Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 сентябрь

 БИОГРАФИ

Иеговӑн пиллӗхӗ манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ

Иеговӑн пиллӗхӗ манӑн пурнӑҫа пуянлатрӗ

ЭПӖ 1927 ҫулта Канадӑри Саскачеван провинцири Уоко ятлӑ пӗчӗк хулара ҫуралнӑ. Пирӗн аттепе аннен ҫичӗ ача пулнӑ: тӑватӑ ывӑлпа виҫӗ хӗр. Ҫавӑнпа та эпӗ мӗн ачаранах ҫынсем хушшинче пулма хӑнӑхнӑ.

1930 ҫулсенче пуҫланнӑ Аслӑ депресси ятпа паллӑ экономика кризисӗ пирӗн ҫемьене те пырса тиврӗ. Эпир пуян пулман пулсан та, выҫӑ ларман. Эпир чӑхсем тата ӗне тытнӑ, ҫавӑнпа та пирӗн килте ҫӑмарта, сӗт, хӑйма, сыр тата ҫу яланах пулнӑ. Паллах ӗнтӗ, килте пирӗн кашнин хӑйӗн ӗҫӗ пулнӑ.

Ҫав вӑхӑта эпӗ халӗ те ырӑпа аса илетӗп. Сӑмахран, эпӗ панулмисен тутлӑ шӑрши пӗтӗм пӳлӗме сарӑлнине паянхи кун та астӑватӑп. Кӗркунне атте хамӑр фермӑра туса илнӗ пахча-ҫимӗҫе хулана сутма кайсан, каялла вӑл час-часах пӗр ещӗк пиҫсе ҫитнӗ панулмисем илсе килетчӗ. Кашни кун эпир ҫав сӗткен панулмисене ҫисе савӑнаттӑмӑр.

ПИРӖН ҪЕМЬЕ ЧӐНЛӐХА ЙЫШӐНАТЬ

Эпӗ ултӑ ҫулта пулнӑ чухне пирӗн ҫемье чӑнлӑха пӗрремӗш хут илтнӗ. Манӑн аттепе аннен пӗрремӗш ывӑлӗ, Джонни, ҫуралнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вилнӗ. Хуйхӑракан аттепе анне священникран ыйтнӑ: «Ӑҫта-ши халӗ Джонни?» Ачана шыва кӗртмен пирки вӑл халӗ пӗлӗтре мар тенӗ лешӗ. Ҫавӑн пекех священник укҫа тӳлесен эпӗ вӑл пӗлӗте кайтӑр тесе кӗлтӑвӑп тенӗ. Эсир вӗсен вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хӑвӑра мӗнле туйнӑ пулӑттӑр? Ҫакӑн пек сӑмахсем хыҫҫӑн аттепе анне священника пачах шанма пӑрахнӑ, вара унпа нихӑҫан та калаҫман. Ҫав-ҫавах вӗсем хӑйсен ывӑлӗпе мӗн пулнине питӗ пӗлесшӗн пулнӑ.

Пӗррехинче аннен аллине Иегова Свидетелӗсем пичетлесе кӑларнӑ «Вилнисем ӑҫта?» текен брошюра лекнӗ. Вӑл ӑна савӑнсах вуласа тухнӑ. Атте киле таврӑнсан анне хавассӑн каланӑ: «Эпӗ Джонни ӑҫтине пӗлетӗп! Халӗ вӑл ҫывӑрать, анчах пӗррехинче вӑл вӑранӗ». Ҫав каҫах манӑн атте буклета вуласа тухнӑ. Библире вилнисем пирки ҫывӑраҫҫӗ тата пуласлӑхра вӗсем вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗҫ тесе каланине пӗлни манӑн аттепе аннен чунне йӑпатнӑ (Еккл. 9:5, 10; Ап. ӗҫ. 24:15).

Аттепе анне мӗн пӗлни пирӗн пурнӑҫа лайӑхлатрӗ, канӑҫлӑхпа телей кӳчӗ. Вӗсем Свидетельсемпе Библи вӗренме тата Уокори пӗчӗк пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме тытӑннӑ, унта Украинӑран килнӗ ҫемьесем нумай пулнӑ. Кӗҫех аттепе анне ырӑ хыпара сарма пуҫланӑ.

