Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 сентябрь

Сирӗн совесть тӗрӗс кӑтартать-и?

Сирӗн совесть тӗрӗс кӑтартать-и?

«Ҫав хистевӗн тӗллевӗ — таса чӗререн... ырӑ кӑмӑлтан [«таса совеҫпе», ҪТ]... юратма вӗрентесси» (1 ТИМ. 1:5).

ЮРӐСЕМ: 22, 48

1, 2. Кам пире совесть панӑ тата уншӑн эпир мӗншӗн пархатарлӑ пулма пултаратпӑр?

ИЕГОВА ТУРӐ ҫынсене тӑвасса та суйласа илмелли ирӗклӗх парса тунӑ, урӑхла каласан, ҫынсем хӑйсем тӗллӗн йышӑну тума пултараҫҫӗ. Вӑл пӗрремӗш арҫынпа хӗрарӑма тата вӗсен пулас ӑрӑвне чаплӑ парне — совесть, е ырӑпа усала уйӑрса илме пулӑшакан шалти туйӑм — панӑ. Эпир совесть хушни тӑрӑх пурӑнсан, ҫакӑ пире ыррине тума, ҫав вӑхӑтрах усал ӗҫсем тӑвассинчен сыхланма пулӑшать. Ҫапла вара совесть пурри Турӑ пире юратнине тата унӑн ҫынсене пӗр-пӗринпе килӗштерсе, ырӑ ӗҫсем туса пурӑнтарас килнине кӑтартса парать.

2 Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр ҫынсем Библири ӳкӗтсене пӗлмеҫҫӗ пулин те, вӗсем пурпӗр ыррине тӑваҫҫӗ, усала кураймаҫҫӗ. (Рим 2:14, 15 вуласа пар.) Мӗншӗн ку ҫапла? Мӗншӗн тесен вӗсен совесть пур. Совесть вара нумай ҫынна тискер ӗҫсем тӑвассинчен чарса тӑрать. Ҫынсен совесть пачах пулман пулсан, тӗнчери лару-тӑру мӗн тери япӑх пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Усал ӗҫсене тата нумайрах тунӑ пулӗччӗҫ. Турӑ ҫынсене  совесть панӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ!

3. Пире хамӑр совесть пухура мӗнле пулӑшать?

3 Хальхи вӑхӑтри нумай ҫынпа танлаштарсан, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен совеҫне вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем совеҫӗ хӑйсене Библири принципсене аса илтерсе тӑтӑр тата ырӑпа усала уйӑрса илме пулӑштӑр теҫҫӗ. Тӑвансен тӗрӗс вӗрентнӗ совеҫӗ пӗтӗм пуху ҫине лайӑх витӗм кӳрсе тӑрать. Анчах та совеҫе вӗрентес тесен Библире мӗн каланине пӗлни кӑна ҫителӗклӗ мар. Пирӗн Туррӑн ӳкӗчӗсене юратмалла тата вӗсем пире ырӑ кӳрессине ӗненмелле. Павел ҫырнӑ: «Ҫав хистевӗн тӗллевӗ — таса чӗререн юратма вӗрентесси, ырӑ кӑмӑлтан [«таса совеҫпе», ҪТ], чӑннипе ӗненсе юратма вӗрентесси» (1 Тим. 1:5). Эпир хамӑр совеҫе вӗрентетпӗр пулсан тата ӗҫсене совесть хушни тӑрӑх тӑватпӑр пулсан, эпир Иеговӑна хытӑрах юратма пуҫлатпӑр тата пирӗн ӗненӳ ҫирӗпленсе пырать. Тӗрӗссипе каласан, эпир хамӑр совеҫпе мӗнле усӑ курни пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусем мӗн таран ҫывӑх пулнине тата эпир ӑна мӗн таран юрасшӑн пулнине кӑтартса парать. Ҫапла вара пирӗн ӑшри ҫав сасӑ эпир чӑннипех мӗнле ҫынсем пулнине уҫса парать.

4. Эпир хамӑр совеҫе мӗнле вӗрентме пултаратпӑр?

