Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 август

Ҫак юлашки кунсенче кампа хутшӑнмаллине пӗлӗр

Ҫак юлашки кунсенче кампа хутшӑнмаллине пӗлӗр

«Усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать» (1 КОР. 15:33).

ЮРӐСЕМ: 25, 20

1. Эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑнатпӑр?

ЭПИР питӗ йывӑр вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Библире 1914 ҫултан пуҫланнӑ тапхӑр пирки «юлашки кунсем» тенӗ. Тӗнчери лару-тӑру унччен нихӑҫан та хальхи пек япӑх пулман (2 Тим. 3:1—5). Лару-тӑру япӑхлансах-япӑхлансах пырӗ, мӗншӗн тесен Библире «усал ҫынсемпе ултавҫӑсем... тата усалтарах ӗҫсем тӑвӗҫ» тесе малтанах каласа хунӑ (2 Тим. 3:13, ҪХ).

2. Ҫак тӗнчери ҫынсене нумайӑшне мӗнле вӑйӑ-кулӑ килӗшет? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

2 Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ пӑхакан е хутшӑнакан вӑйӑ-кулӑра усал ӗҫсем, аскӑнлӑх, тухатни тата Турра юрӑхсӑр ытти ӗҫсем пур. Сӑмахран, интернетра, телекӑларӑмсенче, фильмсенче тата кӗнеке-журналта усал ӗҫе, аскӑнлӑха лайӑх енчен кӑтартса параҫҫӗ. Унччен тума юраман ӗҫсене халӗ хӑш-пӗр вырӑнта саккунлӑ тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ҫакӑ ҫав ӗҫсене Турӑ ырлать тенине пӗлтермест. (Рим 1:28—32 вуласа пар.)

3. Туррӑн ӳкӗчӗсем тӑрӑх пурӑнакансем ҫине ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ мӗнле пӑхаҫҫӗ?

3 Иисусӑн пӗрремӗш ӗмӗрти вӗренекенӗсем ирсӗр вӑйӑ-кулла  пӑхман та, хутшӑнман та. Ҫакна пула тата Турра юрӑхлӑ пурӑннине пула вӗсем ҫинчен усал сӑмах сарнӑ тата вӗсене хӗсӗрленӗ. Петр апостол христиансем патне ҫырнӑ: «Вӗсем халӗ эсир хӑйсемпе пӗрле асма хутшӑнманнинчен тӗлӗнеҫҫӗ, сире хӑртаҫҫӗ» (1 Петр 4:4). Хальхи вӑхӑтра та Туррӑн ӳкӗчӗсем тӑрӑх пурӑнакансем пирки тӗлӗнтермӗш ҫынсем теҫҫӗ. Унсӑр пуҫне «Турра хисеплесе, Христос Иисуспа пӗрлӗхлӗ пулса пурӑнас текенсене пурне те хӗсӗрлӗҫ» (2 Тим. 3:12, ҪХ).

«УСАЛ УШКӐНРА МӖН ЫРРИ ТЕ ПӐСӐЛАТЬ»

4. Ҫак тӗнче пирки Сӑваплӑ Ҫыру пире мӗн тесе ӳкӗтлет?

4 Туррӑн ирӗкне тӑвас текенсене Сӑваплӑ Ҫыру ҫак тӗнчене те, унти ӗҫсене те ан юратӑр тесе ӳкӗтлет. (1 Иоанн 2:15, 16 вуласа пар.) Ҫак тӗнче Сатана, «ҫак тӗнченӗн турри», аллинче. Вӑл ҫынсене улталас тесе тӗнсемпе, правительствӑсемпе, суту-илӳ организацийӗсемпе тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе усӑ курать (2 Кор. 4:4; 1 Иоанн 5:19). Ҫак тӗнчене эпир хамӑр ҫине витӗм кӳме парасшӑн мар, ҫавӑнпа та пирӗн япӑх ҫынсемпе ҫыхланмалла мар. Библи пире тӳррӗн асӑрхаттарать: «Ан улталанӑр: усал ушкӑнра мӗн ырри те пӑсӑлать» (1 Кор. 15:33).

5, 6. Камсемпе пирӗн ҫыхланмалла мар тата мӗншӗн?