Тепӗртакран эпир Британи Колумби ятлӑ провинцине куҫса кайрӑмӑр. Унти пуху пире хапӑл тусах йышӑнчӗ. Пӗтӗм ҫемьепе вырсарникунхи тӗлпулура «Хурал башнине» сӳтсе явма мӗнле хатӗрленнине эпӗ халӗ те ырӑпа аса илетӗп. Эпир пурте Иеговӑна тата Библири чӑнлӑха хытӑ юратма вӗренсе пытӑмӑр. Пирӗн пурнӑҫ мӗнле лайӑхланса пынине тата Иегова пире мӗнле пиллесе тӑнине эпӗ курса тӑтӑм.

 Пире, ачасене, хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа пама ҫӑмӑлах марччӗ. Анчах мана Ева йӑмӑкпа пӗрле кашни уйӑхра калаҫӑва пуҫламалли майсене хатӗрленме тата ҫавсене сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче кӑтартма час-часах ыйтни питӗ пулӑшрӗ. Ҫапла эпир вӑтаннине пӑхмасӑрах ыттисене Библи ҫинчен каласа пама вӗрентӗмӗр. Ырӑ хыпара ҫавӑн пек калама вӗрентнӗшӗн эпӗ питӗ пархатарлӑ!

Ачалӑхра уйрӑмах асра юлнӑ самантсенчен пӗри вӑл — сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвакансем пирӗн патра чарӑнса тӑни. Сӑмахран, пирӗн пухӑва район надзирателӗ, Джек Нейтан, килсе кайнӑ чухне вӑл пирӗн килте пурӑннӑ *. Вӑл каласа панӑ нумай историе эпир сывламасӑр итлесе ларнӑ. Вӑл пире чунтан мухтатчӗ, ҫавна пула пирӗн те Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлес килетчӗ.

«Ӳссе ҫитсен, эпӗ Нейтан тӑван пек пулӑп»,— текен шухӑш пуҫра вӗлтлетме пуҫланине астӑватӑп. Кам шутлама пултарнӑ унӑн тӗслӗхӗ мана сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума хавхалантарасса. 15 ҫул тӗлнелле эпӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме ҫирӗп шут тытрӑм. Эпир Евӑпа пӗрле 1942 ҫулта шыва кӗтӗмӗр.

ӖНЕНӲ ТӖРӖСЛЕНЕТ

Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче, патриотла туйӑмсем вӑйланса пынӑ чухне, учительница мисс Скотт, пирӗн ӗненӗве чӑтма пултарайманскер, манӑн икӗ йӑмӑкпа шӑллӑма шкултан кӑларса ямалла турӗ. Мӗншӗн? Вӗсем ялава чыс пама килӗшменрен. Унтан вӑл манӑн учительницӑна та мана кӑларса яма ӳкӗтлерӗ. Анчах та манӑн учительница каланӑ: «Эпир ирӗклӗ ҫӗршывра пурӑнатпӑр, ҫавӑнпа та патриотла церемонисене хутшӑнас теме е хутшӑнас мар теме кашнин хӑйӗн ирӗк пур». Мисс Скотт тем пек хӗссен те, манӑн учительница тӳррӗн каланӑ: «Ку манӑн ӗҫ».

Анчах та мисс Скотт ҫапла хирӗҫленӗ: «Ҫук, ку сирӗн ӗҫ мар. Мелитӑна кӑларса ямасан, эпӗ кирлӗ ҫӗре пӗлтерӗп». Манӑн учительница аттепе аннене мана кӑларса янипе килӗшместӗп, анчах та ҫавна тумасан ӗҫсӗр тӑрса юлӑп тесе каланӑ. Апла пулин те, эпир килте вӗренме шкул материалне илтӗмӗр. Кӗҫех эпир хамӑр килтен 32 ҫухрӑм аяккарах вырнаҫнӑ тепӗр вырӑна куҫса кайрӑмӑр. Вара эпир унти шкулта вӗренме пултартӑмӑр.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пирӗн литературӑна сарма чарнӑ. Ҫавна пӑхмасӑрах эпир килтен киле ҫӳренӗ чухне Библипе усӑ курнӑ. Ҫапла эпир Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарнӑ чухне Сӑваплӑ Ҫырупа питӗ лайӑх усӑ курма вӗрентӗмӗр. Ҫакна пула пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленчӗ тата эпир Иеговӑн пулӑшӑвне хамӑр ҫинче куртӑмӑр.

