Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 июнь

Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. 1-мӗш пайӗ

Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнӑр. 1-мӗш пайӗ

«Санӑн яту хисеплентӗр [«сӑваплӑ пултӑр», ҪТ]» (МАТФ. 6:9).

1. Сӑваплӑ ӗҫре эпир Матфей 6:9—13-мӗшӗнче ҫырса хунӑ сӑмахсемпе мӗнле усӑ куратпӑр?

НУМАЙӐШӖ «Эй Ҫӳлти Аттемӗр» текен кӗлле пӑхмасӑр каласа пама пултарать. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне эпир Турӑ Патшалӑхӗ чӑн-чӑн правительство пулнине тата ҫав правительство ҫӗре рай туса хурассине ӑнлантарса панӑ чухне ҫак кӗлӗри сӑмахсене кӑтартатпӑр. Ҫавӑн пекех Туррӑн ят пуррине тата ҫав ята сӑваплӑ тума е хисеплеме кирлине кӑтартас тесе эпир ҫав кӗлӗри «Санӑн яту хисеплентӗр» текен сӑмахсем ҫине тимлеттеретпӗр (Матф. 6:9).

2. Иисус тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлле пӗр сӑмах сиктермесӗр ҫине-ҫинех калаттарасшӑн пулманнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

2 Хӑйсене христиансем теекен ҫынсем нумайӑшӗ ҫак кӗлле пӗр сӑмах сиктермесӗр ҫине-ҫинех каланӑ пекех, Иисус та пире ҫавӑн пек кӗлтутарасшӑн пулнӑ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен ҫак кӗлле тӗслӗхшӗн илсе парас умӗн кӑшт маларах Иисус ҫапла каланӑ: «Кӗлтунӑ чухне... ытлашши [«пӗр япала ҫинченех  ҫине-ҫинех», ҪТ] ан калӑр» (Матф. 6:7). Тепрехинче, хӑйӗн вӗренекенӗсене кӗлтума вӗрентнӗ чухне, Иисус ҫак кӗллех урӑх сӑмахсемпе каланӑ (Лука 11:1—4). Ҫапла Иисус пире Турӑран мӗн ыйтмаллине тата ҫавсенчен хӑшӗ кирлӗрех пулнине кӑтартнӑ. Акӑ мӗншӗн Христосӑн ҫак кӗллине тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗ теме пулать.

3. Тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлле тӗпченӗ май эпир мӗнле ыйтусем ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратпӑр?

3 Ҫак тата тепӗр статьяра тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлле эпир тӗплӗнрех пӑхса тухӑпӑр. Ҫавна тунӑ чухне хӑвӑртан ҫакӑн пек ыйтӑр: «Ҫак кӗлӗ манӑн кӗлӗсен пахалӑхне лайӑхлатма мӗнле пулӑшма пултарать? Пуринчен ытла вара, эпӗ ҫак кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнатӑп-и?»

«ПИРӖН ҪӲЛТИ АТТЕМӖР»

4. «Пирӗн... Аттемӗр» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пире мӗне аса илтерет тата мӗншӗн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем Иеговӑна Атте теме пултараҫҫӗ?

4 Иисус ҫак кӗлле «манӑн Аттем» тесе мар, «[«пирӗн», ҪТ]... Аттемӗр» тесе пуҫланӑ. Ҫакӑ пире Иегова пӗтӗм тӗнчери пирӗн тӑвансен пурин Ашшӗ пулнине аса илтерет (1 Петр 2:17). Ҫакӑ калама ҫук пысӑк чыс! Кама Иегова пӗлӗтре пурӑнма хӑйӗн ывӑлӗ пулма суйласа илнӗ, ҫавсем Иеговӑна тивӗҫлипе хӑйсен Ашшӗ теме пултараҫҫӗ (Рим 8:15—17). Туррӑн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан ӗҫлекенӗсем те Иеговӑна Атте теме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене пурнӑҫ панӑ тата юратса мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑрать. Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансем пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрсан тата юлашки тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Иеговӑна чунтан парӑннине кӑтартсан, вӗсем чӑннипех «Турӑ ачисем» пулса тӑрӗҫ (Рим 8:21; Ӳлӗм. 20:7, 8).