4 Эпир хамӑр совеҫе мӗнле вӗрентме пултаратпӑр? Пирӗн яланах Библие тӗпчемелле, мӗн вулани ҫинчен шухӑшламалла тата мӗн пӗлнине пурнӑҫра тытса тӑма пулӑшсам тесе Иеговӑна кӗлтумалла. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ пӗлӳ илсе тӑнине кӑна пӗлтермест. Библие вӗреннӗ чухне пирӗн Иегова мӗнле Турӑ пулнине, унӑн лайӑх енӗсене тата ӑна мӗн килӗшнипе мӗн килӗшменнине пӗлме тӑрӑшмалла. Вара пирӗн совесть Туррӑн ҫулӗсемпе килӗшӳллӗ пулса пырӗ. Ҫапла вара пирӗн ытларах та ытларах Иегова пек пулас кӑмӑл пулӗ.

5. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

5 Анчах та ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ: вӗрентнӗ совесть пире йышӑнусем тума мӗнле пулӑшать? Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем хӑйсен совеҫӗ тӑрӑх тунӑ йышӑнусене эпир мӗнле хисеплеме пултаратпӑр? Хамӑр совесть пире Иеговӑшӑн тата хастарлӑрах ӗҫлеме мӗнле хавхалантарма пултарать? Ҫак ыйтусене асра тытнӑ май совесть пире виҫӗ енчен: 1) сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче, 2) вӑйӑ-кулӑ тӗлӗшӗнчен тата 3) сӑваплӑ ӗҫре — мӗнле пулӑшма пултарнине пӑхса тухар.

ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ ПУЛӐР ТАТА ВИҪИНЕ ПӖЛӖР

6. Мӗн пирки тӑвансен ыйтусем сиксе тухаҫҫӗ?

6 Библи пире сиен кӳрекен ӗҫсенчен сыхланма тата хӑш-пӗр йӑласенче, сӑмахран, ӗҫес е ҫиес енчен, виҫине пӗлме ӳкӗтлет (Ытар. 23:20; 2 Кор. 7:1). Ватлӑхпа чир-чӗр хӑйӗннех тӑваҫҫӗ пулсан та, Библири принципсене тытса тӑни хӑш-пӗр енчен сывлӑха упрама пулӑшать. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче медицина пулӑшӑвне илнисӗр пуҫне халӑх меслечӗсемпе сипленмелли майсем те пур. Ҫав тӗлӗшрен филиал час-часах пухури тӑвансенчен ҫырусем илсе тӑрать. Вӗсенче тӑвансем Иеговӑн ӗҫлекенӗсен ку е вӑл меслетпе сипленме юрать-и, юрамасть-и тесе ыйтаҫҫӗ.

7. Сипленмелли меслетсем пирки эпир йышӑнусем мӗнле тума пултаратпӑр?

7 Христианин сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки мӗн тумаллине ыйтсан та, филиалӑн та, пухури старейшинӑсен те уншӑн йышӑну тума ирӗк ҫук (Гал. 6:5). Анчах та вӗсем ҫав христианина тӗрӗс йышӑну тума пулӑшас тесе Иегова ҫавӑн пирки мӗн каланине кӑтартма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, Туррӑн ӗҫлекенӗсен Библире «юнран... сыхланмалла» текен ӳкӗте тытса тӑмалла (Ап. ӗҫ. 15:29). Ҫавӑнпа та христиансем сипленес тенӗ чухне юн е юнӑн тӑватӑ тӗп пайне яма килӗшмеҫҫӗ.  Библири ҫак ӳкӗте пӗлни христианина юнӑн тӗп пайӗсенчен тунӑ фракцисемпе усӑ курмаллипе усӑ курмалла марри пирки хӑй тӗллӗн йышӑну тума пулӑшӗ *. Сипленмелли меслетсене суйласа илмелле чухне Библири тата мӗнле канашсем пире пулӑшма пултараҫҫӗ?

8. Филиппӑ 4:5-мӗшӗнчи принцип пире сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче тӗрӗс йышӑну тума мӗнле пулӑшать?

8 Ытарӑшсем 14:15-мӗшӗнче каланӑ: «Ӑссӑрри кирек епле сӑмаха та ӗненет, ӑслӑ-тӑнли вара хӑйӗн ҫулне тимлӗн сӑнаса тӑрать». Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр чирсене мӗнле сыватмаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пӗр-пӗр сипленмелли меслет пирки тӗлӗнмелле лайӑх тесе калаҫҫӗ пулсан, анчах та вӑл лайӑх пулнине урӑх нимпе те ҫирӗплетсе паман пулсан, пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла. Турӑ пӗлтернипе Павел ҫырнӑ: «Сирӗн йӑвашлӑхӑра [«эсир ӑслӑ-тӑнлӑ пулнине», ҪТ] пур ҫын та пӗлсе тӑтӑр» (Флп. 4:5). Ӑслӑ-тӑнлӑ пулни пире сывлӑх пирки пӑшӑрханассинчен ытларах Иеговӑшӑн ӗҫлесси ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗ. Хамӑр сывлӑхшӑн ытлашши ҫунма тытӑнсан эпир хамӑр ҫинчен кӑна шутлама пуҫлӑпӑр (Флп. 2:4). Пирӗн ҫак тӗнчере сывлӑхпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем пуласса эпир пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та эпир Иеговӑшӑн ӗҫлессине хамӑр пурнӑҫра пуринчен мала хуратпӑр. (Филиппӑ 1:10 вуласа пар.)

