Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 июнь

Нравственность енчен таса пулӑр

Нравственность енчен таса пулӑр

«Аллӑра ҫӑвӑр... чӗрӗре тасатӑр» (ИАК. 4:8).

1. Нравственность енчен таса пуласси пирки ҫак тӗнчери ҫынсем мӗн шутлаҫҫӗ?

НРАВСТВЕННОСТЬ енчен таса пуласси халӗ хисепре мар. Нумай ҫӗршывра гомосексуализмра тата мӑшӑрланмасӑр ар ҫыхӑнӑвне кӗнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлаҫҫӗ. Фильмсенче, кӗнекесенче, юрӑсенче тата рекламӑсенче аскӑн ӗҫ туп-туллиех (Пс. 11:8, 9). Ҫак тӗнчере аскӑнланса пурӑнасси питӗ анлӑ сарӑлнӑран сирӗн, тен, ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: «Нравственность енчен таса пурӑнма пулать-ши?» Пулать паллах! Иегова пулӑшнипе эпир ҫавна тума пултаратпӑрах. (1 Фессалоника 4:3—5 вуласа пар.)

2, 3. а) Ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑлпа мӗншӗн кӗрешмелле? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

2 Пуринчен малтан пирӗн ҫакна ӑнланмалла: нравственность енчен таса пурӑнас тесен пирӗн ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑла сирсе ямалла. Илӗртмелли апат пулла илӗртнӗ пекех, аскӑн шухӑшсемпе ирсӗр кӑмӑл-туртӑмсем — вӗсене тӳрех пӗтермесен — христианина илӗртсе кайса пӗтӗмпех ярса илме пултараҫҫӗ. Вӗсем пирӗн ҫылӑхлӑ ӳте илӗртме тата пире аскӑн ӗҫ тума хӗтӗртме пултараҫҫӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑл  питӗ вӑйланса кайма пултарать, вара эпир май сиксе тухсанах ҫылӑх тума пултарӑпӑр. Ҫакна Библире акӑ мӗнле кӑтартнӑ: «Ӳт асма пуҫлать те ҫылӑха кӗртет [«Ҫылӑхлӑ кӑмӑл, пӗтӗленсе, ҫылӑх ҫуратать», ҪХ]». (Иаков 1:14, 15 вуласа пар.)

3 Тӗрӗс маррине тӑвас шухӑш-кӑмӑл, пӗр самантлӑха ҫуралсан та, йывӑр ҫылӑх патне илсе ҫитерме пултарать. Анчах та эпир таса мар шухӑш-кӑмӑла хамӑр чӗрере тымар яма памасан, ҫылӑх тумӑпӑр тата ҫылӑх кӳме пултаракан сиенрен хӑтӑлӑпӑр. Ҫакна пӗлни питӗ хавхалантарать! (Гал. 5:16.) Айтӑр халӗ Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусем, унӑн Сӑмахӗнчи канашсем тата чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христиансем ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑлпа кӗрешме мӗнле пулӑшнине пӑхса тухар.

«ТУРӐ ПАТНЕ ҪЫВӐХАРӐР»

4. Мӗншӗн Иеговӑпа ҫывӑхланмалла?

4 Турӑпа ҫывӑхланас текенсене Библи ҫакна тума хушать: «Аллӑра ҫӑвӑр... чӗрӗре тасатӑр» (Иак. 4:8). Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха хаклатпӑр пулсан, эпир ӑна хамӑр ӗҫсемпе кӑна мар, хамӑр шухӑшсемпе те савӑнтарма тӑрӑшӑпӑр. «Таса чӗреллӗ» пулас тесен пирӗн таси, ырри, мухтавли ҫинчен шухӑшламалла (Пс. 23:3, 4; 50:8; Флп. 4:8). Иегова эпир ҫитменлӗхлӗ пулнине ӑнланать тата пирӗн ӑшра ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑл ҫӑмӑллӑнах ҫуралма пултарнине пӗлет. Анчах та эпир ирсӗр шухӑшсене сирсе ярас вырӑнне вӗсем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшлатпӑр пулсан, Иеговӑна кулянтаратпӑр (Пулт. 6:5, 6). Ҫакна пӗлни пире хамӑр шухӑшсене таса упрама тата ытларах вӑй хума хавхалантарать.

