Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 июль

Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнӑр

Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнӑр

«Вӗсем... тӗнченӗн мар» (ИОАНН 17:16).

ЮРӐСЕМ: 18, 54

1, 2. а) Мӗншӗн христиансемшӗн Турра чунтан парӑнса пурӑнни питӗ кирлӗ тата ҫакӑ нейтралитет тытса тӑрассипе мӗнле ҫыхӑннӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Нумай ҫын мӗне чунтан парӑннӑ тата ҫакӑ хӑш-пӗр чухне мӗн патне илсе ҫитерет?

ИЕГОВӐН ӗҫлекенӗсем нейтралитет тытса тӑраҫҫӗ тата ҫынсене хирӗҫтерсе яракан ӗҫсене, сӑмахран, мӗнле халӑхран, расӑран тата культурӑран тухнине пула сиксе тухакан хирӗҫӳсене хутшӑнмаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен кам хӑйне Иеговӑна халалланӑ, ҫавсем пурте ӑна юратма, чунтан парӑнса пурӑнма тата итлесе тӑма сӑмах панӑ (1 Иоанн 5:3). Эпир кирек мӗнле ҫемьере ҫуралса ӳснине, кирек мӗнле халӑхран е культурӑран тухнине пӑхмасӑрах Туррӑн тӳрӗлӗх нормисене тытса тӑрасшӑн. Иеговӑна тата унӑн Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнассине эпир пуринчен мала хуратпӑр (Матф. 6:33). Ҫавӑнпа христиансен ҫак тӗнчери хирӗҫӳсене хутшӑнмалла мар (Ис. 2:4; Иоанн 17:11, 15, 16 вуласа пар).

2 Ҫак тӗнчери ҫынсем нумайӑшӗ хӑйсен ҫӗршывне, халӑхне, культурине тата спорт командине те чунтан парӑнса пурӑнма пултараҫҫӗ. Шел пулин те, ҫакна пула ҫынсем пӗр-пӗринпе тупӑшма пуҫлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне курайми пулаҫҫӗ, хутран-ситрен хӑйсем  майлӑ пулманнисене вӗлереҫҫӗ те. Эпир ҫав хирӗҫӳсене хутшӑнмастпӑр пулин те, вӗсем пире е пирӗн ҫемьене пырса тивме пултараҫҫӗ. Турӑ пирӗн ӑша тӗрӗслӗх туйӑмне хывнӑран ҫынсен патшалӑхӗсем тӑвакан йышӑнусемпе эпир кӑмӑлсӑр пулма пултаратпӑр (Пулт. 1:27; Сак. аст. 32:4). Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑра мӗнле тытатпӑр? Эпир нейтралитет тытса тӑратпӑр-и е кам майлӑ та пулин тӑратпӑр-и?

3, 4. а) Мӗншӗн христиансем тӗнчери хирӗҫӳсенче никам майлӑ та тӑмаҫҫӗ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

3 Пӗр-пӗр хирӗҫӳ сиксе тухсан правительствӑсем хӑйсен гражданӗсене аякра тӑма кирлӗ мар тесе ӳкӗтлеме пултараҫҫӗ. Анчах та чӑн христиансем никам майлӑ та тӑмаҫҫӗ. Эпир ҫак тӗнчери политика хирӗҫӗвӗсене хутшӑнмастпӑр, алла та пӑшал тытмастпӑр (Матф. 26:52). Эпир Сатанан тӗнчин пӗр пайне тепринчен мала хурса мухтамӑпӑр (2 Кор. 2:11). Эпир тӗнченӗн мар, ҫавӑнпа та нейтралитет тытса тӑратпӑр. (Иоанн 15:18, 19 вуласа пар.)

4 Ҫитменлӗхлӗ пулнӑран эпир халӗ те, тен, хамӑртан уйрӑлса тӑракан ҫынсене кӑмӑлласах каймастпӑр (Иер. 17:9; Эф. 4:22—24). Ҫак статьяра эпир ҫавӑн пек туйӑмсемпе кӗрешме пулӑшакан хӑш-пӗр принципсене пӑхса тухӑпӑр. Ҫавӑн пекех хамӑра Иеговӑпа Иисус шухӑшланӑ пек шухӑшлама вӗрентнипе эпир Турӑ Патшалӑхне мӗнле чунтан парӑнса пурӑнмаллине те сӳтсе явӑпӑр.

МӖНШӖН ЭПИР НЕЙТРАЛИТЕТ ТЫТСА ТӐРАТПӐР

5, 6. Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне тӗрлӗ йышши ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнӑ тата мӗншӗн?

