Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 май

Кам ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах парать, ҫавӑн евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр

Кам ӗмӗрлӗх пурнӑҫ пама сӑмах парать, ҫавӑн евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр

«Турӑ евӗрлӗ пулма тӑрӑшӑр — эсир Унӑн юратнӑ ачисем-ҫке» (ЭФ. 5:1).

1. Мӗнле пултарулӑх пире Туррӑн лайӑх енӗсене кӑтартма пулӑшать?

ҪЫНСЕН мӗн пурӑнса ирттерме тивнӗ, ҫавӑн пекки пирӗнпе нихӑҫан пулман пулсан та, эпир вӗсем мӗн туйма пултарнине ӑнланма пултаратпӑр. Ҫак пултарулӑха пире Иегова панӑ. (Эфес 5:1, 2 вуласа пар.) Ҫак пултарулӑхпа мӗнле тӗрӗс усӑ курма пулать тата вӑл сиен ан кӳтӗр тесен мӗн тумалла?

2. Эпир асапланнӑ чухне Иегова мӗн туять тата ҫакӑ ӑна мӗн тума хавхалантарать?

2 Турӑ хӑйӗн ӗҫлекенӗсене чаплӑ пуласлӑх туса пама сӑмах парать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем пӗлӗтре вилӗмсӗр пурнӑҫ илӗҫ, «урӑх сурӑхсем» — ҫӗр ҫинчи ӗмӗрлӗх пурнӑҫа (Иоанн 10:16; 17:3; 1 Кор. 15:53). Паллах ӗнтӗ, пӗлӗтри вилӗмсӗр пурнӑҫра та, ҫӗр ҫинчи райра та эпир халӗ тӗл пулакан йывӑрлӑхсем пулмӗҫ. Ҫав-ҫавах Иегова пирӗн хальхи хуйхӑ-суйха пӗлет. Ӗлӗк израильтянсем Египетра чурасем пулнӑ чухне мӗнле хӗн курни Иеговӑна питӗ хурлантарнӑ. Тӗрӗссипе  каласан, «вӗсем асапланнӑ чухне, ҫакӑ ӑна та асаплантарнӑ» (Ис. 63:9, ҪТ). Еврейсем темиҫе ӗмӗр иртсен, храма ҫӗнӗрен туса лартма тӑрӑшнӑ чухне, хӑйсене хирӗҫ тӑракан тӑшмансенчен хӑраса тӑнӑ. Ҫавӑн чухне Турӑ вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире тӗкӗнекен Унӑн [«манӑн», ҪТ] куҫ шӑрҫине те тӗкӗнет» (Зах. 2:8). Амӑшӗ хӑйӗн ачине ҫепӗҫҫӗн юратнӑ пекех, Иегова та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене ҫепӗҫҫӗн юратать, ҫакӑ вара ӑна вӗсемшӗн ырӑ тума хавхалантарать (Ис. 49:15). Эппин, Иегова хӑйне ыттисем вырӑнне лартма пултарать теме пулать, вӑл вара пире те ҫавӑн пек пултарулӑх панӑ (Пс. 102:13, 14).

ТУРРӐН ЮРАТӐВНЕ ИИСУС МӖНЛЕ КӐТАРТСА ТӐНӐ

3. Иисус хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнине мӗн кӑтартса парать?

3 Иисус ҫынсен хуйхине ӑнланнӑ, хӑй тӳссе курман йывӑрлӑхсемпе асапланакан ҫынсен хуйхине те. Сӑмахран, ҫав вӑхӑтра ахаль ҫынсем хӑйсене улталакан тата хӑйсен пурнӑҫне шутласа кӑларнӑ ӳкӗтсемпе йывӑрлатакан тӗн пуҫлӑхӗсенчен хӑранӑ (Матф. 23:4; Марк 7:1—5; Иоанн 7:13). Иисус нихӑҫан та ҫав тӗн пуҫлӑхӗсенчен хӑраман пулин те тата вӗсен суйине ӗненмен пулин те, ҫынсем мӗн туйнине вӑл ӑнланма пултарнӑ. Ҫавӑнпа та «халӑх ушкӑнӗсене курсан Иисус вӗсене хӗрхеннӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫынсем, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем пек, асапланса пӗтнӗ, вӑйран сулӑннӑ пулнӑ» (Матф. 9:36). Иисус хӑйӗн Ашшӗ пекех ҫынсене юратнӑ, «хӗрхенекен кӑмӑллӑ» пулнӑ (Пс. 102:8).