5, 6. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене мӗнле чаплӑ парне пама пултарать тата кашни ачан ҫак парнепе мӗн тумалла? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене кӗлтума тата Иегова ҫине хӑйсен юратакан ҫӳлти Ашшӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентет пулсан, вӗсем хӑйсен ачисене питӗ чаплӑ парне параҫҫӗ теме пулать. Пӗр арҫын тӑван, халӗ ЮАРта район надзирателӗ пулса ӗҫлекенскер, аса илет: «Пирӗн хӗрсем ҫуралнӑранпах эпӗ кашни каҫ, хам ниҫта та кайман чухне, вӗсемпе пӗрле кӗлтунӑ. Вӗсем ҫав каҫхи кӗлӗсенче мӗн ҫинчен каланине астумастпӑр тесе час-часах калаҫҫӗ. Анчах та ун чухнехи лару-тӑрӑва вӗсем халӗ те асра тытаҫҫӗ: вӗт вӗсем пирӗн Аттемӗрпе, Иеговӑпа, хӑйӗнпе калаҫнӑ-ҫке. Ҫакӑ вӗсене лӑпкӑлӑхпа канӑҫлӑх панӑ. Вӗсем кӑшт ӳссен эпӗ вӗсене сасӑпа кӗлтума хавхалантартӑм. Ҫапла эпӗ вӗсем хӑйсен шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене Иеговӑна мӗнле уҫса панине илтме тата вӗсен чӗринче мӗн пуррине пӗлме пултартӑм. Каярахпа, вӗсен кӗллисем тарӑн шухӑшлӑ пулччӑр тесе, эпӗ вӗсене тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре мӗн каланине хӑйсен кӗллисенче асӑнма майӗпен вӗрентсе пытӑм».

6 Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫав тӑванӑн хӗрӗсем ҫитӗнсе ҫитсен те Иеговӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене аталантарма пӑрахман. Халӗ вӗсем хӑйсен упӑшкисемпе пӗрле сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑваҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене пама пултаракан чи чаплӑ парне вӑл — вӗсене хӑйсемпе Иегова хушшинчи ӑшӑ та ҫывӑх хутшӑнусене аталантарма пулӑшни. Анчах та ҫак хаклӑ хутшӑнусене упраса хӑварма кашнин хӑйӗн тӑрӑшмалла. Ҫакна тӑвас тесен Туррӑн ятне юратма тата тарӑннӑн хисеплеме вӗренмелле (Пс. 5:12, 13; 90:14).

 «САНӐН ЯТУ СӐВАПЛӐ ПУЛТӐР»

7. Турӑ халӑхӗ мӗнле чыса тивӗҫнӗ, анчах та ҫав тӗлӗшрен пирӗн мӗнле яваплӑх пур?

7 Туррӑн ятне пӗлнисӗр пуҫне эпир унӑн «ячӗпе хисепленекен халӑх» шутне кӗрес чыса та тивӗҫрӗмӗр (Ап. ӗҫ. 15:14; Ис. 43:10). Эпир хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре ҫапла йӑлӑнатпӑр: «Санӑн яту хисеплентӗр [«сӑваплӑ пултӑр», ҪТ]». Ҫак сӑмахсем пире Иеговӑран унӑн сӑваплӑ ятне чыссӑрлатма пултаракан сӑмахсемпе ӗҫсенчен сыхланма пулӑшсам тесе ыйтма хавхалантараҫҫӗ. Эпир пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем пек пуласшӑн мар, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсем вӗрентнӗ пек пурӑнман. Павел апостол вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Сирӗн пирки суя тӗнлисем Турӑ ятне хурлаҫҫӗ» (Рим 2:21—24).

8, 9. Иегова хӑйӗн ятне сӑваплӑ тӑвас текенсене мӗнле пулӑшса тӑнине кӑтартакан тӗслӗхе каласа парӑр.