5 Пӗр-пӗр лару-тӑрура хӑвӑра мӗнле тытмалли пирки сирӗн иккӗленесси пулкалать-и? Ҫавӑн пек чухне хамӑра ҫакнашкал ыйту пани лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: «Иисус ман вырӑнта пулнӑ пулсан, вӑл хӑйне мӗнле тытнӑ пулӗччӗ?» Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне ун тавра Иудейӑран, Галилейӑран, Самарирен тата ытти ҫӗртен килнӗ ҫынсем пулнӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, ҫав вырӑнти ҫынсем пӗр-пӗрне килӗштерсех кайман тата пӗр-пӗринчен ютшӑнса пурӑннӑ (Иоанн 4:9). Ҫавӑн пекех фарисейсемпе саддукейсем хушшинче, ахаль халӑхпа налук пухакансем хушшинче тата саккуна вӗреннӗ иудейсемпе ҫавӑн пек пӗлӳ илменнисем хушшинче килӗшӳ пулман (Ап. ӗҫ. 23:6—9; Матф. 9:11; Иоанн 7:49). Пӗрремӗш ӗмӗрте Израиль римлянсен аллинче пулнӑ, ҫав вырӑнти халӑх вара вӗсене кӑмӑлласах кайман. Анчах та Иисус ҫав хирӗҫӳсенче никам майлӑ та тӑман. Вӑл Иегова ҫинчен калакан чӑнлӑха хӑюллӑн хӳтӗленӗ тата ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле пулнине ӑнланнӑ пулин те, вӑл нихӑҫан та хӑйӗн вӗренекенӗсене вӗсем ыттисенчен лайӑхрах тесе вӗрентмен (Иоанн 4:22). Ун вырӑнне вӑл вӗсене пур ҫынна та ҫывӑх ҫынна юратнӑ пек юратма ӳкӗтленӗ (Лука 10:27).

6 Мӗншӗн Иисус ҫынсен пӗр ушкӑнне тепринчен мала хуман? Мӗншӗн тесен вӑл хӑй те, унӑн Ашшӗ те ҫак тӗнчери хирӗҫӳсенче никам майлӑ та тӑмаҫҫӗ. Иегова хӑйӗн Ывӑлӗ урлӑ арҫынпа хӗрарӑма тусан, вӑл пӗтӗм ҫӗре вӗсен ӑрӑвӗпе тултарасшӑн пулнӑ (Пулт. 1:27, 28). Турӑ ҫынсене тӑвасса та вӗсенчен тӗрлӗ раса пулса каймалла тунӑ. Ҫавӑнпа та Иеговӑпа Иисус нимле расӑна та, халӑха та, чӗлхене те тепринчен мала хумаҫҫӗ (Ап. ӗҫ. 10:34, 35; Ӳлӗм. 7:9, 13, 14). Пирӗн вӗсен пӗр кӑлтӑксӑр тӗслӗхне тытса тӑмалла (Матф. 5:43—48).

7, 8. а) Эпир кам майлӑ тӑратпӑр тата мӗншӗн? ӑ) Ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса парасси пирки пирӗн мӗне асра тытмалла?

7 Мӗншӗн эпир нимле пуҫлӑх е патшалӑх майлӑ та тӑмастпӑр? Мӗншӗн тесен эпир Иегова майлӑ, вӑл — пирӗн Пуҫлӑх. Сатана Эдемре Иегова этемлӗхшӗн лайӑх пуҫлӑх мар тесе каланӑ. Сатана хӑй мӗн сӗнни Турӑ  мӗн сӗннинчен лайӑхрах тесе ӗнентересшӗн ҫынсене. Анчах та Иегова пире хамӑра кам майлӑ пулассине суйласа илме ирӗк парать. Сирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Иеговӑн нормисемпе саккунӗсене пӑхӑнса тӑнипе эсир ун майлӑ тӑратӑр-и е пурне те хӑвӑр пӗлнӗ пек тӑватӑр-и? Этемлӗхӗн йывӑрлӑхӗсене Турӑ Патшалӑхӗ кӑна татса пама пултарнине ӗненетӗр-и эсир? Е ҫынсем хӑйсене хӑйсемех ӑнӑҫлӑ ертсе пыма пултараҫҫӗ тесе шутлатӑр-и? (Пулт. 3:4, 5.)

