Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 октябрь

«Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет»

«Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет»

«Кам хаҫат вуламасть, ҫавӑ ӑссӑр, анчах та мӗн вуланине хаҫатра ҫырнӑшӑн ҫеҫ ӗненекенни тата ӑссӑртарах»

Август Людвиг Шлёцер (1735—1809), нимӗҫ историкӗ тата публицисчӗ

ҪЫНСЕМ 200 ҫул каяллах хаҫатсенче мӗн ҫырнине пурне те шансах кайман пулсан, XXI ӗмӗрте интернетра мӗн ҫырни-кӑтартни пирки пирӗн тата ытларах асӑрхануллӑ пулмалла. Халӗ питӗ нумай информаци, ҫӗнӗ технологисене пула вӗсене ҫӑмӑллӑнах тупма пулать. Информацисем нумайӑшӗ тӗрӗс, усӑллӑ, сиенсӗр, ҫав вӑхӑтрах вӗсенчен чылайӑшӗ суя, усӑсӑр е хӑрушӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн пӗр-пӗр хыпар шанӑҫа тивӗҫлӗ пулнипе пулманнине тӗплӗн тӗрӗслемелле. Интернетпа тин кӑна усӑ курма пуҫланӑ ҫынсем пӗр-пӗр хыпара, вӑл интернетра пулнӑшӑн ҫеҫ е ӑна тус электронлӑ почтӑпа ярса панӑшӑн ҫеҫ тӗрӗс тесе шутлама пултараҫҫӗ. Анчах та Библи пире ҫапла асӑрхаттарать: «Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать» (Ытар. 14:15).

Ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесен мӗн тумалла тата компьютер ҫинче кӑтартакан ултава, чеелӗхе, халапа тата тӗрӗс мар хыпара мӗнле уйӑрса илме пулать? Чи малтан хӑвӑртан ҫакӑн пек ыйтӑр: «Ҫак хыпар ӑҫтан килнӗ: шанӑҫа тивӗҫлӗ сайтран-и? Вӑл ӑҫтан килни паллӑ-и? Ҫав суя информацие шанӑҫа тивӗҫлӗ тепӗр сайтра тӑрӑ шыв ҫине кӑларман-и?» * Унтан вара хӑвӑрӑн пултарулӑхупа, «ырӑпа усала уйӑрма» пӗлнипе, усӑ курӑр (Евр. 5:14). Пӗр-пӗр информаци ӗненмелле мар пек туйӑнать пулсан, вӑл чӑнах та ҫапла пулма пултарать. Унсӑр пуҫне ыттисем ҫинчен япӑх калакан хыпара вуланӑ чухне кама-ха ҫакӑ усӑ панӑ пулӗччӗ тесе е мӗншӗн ҫак хыпара хӑш-пӗрисем сарасшӑн пулни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр.

ЭЛЕКТРОНЛӐ ХЫПАРСЕНЕ ЭСИР ЯЛАНАХ ЯРСА ТӐРАТӐР-И?

Хӑш-пӗрисем ҫӗнӗ хыпара чи малтан ярассишӗн каҫсах каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫав хыпара хӑйсен контактсен списокӗнче кам пур, ҫавсем патне пурин патне те ярса параҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне вӗсем ҫакна хӑйсене ыттисем асӑрхаччӑр тесе тӑваҫҫӗ. Вӗсем хӑйсем ярса паракан информаци тӗрӗс пулнипе пулманнине тӗрӗслемеҫҫӗ тата ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ (2 Патш. 13:28—33). Анчах та ӑслӑ-тӑнлӑ христиансем  хӑйсен ӗҫӗсем пӗр-пӗр ҫыннӑн е организацийӗн ырӑ ятне ан яччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ.

Хыпар тӗрӗс пулнипе пулманнине тӗрӗслеме вӑй та, вӑхӑт та кирлӗ. Акӑ мӗншӗн хӑш-пӗрисем хӑйсем ярса паракан информацие ӑна илекенӗн тӗрӗслемелле тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ӑна ҫавна тума мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулӗ-ши? Вӑхӑт вара питӗ хаклӑ (Эф. 5:15, 16). Ҫавӑнпа та «иккӗленетӗн — ыттисене ярса пар, вӗсем тӗрӗслеччӗр» теес вырӑнне «иккӗленетӗн — кӑларса пӑрах» темелле.

Хӑвӑнтан ыйт: «Электронлӑ хыпарсене эпӗ яланах ярса тӑратӑп-и? Тӗрӗс мар е суя информаци ярса тӑнӑшӑн манӑн ыттисенчен каҫару ыйтма тивмен-и? Мана кам та пулин ман пата электронлӑ ҫырусем ан ярса пар урӑх тенӗ-и?» Ҫакна асра тытӑр: сирӗн контактсен списокӗнче кам пур, вӗсем хӑйсене интереслентерекен хыпарсене хӑйсемех интернетра тупма пултараҫҫӗ. Вӗсем кулӑшла калавсем, видеоклипсем тата слайд-шоу айне пуласшӑн мар. Ҫавӑн пекех докладсен аудио- е видеоҫыравӗсене тата хӑвӑр тунӑ конспектсене ярса пани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ *. Унсӑр пуҫне ҫын хӑй тӗллӗн тӗпчет, Библие уҫса сӑвӑ йӗркисене вулать тата тӗлпулусенче паракан ыйтусем ҫине хурав пама хатӗрленет пулсан, ҫакӑ ӑна эсир ҫав информацие ярса панинчен те ытларах усӑ парӗ.