4. Ҫынсем асапланнине курсан Иисус мӗн туйнӑ тата ҫакӑ ӑна мӗн тума хавхалантарнӑ?

4 Ҫынсем асапланнине курсан Иисус вӗсене юратнӑран пулӑшнӑ. Ҫапла тунипе вӑл хӑйӗн Ашшӗн юратӑвне питӗ лайӑх кӑтартса тӑнӑ. Пӗррехинче ырӑ хыпара чылай вӑхӑт хушши сарнӑ хыҫҫӑн Иисус хӑйӗн апостолӗсемпе ҫын ҫук ҫӗре кайса кӑштах канасшӑн пулнӑ. Анчах та хӑйне нумай ҫын кӗтсе тӑнине курсан вӑл вӗсене хӗрхеннӗ, вара «вӗсене чылай вӗрентнӗ» (Марк 6:30, 31, 34).

ИЕГОВА ПЕК ЮРАТМА ВӖРЕНЕС ТЕСЕ МӖН ТУМА ПУЛАТЬ

5, 6. Иегова пек юратма вӗренес тесен пирӗн мӗн тумалла? Тӗслӗх илсе парӑр. (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

5 Иегова пек юратма вӗренес тесен пирӗн мӗн тумалла? Пӗр тӗслӗх пӑхса тухар. Сӑмахран, пӗр ҫамрӑк христианин, эпир ӑна Алан тесе чӗнӗпӗр, ватӑ арҫын тӑван ҫинчен шухӑшлать тейӗпӗр. Ҫав тӑвана куҫӗ япӑх курнӑран вулама йывӑр, ҫавӑн пекех ырӑ хыпара килтен киле сармашкӑн утса ҫӳреме те ҫӑмӑлах мар. Алана Иисусӑн ҫак сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр» (Лука 6:31). «Эпӗ ҫынсене хамшӑн мӗн тутарасшӑн? — шухӑшлать Алан.— Тӗрӗссипе каласан, вӗсене хампа мечӗкле выляттарас килет!» Анчах та ватӑ арҫын тӑван унпа мечӗк хӑвалама пултарӗ-ши? Ҫавӑнпа та Аланӑн хӑйне ҫакӑн пек ыйту памалла: «Эпӗ ҫав арҫын тӑван вырӑнӗнче пулнӑ пулсан, манӑн ыттисене хамшӑн мӗн тутарас килнӗ пулӗччӗ?»

6 Алан ҫамрӑк пулин те, хӑйне ватлӑхра мӗнле туйма пултарнине ӑсра ӳкерме пултарать. Вӑл ватӑ арҫын тӑвана тимлӗ сӑнать, итлет. Вӑл ҫав арҫын тӑвана Библи вулама е ырӑ хыпар сарнӑ чухне килтен киле утса ҫӳреме йывӑр пулнине майӗпен ӑнланма пуҫлать. Алан ватӑ христианин мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнине ӑнланса пынӑ май ӑна пулӑшу кирлине курать, вара унӑн ӑна пулӑшас килсе каять. Эпир те ҫакна тума пултаратпӑр. Турӑ пек юратма вӗренес тесен пирӗн хамӑра ыттисен вырӑнне лартмалла (1 Кор. 12:26).

Иегова пек юратма вӗренӗр (7-мӗш абзаца пӑхӑр.)

7. Ыттисен хуйхине ӑнланас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

7 Ҫынсен хуйхине ӑнланма яланах ҫӑмӑл мар. Нумайӑшӗ эпир нихӑҫан та тӳссе  курман йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать. Пӗрисем суранланса юлнӑран, чирлӗ е ватӑ пулнӑран асапланаҫҫӗ. Теприсем депрессипе, ӑшра пӗр канӑҫлӑх та ҫуккипе тата унччен мӑшкӑл тӳсме тивнипе ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсемпе кӗрешеҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ачисене пӗччен пӑхса ӳстереҫҫӗ е вӗсен ҫемйинче Иеговӑшӑн ӗҫлекен ҫынсем ҫук. Анчах та эпир вӗсене юратнине кӑтартасшӑн тата пулӑшасшӑн. Ҫакна эпир мӗнле тума пултаратпӑр? Кашни ҫынна мӗн кирли тӗрлӗрен пулма пултарать. Ҫавӑнпа та эпир ҫынна тимлӗ итлетпӗр тата унӑн туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшатпӑр пулсан, ӑна мӗнле пулӑшу кирлине курӑпӑр. Вара эпир, тен, ӑна Иегова унӑн йывӑрлӑхӗсем ҫине мӗнле пӑхнине аса илтерӗпӗр е уншӑн мӗн те пулин усӑллине тӑвӑпӑр. Ҫаксене тунипе эпир Иегова пек пулса пыратпӑр. (Рим 12:15; 1 Петр 3:8 вуласа пар.)