5, 6. Ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑлпа кӗрешме пире кӗлӗ мӗнле пулӑшма пултарать?

5 Таса мар шухӑшсемпе кӗрешнӗ чухне Иеговӑна пӗтӗмпех шаннине кӑтартмалли пӗр май вӑл — кӗлӗре унран пулӑшу ыйтни. Эпир унпа кӗлӗ урлӑ ҫывӑхланатпӑр пулсан, вӑл та пирӗнпе ҫывӑхланать. Вӑл пире хӑйӗн святой сывлӑшне парать, ҫапла эпир аскӑн шухӑшсене сирсе яма тата таса тӑрса юлма вӑй илетпӗр. Ҫавӑнпа та хамӑр ӑшри шухӑшсем Турра кӑмӑллӑ пулччӑр тесе ӑна чун-чӗререн кӗлтӑвар (Пс. 18:15). Пире ҫылӑх патне илсе пыма пултаракан кирек мӗнле «усал ҫула» — кирек мӗнле ирсӗр шухӑш-кӑмӑла — асӑрхама пулӑшсам тесе эпир хамӑра кӗҫӗне хурса унран ыйтатпӑр-и? (Пс. 138:23, 24.) Илӗртӳсемпе тӗл пулнӑ чухне Турӑ пире хамӑр айӑпсӑрлӑха упраса хӑварма пулӑштӑр тесе эпир пӗрмай кӗлтӑватпӑр-и? (Матф. 6:13.)

6 Тен, Иеговӑна пӗличчен пире вӑл сивлекен ӗҫсене тума килӗшнӗ, ҫавӑн пекех эпир халӗ те ҫылӑх тӑвас кӑмӑлпа кӗрешетпӗр. Ҫавӑн пек чухне те Турӑ, пирӗн сӑваплӑ ӗҫ хӑйне юрӑхлӑ пултӑр тесе, пире кирлӗ улшӑнусем тума пулӑшма пултарать. Давид патша ҫакна лайӑх ӑнланнӑ. Вирсавипе аскӑн ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн Давид Иеговӑна йӑлӑннӑ: «Ман ӑшӑма таса чӗре туса хур, ӑшӑмри сывлӑша ҫӗнетсе ҫирӗп ту» (Пс. 50:12, 14). Пирӗн ҫылӑхлӑ ӳт пире ҫылӑх тума питӗ хытӑ хистеме пултарать, анчах та Иегова пирӗн ӑшра хӑйне итлесе пурӑнас кӑмӑл ҫуратма пултарать. Ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑл пирӗн ӑшра тарӑн тымар ярса таса шухӑшсене хӗссе кӑларма тӑрӑшсан та, Иегова пире хӑйӗн ӳкӗчӗсем тӑрӑх пурӑнма пулӑшӗ. Вӑл пулӑшнипе пирӗнпе нимӗнле йӗркесӗрлӗх те хуҫаланма пултараймӗ (Пс. 118:133).

Пирӗн ӑшра ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑл тымар ярсан, ӑна тымарӗпех тӑпӑлтарса кӑлармалла (6-мӗш абзаца пӑхӑр.)

«ВӖРЕНТНИНЕ ТУСА ТӐРАКАНСЕМ ПУЛӐР»

7. Турӑ Сӑмахӗ пире аскӑн шухӑшсенчен сыхланма мӗнле пулӑшать?

7 Эпир Иеговӑна пулӑшу ыйтса кӗлтӑватпӑр пулсан, вӑл пире хӑйӗн Сӑмахӗ, Библи, урлӑ хуравлать. Турӑ Сӑмахӗнчи ӑслӑлӑх  «чӑн малтанах — таса» (Иак. 3:17, ҪХ). Библие кашни кун вуланипе тата мӗн вулани ҫинчен шухӑшланипе эпир хамӑр ӑстӑна аскӑн шухӑшсене кӗме памастпӑр (Пс. 18:8, 12; 118:9, 11). Унсӑр пуҫне Библире ҫылӑхлӑ шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн каяссинчен сыхланма пулӑшакан тӗслӗхсем тата ятарлӑ канашсем пур.

8, 9. а) Аскӑн хӗрарӑмӑн серепине пӗр ҫамрӑк мӗнле лекнӗ? ӑ) Ытарӑшсем кӗнекенчи 7-мӗш сыпӑкра асӑрхаттарса каланисем хальхи вӑхӑтра мӗнле-мӗнле лару-тӑруран сыхланма пулӑшаҫҫӗ?

