Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 октябрь

«Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»

«Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ»

«Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ!» (МАРК 9:24.)

ЮРӐСЕМ: 54, 24

1. Ӗненӳ мӗн таран кирлӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

ТЕН, сирӗн ҫакӑн пек ыйту пулкаланӑ: «Иегова мана хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫӑлса хӑварса ҫӗнӗ тӗнчере пурӑнма парас тейӗ-ши?» Павел апостол ҫӑлӑнма питӗ кирлӗ лайӑх енсенчен пӗри вӑл ӗненӳ тенӗ. Вӑл ҫырнӑ: «Ӗненмесӗр Турра юрама ҫук» (Евр. 11:6). Ку чӑнах та ҫапла, анчах та «ӗненӳ пурин те ҫук» (2 Фес. 3:2, ҪХ). Ҫак сӑвӑ йӗркисем пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме кирлине кӑтартса параҫҫӗ.

2, 3. а) Петр апостол каланӑ тӑрӑх, мӗншӗн пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулмалла? ӑ) Эпир мӗнле ыйтусене пӑхса тухӑпӑр?

2 Петр апостол ӗненӳ питӗ кирлӗ пулнине лайӑх кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӗненӗвӗн тӗрӗсленмелле, вара ҫак лайӑх ен «Иисус Христос килес кун... мухтава, чыса, хисепе тивӗҫлӗ» пулма пулӑшӗ. (1 Петр 1:7 вуласа пар.) Хӑрушла асап вӑхӑчӗ питӗ ҫывӑх, ҫавӑнпа та эпир «ҫирӗп ӗненсе чунӑмӑрсене ҫӑлса хӑварас текен ҫынсем» пек пуласшӑн (Евр. 10:39, ҪХ). Эппин, пирӗн хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетес тесе пӗтӗм вӑя хумалла. Вӗт эпир Иисус Христос, пирӗн Патша, килес кунра пиллӗхсем илекенсем хушшинче пуласшӑн. Ҫавӑнпа та эпир, Иисуса йӑлӑннӑ ҫын пекех, Турӑран ҫакӑн пек ыйтма пултаратпӑр: «Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ!» (Марк 9:24.) Е эпир Иисусӑн апостолӗсем пек кӗлтӑватпӑр: «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ» (Лука 17:5).

3 Ҫав тӗлӗшрен темиҫе ыйту сиксе тухать: ӗненӗве мӗнле  ҫирӗплетмелле? Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулнине эпир мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? Хытӑрах ӗненме пулӑшсам тесе ыйтни ҫине Турӑ хуравласса эпир мӗншӗн шанма пултаратпӑр?

ХАМӐР ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТНИ ТУРРА САВӐНТАРАТЬ

4. Камсен тӗслӗхӗсем пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме хавхалантарӗҫ?

4 «Ӗлӗк мӗн ҫырнине пурне те пире ӳкӗтлесе ҫырнӑ», ҫавӑнпа та эпир Библире калакан ӗненӳ тӗслӗхӗсенчен ӑса вӗренме пултаратпӑр (Рим 15:4). Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫинчен, калӑпӑр, Авраам, Сарра, Исаак, Иаков, Моисей, Раав, Гедеон, Варак тата ыттисем ҫинчен вулани пире хамӑр ӗненӗве тӗрӗслесе пӑхма ӳкӗтлӗ (Евр. 11:32—35). Хальхи вӑхӑтра хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем питӗ хытӑ ӗненни ҫинчен вулани те пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетес тесе пӗтӗм вӑя хума хавхалантарӗ *.

5. Илия Иеговӑна хытӑ ӗненнине мӗнле кӑтартнӑ тата унӑн тӗслӗхӗ пире мӗн тума хавхалантарать?