8 Хирӗҫтерсе яма пултаракан пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен эсир мӗн шутлатӑр тесе ҫынсем сирӗнтен ыйтсан, эсир хӑвӑра мӗнле тытасси ҫав ҫӳлерех илсе панӑ ыйтусем ҫине епле хуравланинчен килет. Ҫынсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яракан йывӑрлӑхсене политиксем, активистсем тата реформаторсем тахҫантанпах татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Тен, ҫакна вӗсем ырӑ тӑвас шухӑшпах тӑваҫҫӗ. Анчах та эпир, христиансем пулнӑ май, Турӑ Патшалӑхӗ кӑна ҫынсен йывӑрлӑхӗсене татса пама тата чӑн-чӑн тӗрӗслӗх туса хума пултарнине ӑнланатпӑр. Эпир пӗтӗмпех Иеговӑна шанатпӑр. Тепӗр тесен, кашни христианин йывӑрлӑхсене хӑй пӗлнӗ пек татса парас тесе ҫине-ҫинех тӑрать пулсан, ҫакӑ пухӑва пайласа янӑ пулмӗччӗ-и?

9. Пӗрремӗш ӗмӗрти Коринф пухӑвӗнчи христиансем хушшинче мӗнле йывӑрлӑх сиксе тухнӑ тата Павел вӗсене мӗн тума ӳкӗтленӗ?

9 Пухура хирӗҫтерсе яракан йывӑрлӑх сиксе тухсан пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем хӑйсене мӗнле тытнине аса илӗр-ха. Коринфри пухура хӑш-пӗрисем ҫапла каланӑ: «„Эпӗ — Павелӑн“, „эпӗ — Аполлосӑн“, „эпӗ — Кифанӑн“, „эпӗ — Христосӑн“». Ҫак хирӗҫӳсем кирек мӗнле сӑлтава пула сиксе тухнӑ пулин те Павела питӗ хурлантарнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ыйтнӑ: «Христос темиҫе пая уйӑрӑлнӑ-им?» Ҫак сиенлӗ шухӑшсенчен ҫав христиансем мӗнле хӑтӑлма пултарнӑ? Павел вӗсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе тархаслатӑп сире: сирӗн пурсӑрӑн та пӗр пек сӑмах пултӑр, пӗр-пӗринчен уйӑрӑлмалла ан пулӑр, пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулса пӗрле тӑрӑр». Хальхи вӑхӑтра та христиансен пухӑвӗнче пӗр-пӗринпе хирӗҫсе тӑрасси пулмалла мар (1 Кор. 1:10—13; Рим 16:17, 18 вуласа пар).

10. Христиансен нейтралитет тытса тӑма кирлине кӑтартас тесе Павел апостол мӗнле тӗслӗх илсе панӑ?

10 Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене Павел ҫӗр ҫинчи пирки шухӑшлас вырӑнне хӑйсен пӗлӗтри гражданлӑхне асра тытма ӳкӗтленӗ (Флп. 3:17—20) *. Вӗсен хӑйсене «Христос ячӗпе янӑ ҫынсем [«элчӗсем», ҪТ]» пек тытмалла пулнӑ. Элчӗсем хӑйсене ӗҫлеме янӑ ют ҫӗршывӑн шалти ӗҫӗсене хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен патшалӑхне чунтан парӑннӑ (2 Кор. 5:20). Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем те — Турӑ Патшалӑхӗн ҫыннисем, ҫавӑнпа та вӗсен ҫак тӗнчери хирӗҫӳсенче никам майлӑ та пулмалла мар.

ИЕГОВӐНА ЧУНТАН ПАРӐНСА ПУРӐНМА ВӖРЕНӖР

11, 12. а) Мӗне пула христианина Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнма йывӑр пулма пултарать? ӑ) Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑш-пӗр ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнӑ тата ӑна улшӑнма мӗн пулӑшнӑ?

11 Нумай ҫӗршывра унта пурӑнакан ҫынсене историпе культура пӗр пек пулни тата пӗр чӗлхепе калаҫни пӗрлештерет. Час-часах вӗсем ҫакӑнпа мухтанаҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне нейтралитетпа ҫыхӑннӑ ыйтусенче хӑйсене тӗрӗс тытас тесен христиансен хӑйсен шухӑшӗсене улӑштармалла тата совеҫне вӗрентмелле. Ҫакна мӗнле тума пулать?