8 Ытарӑшсем 5:8-мӗшӗнче каланӑ: «Хӑвӑн ҫулна ҫав [аскӑн] арӑмран аякра тыт, унӑн алӑкӗ патне ан ҫывӑхар». Ҫак канаша шута илменни мӗнле хӑрушлӑх кӳме пултарни ҫинчен Ытарӑшсем кӗнекинчи 7-мӗш сыпӑкра ҫырса панӑ. Унта эпир аскӑн хӗрарӑм ҫуртӗнчен инҫех мар пӗр ҫамрӑк уҫӑлса ҫӳреме тухни ҫинчен вулатпӑр. Кун каҫалла сулӑннӑ. Урам кӗтессинче ун патне «аскӑнчӑк арӑм пек тумланнӑ» хӗрарӑм пырса тӑрать. Вӑл ӑна ярса тытать те чуптума пуҫлать. Унӑн илӗртӳллӗ сӑмахӗсем ҫамрӑк ӑшӗнче аскӑн шухӑш-кӑмӑл ҫуратаҫҫӗ, вӑл вара ҫав кӑмӑла сирсе яма хал ҫитереймест. Вара вӗсем аскӑн ӗҫ тӑваҫҫӗ. Тен, ҫав ҫамрӑкӑн ҫылӑх тӑвас шухӑш та пулман. Вӑл пурнӑҫ тутине пӗлсех кайман, ӑса та кӗрсе ҫитеймен. Ҫав-ҫавах унӑн хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн сиен курма тиветех. Эх, вӑл хӑйне ҫав хӗрарӑмран аякра тытнӑ пулсанччӗ! (Ытар. 7:6—27.)

 9 Хӑш-пӗр чухне эпир хамӑр ӑшра тӗрӗс мар кӑмӑл-туйӑм ҫуратма пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнманнипе хамӑра ӑссӑрла тытмастпӑр-и? Сӑмахран, каҫхине телевизорпа час-часах аскӑн ӗҫе кӑтартакан фильмсемпе кӑларӑмсем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та мӗн-мӗн кӑтартнине курас тесе тӗлли-паллисӗр пӗр каналтан теприн ҫине куҫни хӑрушӑ пулма пултарать. Ҫавӑн пекех интернетра пӗр сайтран тепӗр сайта тӗлсӗр куҫнипе порнографие пӑхма е аскӑн ӗҫ тума сӗнекен сайтсене е чатсене кӗрес хӑрушлӑх пур. Ҫавӑн пек чухне эпир хамӑр ӑшра ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑл ҫуратма пултаракан япаласене курма пултаратпӑр, ҫавна пула эпир, тен, Иеговӑна та итлеме пӑрахӑпӑр.

10. Мӗншӗн якӑлтатса ҫӳрени хӑрушӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

10 Библире арҫынсемпе хӗрарӑмсен хӑйсене пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалли ҫинчен те канашсем панӑ. (1 Тимофей 5:2 вуласа пар.) Ҫак канашсем тӑрӑх, якӑлтатса ҫӳреме юрамасть. Камӑн умӗнче те пулин пит-куҫа вылятса, явкаланса тӑрса тата ясаррӑн пӑхса якӑлтатнинче ним япӑххи те ҫук тесе шутлаҫҫӗ хӑш-пӗрисем — вӗт вӗсем пӗр-пӗрне сӗртӗнмеҫҫӗ-ҫке. Анчах та икӗ ҫын пӗр-пӗрин умӗнче якӑлтатса тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсен ҫылӑх тӑвас шухӑш ҫуралма пултарать, ҫакна пула вӗсем аскӑн ӗҫ те тума пултарӗҫ. Ҫакӑн пекки унччен те пулнӑ, апла-тӑк халӗ те пулма пултарать.

11. Иосиф мӗнле чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ?