ИЕГОВА ПЕК ЫРӐ ПУЛМА ТӐРӐШӐР

8. Иисуса ырӑ пулма мӗн пулӑшнӑ?

8 Иисус каланӑ: «Ҫӳлти Турӑ... пархатарсӑррисемшӗн те, усаллисемшӗн те ырӑ» (Лука 6:35). Турӑ Ывӑлӗ хӑйӗн Ашшӗ пекех ырӑ пулнӑ. Иисуса ҫынсемпе ырӑ пулма мӗн пулӑшнӑ? Вӑл хӑйӗн сӑмахӗсемпе ӗҫӗсем ҫынсен туйӑмӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшланӑ. Сӑмахран, пӗррехинче ун патне ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пырса тӑрса йӗре-йӗре унӑн урисене куҫҫулӗпе йӗпетнӗ. Иисус ҫак хӗрарӑм питӗ хытӑ ӳкӗннине курнӑ та хӑйне унпа ыррӑн тытмасан ҫав хӗрарӑм хӑйне тата япӑхрах туйма пултарнине ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ӑна мухтаса илнӗ те унӑн ҫылӑхне каҫарнӑ. Фарисейсенчен пӗри ҫакӑнпа кӑмӑлсӑр пулнине кӑтартсан, Иисус унпа та ыррӑн калаҫнӑ (Лука 7:36—48).

9. Иегова пек ырӑ пулма пире мӗн пулӑшӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

9 Иегова пек ырӑ пулас тесен эпир мӗн тума пултаратпӑр? Павел апостол ҫырнӑ: «Ҫӳлхуҫа чурийӗн хирӗҫес пулмасть, унӑн пуринпе те ӑшӑ кӑмӑллӑ [е «сӑпайлӑ», ҪХ] пулмалла» (2 Тим. 2:24). Ӑшӑ кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ ҫын ыттисене кӳрентерес мар тесе мӗн тумаллине пӗлет. Сӑмахран, аяларах илсе панӑ лару-тӑрусенче мӗнле ырӑ пулма пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Ӗҫре сирӗн пуҫлӑх хӑйӗн тивӗҫӗсене лайӑхах тумасть. Эсир хӑвӑра мӗнле тытнӑ пулӑттӑр? Темиҫе уйӑх пулман хыҫҫӑн арҫын тӑван пухӑва килет. Эсир ӑна мӗн каланӑ пулӑттӑр? Сӑваплӑ ӗҫре сире ҫын ҫапла калать: «Сирӗнпе калаҫма манӑн халӗ вӑхӑт ҫук». Эсир унӑн туйӑмӗсене шута илӗр-ши? Арӑму сирӗнтен ыйтать: «Шӑматкун хӑв мӗн тӑвасшӑн пулнине мана мӗншӗн пӗлтермерӗн?» Эсир ӑна ыррӑн хуравланӑ пулӑттӑр-и? Пирӗн ыттисен туйӑмӗсене тата хамӑр сӑмахсем вӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарнине ӑнланма тӑрӑшмалла, вара эпир, Иегова пек ырӑ пулас тесе, мӗн каламаллипе мӗн тумаллине пӗлӗпӗр. (Ытарӑшсем 15:28 вуласа пар.)

ИЕГОВӐН ӐСЛӐЛӐХНЕ ПУРНӐҪРА КӐТАРТМА ТӐРӐШӐР

10, 11. Иеговӑн ӑслӑлӑхне хамӑр пурнӑҫра кӑтартма пире мӗн пулӑшӗ? Тӗслӗх илсе парӑр.