12 Сӑмахран, Мирьета * тӗслӗхне пӑхса тухар. Вӑл Югослави пайланнӑ хыҫҫӑн пулса тӑнӑ  пӗр ҫӗршывра пурӑнать. Ӑна мӗн ачаранах сербсене курайми пулма вӗрентнӗ. Иегова ҫынсене камне кура уйӑрманнине тата халӑхсем хушшинчи хирӗҫӳсемшӗн Сатана яваплӑ пулнине пӗлсен, вӑл хӑйӗнче пӗр халӑха тепринчен мала хурас шухӑша пӗтерме тӑрӑшнӑ. Анчах та хӑй пурӑнакан вырӑнта пӗр халӑх теприне килӗштерменнине пула хирӗҫӳ сиксе тухсан, ун ӑшӗнче малтанхи курайманлӑх каллех капланса килнӗ, ҫавна пула сербсене унӑн ырӑ хыпар калас кӑмӑл пӗтсе пынӑ. Мирьета ҫак сиенлӗ туйӑмсем хӑйне хӑех иртсе каймассине ӑнланса илнӗ. Ҫак йывӑрлӑха ҫӗнтерме пулӑшсам тесе вӑл йӑлӑннӑ Иеговӑна. Ҫавӑн пекех вӑл сӑваплӑ ӗҫе нумайрах тӑвас тата пионер пулас килет тесе каланӑ Турра. «Сӑваплӑ ӗҫ мана пуринчен ытла пулӑшнине ӑнланса илтӗм эпӗ,— каласа парать Мирьета.— Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпӗ Иеговӑран юратма вӗренетӗп. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпӗ ҫав япӑх туйӑмсем иртсе кайнине асӑрхарӑм».

13. а) Мӗнле лару-тӑру пӗр хӗрарӑм тӑвана кӳрентернӗ, анчах та вӑл мӗн тунӑ? ӑ) Сойлӑпа мӗн пулса иртнинчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

13 Тепӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Сойла — Мексикӑран Европӑна куҫса килнӗ хӗрарӑм тӑван. Вӑл ҫӳрекен пухура Латинла Америкӑн ытти пайӗсенчен килнӗ тӑвансем те пур. Сойла каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен хӑш-пӗрисем унӑн тӑван ҫӗршывӗнчен, унти йӑла-йӗркепе юрӑ-кӗвӗрен шӳтлесе кулнӑ. Ҫакӑ ӑна кӳрентернӗ, ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑна ҫав туйӑмсенчен хӑтӑлма пулӑшсам тесе кӗлтунӑ. Эсир Сойла вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Чӑнах та, хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсенчен хӑшӗ-пӗрин ҫавӑн пек йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа та эпир пухури тӑвансене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яма пултаракан тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене е ытти ҫынсене кам майлӑ та пулин тӑма хистекен сӑмахсем каласшӑн мар, ҫавӑн пек ӗҫсем те тӑвасшӑн мар (Рим 14:19; 2 Кор. 6:3).

14. Ҫынсем ҫине Иегова пӑхнӑ пек пӑхма вӗренес тесе эсир мӗн тума пултаратӑр?

14 Тен, сире хӑвӑр ҫемье е таврари ҫынсем хӑвӑр ҫӗршыв е тавралӑх пуринчен те лайӑхрах тесе шухӑшлама вӗрентнӗ. Сирӗн чӗрере ҫавнашкал туйӑмсем халӗ те пур-и? Христиансен ыттисемпе хутшӑннӑ чухне пӗр халӑх тепринчен лайӑхрах текен шухӑша хӑйсем ҫине витӗм кӳме памалла мар. Анчах та урӑх халӑх, культура, раса ҫыннисем е ют чӗлхепе калаҫакан ҫынсем пирки сирӗн япӑх шутласси халӗ те пулкалать пулсан, вара мӗн тумалла? Ҫавӑн пек чухне хӑйсен ҫӗршывӗпе мухтанакан е хӑйсем пирки ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлакансем ҫине Иегова мӗнле пӑхни ҫинчен шухӑшласа пӑхмалла. Ҫак темӑна хӑвӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне е ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне ытларах тӗпчӗр. Унтан Иеговӑран ҫынсем ҫине вӑл хӑй мӗнле пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентсем тесе ыйтӑр. (Рим 12:2 вуласа пар.)

Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнас тесен пирӗн ӑна пӑхӑнса тӑмалла — ҫынсем пире тем тума, тем калама пултарсан та (15, 16 абзацсене пӑхӑр.)