8 Эпир Туррӑн ятне сӑваплӑ тӑвасшӑн. Норвегире пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тӑван упӑшки вилсен икӗ ҫулхи ывӑлӗпе тӑрса юлнӑ. «Ҫавӑн чухне мана питӗ йывӑр килчӗ,— аса илет вӑл.— Эпӗ кашни кун, кашни сехетре тенӗ пекех кӗлтурӑм, Иеговӑна вӑй тата чуна лӑпкӑлӑх пама ыйтрӑм. Манӑн тӗрӗс мар йышӑну тунипе е Иеговӑна шанчӑклӑ пулма пӑрахнипе Сатанана ӑна ӳпкелеме сӑлтав парас килмерӗ. Иеговӑн ятне манӑн чун-чӗререн мухтас килнӗ, ҫавӑн пекех ывӑла та манӑн хӑйӗн ашшӗпе райра тӗл пултарас ӗмӗт пулнӑ» (Ытар. 27:11).

9 Иегова унӑн чунтан каланӑ кӗллисем ҫине хурав панӑ-и? Паллах! Ӑна пухури тӑвансем пулӑшса, хавхалантарса тӑнӑ. Тепӗр пилӗк ҫултан вӑл старейшинӑна качча тухнӑ. Халӗ унӑн 20 ҫулхи ывӑлӗ — шыва кӗнӗ тӑван. Хӗрарӑм тӑван калать: «Упӑшка мана ывӑла пӑхса ӳстерме пулӑшнӑшӑн эпӗ питӗ телейлӗ».

10. Туррӑн ячӗ пӗтӗмпех сӑваплӑ пултӑр тесен мӗн туни кирлӗ?

10 Туррӑн ячӗ пӗтӗмпех сӑваплӑ пултӑр тата ӑна хурлама пӑрахчӑр тесен мӗн туни кирлӗ? Ҫавна тумашкӑн Иегова чи малтан хӑйӗн аслӑ влаҫне хирӗҫ тӑракансене пурне те пӗтерӗ. (Иезекииль 38:22, 23 вуласа пар.) Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫынсем майӗпен пӗр ҫитменлӗхсӗр пулса тӑрӗҫ. Ҫынсемпе ангелсем пурте Иеговӑн ятне мухтаса тӑрас вӑхӑта эпир питӗ кӗтетпӗр! Юлашкинчен вара пирӗн ҫӳлти Аттемӗр пуриншӗн те веҫех пулса тӑрӗ (1 Кор. 15:28).

«САНӐН ПАТШАЛӐХУ КИЛТӖР»

11, 12. Чӑн христиансем 19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнче мӗн ӑнланса илнӗ?

11 Иисус пӗлӗте каяс умӗн апостолӗсем унран ыйтнӑ: «Ҫӳлхуҫамӑр, ҫӗнӗ Израиль патшалӑхне Эсӗ ҫак вӑхӑтра никӗслесшӗн-и?» Иисус вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан ертсе пыма пуҫлассине пӗлме вӑхӑт ҫитмен-ха тесе хуравланӑ. Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене пуринчен ытла ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑвасси ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 1:6—8 вуласа пар.) Ҫав-ҫавах Иисус вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтума тата ҫав вӑхӑта питӗ хытӑ кӗтме вӗрентнӗ. Ҫавӑнпа та апостолсем пурӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа халичченех христиансем ҫав Патшалӑх килтӗр тесе чун-чӗререн кӗлтӑваҫҫӗ.

12 Христос тытса тӑрас Патшалӑх ертсе пырас вӑхӑт ҫывхарса пынӑҫемӗн Иегова хӑйӗн халӑхне ҫакӑ хӑҫан пулассине ӑнланса илме пулӑшнӑ. «Библи тӗпчекен» журналта 1876 ҫулта Чарлз Тейз Расселлӑн «Суя тӗнлӗ халӑхсен вӑхӑчӗ. Хӑҫан вӑл вӗҫленӗ?» статья тухнӑ. Ҫав статьяра 1914 ҫул питӗ пӗлтерӗшлӗ ҫул пулать тесе палӑртнӑ пулнӑ. Унта Даниилӑн пророкла сӑмахӗсенчи  «ҫичӗ вӑхӑта» Иисус каланӑ «суя тӗнлӗ халӑхсен... вӑхӑчӗпе» ҫыхӑнтарнӑ (Дан. 4:13; Лука 21:24) *.