ПИОНЕР ПУЛСА ӖҪЛЕМЕ ПУҪЛАТӐП

Мана парикмахер ӗҫӗ килӗшетчӗ тата эпӗ темиҫе награда та илтӗм

Шкул пӗтерсенех эпир Евӑпа иксӗмӗр те пионер пулса ӗҫлеме тытӑнтӑмӑр. Пурӑнмалӑх ӗҫлесе илес тесе эпӗ малтан гастронома ӗҫе кӗтӗм. Анчах та мана ҫӳҫ касма, прическа тума килӗшетчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ парикмахер ӗҫне вӗренес тесе ултӑ уйӑхлӑх курса кайрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ кашни эрнере икӗ кун парикмахерскинче ӗҫлерӗм, уйӑхра икӗ хутчен парикмахер ӗҫне ыттисене вӗрентрӗм. Ҫакӑ мана сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма май пачӗ.

1955 ҫулта эпӗ Нью-Йоркра (АПШ) тата Нюрнбергра (Германи) иртекен «Ҫӗнтерӳллӗ Патшалӑх» ятлӑ конгрессене кайса килес терӗм. Нью-Йорка каяс умӗн эпӗ пӗтӗм тӗнчери тӗп управленинче ӗҫлекен Нейтан Норр тӑванпа паллашрӑм. Вӑл хӑйӗн арӑмӗпе Канадӑри Ванкувер хулинче иртекен  конгреса килнӗччӗ. Мана унӑн арӑмне прическа тума ыйтрӗҫ. Манӑн ӗҫ Норр тӑвана килӗшрӗ, вӑл вара манпа тӗл пуласшӑн пулчӗ. Эпӗ ӑна Германие каяс умӗн пӗр вӑхӑт хушши Нью-Йоркра пулатӑп терӗм. Вӑл вара мана тӑхӑр кунлӑха Бруклинри Вефиле ӗҫлеме чӗнчӗ.

Унта кайни манӑн пурнӑҫа тӗпрен улӑштарчӗ! Нью-Йоркра эпӗ Теодор (Тед) Ярач ятлӑ ҫамрӑк арҫын тӑвана тӗл пултӑм. Паллашнӑ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен вӑл манран ыйтрӗ: «Эсӗ пионер-и?» Эпӗ ҫук терӗм. Манӑн тус Лавонн ҫакна илтсен: «Вӑл пионер»,— тесе мана тӳрех тӳрлетрӗ. Аптранипе Тед унран ыйтрӗ: «Манӑн кама ӗненмелле: сана-и е ӑна-и?» Эпӗ ӑна конгресчен пионер пулса ӗҫленӗ, ун хыҫҫӑн та пионер пулса ӗҫлесшӗн тесе ӑнлантартӑм.

ТУРРА ЧУНТАН ЮРАТАКАН УПӐШКА

Тед Кентуккире (АПШ) 1925 ҫулта ҫуралнӑ, 15 ҫулта вӑл шыва кӗнӗ. Унӑн ҫемйинче урӑх никам та чӑнлӑха йышӑнман. Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул иртсен вӑл пионер пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. Ҫапла вара вӑл сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑма пуҫланӑ, ҫакӑ 67 ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ.

1946 ҫулхи июльте Тед, 20 ҫулта пулнӑ чухне, Хурал Башнин Библи шкулӗ Галаадӑн ҫиччӗмӗш класне пӗтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл Кливлендра (Огайо штачӗ, АПШ) ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан ӑна Австралири филиал надзирателӗ пулма лартнӑ.

Тед та Нюрнбергри конгреса кайнӑ, вара пирӗн пӗр-пӗринпе лайӑхрах паллашма май пулчӗ. Эпир пӗр-пӗрне килӗштерсе пӑрахрӑмӑр. Вӑл Иеговӑшӑн пӗтӗм чунтан ӗҫлес тӗллевлӗ ҫын пулни мана питӗ савӑнтаратчӗ. Тед тимлӗ, Турра чунтан парӑннӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах ырӑ та калаҫма юратакан ҫынччӗ. Вӑл хӑйӗнчен ытларах ыттисемшӗн тӑрӑшнине эпӗ курса тӑтӑм. Конгресс хыҫҫӑн Тед Австралине таврӑнчӗ, эпӗ — Ванкувера. Анчах та эпир пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫырсах тӑтӑмӑр.