5 Иеговӑпа хамӑр хушӑри хутшӑнусене упраса хӑварас тесен ҫылӑх туса пурӑнакансемпе пирӗн ҫыхланмалла мар. Ҫакӑ вӑл Свидетель пулман ҫынсемпе ҫеҫ мар, ҫавӑн пекех Иеговӑшӑн ӗҫлетӗп тесе каланӑ ҫӗртенех унӑн саккунӗсене пӗлсе тӑрсах пӑсакан ҫынсемпе те хутшӑнмалла мар тенине пӗлтерет. Ҫавӑн пек христиансем йывӑр ҫылӑх тунӑ хыҫҫӑн ӳкӗнмеҫҫӗ пулсан, эпир вӗсемпе хутшӑнма пӑрахатпӑр (Рим 16:17, 18).

6 Туррӑн саккунӗсене итлемен ҫынсемпе хутшӑнма пуҫласан, вӗсем пире хӑйсен ушкӑнне йышӑнччӑр тесе пирӗн, тен, вӗсем пек пулас килӗ. Сӑмахран, аскӑнланса пурӑнакансемпе туслӑ пулни пире аскӑн ӗҫ тума хистеме пултарӗ. Хӑш-пӗр христиансемпе шӑп ҫавӑн пек пулса тухнӑ та. Вӗсенчен хӑш-пӗрисене хӑйсен ҫылӑхӗсемшӗн ӳкӗнменшӗн пухуран кӑларса янӑ (1 Кор. 5:11—13). Вӗсем Иегова патне таврӑнмасан, Петр апостол каланӑ пек, вӗсене питӗ япӑх пулӗ. (2 Петр 2:20—22 вуласа пар.)

7. Камсемпе пирӗн туслашмалла?

7 Туррӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑнман ҫынсемпе эпир ырӑ пулма тӑрӑшатпӑр пулин те, пирӗн вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытмалла мар е ҫывӑх туссем пулмалла мар. Ҫавӑнпа та мӑшӑрланман Иегова Свидетелӗ Туррӑн ӳкӗчӗсене хисеплемен тата Уншӑн ӗҫлемен ҫынпа хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме пуҫлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Турӑ умӗнче айӑпсӑр тӑрса юласси унӑн саккунӗсем тӑрӑх пурӑнман ҫынсен кӑмӑлне каяссинчен кирлӗрех. Турра юратакан тата унӑн ирӗкне туса пурӑнакан ҫынсемпе кӑна пирӗн туслашмалла. Иисус каланӑ: «Кам Турӑ ирӗкне туса пурӑнать, ҫавӑ Манӑн пиччем-шӑллӑм та, аппам-йӑмӑкӑм та, аннем те пулать» (Марк 3:35).

8. Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе хутшӑнни авалхи израильтянсем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ?

8 Авалхи израильтянсем Турӑшӑн ӗҫлемен ҫынсемпе тачӑ ҫыхӑну тытнӑ, ҫакӑ вара питӗ япӑх вӗҫленнӗ. Иегова израильтянсене Египет чуралӑхӗнчен хӑтарнӑ хыҫҫӑн Пама пулнӑ ҫӗре ертсе кайнӑ чухне ҫавӑнти халӑхсем пирки ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Эсӗ вӗсен туррисене ан пуҫҫап, вӗсемшӗн ан ӗҫле, вӗсен ӗҫӗсем евӗрлӗ ӗҫ ан ту, аркат вӗсене, юписене ишсе антар: Ҫӳлхуҫана, хӑвӑр  Туррӑра, ӗҫлесе тӑрӑр» (Тух. 23:24, 25). Вӑхӑт иртнӗҫемӗн израильтянсем нумайӑшӗ Туррӑн ӳкӗчӗсене итлеме пӑрахнӑ (Пс. 105:35—39). Вӗсем Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑран каярахпа Иисус вӗсене каланӑ: «Акӑ ӗнтӗ сирӗн ҫуртӑр пушанса юлать» (Матф. 23:38). Юлашкинчен вара Иегова Израиль халӑхне сирсе янӑ та тин кӑна йӗркеленсе кайнӑ христиансен пухӑвне пиллеме пуҫланӑ (Ап. ӗҫ. 2:1—4).

МӖН ВУЛАС, МӖН ПӐХАС ТӖЛӖШРЕН АСӐРХАНУЛЛӐ ПУЛӐР

9. Мӗншӗн ҫак тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хӑрушлӑх кӳме пултараҫҫӗ?

