Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 июнь

«Сире тӳсӗмлӗх кирлӗ»

«Сире тӳсӗмлӗх кирлӗ»

АНИТА * Иегова Свидетелӗ пулса тӑрсан, упӑшки ӑна хаяррӑн хирӗҫ тӑма пуҫланӑ. Анита каласа парать: «Вӑл мана пухусене ҫӳреме чаратчӗ тата Туррӑн ятне асӑннӑ ан пултӑр тетчӗ. Иегова ятне каласанах упӑшка тӳрех тарӑхса каятчӗ».

Анитӑна хӑйӗн ачисене те Иегова ҫинчен вӗрентме ҫӑмӑлах пулман. «Манӑн хамӑн килте те Иеговӑна пуҫҫапма юрамастчӗ. Эпӗ хамӑн ачасемпе ирӗклӗн Библи вӗренме те, вӗсене пухӑва илсе кайма та пултараймастӑмччӗ».

Анитӑн тӗслӗхӗ ҫемьери ҫынсем христианина Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарса тӑма пултарнине кӑтартса парать. Ҫавӑн пекех ӑна сывлӑхӗ начарланса пынӑ, ачи е мӑшӑрӗ вилнӗ тата ҫывӑх тӑванӗ Иеговӑна хӑварнӑ чухне Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать. Ҫавӑн пек йывӑр вӑхӑтра христианина мӗн пулӑшӗ?

Ҫавнашкал йывӑрлӑхсемпе тӗл пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Павел апостол каланӑ: «Сире тӳсӗмлӗх кирлӗ» (Евр. 10:36). Тӳсӗмлӗ пулас тесен мӗн тума пулать?

ИЕГОВӐНА КӖЛТУСА ШАНСА ТӐРӐР

Йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме вӑй илес тесен Турра кӗлтуса шанса тӑмалла. Эйна ятлӑ хӗрарӑм тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа 30 ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн унӑн упӑшки сарӑмсӑр вилсе кайнӑ. Эйна каласа парать: «Вӑл ӗҫе кайрӗ те урӑх таврӑнмарӗ. Вӑл 52 ҫулта кӑначчӗ».

Эйнӑна ҫак инкеке пурӑнса ирттерме мӗн вӑй панӑ? Ӗҫе ҫӳрени ӑна хӑш-пӗр енчен пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫре питӗ тимлӗ пулмалла пулнӑ. Анчах та чунӗ унӑн пурпӗр ыратма чарӑнман. Акӑ вӑл мӗн калать: «Кӗлӗре эпӗ хамӑн чӗрере мӗн пуррине Иеговӑна каласа парса тӑтӑм тата ҫак каялла тавӑрма ҫук ҫухатӑва пурӑнса ирттерме вӑй пама ҫине-ҫинех ыйтрӑм». Иегова унӑн кӗллисем ҫине хуравланӑ-и? Эйна хуравланӑ тесе шутлать. Вӑл калать: «Турӑран ҫеҫ килекен канӑҫлӑх манӑн чуна лӑплантарчӗ тата мана ухмаха тухса кайма памарӗ. Эпӗ Иегова манӑн упӑшкана вилӗмрен чӗртсе тӑратасса шанатӑп» (Флп. 4:6, 7).

Иегова, кӗлӗсене итлекен, хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйне шанчӑклӑ тӑрса юлма мӗн кирлине пурне те пама сӑмах панӑ (Пс. 64:3). Ҫакӑн пек шантарса калани пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетмест-и тата эпир те йывӑрлӑхсене тӳссе ирттерме пултарнине кӑтартса памасть-и?

ХРИСТИАНСЕН ПУХӐВӖ — ПУЛӐШУ ИЛМЕЛЛИ МАЙ

Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене христиансен пухӑвӗ урлӑ пулӑшса тӑрать. Сӑмахран, Фессалоникӑри христиансене питӗ хытӑ хӗсӗрленӗ чухне Павел вӗсене ҫапла ӳкӗтленӗ: «Пӗр-пӗрне пулӑшса [«хавхалантарса», ҪТ] тӑрӑр, пӗр-пӗрне ӑс парӑр [«тӗреклетӗр», ҪТ], эсир ӗнтӗ халӗ те ҫапла тӑватӑр-ха» (1 Фес. 2:14, 15; 5:11). Фессалоникӑри христиансем хӑйсем хушшинчи тӑванла юратӑва ҫирӗплетсе тӑнипе тата пӗр-пӗрне пулӑшнипе Иеговӑна шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑ. Вӗсен чаплӑ тӗслӗхӗ пире те тӳсӗмлӗ пулма пулӑшӗ.

Хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсемпе хамӑр хушӑри туслӑха пирӗн ҫирӗплетсех тӑмалла тата пӗр-пӗрне хавхалантармалла (Рим 14:19). Ҫакна пирӗн уйрӑмах йывӑр вӑхӑтра тумалла. Павел та нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ, Иегова ӑна вара пурне те тӳссе ирттерме вӑй панӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта Турӑ Павела пухури тӑвансем урлӑ тӗреклетнӗ. Сӑмахран, Павел Колоссӑри христиансем патне янӑ ҫырӑвӗнче вӗсенчен хӑш-пӗрисене ятран саламланӑ хыҫҫӑн вӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Вӗсем маншӑн тем тӗрлӗ савӑнӑҫ пулчӗҫ» (Кол. 4:10, 11). Ҫав тӑвансем Павела юратнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна йывӑр килнӗ чухне тӗреклетсе тӑнӑ. Тен, сире те хӑвӑр пухури тӑвансем мӗн те пулин каланипе е тунипе пӗрре анчах мар хавхалантарнӑ пулӗ.