5 Библире калакан ҫав тӗслӗхсенчен пӗри вӑл — Илия пророк тӗслӗхӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнче нумай хутчен Иеговӑна пӗтӗмпех шаннӑ. Вӑл Ахава ҫӗр ҫине Иегова типӗ ҫанталӑк ярасси ҫинчен пӗлтернӗ чухне хӑюллӑн каланӑ: «Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри чӗрӗ! эпӗ Ун умӗнче тӑратӑп; ҫак ҫулсенче сывлӑм та ӳкмӗ, ҫумӑр та пулмӗ, пулсассӑн та — эпӗ каласассӑн ҫеҫ пулӗ» (3 Патш. 17:1). Типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ чухне Илия хӑйне те, ытти шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене те Иегова мӗн кирлине парса тӑрасса шаннӑ (3 Патш. 17:4, 5, 13, 14). Ҫавӑн пекех вӑл Иегова тӑлӑх арӑмӑн ывӑлне вилӗмрен чӗртсе тӑратассине те ӗненнӗ (3 Патш. 17:21). Каярахпа Кармил тӑвӗ ҫинче вӑл хӑйӗн парнине Иеговӑран вут-ҫулӑм анса пӗтӗмпех ҫунтарса ярасси пирки пӗртте иккӗленмен (3 Патш. 18:24, 37). Иегова янӑ типӗ ҫанталӑк вӗҫленмелли вӑхӑт ҫитсен, ҫумӑр пулассин палли пулман пулин те, Илия Ахава каланӑ: «Кай, ӗҫ те ҫи: ӗнтӗ ҫумӑр шавӗ илтӗнет» (3 Патш. 18:41). Ҫакӑн пек тӗслӗхсем пире хамӑрӑн ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманнине тӗрӗслесе пӑхма хавхалантармаҫҫӗ-и?

ХАМӐР ӖНЕНӖВЕ ҪИРӖПЛЕТЕС ТЕСЕ ЭПИР МӖН ТУМА ПУЛТАРАТПӐР?

6. Хамӑр ӗненӗве ҫирӗп тӑвас тесен Иеговӑран пирӗн мӗн ыйтмалла?

6 Эпир хамӑр ӗненӗве хамӑр вӑйпа кӑна ҫирӗплетме пултараймастпӑр, ҫавӑнпа Турӑран пирӗн унӑн святой сывлӑшне ыйтмалла. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен ӗненӳ вӑл — святой сывлӑшӑн ҫимӗҫӗ шутне кӗрекен лайӑх енсенчен пӗри (Гал. 5:22). Ҫавӑнпа та эпир, Иисус хушнӑ пек, святой сывлӑш пирки кӗлтӑватпӑр пулсан, тӗрӗс тӑватпӑр, мӗншӗн тесен Иисус пире Иегова «Хӑйӗнчен ыйтакансене Святой Сывлӑшне паратех» тесе сӑмах панӑ (Лука 11:13, ҪХ).

7. Эпир хамӑр ӗненӗве мӗнле ҫирӗплетме пултаратпӑр? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Хытӑ ӗненекен пулса ҫитсен те пирӗн хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетсех тӑмалла. Пирӗн ӗненӗве кӑвайтпа танлаштарма пулать. Ӑна чӗртсе ярсан, вӑл ялкӑшса ҫунма пуҫлать. Анчах вутӑ пӑрахмасан, вӑл сӳнсе ларӗ те унран кӗл кӑна тӑрса юлӗ. Вутне пӑрахса тӑрсан вара вӑл ҫунма чарӑнмӗ. Пирӗн ӗненӳ пирки те ҫавнах калама пулать. Турӑ Сӑмахне кашни кун вулатпӑр, тӗпчетпӗр пулсан, эпир Иеговӑна та, Библие те хытӑрах та хытӑрах юратма пуҫлӑпӑр. Ҫакна пула эпир хамӑр ӗненӗве те ҫирӗплетӗпӗр.

8. Ӗненӗве ҫирӗплетме пире мӗн пулӑшать?

8 Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пултӑр тесен эпир тата  мӗн тума пултаратпӑр? Шыва кӗрес ӳмӗн илнӗ пӗлӳсемпе ҫеҫ ҫырлахса тӑмалла мар пирӗн (Евр. 6:1, 2). Сӑмахран, пурнӑҫланнӑ пророкла сӑмахсене тӗпчени пире хамӑр ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшӗ. Ҫавӑн пекех эпир хамӑр хытӑ ӗненнипе ӗненменнине пӗлес тесе хамӑра Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх тӗрӗслеме пултаратпӑр. (Иаков 1:25; 2:17, 24 вуласа пар.)