13. 1914 ҫулта мӗн пулса иртнӗ тата ҫавӑнтанпа пулса пыракан тӗнчери событисем мӗн кӑтартса параҫҫӗ?

13 Европӑра 1914 ҫулта вӑрҫӑ тытӑннӑ, вӑл вара пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ. Ҫав вӑрҫа пула хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен 1918 ҫулта грипран ҫынсем вӑрҫӑра вилнинчен те ытларах вилнӗ. Ҫак ӗҫсем пурте Иисус панӑ «паллӑн» пайӗ пулнӑ, ҫавӑн пекех ҫак паллӑ Иисус 1914 ҫулта пӗлӗтре патшана ларнине кӑтартса панӑ (Матф. 24:3—8; Лука 21:10, 11). Ҫав ҫул Христос «ҫӗнтерме... ҫӗнтерӳҫӗ пек» тухнӑ (Ӳлӗм. 6:2). Сатанапа тата унӑн демонӗсемпе ҫапӑҫса вӗсене ҫӗр ҫине сирпӗтсе антарнипе Иисус тӳпене тасатнӑ. Ҫавӑнтанпа Турӑ хавхалантарнипе каланӑ ҫак сӑмахсем мӗнле пурнӑҫланнине ҫынсем хӑйсен куҫӗпех курса тӑраҫҫӗ: «Ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансем! сире хуйхӑ: шуйттан, хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал юлнине пӗлсе, сирӗн патӑра пит хытӑ ҫилленсе анчӗ» (Ӳлӗм. 12:7—12, ҪС).

14. а) Мӗншӗн халӗ те Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтумалла? ӑ) Халӗ пирӗн мӗнле кирлӗ ӗҫе тумалла?

14 Ӳлӗмхине 12:7—12-мӗшӗнче ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем мӗншӗн Турӑ Патшалӑхӗ ҫуралнипе пӗрлех этемлӗх ҫине инкексем йӑтӑнса анма пуҫланине ӑнланма пулӑшаҫҫӗ. Иисус, Турӑ Патшалӑхӗн Патши, тӑшманӗсем хушшинче ертсе пыма пуҫланӑ.  Вӑл пӗтӗмпех ҫӗнтериччен тата ҫӗр ҫинчи йӗркесӗрлӗхе пӗтериччен эпир Турӑ Патшалӑхӗ килтӗр тесе кӗлтусах тӑрӑпӑр. Ҫав вӑхӑтрах пирӗн ҫак кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнас тесен ҫав Патшалӑх ҫинчен ырӑ хыпар сармалла. Ҫавна тунипе эпир Иисусӑн ҫак пророкла сӑмахӗсене пурнӑҫласа тӑратпӑр: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ» (Матф. 24:14, ҪХ).

«САНӐН ИРӖКӲ ҪӖР ҪИНЧЕ ТЕ... ПУЛТӐР»

15, 16. Турӑ ирӗкӗ ҫӗр ҫинче те пултӑр тесе кӗлтунипе килӗшӳллӗ пурӑнас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

15 Пӗр 6 000 ҫул каялла Туррӑн ирӗкне ҫӗр ҫинче пӗтӗмпех туса тӑнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ ҫынсене тунӑ хыҫҫӑн ҫапла калама пултарнӑ: «Акӑ питех те аван» (Пулт. 1:31). Унтан Сатана пӑлхав ҫӗкленӗ, ҫавӑнтанпа вара ҫынсенчен сахалӑшӗ кӑна Туррӑн ирӗкне туса тӑнӑ. Анчах та хальхи вӑхӑтра сакӑр миллиона яхӑн ҫын Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрать. Вӗсем Турӑ ирӗкӗ ҫӗр ҫинче пултӑр тесе кӗлтӑваҫҫӗ кӑна мар, ҫав кӗлӗпе килӗшӳллӗ пурӑнма та тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавна вӗсем Турра юрӑхлӑ пурӑннипе тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастарлӑ хутшӑннипе кӑтартаҫҫӗ.

Эсир хӑвӑр ачӑрсене Туррӑн ирӗкне тума вӗрентетӗр-и? (16-мӗш абзаца пӑхӑр.)