11 Иосиф пире лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ. Иосифа хӑйӗн хуҫин, Потифарӑн, арӑмӗ аскӑн ӗҫ тума илӗртме хӑтланса пӑхсан, Иосиф ӑна хӑйӗн ҫумне ҫулӑхма паман. Анчах та хуҫа арӑмӗ парӑнасшӑн пулман. Вӑл Иосифа куллен-кун хӑйӗнпе пӗрле тӑрса юлма ыйтнӑ (Пулт. 39:7, 8, 10). Пӗр библеист каланӑ тӑрӑх, Потифар арӑмӗ, тӗрӗссипе каласан, Иосиф пӗрремӗш утӑм тӑвасса шанса: «Айта, кӑштах пӗрле пулар»,— тенӗ. Анчах та Иосиф хӑйӗнпе ҫав хӗрарӑма якӑлтатма паман, хӑй те унпа якӑлтатман. Ҫапла вӑл хӑйӗн чӗринче ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑла тымар яма паман. Ҫав хӗрарӑм хӑйӗнпе ӑна ар ҫыхӑнӑвне кӗртме тӑрсан, Иосиф тӳрех «хӑйӗн тумтирне унӑн аллинче хӑварса чупса тухса кайнӑ» (Пулт. 39:12).

12. Эпир мӗн ҫине пӑхни пирӗн чӗре ҫине витӗм кӳме пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

12 Эпир мӗн ҫине пӑхни пирӗн чӗре ҫине витӗм кӳрсе ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑл ҫуратма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ Иисус. Вӑл каланӑ: «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матф. 5:28). Давид патшапа шӑп ҫавӑн пекки пулса тухнӑ та. Вӑл ҫуртӑн лаптак тӑрринчен «шыва кӗрекен хӗрарӑма курах кайнӑ» (2 Патш. 11:2). Вӑл ҫав хӗрарӑм ҫинчен куҫне илмен, ҫылӑхлӑ шухӑшӗсене пуҫран кӑларса пӑрахман. Ҫавна пула вӑл урӑх ҫын арӑмне хапсӑнма пуҫланӑ, юлашкинчен вара унпа аскӑн ӗҫ тунӑ.

13. Мӗншӗн пирӗн хамӑр куҫпа сӑмах татмалла тата ҫакӑ мӗне пӗлтерет?

13 Аскӑн шухӑшсене пуҫран кӑларса пӑрахас тетпӗр пулсан, пирӗн Иовран тӗслӗх илмелле. Вӑл каланӑ: «Эпӗ хамӑн куҫӑмпа сӑмах татрӑм» (Иов 31:1, 7, 9). Иов пекех, эпир никам ҫине те нихӑҫан та ясаррӑн пӑхас мар тесен пирӗн татӑклӑ шут тытмалла. Ҫакӑ вӑл эпир аскӑнла ӳкерчӗксене курсанах — вӗсене компьютер экранӗ, реклама щичӗ, журнал хуплашки ҫинче е тата ӑҫта та пулин куртӑмӑр-и — ҫавӑнтан тӳрех куҫа илӗпӗр тенине пӗлтерет.

14. Нравственность енчен таса пулас тесен пирӗн мӗн тумалла?

14 Тен, ҫак статьяна вуланӑ май эсир ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑлпа тата ытларах кӗрешме кирлине ӑнланса илтӗр. Сирӗн улшӑнусем тумалла пулсан, ҫавна тӳрех тӑвӑр! Ҫылӑха  кӗрес мар тата нравственность енчен таса пулас тесен Турӑ Сӑмахӗнчи канашсене хапӑл тусах тытса тӑрӑр. (Иаков 1:21—25 вуласа пар.)

ПУХУРИ СТАРЕЙШИНӐСЕНЕ «ЧӖНСЕ КИЛТЕРТӖР»

15. Пире аскӑн шухӑш-кӑмӑлпа кӗрешме йывӑр пулсан, мӗншӗн пирӗн пулӑшу ыйтмалла?

15 Сире аскӑн шухӑш-кӑмӑлпа кӗрешме йывӑр пулсан, Иеговӑшӑн чылай вӑхӑт хушши ӗҫлекен тата Турӑ Сӑмахӗ тӑрӑх лайӑх канаш пама пултаракан пухури тӑванпа калаҫса пӑхӑр. Вӑтантарма пултаракан ыйтусене ыттисемпе сӳтсе явма, паллах ӗнтӗ, ҫӑмӑлах мар. Анчах та хӑюлӑха пухса хамӑра канӑҫ паман йывӑрлӑха чӑнлӑхра ҫирӗп тӑракан христианина каласа парсан, эпир хамӑрӑн ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑла тӳрре кӑларас тесе сӑлтав шырамӑпӑр (Ытар. 18:1; Евр. 3:12, 13). Ҫав христианин пире мӗнле улшӑнусем тума кирлине ӑнланса илме пулӑшӗ. Вара ҫак улшӑнусене тунипе эпир Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑха упраса хӑварма пултарӑпӑр.