Эсир хӑвӑр шухӑшсене ыттисене вӑйпа хистесе йышӑнтарма тӑрӑшатӑр-и? (9-мӗш абзаца пӑхӑр.)

9. Рим 14:13, 19-мӗш сӑвӑ йӗркисем сывлӑх пирки йышӑнусем тума мӗнле пулӑшаҫҫӗ тата пухури пӗрлӗхе мӗн аркатма пултарать?

9 Ӑслӑ-тӑнлӑ христианин хӑйӗн шухӑшӗсене ыттисене вӑйпа хистесе йышӑнтарма тӑрӑшмасть. Европӑри ҫӗршывра пурӑнакан пӗр мӑшӑр ыттисене тӗрлӗ витаминсемпе тутлӑхлӑ япаласенчен тӑракан таблеткӑсене тата пӗр диетӑна тытса тӑма ҫине тӑрсах сӗннӗ. Вӗсем ҫавӑн пек ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн пухури тӑвансенчен пӗрисем ҫав таблеткӑсене туяннӑ, теприсем — ҫук. Анчах та ҫав таблеткӑсемпе диета кӗтнӗ пек усӑ паман, вара тӑвансем нумайӑшӗ питӗ кӳреннӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫав таблеткӑсемпе усӑ курас е усӑ курас мар теме тата ҫав диетӑна тытса тӑрас е тытса тӑрас мар теме ҫав мӑшӑрӑн хӑйсен ирӗк пулнӑ. Анчах та сывлӑхшӑн тӑрӑшас тесе пухури пӗрлӗхе аркатма кирлех-ши? Ҫавна ӑслӑ-тӑнлӑ теме пулать-и? Авалхи Римри христиансем хушшинче те мӗнле апат ҫиесси тата мӗнле кунсене паллӑ тӑвасси пирки тӗрлӗ шухӑшсем пулнӑ. Павел апостол вӗсене мӗнле канаш панӑ? Вӑл каланӑ: «Хӑшӗ пӗр куна тепӗр кунран маларах хурать, хӑшӗшӗн — пур кун та пӗр. Ӗнтӗ кирек кам та хӑй шутланӑ пек тутӑр». Ҫавӑнпа та ыттисене такӑнтарас мар тесе асӑрхануллӑ пулар. (Рим 14:5, 13, 15, 19, 20 вуласа пар.)

10. Мӗншӗн пирӗн ыттисен йышӑнӑвӗсене хисеплемелле? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Пухура пӗр-пӗр тӑван хӑйӗн совеҫӗ тӑрӑх  мӗншӗн апла е капла тума шутласа хунине пире ӑнланма йывӑр пулсан, пирӗн ҫав ҫынна тӳрех айӑпламалла мар е унӑн шухӑшне улӑштармалла тесе шутламалла мар. Тен, ҫав христианинӑн совеҫӗ «тӗрексӗр», ҫавӑнпа унӑн совеҫне ытларах вӗрентмелле е хӑш-пӗр ыйтусенче совеҫӗ ӑна питӗ канӑҫ памасть (1 Кор. 8:11, 12). Е тен, пирӗн хамӑр совеҫе те вӗрентмелле. Апла тӑк, сывлӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче кашнин хӑй тӗллӗн йышӑну тумалла та ҫавӑншӑн явап тытмалла.

УСӐЛЛӐ ВӐЙӐ-КУЛӐ СУЙЛӐР

11, 12. Вӑйӑ-кулӑ суйланӑ чухне Библири мӗнле канаша пирӗн асра тытмалла?

11 Иегова пире вӑйӑ-кулӑ савӑнӑҫ тата усӑ патӑр тет. «Кулмалли вӑхӑт» тата «ташламалли вӑхӑт» пур тесе ҫырнӑ Соломон (Еккл. 3:4). Анчах та пур вӑйӑ-кулӑ пирки усӑллӑ, кӑмӑла ҫӗклет тата вӑй парать тесе калама май ҫук. Унсӑр пуҫне вӑйӑ-кулӑ валли нумай вӑхӑт уйӑрни те усӑ памасть. Апла пулсан, пире хамӑр совесть Иегова ырлакан вӑйӑ-кулла суйласа илме мӗнле пулӑшма пултарать?