Австралире пилӗк ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн Тед Пӗрлешӳллӗ Штатсене таврӑнчӗ, унтан пионер пулса ӗҫлес тесе Ванкувера куҫса кайрӗ. Манӑн ҫемье ӑна питӗ килӗштеретчӗ. Майкл пичче мана яланах хӳтӗлеме тӑрӑшатчӗ, ҫавӑнпа та пӗр-пӗр ҫамрӑк арҫын тӑван ман ҫине куҫ хывсан, вӑл хӑйне мӗн канӑҫ паманнине тӳрех калатчӗ. Анчах та Тед Майкла тӳрех килӗшрӗ. «Мелита,— терӗ вӑл мана,— эсӗ лайӑх каччӑ тупрӑн. Асту, ан вӗҫерт ӑна!»

Эпир 1956 ҫулта мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн нумай ҫул хушши сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа туса тӑтӑмӑр

Тед манӑн чуна та тыткӑнларӗ. Эпир 1956 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче мӑшӑрлантӑмӑр. Малтан эпир Ванкуверта, унтан Калифорнире пионер пулса ӗҫлерӗмӗр. Тепӗртакран Теда Миссури тата Арканзас штатсенче ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫлеме лартрӗҫ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи ҫав пысӑк территоринче ҫулҫӳрекен надзиратель ӗҫне тунӑ чухне пирӗн 18 ҫула яхӑн кашни эрнере тӗрлӗ килте чарӑнса тӑмалла пулчӗ. Сӑваплӑ ӗҫре пирӗн тӗрлӗ интереслӗ самантсем пулчӗҫ, ҫавӑн пекех эпир хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем хушшинче нумай тус тупрӑмӑр. Ҫаксем пурте пире, кашни эрнере пӗр вырӑнтан теприне куҫса ҫӳреме ҫӑмӑл мар пулнине пӑхмасӑрах, савӑнӑҫ парса тӑчӗҫ.

Тед хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене шутсӑр хаклатчӗ, ҫавӑншӑн эпӗ ӑна питӗ хисеплеттӗмччӗ. Вӑл Ҫут тӗнчери пӗртен-пӗр Турӑшӑн ӗҫлеме май пуррине пысӑка хуратчӗ. Пире Библие пӗрле вулама тата вӗренме килӗшетчӗ. Каҫсерен эпир ҫывӑрма выртас умӗн кравать ҫумӗнче чӗркуҫленсе лараттӑмӑрччӗ те Тед кӗлтӑватчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗнтен кашни хӑй тӗллӗн кӗлтӑватчӗ. Теда пӗр-пӗр кӑткӑс ыйту канӑҫ паман чухне вӑл вырӑн ҫинчен тӑратчӗ те каллех чӗркуҫленсе ларатчӗ, вара чылайччен хӑй ӑшӗнче кӗлтӑватчӗ. Вӑл Иеговӑна кирек мӗн ҫинчен те — кирли ҫинчен те, ытлашши кирлех марри ҫинчен те — кӗлтуни мана питӗ тӗлӗнтеретчӗ.

 Мӑшӑрланнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен Тед мана Каҫхи апат уявӗнче символсене тутанса пӑхма шутлатӑп терӗ. Вӑл ҫапла ӑнлантарчӗ: «Эпӗ нумай кӗлтурӑм, халӗ вара Иегова манран шӑп ҫавна кӗтни пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук». Теда, вӑл каярахпа сӑваплӑ ӗҫе пӗлӗтре тума пултартӑр тесе Туррӑн сывлӑшӗпе суйласа лартни мана ытлашши тӗлӗнтермерӗ. Эпӗ Христосӑн тӑванӗсенчен пӗрне пулӑшма май пулнине пысӑк чыс тесе шутлатӑп (Матф. 25:35—40).