16 Акӑ мӗн каласа парать 1948 ҫулта шыва кӗнӗ тата Африкӑра миссионер пулса ӗҫленӗ пӗр хӗрарӑм тӑван: «Тӗслӗхшӗн илсе панӑ ҫак кӗлӗри сӑмахсене асра тытса эпӗ тӳркӑмӑллӑ ҫынсем пурте тупӑнччӑр та Иеговӑна пӗлме пуҫлаччӑр тесе час-часах кӗлтӑватӑп, вӗт вӑхӑт питӗ сахал юлнӑ-ҫке. Унсӑр пуҫне эпӗ кама та пулин чӑнлӑха каласа пама тӑнӑ чухне унӑн чӗрине хускатас тесе ӑслӑлӑх пама ыйтатӑп. Ҫавӑн пекех эпӗ ырӑ хыпара итлеме кӑмӑл тунӑ тӳркӑмӑллӑ ҫынсемшӗн тӑрӑшма пулӑшсам пире тесе Иеговӑна кӗлтӑватӑп». Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак 80 ҫулхи хӗрарӑм тӑван сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулни тӗлӗнтермест. Вӑл ытти тӑвансемпе пӗрле ӗҫлесе нумайӑшне Иегова ҫинчен пӗлме пулӑшнӑ. Ватлӑха пӑхмасӑрах Туррӑн ирӗкне хастарлӑ тӑвакан ытти тӑвансене те эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. (Псалом 109:3 вуласа пар.)

17. Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те пултӑр тесе ыйтни ҫине Иегова епле хуравласси сирӗн ӑшра мӗнле туйӑмсем ҫуратать?

17 Иегова ҫӗр ҫинчен хӑйӗн тӑшманӗсене пӗтеричченех эпир унӑн ирӗкӗ пурнӑҫлантӑр тесе кӗлтусах тӑрӑпӑр. Унтан, ҫӗр ҫинчи райра миллиард-миллиард ҫын вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрсан, эпир Иеговӑн ирӗкӗ тата анлӑрах пурнӑҫланнине курӑпӑр. Библире каланӑ: «Ҫакӑнтан ан тӗлӗнӗр: вӑхӑт ҫитет ӗнтӗ: тупӑкра выртакансем пурте Турӑ Ывӑлийӗн сассине илтӗҫ [«те тухӗҫ», ҪТ]» (Иоанн 5:28, 29, ҪС). Паллах ӗнтӗ, пире хамӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсемпе каллех тӗл пулма питӗ савӑнӑҫлӑ пулӗ! Ун чухне Турӑ пирӗн куҫри «кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ» (Ӳлӗм. 21:4). Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисенчен нумайӑшӗ «сӑвапсӑррисем», Иеговӑпа унӑн Ывӑлӗ ҫинчен калакан чӑнлӑха пӗлмесӗр вилнисем, пулӗҫ. Пирӗн вара вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнисене, вӗсем ӗмӗрлӗх пурнӑҫа кӗме пултарччӑр тесе, Туррӑн ирӗкӗпе тӗллевӗ ҫинчен каласа пама чаплӑ май пулӗ (Ап. ӗҫ. 24:15; Иоанн 17:3).

18. Этемлӗхе пуринчен ытла мӗн кирлӗ?

18 Турӑ Патшалӑхӗ килсен Иегова ятне сӑваплӑ тӑвӗ, вара Ҫут тӗнчере пурте пӗрле Иеговӑна пуҫҫапса пурӑнӗҫ. Ҫапла вара, тӗслӗхшӗн илсе панӑ кӗлӗре виҫӗ япала ҫинчен ыйтнине Иегова пӗтӗмпех пурнӑҫланипе этемлӗхе чи кирлипе тивӗҫтерӗ. Анчах та Иисус ҫак кӗлӗре тата тӑватӑ кирлӗ япала ҫинчен асӑннӑ. Вӗсене эпир тепӗр статьяра пӑхса тухӑпӑр.

^ 12 абз. Библире Туррӑн Мессианла Патшалӑхӗ ҫурални ҫинчен пророкла калани 1914 ҫулта мӗнле пурнӑҫланни ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес тесе ҫак брошюрӑсене пӑхӑр: «Царство Бога. Что оно может означать для вас?», 10—13 страницӑсем тата «Реален ли Сатана?», 8—11 страницӑсем.