12 Сӑваплӑ Ҫыру пире «ӳт ӗҫӗсенчен» сыхланма хушать. Ҫав ӗҫсем шутне «ясар туни, аскӑнланса ҫӳрени, ирсӗрленни, намӑссӑрланни, йӗрӗхсене пуҫҫапни, асамлани-тухатни, пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ тӑни, вӑрҫса пурӑнни, хапсӑнни, ҫилленни, хирӗҫни-пӑтранни, килӗштерсе пурӑнайманни, (илӗртни,) пӑсса вӗрентни, ҫынна курайманни, ҫынна вӗлерни, ӗҫке ерни, пуҫтахланни тата ҫавӑн евӗрли ытти те» кӗрет. Ҫак ӗҫсене туса пурӑнакансем «Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗҫ» тесе ҫырнӑ Павел (Гал. 5:19—21). Ҫавӑнпа та эпир хамӑра ҫакӑн пек ыйтусем пама пултаратпӑр: «Мана хамӑн совесть пусахлама, хаярланма, пӗр халӑха тепринчен мала хума тата пӗр-пӗринпе тупӑшма хистекен спорт вӑййисенчен пӑрӑнма пулӑшать-и? Ар ҫыхӑнӑвне уҫҫӑн кӑтартакан е аскӑн ӗҫе, ӗҫке ернине тата тухатланине илӗртӳллӗ кӑтартакан фильмсене пӑхас шухӑш ҫуралсан, совесть мана мӗн калать?»

13. 1 Тимофей 4:8-мӗшӗнчи тата Ытарӑшсем 13:21-мӗшӗнчи канашсем вӑйӑ-кулӑ суйласа илме пире мӗнле пулӑшаҫҫӗ?

13 Хамӑр совеҫе вӑйӑ-кулӑпа ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине тӗрӗс пӑхма вӗрентес-хӑнӑхтарас тӗлӗшрен пире Библи принципӗсем те пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Библире «ӳте тӗреклӗлентернинчен усси нумаях мар» тенӗ (1 Тим. 4:8). Нумайӑшӗ физкультура туни сывлӑхшӑн усӑллӑ, кӗлеткене ҫирӗплетет тата кӑмӑла ҫӗклет тесе шутлать. Анчах та кампа физкультура тӑвассине е спорт вӑййине кампа выляссине пирӗн шута илмелле-и? Ытарӑшсем 13:21-мӗшӗнче каланӑ: «Ӑслӑ ҫынпа хутшӑнакан ӑслӑ пулать; ухмахпа туслашакан пӑрахӑҫа тухать». Эппин, вӑйӑ-кулла пирӗн хамӑрӑн Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть хушнӑ пек суйламалла.

14. Пӗр ҫемье Рим 14:2—4-мӗш сӑвӑ йӗркисенчи принциппа мӗнле усӑ курнӑ?

14 Кристианпа Даниелӑн ҫула ҫитмен икӗ хӗр пур. Кристиан каласа парать: «Пӗррехинче ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне вӑйӑ-кулӑ пирки сӑмах пуҫларӑмӑр. Тӗрлӗ майлӑ канма пулать, анчах та вӗсенчен пӗрисем юрӑхлӑ, теприсем юрӑхсӑр тесе килӗшрӗмӗр эпир. Вара эпир хамӑр хӗрсенчен камсемпе хутшӑнма пулать, камсемпе ҫыхланма кирлӗ мар тесе ыйтрӑмӑр. Хӗрсенчен пӗри шкулта переменӑра хӑш-пӗр ҫамрӑк Свидетельсем, ман шутпа, хӑйсене тӗрӗс мар тытаҫҫӗ тесе каларӗ. Вӑл ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑнӑ, мӗншӗн тесен ыттисем пурте унран хӑйне ҫавӑн пек тытасса кӗтнӗ пек туйӑннӑ ӑна. Вара эпир кашни ҫыннӑн хӑйӗн совеҫӗ, ҫавӑнпа та мӗн тӑвассине тата ҫавна кампа тӑвассине пирӗн совесть хушнӑ пек тумалла терӗмӗр». (Рим 14:2—4 вуласа пар.)

Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть сире инкекрен сыхланма пулӑшать (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Матфей 6:33-мӗшӗнчи канаш вӑйӑ-кулла хӑҫан йӗркелеме кирлине курма мӗнле пулӑшать?

 15 Вӑйӑ-кулӑ валли пирӗн мӗн чухлӗ вӑхӑт уйӑрмалла? Хамӑр пурнӑҫра эпир пухусене ҫӳрессине, сӑваплӑ ӗҫе тӑвассине, Библи вӗренессине мала хуратпӑр-и е вӑйӑ-кулла-и? Мӗн пирӗншӗн чи кирли? Иисус каланӑ: «Пуринчен малтан Турӑ Патшалӑхӗшӗн, Турӑ ирӗкне туса тӑрассишӗн тӑрӑшӑр, ытти вара пурте пулӗ сире» (Матф. 6:33). Вӑхӑта мӗнле ирттерес тесе шутланӑ чухне сире совесть Иисусӑн ҫак канашне тытса тӑма хавхалантарать-и?

ЫРӐ ӖҪСЕНЕ ТӐРӐШСА ТӐВӐР

16. Пире хамӑр совесть мӗн тума хавхалантарать?

16 Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совесть пире йӑнӑшсем тӑвассинчен асӑрхаттарнисӗр пуҫне ырӑ ӗҫсем тума та хавхалантарать. Ҫав ырӑ ӗҫсенчен пӗри вӑл — ырӑ хыпара килтен киле сарасси тата хамӑр тӗл пулакан ҫынсене каласа парасси. Павела та совеҫӗ ҫав ӗҫе тума хавхалантарнӑ. Вӑл ҫырнӑ: «Ку — манӑн тумалли ӗҫ; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳремесессӗн хуйхӑ ҫитӗ мана!» (1 Кор. 9:16.) Эпир Павелран тӗслӗх илетпӗр пулсан, совесть пире тӗрӗс ҫулпа пыратӑр тесе пӗлтерсе тӑрӗ. Унсӑр пуҫне эпир ырӑ хыпар сарнӑ чухне пирӗн тӗслӗх ҫынсен чӗрине хускатма пултарать. Павел каланӑ: «Чӑнлӑха уҫҫӑн пӗлтерсе Турӑ умӗнче эпир ҫынсене [«кашни ҫыннӑн совеҫне», ҪТ] хамӑрпа хамӑрах паллаштаратпӑр» (2 Кор. 4:2, ҪХ).

17. Пӗр ҫамрӑк христианка хӑйӗн совеҫӗ хушнӑ пек мӗн тунӑ?

17 Жаклин вунулттӑра пулнӑ чухне шкулта биологи урокӗсене ҫӳренӗ. Унта хӑш-пӗр чухне эволюци теорине те тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Жаклин каласа парать: «Ҫак темӑна сӳтсе явнӑ чухне совесть хушнине пула эпӗ яланхи пек хутшӑнмарӑм, мӗншӗн тесен эпӗ эволюци теорине ӗненместӗп. Ҫавӑнпа та эпӗ учитель патне пытӑм та хам мӗн шутлани ҫинчен ӑнлантарса патӑм. Вӑл манпа питӗ кӑмӑллӑ пуласса эпӗ кӗтменччӗ. Вара вӑл мана пӗтӗм класс умӗнче Турӑ пурне те пултарни ҫинчен каласа пама ыйтрӗ». Библи тӑрӑх вӗрентнӗ совеҫӗ хушнӑ пек туни Жаклина пысӑк савӑнӑҫ панӑ. Сире совесть тӗрӗссине тума хавхалантарать-и?

18. Мӗншӗн эпир хамӑр совесть таса та шанчӑклӑ пултӑр тетпӗр?

18 Пирӗн тӗллев — Иеговӑн принципӗсемпе ӳкӗчӗсем тӑрӑх пурӑнасси. Пирӗн совесть вара пире ҫав тӗллеве пурнӑҫа кӗртме пулӑшать. Турӑ Сӑмахне яланах вулатпӑр тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, ҫавӑн пекех Библи принципӗсене пурнӑҫра тытса тӑратпӑр пулсан, эпир хамӑр совеҫе вӗрентсе пыратпӑр. Вара вӑхӑт иртнӗҫемӗн совесть пире христиансен ҫулӗ ҫинче тӗрӗс кӑтартса тӑма пуҫлӗ!

^ 7 абз. «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекене пӑхӑр, 215—218 страницӑсем.