Манӑн ҫак тӗлӗнтерсе-аптратса яма пултаракан хыпара кама та пулин ярса памалла-и?

Интернетра Иеговӑн организацийӗ ҫинчен калакан элек сирӗн куҫ умне лекрӗ пулсан, мӗн тумалла? Ҫавӑн пек суяна тӳрех сирсе ямалла. Ҫак хыпара ыттисене каласа пани тата вӗсем ҫавӑн ҫинчен мӗн шутланине пӗлме тӑрӑшни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек туни ҫав сиенлӗ информацие тата ытларах сарӑлма ҫеҫ парӗ. Эсир интернетра мӗн вулани сире питӗ пӑшӑрхантарать пулсан, Иеговӑран ӑслӑлӑх ыйтӑр тата ҫавӑн пирки чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан арҫын тӑвансемпе калаҫса пӑхӑр (Иак. 1:5, 6; Иуда 22, 23). Иисус ҫинчен час-часах суя сарнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене тӑшмансем сире хӗсӗрлӗҫ тата сирӗн ҫинчен «[«суя каласа», ҪТ] тем тӗрлӗ усал сӑмахпа» хӑртӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 5:11; 11:19; Иоанн 10:19—21). «Суя суйса калаҫакан» тата «хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса» ҫӳрекен ҫынсене уйӑрса илес тесен пирӗн «ыррипе усаллине уйӑрма» пӗлмелле (Ытар. 2:10—17).

 ЫТТИСЕН ИРӖКНЕ ХИСЕПЛӖР

Ҫавӑн пекех хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансемпе ҫыхӑннӑ хыпарсемпе тӗслӗхсене эпир темиҫе ҫын урлӑ илтсен, пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Информаци тӗрӗс пулнӑ чухне те ҫакӑ ҫавна пирӗн ыттисене каласа памалла тенине пӗлтермест. Хӑш-пӗр чухне хыпар чӑн пулсан та, ӑна ыттисене ярса пани юрату кӑтартни мар пулнӑ пулӗччӗ (Матф. 7:12). Сӑмахран, ыттисем ҫинчен сӑмах сарни, ун пекки чӑнах пулнӑ пулсан та, ыттисене хавхалантарман пулӗччӗ. (2 Фес. 3:11; 1 Тим. 5:13). Хӑш-пӗр хыпарсене, тен, хальлӗхе каласа памалла мар, ҫынсем вара вӗсене каярахпа е ятарлӑ майпа пӗлтерес тейӗҫ. Вӗсем ҫав информацие хӑҫан тата мӗнле майпа уҫса пама шут тытнине пирӗн хисеплемелле. Ҫавӑнпа та ҫав хыпара вӑхӑт ҫитиччен пӗлтерни пысӑк сиен кӳме пултарать.

Хальхи вӑхӑтра хыпарсене — тӗрӗс-и вӗсем е суя, усӑллӑ-и е усӑллӑ мар, сиенсӗр-и е хӑрушӑ — питӗ хӑвӑрт сарма пулать. Интернет урлӑ хыпар ярсан, ҫакӑ пӗр самантра пӗтӗм тӗнчипе сарӑлма пултарнине пирӗн ӑнланмалла. Ҫавӑнпа та хамӑр куҫ умне лекекен кирек мӗнле информацие те ярса парас кӑмӑла пирӗн чарса тӑмалла. Пӗр-пӗр тӗлӗнтерсе-аптратса яма пултаракан хыпар ҫинчен вуланӑ чухне ҫакна асра тытӑр: юрату пурне те шанать пулин те, вӑл айванкка мар тата мӗн каланине пурне те тӳрех ӗненмест. Пуринчен ытла эпир Иеговӑн организацийӗ тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекен тӑвансем ҫинчен саракан сӗмсӗр суяна ӗненместпӗр, мӗншӗн тесен ҫав суяна саракансем Сатана Шуйттан, «ултав ашшӗ» ирӗкне тӑваҫҫӗ (Иоанн 8:44; 1 Кор. 13:7). Ҫавӑнпа та ӑслӑ-тӑнлӑ пулар та хамӑр ҫине кашни кун йӑтӑнса анакан тем тӗрлӗ информаципе мӗнле усӑ курмалли ҫинчен тӗплӗн шухӑшлар. Библире каланӑ: «Айваннисем еткерлӗхе ухмахлӑх илеҫҫӗ, ӑслӑ-тӑнлисем пӗлӗвӗпе мухтава тухаҫҫӗ» (Ытар. 14:18).

^ 4 абз. Унччен тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ суя хыпарсем ҫинчен ҫине-ҫинех илтме пулать. Хӑш-пӗр чухне вӗсене пӑртак улӑштараҫҫӗ те, вӗсем вара тӗрӗс хыпар пек курӑнма пуҫлаҫҫӗ.

^ 8 абз. «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫӗн» 2010 ҫулхи апрельте тухнӑ кӑларӑмӗнчи «Ыйтусен рамкине» пӑхӑр.