15, 16. а) Эпир Турра чунтан парӑнса пурӑннине кура ыттисем хӑйсене пирӗнпе мӗнле тытма пултарӗҫ? ӑ) Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма пулӑшас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

15 Халӗ-и е каярахпа хӑш-пӗр лару-тӑрура Иеговӑн кашни ӗҫлекенне совеҫӗ ытти ҫынсенчен: пӗрле ӗҫлекенсенчен, пӗр класра вӗренекенсенчен, кӳршӗсенчен, тӑван-хурӑнташсенчен тата ыттисенчен — уйрӑлса тӑма хистӗ (1 Петр 2:19). Чӑнах та пирӗн пурин пек пулмалла мар! Эпир ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑран вӗсем пире курайми пулӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ Иисус. Асра тытӑр: пире хирӗҫ тӑракансенчен нумайӑшӗ Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлмест. Ҫавӑнпа та вӗсем ҫынсен правительствисене мар, Турӑ Патшалӑхне чунтан парӑнса пурӑнни мӗншӗн пирӗншӗн питӗ кирлӗ пулнине ӑнланмаҫҫӗ.

16 Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнас тесен пирӗн ӑна пӑхӑнса тӑмалла — ҫынсем пире тем тума, тем калама пултарсан та (Дан. 3:16—18). Ҫынсенчен хӑрасси пурин те  пулкалать, анчах та ҫамрӑксене ыттисенчен уйрӑлса тӑма уйрӑмах йывӑр пулма пултарать. Сирӗн ачӑрсене ялава чыслама е патшалӑх уявӗсене хутшӑнма хистеҫҫӗ пулсан, вӗсене пулӑшу парӑр. Ҫемьепе пӗрле пуҫҫапнӑ чухне хӑвӑр ачӑрсене ҫак япаласем ҫине Иегова мӗнле пӑхнине ӑнланса илме пулӑшӑр. Ҫакӑ вӗсене хӑюлӑх парӗ. Вӗсене хӑйсем мӗне ӗненнине хисеплӗн тата уҫӑмлӑн ӑнлантарса пама вӗрентӗр (Рим 1:16). Кирлӗ пулсан, эсир хӑвӑр ачӑрсене пулӑшас тесе учительсемпе калаҫса пӑхма пултаратӑр.

ИЕГОВА МӖН ТУНИНЕ ПУРНЕ ТЕ ЮРАТӐР!

17. Мӗнле шухӑша пирӗн сирсе ямалла тата мӗншӗн?

17 Пире хамӑр ҫӗршыв, культура, хамӑр патри апат тата хамӑр чӗлхе уйрӑмах ҫывӑх пулнине ӑнланма пулать паллах. Анчах та «манӑнни чи лайӑххи» текен шухӑша пирӗн сирсе ямалла. Иегова тем тӗрлӗ япала пултарнӑ, ҫаксем пурте пире савӑнӑҫ параҫҫӗ (Пс. 103:24; Ӳлӗм. 4:11). Ҫавӑнпа та эпир мӗне хӑнӑхни вӑл чи лайӑххи тесе ҫине тӑмаллах-ши?

18. Пурин ҫине те Иегова пӑхнӑ пек пӑхни пире мӗнле пиллӗхсем кӳрӗ?

18 Турӑ тӗрлӗ йышши ҫынсем чӑнлӑх ҫинчен тӗрӗс пӗлӳ илччӗр те ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнччӑр тет (Иоанн 3:16; 1 Тим. 2:3, 4). Ҫынсен шухӑшӗсем пирӗннинчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулсан та, эпир вӗсене итлеме тата йышӑнма пултаратпӑр, ҫакӑ вара пирӗн пурнӑҫа интереслӗ те телейлӗ тӑвӗ тата хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсем хушшинчи пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшӗ. Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑннӑран эпир ҫак тӗнчери хирӗҫӳсене хутшӑнмастпӑр. Эпир хамӑрӑнне кӑна тӑвас тесе кутӑнлашса тӑмӑпӑр. Иегова пире Сатанан тӗнчинче анлӑ сарӑлнӑ ӗҫсенчен: пӗр-пӗринпе хирӗҫтерсе яракан, тупӑшма тата тӑшманла тӑма хистекен ӗҫсенчен — хӑтӑлма пулӑшнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ! Айтӑр псалом юрлакан пекех пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнас кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшар. Вӑл каланӑ: «Тӑванпа тӑван пӗрле [«пӗрлӗхре», ҪТ] пурӑнни мӗнле ырӑ, мӗнле илемлӗ!» (Пс. 132:1.)

^ 10 абз. Филиппӑ Рим колонийӗ пулнӑ. Ҫавӑнти пухура хӑш-пӗрисем Рим гражданӗсем пулнӑ пулмалла, ҫавна пула вӗсен ҫав гражданлӑха илменнисенчен ытларах правасемпе ҫӑмӑллӑхсем пулнӑ.

^ 12 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.