 СТАРЕЙШИНӐСЕНЧЕН ПУЛӐШУ ЫЙТӐР

Пулӑшу илмелли тепӗр май вӑл — христиансен пухӑвӗнчи старейшинӑсем. Ҫав арҫынсем сире хавхалантарма тата Библи тӑрӑх лайӑх канашсем пама пултараҫҫӗ. Вӗсем «ҫил-тӑвӑлран, йӗпе-сапаран хӑтӑлмалли хӳтлӗх пек, пушхирти ҫӑлкуҫӗ пек, ҫунса-ӗнсе выртакан ҫӗрти ҫӳллӗ тӑвӑн сулхӑн ӗмӗлки пек пулӗҫ» (Ис. 32:2). Ҫакӑ пире чӑннипех хавхалантарать! Эсир вӗсенчен пулӑшу ыйтатӑр-и? Старейшинӑсем хавхалантарни тата тӗреклетни сире тӳсӗмлӗ пулма пулӑшӗ.

Паллах ӗнтӗ, старейшинӑсем пирӗн пур йывӑрлӑха татса пама пултараймаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн пек ҫитменлӗхлӗ ҫынсемех (Ап. ӗҫ. 14:15). Ҫав-ҫавах вӗсен кӗллисем нумайӑшне тума пултараҫҫӗ (Иак. 5:14, 15). Италире пурӑнакан пӗр арҫын тӑван, нумай ҫул хушши йывӑр чирпе асапланаканскер, каласа парать: «Арҫын тӑвансем мана чӑннипех юратни тата вӗсем ман пата час-часах кӗрсе тухни мана алла усма памасть». Иегова пире юратса панӑ парнепе — старейшинӑсем паракан пулӑшупа — эсир туллин усӑ куратӑр-и?

ИЕГОВӐШӐН ӖҪЛЕССИНЕ ПУРНӐҪРА МАЛА ХУРӐР

Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра мала хуратпӑр пулсан, вӑл пире мӗнле пулӑшнине курӑпӑр. Джон ятлӑ 39 ҫулхи арҫын тӑванӑн тӗслӗхне пӑхса тухар. Ӑна тӗрӗсленӗ чухне унра сайра хутра тӗл пулакан рак чирне асӑрханӑ. Вӑл эпӗ питӗ ҫамрӑк-ҫке ҫакӑн пек чирлеме, ӑҫта кунта тӗрӗслӗх тесе шутланӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн ывӑлӗ виҫе ҫулта ҫеҫ пулнӑ. «Манӑн арӑмӑн хамӑр ывӑла кӑна мар, мана та пӑхмалла пулнӑ, ҫавӑн пекех унӑн мана тухтӑрсем патне те илсе ҫӳремелле пулнӑ»,— калать Джон. Химиотерапи мелӗпе сипленине пула Джон питех те вӑйсӑрланнӑ тата ӑшӗ пӑтраннӑран унӑн хӑсас килсех тӑнӑ. Унсӑр пуҫне Джонӑн ашшӗ сывалайми чирпе чирлесе ӳкнӗ, ҫавӑнпа ӑна та пӑхмалла пулнӑ.

Джона тата унӑн ҫемйине ҫак йывӑр вӑхӑтра мӗн пулӑшнӑ? Джонӑн час-часах вӑй пачах ҫук пулнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн ҫемйинче Иеговӑшӑн ӗҫлессине мала хурас тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл калать: «Эпир пухӑвӑн кашни тӗлпулӑвне ҫӳренӗ, кашни эрнере сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннӑ тата ҫемьепе пӗрле пуҫҫапассине ирттернӗ — ҫаксене эпир йывӑр пулнӑ чухне те тунӑ». Джон ҫакна ӑнланса илнӗ: Иеговӑпа ҫывӑхланнипе кӑна йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулать. Кам хӗн курать, ҫавсене вӑл акӑ мӗнле канаш парать: «Малтанлӑха аптӑраса-хӑраса ӳкни иртсе кайсан, Иегова сире юратнине, вӑй парса тӑнине ӑнланса илни йывӑр шухӑшсемпе кӗрешме пулӑшӗ. Иегова мана тӗреклетнӗ пекех, сире те тӗреклетӗ».

Турӑ пулӑшнипе эпир хальхи е пуласлӑхра пулма пултаракан кирек мӗнле инкекпе йывӑрлӑха та тӳссе ирттерме вӑй ҫитерӗпӗр. Апла тӑк, Иеговӑна кӗлтуса шанса тӑрар, пухури туслӑха ҫирӗплетер, старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтар тата Иеговӑшӑн ӗҫлессине пурнӑҫра мала хурар. Ҫапла тунипе эпир Павелӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшӳллӗ пурӑнӑпӑр: «Сире тӳсӗмлӗх кирлӗ».

^ 2 абз. Хӑш-пӗр ятсене улӑштарнӑ.