9, 10. Пирӗн ӗненӳ: а) хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе хутшӑннине пула, ӑ) пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене пула, б) ырӑ хыпар сарнине пула — мӗнле ҫирӗпленет?

9 Павел ҫырнӑ тӑрӑх, христиансем пӗр-пӗрне «пӗр пек ӗненнипе» савӑнтарма, хавхалантарма пултараҫҫӗ (Рим 1:12). Ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе — уйрӑмах, камсен ӗненӗвӗ пирки «тӗрӗсленнӗ» теме пулать, ҫавсемпе — хутшӑнма вӑхӑт уйӑратпӑр пулсан, эпир пӗр-пӗрин ӗненӗвне ҫирӗплетме пултаратпӑр (Иак. 1:3). Япӑх туссем пирӗн ӗненӗве пӗтереҫҫӗ, лайӑххисем ҫирӗплетеҫҫӗ (1 Кор. 15:33). Акӑ мӗншӗн пире «пӗрле пуҫтарӑнма» ан пӑрахӑр, тӗлпулусенче пӗр-пӗрне хавхалантарса тӑрӑр тесе ӳкӗтлеҫҫӗ. (Еврейсем 10:24, 25 вуласа пар.) Унсӑр пуҫне ҫав тӗлпулусенче эпир ӗненӗве ҫирӗплетме пулӑшакан пӗлӳ илетпӗр. Ҫакӑ Павелӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшсе тӑрать: «Ӗненесси — илтнинчен... килет» (Рим 10:17). Ҫавӑнпа христиансен тӗлпулӑвӗсене ҫӳресси пирки пирӗн пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ теме пулать-и?

10 Ырӑ хыпар сарнипе эпир хамӑр ӗненӗве кӑна мар, ыттисенне те ҫирӗплететпӗр. Пӗрремӗш христиансем пекех, эпир Иеговӑна пӗтӗмпех шанма тата кирек мӗнле лару-тӑрура та ун ҫинчен хӑюллӑ калама вӗренетпӗр (Ап. ӗҫ. 4:17—20; 13:46).

11. Мӗншӗн Иисус Навинпа Халевӑн ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнӑ тата вӗсем пек пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

11 Иегова пире мӗнле пулӑшса тӑнине тата пирӗн кӗлӗсем ҫине мӗнле хуравланине курса тӑратпӑр пулсан, пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсе пырать. Иисус Навинпа тата Халевпа шӑп ҫавӑн пек пулнӑ та. Вӗсем Пама пулнӑ ҫӗре пӑхса тухма кайнӑ чухне Иеговӑна шаннӑ паллах. Анчах та вӗсен ӗненӗвӗ Турӑ хӑйсене мӗнле пулӑшнине курнӑ чухне кашнинче ҫирӗпленсе пынӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Иисус Навин израильтянсене ҫакӑн пек татӑклӑн калама пултарнӑ: «Ҫӳлхуҫа Туррӑр сирӗн ҫинчен каланӑ мӗнпур ырӑ сӑмахран пӗр сӑмахӗ те кӑлӑх пулмарӗ». Каярахпа вӑл каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑраса тӑрӑр, Уншӑн пӗтӗм таса кӑмӑлтан, тӳрӗ чунпа ӗҫлесе тӑрӑр... эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» (Иис. Н. 23:14; 24:14, 15). Эпир Иеговӑна шанатпӑр тата вӑл пире мӗнле пулӑшса тӑнине курсах тӑратпӑр пулсан, пирӗн те ӗненӳ ҫирӗпленсе пырӗ (Пс. 33:9).

ХӐВӐР ӖНЕНӖВЕ ӖҪСЕМПЕ КӐТАРТӐР

12. Иаков каланӑ тӑрӑх, пирӗн ӗненӳ мӗнре курӑнса тӑрать?

12 Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулни мӗнрен курӑнса тӑрать? Иаков вӗренекен каланӑ: «Хам ӗненнине эпӗ сана ӗҫӗмсемпе кӑтартӑп» (Иак. 2:18). Эппин, эпир чӑннипех ӗненнине пирӗн ӗҫсем кӑтартса параҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

Кам ырӑ хыпар сарас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑвать, ҫавсем хӑйсен ӗненӗвӗ ҫирӗп пулнине кӑтартаҫҫӗ (13-мӗш абзаца пӑхӑр.)

13. Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни пирӗн ӗненӳ пуррине мӗнле кӑтартса парать?

13 Ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни вӑл — хамӑр ӗненӗве кӑтартмалли чаплӑ май. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Ырӑ хыпар сарас тесен пирӗн ҫак йӗркесӗр тӗнче Турӑ палӑртса хунӑ вӑхӑтра пӗтет тата «вӑл пурпӗрех пулать» тесе ӗненмелле (Аввак. 2:3). Пирӗн ӗненӳ ҫирӗп пулнипе пулманнине пӗлес тесе эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: ырӑ хыпар сарас ӗҫ пирки эпӗ питӗ кирлӗ ӗҫ тесе шутлатӑп-и? Ыттисене Турӑ ҫинчен каласа парас тесе эпӗ мӗн тума пултарнине пурне те тӑватӑп-и? Иеговӑшӑн  ытларах ӗҫлеме паракан майсене шыратӑп-и эпӗ? (2 Кор. 13:5.) Чӑнах та, пурне те ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен «чӗлхе-ҫӑварпа каласа тӑни» пирӗн чӗрере ӗненӳ пуррине питӗ лайӑх кӑтартса парать. (Рим 10:9, 10 вуласа пар.)

14, 15. а) Кулленхи пурнӑҫра эпир ӗненнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр? ӑ) Ӗненӗве пула мӗн тума пултарнине кӑтартакан тӗслӗх ҫинчен каласа парӑр.

14 Ҫавӑн пекех пирӗн ӗненӳ эпир кулленхи йывӑрлӑхсене мӗнле чӑтса ирттернинче те курӑнса тӑрать. Эпир чирленӗ, хуйха ӳкнӗ, депрессипе аптранӑ, чухӑн пурӑннӑ чухне е ытти йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ пире «кирлӗ вӑхӑтра» пулӑшу парасса шанатпӑр (Евр. 4:16). Ҫавӑн пек шанса тӑни пирӗн кӗлӗсенче курӑнса тӑрӗ. Иисус каланӑ тӑрӑх, эпир Иеговӑран «куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире» тесе ыйтма пултаратпӑр (Лука 11:3). Библири тӗслӗхсем Иегова пире мӗн кирлине пурне те пама пултарать тесе шантараҫҫӗ. Сӑмахран, типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑнӑ чухне Илиян Иеговӑна пула ӗҫмелли те, ҫимелли те пулнӑ. Иегова каланӑ пекех, «ҫӑхансем ӑна ирӗн-каҫӑн ҫӑкӑрпа аш кӳрсе тӑнӑ, шывне вӑл юхӑм шывран ӗҫнӗ» (3 Патш. 17:3—6). Иегова пире те мӗн кирлине пурне те парса тӑрасса эпир ӗненетпӗр.

Эпир хамӑр ӗненӗве кулленхи йывӑрлӑхсене чӑтса ирттернипе кӑтартатпӑр (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15 Библи принципӗсене тытса тӑни пире хамӑра та, хамӑр ҫемьене те пурӑнмалӑх мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑма пулӑшасса шанатпӑр. Ку чӑнах та ҫапла пулнине Азире пурӑнакан Ребекка ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхӗ кӑтартса парать. Вӑл тата унӑн ҫемйи Турӑ Патшалӑхӗн ӗҫне хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хунипе тата тӑрӑшса ӗҫленипе Матфей 6:33-мӗшӗнчи тата Ытарӑшсем 10:4-мӗшӗнчи принципсене тытса тӑма тӑрӑшнӑ. Пӗррехинче унӑн упӑшки хӑйӗн ӗҫӗ ҫемйипе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултарнине ӑнланса илсен ӗҫрен тухса кайма шут тытрӗ тесе каласа парать Ребекка. Анчах вӗсен тӑватӑ ача пӑхса ӳстермелле пулнӑ. Ребекка каласа парать: «Эпир пылак япаласем туса сутма пуҫларӑмӑр. Ҫавӑн пек ӗҫлесе пурӑннӑ вӑхӑтра Иегова пирӗнпе пӗрле пулнине эпир туйса тӑтӑмӑр. Пирӗн ҫимелли яланах пулнӑ». Тен, сирӗн те хӑвӑр пурнӑҫра ӗненӗве ҫирӗплетекен ӗҫсем пулнӑ.