ШАНСА ПАНӐ ҪӖНӖ ӖҪ

1974 ҫулта Теда Иегова Свидетелӗсен Ертсе пыракан советӑн членӗ пулма суйласа лартсан, эпир питӗ тӗлӗнтӗмӗр. Кӑшт вӑхӑт иртсен эпир Бруклинри Вефильте ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Тед Ертсе пыракан советра хӑйне шанса панӑ ӗҫсене туса тӑчӗ, эпӗ вара горничнӑй тата парикмахер пулса ӗҫлерӗм.

Тед туса тӑракан ӗҫсем шутне ытти филиалсене кайса ҫӳресси те кӗнӗ. Ӑна уйрӑмах ырӑ хыпара сарма чарнӑ ҫӗршывсем — Совет Союзӗ тытса тӑракан Хӗвелтухӑҫ Европӑри ҫӗршывӗсем — интереслентеретчӗҫ. Пӗррехинче, Швецинче отпускра пулнӑ чухне, Тед каларӗ: «Мелита, Польшӑра ырӑ хыпар сарма ирӗк памаҫҫӗ, манӑн вара унти тӑвансене пулӑшас килет». Ҫавӑнпа та эпир визӑсем илтӗмӗр те Польшӑна кайрӑмӑр. Тед пирӗн ӗҫе ертсе пыракан ҫав вырӑнти хӑш-пӗр тӑвансемпе тӗл пулчӗ, хӑйсен калаҫӑвне никам та ан илттӗр тесе вӗсем чылайччен уҫӑлса ҫӳрерӗҫ. Тӑватӑ кун хушшинчи тӗлпулусем тӑвансемшӗн питӗ хӗрӳллӗ тапхӑр пулчӗҫ. Ҫапах та хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене пулӑшни Теда мӗнле савӑнӑҫ панине кура эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм.

Тепрехинче эпир Польшӑра 1977 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче пултӑмӑр. Ун чухне Тедпа пӗрле Фредерик Френц тата Дэниел Сидлик ҫӗршыва пӗрремӗш хут официаллӑ майпа килнӗ. Пирӗн ӗҫе тума унчченхи пекех ирӗк паман пулин те, Ертсе пыракан советӑн ҫак виҫӗ членӗ тӗрлӗ хуласенче яваплӑ арҫын тӑвансемпе, пионерсемпе тата Турӑшӑн нумай ҫул ӗҫлесе тӑракан Свидетельсемпе тӗл пулса калаҫма пултарнӑ.

Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ӗҫне тума официаллӑ майпа ирӗк панӑ хыҫҫӑн Тедпа ытти арҫын тӑвансем Мускаври Юстици министерствин ҫурчӗ умӗнче тӑраҫҫӗ

Тепӗр ҫулне Тедпа Милтон Хеншель Польшӑна килсен влаҫра тӑракан чиновниксемпе тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлнелле ҫав пуҫлӑхсем пирӗн ӗҫе унчченхи пек ытлашши хирӗҫ тӑман. 1982 ҫулта Польша правительстви пирӗн тӑвансене пӗр кунлӑ конгрессене ирттерме ирӗк панӑ. Тепӗр ҫулне тата пысӑкрах конгрессем йӗркеленӗ, вӗсенчен нумайӑшне арендӑна илнӗ ҫурт-йӗрте ирттернӗ. 1985 ҫулта пирӗн ӗҫ-хӗле тума ирӗк паман пулнӑ пулин те, эпир пысӑк стадионсенче тӑватӑ конгресс ирттерме пултартӑмӑр. Унтан 1989 ҫулхи май уйӑхӗнче, чылай пысӑкрах конгрессене ирттерме хатӗрленнӗ чухне, Польша правительстви Иегова Свидетелӗсене хӑйсен ӗҫне туса тӑма  официаллӑ майпа ирӗк панӑ. Ҫакӑ Тедӑн пурнӑҫӗнче чи савӑнӑҫлӑ событисенчен пӗри пулчӗ.

Польшӑра иртнӗ область конгресӗ

СЫВЛӐХПА ҪЫХӐННӐ ЙЫВӐРЛӐХСЕМ

2007 ҫулта эпир Кӑнтӑр Африка Республикинчи филиала халалланӑ ҫӗре кайма тухрӑмӑр. Англире Тедӑн юн пусӑмӗ питӗ ӳссе кайрӗ, вара тухтӑр ӑна унта хальлӗхе каймасан лайӑхрах пулӗ терӗ. Тед хӑйне самайрах туйма пуҫласан, эпир Пӗрлешӳллӗ Штатсене таврӑнтӑмӑр. Анчах та тепӗр темиҫе эрнерен инсульта пула унӑн сылтӑм енӗ хускалайми пулса ларчӗ.