16, 17. а) Ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑлпа кӗрешекенсене старейшинӑсем мӗнле пулӑшма пултараҫҫӗ? Тӗслӗх илсе парӑр. ӑ) Мӗншӗн порнографи пӑхакансен тӳрех пулӑшу ыйтмалла?

16 Уйрӑмах пире пухури старейшинӑсем пулӑшма пултараҫҫӗ. (Иаков 5:13—15 вуласа пар.) Бразилири пӗр ҫамрӑк ҫын ҫылӑх тӑвас шухӑш-кӑмӑлпа нумай ҫул кӗрешнӗ. Вӑл калать: «Эпӗ хамӑн шухӑшсем Иеговӑна юрӑхлӑ пулманнине пӗлнӗ, анчах та ҫакӑн ҫинчен кама та пулин каласа пама мана намӑсчӗ». Телее, унӑн пухӑвӗнчи пӗр тимлӗ старейшина ӑна пулӑшу кирлине асӑрханӑ та старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма сӗннӗ. Ҫав ҫамрӑк ҫын аса илет: «Старейшинӑсем хӑйсене манпа мӗнле ыррӑн тытни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем мана мӗн пӑшӑрхантарнине ҫавӑн пек ӑнланасса эпӗ шанманччӗ. Вӗсем мана тимлӗ итлерӗҫ. Вӗсем Библипе усӑ курса Иегова мана юратать тесе шантарчӗҫ, вара манпа пӗрле кӗлтурӗҫ. Ҫакна пула мана вӗсем Библи тӑрӑх панӑ канаша йышӑнма ҫӑмӑлрах пулчӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫак ҫамрӑк арҫын тӑван хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетнӗ. Вӑл калать: «Хамӑрӑн йывӑрлӑхсемпе пӗччен кӗрешес вырӑнне пулӑшу ыйтма кирлине халӗ эпӗ питӗ лайӑх ӑнланатӑп».

17 Порнографи пӑхас йӑла пур пулсан, пирӗн тӳрех пулӑшу ыйтмалла. Эпир пулӑшу ыйтма мӗн чухлӗ тӑхтаса тӑратпӑр, аскӑн ӗҫ тӑвас хӑрушлӑх ҫавӑн чухлӗ пысӑкрах пулӗ. Ҫак ҫылӑх вара ыттисене сиен кӳрӗ, Иеговӑн ятне те чыссӑрлатӗ. Иеговӑна юрӑхлӑ пулас, ҫавӑн пекех христиансен пухӑвӗнче тӑрса юлас килни нумайӑшне старейшинӑсенчен пулӑшу ыйтма тата вӗсен канашне йышӑнма хавхалантарнӑ (Иак. 1:15; Пс. 140:5; Евр. 12:5, 6).

НРАВСТВЕННОСТЬ ЕНЧЕН ТАСА ПУЛМА ҪИРӖП ШУТ ТЫТӐР!

18. Эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Ҫак тӗнче ҫылӑх ӑшне путсах-путсах пырать, ҫав вӑхӑтрах Иеговӑн ӗҫлекенӗсем хӑйсен шухӑшӗсене таса упрас тата Туррӑн нравственность нормисемпе килӗшӳллӗ пурӑнас тесе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ. Ҫакӑншӑн Иегова питӗ савӑнать паллах! Ҫавӑнпа та пирӗнтен кашни хӑйӗнпе Иегова хушшинчи ҫирӗп хутшӑнусене упраса хӑварма тата вӑл хӑйӗн Сӑмахӗпе христиансен пухӑвӗ урлӑ парса тӑракан канашсене тытса тӑма ҫирӗп шут тыттӑр. Хамӑра нравственность енчен таса тытнипе эпир телейлӗ пулӑпӑр, совесть те пирӗн таса пулӗ (Пс. 118:5, 6). Вара пуласлӑхра, Сатанана тӗп тунӑ хыҫҫӑн, эпир Туррӑн таса ҫӗнӗ тӗнчинче ӗмӗр-ӗмӗрӗпе пурӑнӑпӑр.