9 Ҫак тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсем: телекӑларӑмсем, интернет тата кӗнеке-журналсем — пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатма пултараҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен материалӗсене кӑларасса та ҫынсене Иеговӑна тата вӑл мӗн тума сӑмах панине ӗненме пулӑшас тесе кӑлармаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем ҫынсене Сатанан тӗнчине шанма хавхалантараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пире «ку тӗнче киленӗҫне» юратма мӗн хистеме пултарать, ҫавсене пӑхас мар е вулас мар тесе пирӗн асӑрхануллӑ пулмалла (Тит 2:12, ҪХ).

10. Ҫак тӗнчери массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе мӗн пулӗ?

10 Кӗҫех Сатанан тӗнчи те, унӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те тӗп пулӗҫ. Библире каланӑ: «Тӗнче те, унта илӗртекенни-сӑхлантараканни те пӗтет, Турӑ ирӗкне туса тӑракан вара ӗмӗрех пурӑнать» (1 Иоанн 2:17). Псалом юрлакан та ҫавӑн ҫинченех калать: «Усал тӑвакансем тӗп пулӗҫ, Ҫӳлхуҫана шанакансем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ... Йӑвашшисем еткерлӗх ҫӗр илӗҫ, вӗсем тулли тӑнӑҫлӑхпа савӑнса пурӑнӗҫ». Мӗн чухлӗ ҫавӑн пек тӑнӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнӗҫ? Библире каланӑ: «Тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» (Пс. 36:9, 11, 29).

11. Мӗнле майпа Иегова пире хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать?

11 Сатанан тӗнчипе танлаштарсан, Иегова организацийӗ ҫак юлашки кунсенче мӗн парса тӑрать, ҫавсем пире ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илме пулӑшакан ӗҫсене тума хавхалантараҫҫӗ. Иеговӑна кӗлтунӑ чухне Иисус каланӑ: «Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вӑл — Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлни» (Иоанн 17:3). Иегова хӑйӗн организацийӗ урлӑ пире хӑйӗн ҫинчен пӗлме мӗн кирлине пурне те парса тӑрать. Сӑмахран, Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма пулӑшакан журналсем, брошюрӑсем, кӗнекесем, видео тата сайт пур пирӗн. Унсӑр пуҫне Туррӑн организацийӗ йӗркелесе тӑнине пула пӗтӗм тӗнчипе 110 000 ытла пухура кашни эрнере христиансен тӗлпулӑвӗсем иртеҫҫӗ. Ҫав тӗлпулусенче, ҫавӑн пекех конгрессенче Библирен мӗн вӗренни пире Турра тата вӑл мӗн тума сӑмах панине хытӑрах та хытӑрах ӗненме пулӑшать (Евр. 10:24, 25).

«ҪӲЛХУҪАНА ӖНЕНЕКЕНПЕ» КӐНА МӐШӐРЛАНӐР

12. Библире «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна мӑшӑрланмалла текен канаша ӑнлантарса парӑр.

12 Мӑшӑрланма шутлакан христиансен кампа хутшӑнас тӗлӗшрен уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Турӑ Сӑмахӗнче тӳррӗн каланӑ: «Ӗненменнисемпе пӗрле ют сӳсмен ан тӑхӑнӑр: тӳрӗлӗхпе йӗркесӗрлӗхӗн мӗн хутшӑнмалли пур? Ҫутӑпа сӗмлӗхӗн пӗрлехи мӗн пур?» (2 Кор. 6:14.) Ҫемье ҫавӑрма шутлакан христиансене Библи «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна, урӑхла каласан, хӑйне Турра халалланӑ, шыва кӗнӗ тата Библи вӗрентӗвӗсем тӑрӑх пурӑнакан Иеговӑн ӗҫлекенӗпе кӑна мӑшӑрланма хушать (1 Кор.  7:39). Иеговӑна юратакан ҫынпа мӑшӑрланнипе христианин хӑйне Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшакан юлташа тупать.

13. Турӑ израильтянсене мӑшӑрланас пирки мӗнле ӳкӗт панӑ?