Тедӑн сывлӑхӗ майӗпен-майӗпен самайланса пычӗ, чи малтан вара вӑл офиса ӗҫлеме кайма пултараймастчӗ. Телее, калаҫма вӑл йӗркелех калаҫатчӗ. Хӑш-пӗр япаласене тума пултарайман пулсан та, вӑл хӑйӗн кулленхи графикне тытса тӑма тӑрӑшатчӗ тата Ертсе пыракан советӑн кашни эрнере иртекен тӗлпулӑвӗсене килтен телефон урлӑ хутшӑнатчӗ.

Вефильти медпунктра физиотерапийӗ мелӗпе сипленме пултарнӑшӑн Тед питӗ пархатарлӑ пулчӗ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн унӑн алли-ури хуҫланма пуҫларӗ. Вӑл хӑйӗн хӑш-пӗр теократи ӗҫӗсене тума пултарчӗ, ҫавӑн пекех яланах хавас кӑмӑллӑччӗ.

Виҫӗ ҫул иртсен Тедӑн иккӗмӗш инсульт пулчӗ. Вара вӑл 2010 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче вилсе кайрӗ. Тедӑн ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӗ хӑҫан та пулин вӗҫленессе эпӗ яланах пӗлнӗ, ҫав-ҫавах ҫак ҫухату чуна мӗн тери ыраттарнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук. Эпӗ уншӑн питӗ тунсӑхлатӑп. Ҫав-ҫавах эпӗ Теда пулӑшса тӑма май пулнӑшӑн Иеговӑна кашни кун тав тӑватӑп. Пӗрле эпир сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа 53 ҫул ытла туса тӑтӑмӑр. Тед пулӑшнине пула эпӗ хамӑн ҫӳлти Аттемӗрпе тата ытларах ҫывӑхлантӑм. Теда хӑйне шанса панӑ ҫӗнӗ ӗҫ пысӑк савӑнӑҫ парса тӑни тата кӑмӑлне ҫырлахтарни пирки манӑн пӗр иккӗленӳ те ҫук.

ШАНЧӐКА ҪУХАТМАСТӐП

Мана Вефильти парикмахерскинче ӗҫлеме тата унти хӗрарӑм тӑвансене вӗрентме килӗшетчӗ

Упӑшкапа нумай ҫул хушши телейлӗ те тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ хыҫҫӑн унсӑрӑн хальхи пурнӑҫа хӑнӑхма ҫӑмӑлах мар пулчӗ. Пире Тедпа иксӗмӗре Вефиле тата Патшалӑх залне килекен хӑнасене ырӑ сунса кӗтсе илме килӗшетчӗ. Халӗ вара, Тед ҫумра мар тата вӑй-хал ҫитсех кайман чухне, эпӗ ыттисемпе унчченхи пек нумай хутшӑнма пултараймастӑп. Апла пулин те, мана Вефильти тата пухури тӑвансемпе пӗрле пулма халӗ те килӗшет. Вефильти графика тытса тӑма ҫӑмӑлах мар, анчах та унта Турӑшӑн ӗҫлеме май пурри мана пысӑк савӑнӑҫ парать. Ырӑ хыпар сарма эпӗ унчченхи пекех юрататӑп. Эпӗ хӑвӑрт ывӑнатӑп тата нумай утма пултараймастӑп пулин те, мана урамсенче ырӑ хыпар сарма тата Библи вӗрентӗвӗсене ирттерме килӗшет.

Халӗ тӗнчере хуйхӑ-суйхӑ нумай. Анчах та сӑваплӑ ӗҫе ҫавӑн пек чаплӑ мӑшӑрпа тума май пулнӑшӑн эпӗ Иеговӑна пӗр вӗҫӗмсӗр тав тӑватӑп. Иеговӑн пиллӗхӗ манӑн пурнӑҫа чӑннипех пуянлатрӗ! (Ытар. 10:22.)

^ 13 абз. Джек Нейтанӑн биографине 1990 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ «Хурал башнинче» (выр.) вулама пулать, 10—14 страницӑсем.