӗнче юлма ыйтнӑ. Анчах та Иисус мӗн тунӑ? Вӑл каланӑ: «Манӑн ытти хуласенче те Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтермелле: Мана ҫавӑншӑн янӑ» (Лука 4:42—44). Ҫынсене ырӑ хыпар калас, вӗрентес тесе вӑл Палестина ҫӗрне урлӑ та пирлӗ утса тухнӑ. Иисус пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫын пулнӑ, ҫав-ҫавах вӑл Туррӑн ӗҫне пӗтӗм вӑйне парса тунӑран хӑш-пӗр чухне ывӑннӑ, ҫавӑнпа та унӑн канмалла пулнӑ (Лука 8:23; Иоанн 4:6).

11. Пӗр ҫын хӑйӗн ҫемйинчи тавлашӑва татса пама ыйтсан, Иисус ӑна мӗн каланӑ тата вӑл мӗн пирки асӑрхаттарнӑ?

11 Каярахпа Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хирӗҫ тӑнине мӗнле чӑтса ирттермелли ҫинчен вӗрентнӗ чухне пӗр арҫын ӑна пӳлнӗ те каланӑ: «Вӗрентекен! манӑн тӑванӑма каласамччӗ, хамӑра юлнӑ пурлӑха мана та уйӑрса патӑр». Иисус ҫав тавлашӑва хутшӑнас темен. Вӑл хуравланӑ: «Эй этем, сире сут тума е пурлӑхӑра уйӑрма кам лартрӗ Мана?» Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйне итлекенсене пысӑк хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарнӑ: пурлӑхшӑн ҫунни ҫынна Турӑшӑн ӗҫлеме чӑрмантарма пултарать тенӗ (Лука 12:13—15).

12, 13. а) Иерусалима килнӗ хӑш-пӗр грексене Иисус мӗн туни тӗлӗнтернӗ? ӑ) Филипп Иисуса грексемпе тӗл пулма ыйтсан, Иисус хӑйне мӗнле тытнӑ?

12 Иисусӑн ҫӗр ҫинчи юлашки эрни питӗ йывӑр тапхӑр пулнӑ (Матф. 26:38; Иоанн 12:27). Вӑл хӑйне суд туса вӗлерессе, ҫавӑн пекех виличчен нумайӑшне тумаллине те пӗлнӗ. Тӗслӗхшӗн пирӗн эрӑри 33 ҫулхи нисанӑн 9-мӗшӗнче, вырсарникун, мӗн пулса иртнине пӑхса тухар. Малтанах каласа хунӑ пекех, Иисус Иерусалима ашак ҫине ларса кӗнӗ, халӑх вара ӑна: «Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен Патша мухтавлӑ!» — тесе саламланӑ (Лука 19:38). Тепӗр кунне Иисус храма кӗнӗ те ҫӑткӑн сутуҫсене, ытти иудейсен шучӗпе пуяс тесе Турӑ ҫурчӗпе усӑ куракансене, унтан хӑюллӑн хӑваласа кӑларса янӑ (Лука 19:45, 46).

13 Иерусалима Пасха уявне паллӑ тума килнӗ хӑш-пӗр грексем Иисус тунӑ ӗҫсене кура питӗ тӗлӗннӗ. Ҫавӑнпа вӗсем Филипран Иисуса курма пулать-и тесе ыйтнӑ. Анчах та Иисус хӑйне тӑшмансенчен хӳтӗлеме тата хӑйӗн майлӑ тӑма пултаракан ҫынсене тупма тӑрӑшман, мӗншӗн тесен вӑл мӗн кирлӗрех пулнине пӗлнӗ. Вӑл хӑй тӗлӗшӗнчен Иегова мӗн шутласа хунине тӑвас, урӑхла каласан, хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илмелли парне пек парас тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй кӗҫех вилесси ҫинчен аса илтернӗ те хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене пурне те хӑй пекех хӑйсен пурнӑҫне шеллесе тӑмасӑр пурӑнма хавхалантарас тесе ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн чунне юратакан ӑна пӗтерет; ку тӗнчере хӑй чунне курайман ҫын ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварать». Ҫавӑн пекех Иисус «Маншӑн ӗҫлесе тӑракана Атте хисеплӗ» тесе сӑмах панӑ. Паллах ӗнтӗ, Филипп ҫак кӑмӑла ҫӗклекен сӑмахсене ҫав грексене пӗлтернӗ (Иоанн 12:20—26).

14. Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе хӑйӗн пурнӑҫӗнче пуринчен мала хунӑ пулин те, вӑл тата мӗн тума манман?

14 Иисус ырӑ хыпар сарас ӗҫе хӑйӗн пурнӑҫӗнче пуринчен мала хунӑ пулин те, вӑл ҫав ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шухӑшламан. Сӑмахран, вӑл сахалтан та пӗр туйра пулнӑ. Унта вӑл туя килнисене савӑнтарас тесе шывран тӗлӗнмелле  майпа эрех тунӑ (Иоанн 2:2, 6—10). Ҫавӑн пекех ҫывӑх тусӗсем тата чӑнлӑхпа интересленекен ҫынсем ӑна каҫхи апата чӗнсен, вӑл вӗсемпе пӗрле кайнӑ (Лука 5:29; Иоанн 12:2). Пуринчен ытла Иисус кӗлтума, шухӑшлама тата канма яланах вӑхӑт тупма тӑрӑшнӑ (Матф. 14:23; Марк 1:35; 6:31, 32).