13 Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемшӗн мӗн лайӑх пулнине пӗлет тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине унччен мӗнле пӑхнӑ пекех пӑхать. Сӑмахран, вӑл израильтянсене Моисей урлӑ пӗлтернӗ ӳкӗте аса илӗр-ха. Турӑ хӑйӗншӗн ӗҫлесе тӑман таврари халӑхсем ҫинчен вӗсене ҫапла каланӑ: «Вӗсемпе ан хурӑнташлан: хӑвӑн хӗрне унӑн ывӑлне качча ан пар, унӑн хӗрне те ывӑлу валли качча ан ил: вӗсем санӑн ывӑлусене Манран пӑрса ярӗҫ, ывӑлусем урӑх турӑсене пуҫҫапма пуҫлӗҫ, вара сире ҫилленсе Ҫӳлхуҫа ҫилли тулса ҫитӗ те, Вӑл сана часах пӗтерсе пӑрахӗ» (Сак. аст. 7:3, 4).

14, 15. Туррӑн ӳкӗтне итлеме пӑрахсан Соломонпа мӗн пулса тухнӑ?

14 Давид ывӑлӗ Соломон ҫамрӑк чухне патшана ларсан, вӑл кӗлӗре ӑслӑлӑх пама ыйтнӑ, вара Турӑ ӑна ҫавна ытлашшипех панӑ. Соломон паллӑ патша пулса тӑнӑ, ӑна патшалӑха ӑнӑҫлӑ тытса тӑракан ӑслӑ пуҫлӑх пек пӗлнӗ. Савея ҫӗрӗн майра патши Соломона курма килсен, унӑн ӑслӑлӑхӗнчен тӗлӗннипе ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам килсе хам куҫӑмпа куриччен сӑмахпа каланине ӗненменччӗ; халӗ пӑхатӑп та — сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан: ӑслӑлӑхупа пуянлӑху санӑн эпӗ илтнинчен пысӑкрах-мӗн» (3 Патш. 10:7). Анчах Соломон тӗслӗхӗ пире ҫын Туррӑн ӳкӗчӗсене тытса тӑма пӑрахсан тата Иеговӑшӑн ӗҫлемен ҫынпа мӑшӑрлансан унпа мӗн пулса тухма пултарнине те кӑтартса парать (Еккл. 4:13).

15 Иегова Соломоншӑн питӗ нумай ырӑлӑх тунӑ, ҫав-ҫавах вӑл Турӑ хушӑвне, таврари суя тӗнлӗ халӑхсен хӗрӗсене качча ан илӗр тесе каланине, итлемен. Соломон «ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗсене нумай хӗрарӑма» юратса пӑрахнӑ. Унӑн 700 арӑм, 300 ҫум-арӑм пулнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? Соломонӑн ватлӑх кунӗсенче унӑн суя тӗнлӗ арӑмӗсем «ун чӗрине урӑх турӑсем еннелле ҫавӑрнӑ», вара вӑл «Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ» (3 Патш. 11:1—6). Япӑх ҫынсемпе хутшӑннине пула вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхне ҫухатнӑ тата Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пекки Соломонпа пулма пултарнӑ пулсан, кашнипе ун пекки пулма пултарать. Акӑ мӗншӗн Иеговӑна юратман ҫынпа мӑшӑрланасси ҫинчен пирӗн шухӑш та пулмалла мар!

16. Иеговӑна ӗненмен мӑшӑрпа пурӑнакан Свидетеле Библи мӗнле канаш парать?

16 Кам та пулин Туррӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑриччен Иеговӑна ӗненмен ҫынпа мӑшӑрланнӑ пулсан, ун пирки мӗн калама пулать? Библире каланӑ: «Эй арӑмсем, эсир те упӑшкӑрсене пӑхӑнса пурӑнӑр; вӗрентсе каланине пӑхӑнман упӑшкӑрсем эсир... ырӑ пурӑннипе вӗрентмесӗрех ӗненекен пулччӑр» (1 Петр 3:1, 2). Ҫак сӑмахсене качча кайнӑ христианкӑсене каланӑ пулин те, вӗсем Иеговӑна ӗненмен арӑмсемпе пурӑнакан упӑшкасемпе те ҫыхӑннӑ. Библири канаш питӗ уҫӑмлӑ: лайӑх упӑшка е арӑм пулӑр тата Турӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки мӗн каланине тытса пурӑнӑр. Вара эсир лайӑхланса пынине кура сирӗн мӑшӑр, тен, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пуҫлас тейӗ. Ҫакӑн пекки нумай мӑшӑрпа пулнӑ.

