Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 июнь

«Кингсли ҫакна тума пултарчӗ тӑк, эпӗ те пултарӑп!»

«Кингсли ҫакна тума пултарчӗ тӑк, эпӗ те пултарӑп!»

КИНГСЛИЕ хулпуҫҫинчен лӑпкаса илнӗ хыҫҫӑн вӑл Библи вулама пуҫлать. Ҫакӑ — Теократи ӗҫӗн шкулӗнчи унӑн пӗрремӗш заданийӗ. Вӑл пӗр такӑнмасӑр кашни сӑмаха уҫӑмлӑн калать. Анчах та тӑхтӑр-ха! Мӗншӗн вӑл Библие пӑхмасть?

Кингсли Шри-Ланкара пурӑнать, вӑл суккӑр. Ҫавӑн пекех япӑх илтет тата инвалид креслипе ҫеҫ куҫса ҫӳреме пултарать. Мӗнле майпа вӑл Иегова ҫинчен пӗлме тата Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑнма пултарнӑ? Ҫакӑн ҫинчен каласа пама мана ирӗк парсамӑр.

Эпӗ Кингслие пӗрремӗш хут курсан, вӑл Библири чӑнлӑха пӗлесшӗн ҫунни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Кунччен вӑл темиҫе Свидетельпе Библи вӗреннӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн вӗренмелли кӗнеки самаях лӳчӗркенсе пӗтнӗччӗ. Эпӗ ӑна хампа Библи вӗренме сӗнсен, вӑл килӗшрӗ. Анчах та эпир икӗ йывӑрлӑхпа тӗл пултӑмӑр.

Пӗрремӗшӗнчен, Кингсли ваттисемпе инвалидсен ҫуртӗнче пурӑнатчӗ. Вӑл лайӑх илтсех кайманран тата тавралла яланах шав тӑнӑран манӑн хытӑрах калаҫма тиветчӗ. Ҫавӑнпа  та Библи вӗренӗвӗсене ирттернӗ чухне ваттисен ҫуртӗнче пире пурте тенӗ пекех илтетчӗҫ!

Иккӗмӗшӗнчен, Кингсли вӗренме пӗрре ларсан сахал пӗлӳ кӑна ӑша хывма пултаратчӗ. Вӗренӳ тухӑҫлӑрах пултӑр тесе вӑл тӑрӑшса хатӗрленетчӗ. Кингсли вӗренмелли материала малтанах темиҫе хут вуласа тухатчӗ, Брайль шрифчӗпе ҫырнӑ хӑйӗн Библири сӑвӑ йӗркисене шыраса тупатчӗ, унтан вара ыйтусем ҫине мӗнле хурав памаллине ӑсра шутласа хуратчӗ. Ҫак меслет питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Вӗреннӗ чухне вӑл кавир ҫинче урисене хӗресле хуҫлатса ларатчӗ, мӗн вӗреннине хыттӑн ӑнлантарса панӑ чухне хумханнипе урая аллисемпе пӑтӑртаттаратчӗ. Кӗҫех эпир эрнере икӗ хут вӗренме пуҫларӑмӑр, кашни заняти икӗ сехете тӑсӑлатчӗ!

ТӖЛПУЛУСЕНЕ ҪӲРЕНИ ТАТА ВӖСЕНЧЕ ХУТШӐННИ

Кингсли тата Пол

Кингсли Патшалӑх залӗнче иртекен тӗлпулусене питӗ ҫӳресшӗнччӗ, анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар пулнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн инвалид кресли ҫине ларма, унтан машина ҫине ларса Патшалӑх залне ҫитме пултарайман. Анчах та пухури тӑвансем нумайӑшӗ ӑна черетпе хаваспах пулӑшатчӗҫ. Тӗлпулура Кингсли динамике хӑлхи патӗнче тытса тимлӗ итлетчӗ, хуравсем те паратчӗ!

Пӗр вӑхӑт вӗреннӗ хыҫҫӑн Кингсли Теократи ӗҫӗн шкулне ҫырӑнасшӑн пулчӗ. Хӑйӗн пӗрремӗш заданине тӑвас умӗн икӗ эрне маларах эпӗ унран Библи вулама хатӗрленетӗн-и тесе ыйтрӑм. Вӑл татӑклӑн хуравларӗ: «Ҫапла, тӑванӑм, эпӗ 30 хут хатӗрлентӗм». Эпӗ ӑна вӑй хунӑшӑн мухтаса илтӗм те саспа вуласа пама ыйтрӑм. Вӑл хӑйӗн Библине уҫрӗ, пӳрнисене Брайль шрифчӗ ҫине хучӗ те вулама пуҫларӗ. Анчах та ку хутӗнче вӑл пӳрнисемпе йӗрлесе пымарӗ. Вӑл Библири ҫав вырӑна пӑхмасӑр вӗреннӗ!

Хам мӗн курнине ӗненмесӗр пӑхса тӑнӑ чухне манӑн куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Эпӗ Кингслирен мӗнле эсӗ 30 хут вуласа тухнипех лайӑх астуса юлма пултартӑн тесе ыйтрӑм. Вӑл каларӗ: «Ҫук-ҫке, эпӗ кунне 30 хут хатӗрлентӗм». Уйӑх ытла вӑл кашни кун кавир ҫинче ларса вуламалли пӗтӗм текста астуса юличчен ҫине-ҫинех вуланӑ.

Унтан вара Патшалӑх залӗнче унӑн пуху умӗнче тухса вуламалли кун ҫитрӗ. Кингсли вуласа пӗтерсен пухури тӑвансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ, нумайӑшӗ вара вӑл ҫавӑн пек ҫине тӑнине кура макӑрса ячӗҫ. Пӗр хӗрарӑм тӑван, ытлашши хумханнине пула заданисем тума пӑрахнӑскер, каллех Шкула ҫырӑнчӗ. Мӗншӗн? Вӑл каланӑ: «Кингсли ҫакна тума пултарчӗ тӑк, эпӗ те пултарӑп!»

2008 ҫулхи сентябрӗн 6-мӗшӗнче, Библие виҫӗ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн, Кингсли хӑйне Иеговӑна халалланине кӑтартса шыва кӗчӗ. Вӑл мӗн виличченех, 2014 ҫулхи майӑн 13-мӗшӗччен, шанчӑклӑ Свидетель пулнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинчи райра ҫирӗп сывлӑхлӑ пулса тулли вӑйпа Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑрасса шаннӑ (Ис. 35:5, 6). (Каласа параканӗ — Пол Макманус.)