«ХАМӐРА МӖН ПУССА ТӐНИНЕ СИРСЕ ЫВӐТАР»

15. Павел апостол христиансене мӗнле канаш панӑ тата вӑл мӗнле лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ?

15 Павел апостол христиансен пурнӑҫне вӑрӑм дистанцие чупнипе танлаштарнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе ывӑтар». (Еврейсем 12:1, 2 вуласа пар.) Павел хӑй мӗне вӗрентнӗ пек пурӑннӑ. Вӑл иудаизм тӗнӗнче пуян та паллӑ ҫын пулма пултарнӑ, анчах та ун вырӑнне вӑл «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнас тенӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ырӑ хыпара тӗрлӗ ҫӗрте: Сирире, Иудейӑра, Кӗҫӗн Азире тата Македонире — хастарлӑн сарнӑ. Павел хӑйӗн пӗлӗтри ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑкӗ пирки ҫапла ҫырнӑ: «Иртнине манӑҫа хӑварса малаллах ыткӑнатӑп. Эпӗ тӗллевӗм патне, хама парас сӑвап патне васкатӑп» (Флп. 1:10; 3:8, 13, 14, ҪХ). Павел авланман ҫын пулнӑ, ҫакӑ вара ӑна нимпе те чӑрманса тӑмасӑр «Ҫӳлхуҫана яланах пӗтӗм чун-чӗрепе пӑхӑнса ӗҫлесе» тӑма пулӑшнӑ (1 Кор. 7:32—35).

16, 17. Мӑшӑрланнипе мӑшӑрланманнине пӑхмасӑрах эпир Павел тӗслӗхне мӗнле тытса тӑма пултаратпӑр? Маркпа Клэр ҫакна мӗнле тунине каласа парӑр.

16 Туррӑн авланнӑ е качча кайнӑ ӗҫлекенӗсен ҫемьере тумалли ӗҫсем нумай. Ҫавӑнпа та Туррӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫне нумайрах тӑвас тесе, Павел пекех, мӑшӑрланмасӑр пурӑнас теҫҫӗ (Матф. 19:11, 12). Анчах та эпир мӑшӑрланнӑ-и е ҫук, Турӑшӑн ӗҫлеме пире нимӗн те ан чӑрмантартӑр тесен пирӗн пурсӑмӑрӑн та, сӑнарлӑ каласан, «хамӑра мӗн пусса тӑнине сирсе» ывӑтмалла. Ҫавна тӑвас тесе пирӗн, тен, кирлех мар ӗҫсем валли сахалрах вӑхӑт уйӑрма тивӗ тата Турӑшӑн ӗҫлеме нумайрах вӑхӑт тупас тесе мӗн тумалли ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла пулӗ.

17 Сӑмахран, Уэльсри мӑшӑрӑн, Маркпа Клэрӑн, тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӗсем шкул пӗтерсенех пионер пулса ӗҫлеме пуҫланӑ, мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн та ҫав ӗҫе пӑрахман. «Эпир хамӑрӑн пысӑк ҫурта сутса янипе тата тулли мар ӗҫ кунӗпе ӗҫлеме пӑрахнипе хамӑр пурнӑҫа тата ытларах ансатлатрӑмӑр. Ҫавна пула эпир пӗтӗм тӗнчери строительство программине хутшӑнма пултартӑмӑр»,— каласа парать Марк. Юлашки 20 ҫул хушшинче вӗсем Африкӑн тӗрлӗ пайӗнче Патшалӑх залӗсене тума пулӑшнӑ. Пӗррехинче вӗсен 15 доллар кӑна тӑрса юлнӑ, анчах та Иегова вӗсене хӑварман. «Иеговӑшӑн кашни кун ӗҫлени пирӗн кӑмӑла питӗ ҫырлахтарать,— каласа парать Клэр.— Эпир нумай туссем тупрӑмӑр тата мӗн кирли пирӗн пурте пур. Эпир тӳснӗ пӗчӗк ҫухатусем Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлени парса тӑракан савӑнӑҫпа танлашма та пултараймаҫҫӗ». Ҫакӑн пек сӑмахсене сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансенчен нумайӑшӗнчен илтме пулать *.

18. Эпир хамӑра мӗнле ыйтусем пама пултаратпӑр?

18 Пирӗн пирки мӗн калама пулать? Эпир хӑш-пӗр чӑрмантаракан япаласене пула Патшалӑх ӗҫӗнче хастарлӑх чакма пуҫланине асӑрхарӑмӑр пулсан, мӗн тума пулать? Тен, Библие вулас тата тӗпчес тӗлӗшрен пирӗн лайӑхланмалла. Ҫакна мӗнле тумалла? Ун ҫинчен тепӗр статьяра ӑнлантарса панӑ.

^ 17 абз. Ҫавӑн пекех Хейден тата Мелоди Сандерсонсен биографине пӑхса тухӑр. Вӗсем ҫинчен 2006 ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башни» журналти «Знали и поступали так, как правильно» статьяра ҫырса панӑ. Сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума пуҫлас тесе вӗсем Австралири хӑйсен пысӑк тупӑш паракан ӗҫне сутса янӑ. Вӗсем Индире миссионерсем пулса ӗҫленӗ чухне укҫасӑр тӑрса юлсан, вӗсемпе мӗн пулса тухни ҫинчен вуласа пӗлӗр.