16. Турра шанни мӗн парать?

 16 Турӑ мӗн тума хушнине тытса тӑни пире ырӑлӑх парасси пирки пирӗн пӗр иккӗленӳ те пулмалла мар. Павел апостол Аввакум сӑмахӗсене илсе парса ҫапла ҫырнӑ: «Тӳрӗ ҫын хӑй ӗненнипе чӗрӗ пулӗ» (Гал. 3:11; Аввак. 2:4). Акӑ мӗншӗн пирӗн хамӑра чӑннипех пулӑшма пултаракан Турра ӗненмелле. Павел пире Иегова вӑл «эпир ыйтнинчен е шухӑшланинчен хамӑр ӑшри хӑвачӗпе темӗн чухлӗ ытла тума Пултаракан Турӑ» тесе аса илтерет (Эф. 3:20, ҪС). Иеговӑн ӗҫлекенӗсем унӑн ирӗкне тӑвас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем хӑйсем мӗн тума пултарайманнине те ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем Иеговӑна тата вӑл хӑйсем вӑй хунине пиллессе шанаҫҫӗ. Чӑнах та, эпир Турӑ хамӑрпа пӗрле пулнӑшӑн питӗ пархатарлӑ!

ӖНЕНӲ ПАМА ЫЙТНИ ҪИНЕ ХУРАВЛАНИ

17. а) Апостолсем ӗненӳ пирки ыйтни ҫине Иисус мӗнле хуравланӑ? ӑ) Вӑйлӑрах ӗненекен тусам пире тесе ыйтни ҫине хурав парасси пирки мӗншӗн эпир иккӗленместпӗр?

17 Ҫак статьяна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн, тен, сирӗн те апостолсем Иисуса каланӑ сӑмахсенех калас килет: «Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ» (Лука 17:5). Вӗсем ҫавӑн пек ыйтни ҫине Иисус пирӗн эрӑри 33 ҫулхи Аллӑмӗш кун уявӗнче хуравланӑ. Ун чухне Христосӑн вӗренекенӗсем ҫине святой сывлӑш аннӑ та вӗсем Туррӑн тӗллевне тарӑнрах ӑнланма пуҫланӑ. Ҫакӑ вӗсен ӗненӗвне ҫирӗплетнӗ. Ку вара мӗн панӑ? Вӗсем ҫав вӑхӑтра ырӑ хыпара нихӑҫанхинчен те анлӑрах сарма пултарнӑ (Кол. 1:23). Вӑйлӑрах ӗненекен тусам пире тесе ыйтни ҫине хурав парасса кӗтме пултаратпӑр-и эпир? «Унӑн [Туррӑн] ирӗкӗпе килӗшӳллӗн» ыйтсан, кӗтме пултаратпӑр тесе шантарать пире Библи (1 Иоанн 5:14).

18. Кам хӑйӗн ӗненӗвне ҫирӗплетсе тӑрать, ҫавсене Иегова мӗнле пиллет?

18 Эпир Иеговӑна пӗтӗмпех шанатпӑр пулсан, вӑл, паллах ӗнтӗ, савӑнать. Пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ тесе ыйтни ҫине Иегова хуравлӗ те пирӗн ӗнену татах ҫирӗпрех пулӗ, вара эпир «Турӑ Патшалӑхне кӗме тивӗҫлӗ» пулӑпӑр (2 Фес. 1:3, 5).

^ 4 абз. Сӑмахран, Лиллиан Гобайтас Клозэ («Вӑранӑр!», акӑл., 1993 ҫулхи июлӗн 22-мӗшӗнчи кӑларӑм), Феликс Борис («Вӑранӑр!», акӑл., 1994 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнчи кӑларӑм) тата Джозефина Элиас («Вӑранӑр!», выр., 2009 ҫулхи сентябрьти кӑларӑм) биографийӗсене пӑхӑр.