ИЕГОВӐНА ЮРАТАКАНСЕМПЕ ХУТШӐНӐР

17, 18. Пӗтӗм ҫӗре шыв илнӗ чухне Ноя тата пӗрремӗш ӗмӗрте Иерусалима тӗп тунӑ чухне христиансене ҫӑлӑнса юлма мӗн пулӑшнӑ?

17 Япӑх ҫынсемпе хутшӑннине пула Иеговӑна итлеме пӑрахма пулать пулин те, лайӑх ҫынсемпе хутшӑнни ӑна шанчӑклӑ пулма пулӑшать. Ной тӗслӗхне аса илер.  Вӑл йӗркесӗр тӗнчере пурӑннӑ, анчах та унӑн усал ҫынсемпе ҫывӑх хутшӑнас кӑмӑл пулман. Ҫав вӑхӑтра «Ҫӳлхуҫа [Турӑ] этемсем ҫӗр ҫинче питех те аскӑнланса пурӑннине курнӑ, вӗсен пӗтӗм шухӑшӗ, чӗринчи пӗтӗм ӗмӗчӗ кирек хӑҫан та усал пулнӑ» (Пулт. 6:5). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пӗтӗм ҫӗре шыв илтерсе ҫав йӗркесӗр тӗнчене пӗтерме шут тытнӑ. Анчах «Ной хӑйӗн ӑрӑвӗнче тӳрӗ ҫын, айӑпсӑр ҫын пулнӑ; Ной Турӑ умӗнче ҫӳренӗ» (Пулт. 6:7—9).

18 Иеговӑна юратман ҫынсемпе Ной, паллах ӗнтӗ, хутшӑнасшӑн пулман. Вӑл тата унӑн ҫемйинчи ҫичӗ ҫын Турӑ хушнӑ ӗҫе туса тӑнӑ, ҫав ӗҫ шутне ковчег тӑвасси те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Ной «тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен» пулнӑ (2 Петр 2:5). Ной Иеговӑна савӑнтаракан ӗҫсем тунӑ: вӗрентсе ҫӳренӗ, ковчег тунӑ тата хӑйӗн ҫемйипе хутшӑннӑ. Ҫавна пула Нойпа унӑн ҫемйи пӗтӗм ҫӗре шыв илнине пурӑнса ирттернӗ. Иеговӑшӑн ӗҫленӗ тата ӑна шанчӑклӑ пулнӑ Ноя, унӑн арӑмне тата вӗсен ывӑлӗсемпе кинӗсене пирӗн пархатарлӑ пулмалла, мӗншӗн тесен эпир пурте вӗсенчен пулса кайнӑ ӑру. Ҫавӑн пекех пӗрремӗш ӗмӗрти шанчӑклӑ та итлесе-пӑхӑнса тӑракан христиансем йӗркесӗр ҫынсемпе ҫыхланман, ҫавӑнпа та пирӗн эрӑри 70 ҫулта Иерусалима тӗп тунӑ чухне вӗсем ҫӑлӑнса юлнӑ (Лука 21:20—22).

Иеговӑна юратакансемпе хутшӑнни пире ҫӗнӗ тӗнчере мӗнле пурнӑҫ пулассине курма пулӑшать (19-мӗш абзаца пӑхӑр.)

19. Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пире мӗн пулӑшӗ?

19 Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май пирӗн Нойпа унӑн ҫемйи пек тата пӗрремӗш ӗмӗрти итлесе-пӑхӑнса тӑнӑ христиансем пек пулмалла. Пирӗн Иеговӑна юратман ҫынсемпе ҫыхланмалла мар тата Турра шанчӑклӑ миллион-миллион тӑванпа туслӑ пулма тӑрӑшмалла. Туррӑн ӑслӑлӑхне пурнӑҫра тытса тӑракансемпе ҫывӑх хутшӑнни пире ҫак йывӑр вӑхӑтра «ӗненӳре ҫирӗп» пулма пулӑшӗ (1 Кор. 16:13, ҪХ; Ытар. 13:21). Малашне пире мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха! Эпир ҫак юлашки кунсенче кампа хутшӑнмаллине пӗлетпӗр пулсан, ҫак йӗркесӗр тӗнче пӗтессине пурӑнса ирттерсе Иеговӑн ҫывхарса килекен ҫӗнӗ тӗнчине кӗме пултарӑпӑр!