10 Иеговӑн ӑслӑлӑхӗ виҫесӗр пысӑк, ҫавӑнпа та вӑл, кӑмӑл тусан, малашне мӗн пулассине курма пултарать. Эпир малашне мӗн пулассине пӗлместпӗр пулин те, пурпӗр ӑслӑлӑха кӑтартма пултаратпӑр. Мӗнле майпа? Пӗр-пӗр йышӑну тӑвас умӗн ҫакӑ хамӑр е ыттисем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарни ҫинчен шухӑшласа пӑхма пултаратпӑр. Пирӗн израильтянсем пек пулмалла мар. Вӗсем хӑйсем Иеговӑна итлеменни мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшламан. Ҫавӑнпа Моисей израильтянсем хӑйсемшӗн Турӑ мӗн туса панине пӑхмасӑрах усал ӗҫсем тӑвассине пӗлнӗ. Вӑл Израилӗн пӗтӗм пухӑвӗ умӗнче юрӑри ҫак сӑмахсене каланӑ: «Вӗсем  ӗнтӗ — ӑс-тӑнне ҫухатнӑ халӑх, вӗсем шухӑшлама та пӗлмеҫҫӗ. Ах, сӗмленес-шухӑшлас пулсассӑн, хӑйсене мӗн пуласса ӑнкарас пулсассӑн!» (Сак. аст. 31:29, 30; 32:28, 29.)

11 Туррӑн ӑслӑлӑхне хамӑр пурнӑҫра кӑтартас тесен пирӗн хамӑр ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшламалла е ӑна куҫ умне кӑларса тӑратмалла. Сӑмахран, эсир хӗрпе каччӑ пек тӗл пулма пуҫларӑр пулсан, ар ҫыхӑнӑвне кӗресси питӗ вӑйлӑ пулнине сирӗн ӑнланмалла. Ҫавӑнпа та Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене мӗн сиен кӳме пултарать, ҫавсене нихӑшне те ан тӑвӑр! Ун вырӑнне мӗн те пулин тӑвас умӗн Библири ҫак канаша тимлӗр: «Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын инкеке курать те — пытанать; пурӑнӑҫа пӗлменнисем малалла каяҫҫӗ те — асап кураҫҫӗ» (Ытар. 22:3).

СИЕНЛӖ ӖМӖТ-ШУХӐШСЕНЧЕН СЫХЛАНӐР

12. Хамӑрӑн ӗмӗт-шухӑшсем пире мӗнле сиен кӳме пултараҫҫӗ?

12 Ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын ӗмӗт-шухӑшсем вут-ҫулӑм евӗрлӗ пулма пултарнине пӗлет. Вутпа тӗрӗс усӑ курсан, вӑл усӑ парать: ун ҫинче апат пӗҫерме пулать. Анчах вут-ҫулӑм алхасса кайсан вилӗм кӳрет: вӑл ҫурта тӗппипех ҫунтарса ярса унти ҫынсене вӗлерме пултарать. Ҫавӑн пекех эпир Иегова ҫинчен мӗн пӗлни пирки шухӑшлатпӑр пулсан, ҫакӑ пире усӑ парать. Анчах та эпир аскӑн ӗҫ ҫинчен шухӑшласах тӑратпӑр пулсан тата ҫав япӑх ӗҫсене мӗнле тӑвассине ӑсра ӳкеретпӗр пулсан, ҫакӑ пире сиен кӳме пултарать. Сӑмахран, ҫылӑхлӑ ӗҫсем тӑвасси ҫинчен шухӑшласси йӑлана кӗрсе пырать пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир ҫавӑн пек ӗмӗт-шухӑша, тен, пурнӑҫа та кӗртӗпӗр. Чӑнах та, аскӑнла шухӑшсем пирӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене пӗтерме пултараҫҫӗ. (Иаков 1:14, 15 вуласа пар.)

13. Ева хӑйӗн ӗмӗтӗнче мӗнле пуласлӑх ӳкернӗ пулмалла?

13 Пӗрремӗш хӗрарӑм, Ева, «ырӑпа усала пӗлтерекен йывӑҫ» ҫинчи ҫиме юраман ҫимӗҫе ҫиесси пирки мӗнле ӗмӗтленме пуҫланине пӑхса тухар (Пулт. 2:16, 17). Ҫӗлен ӑна каланӑ: «Ҫук, вилместӗр, Турӑ пӗлсе тӑрать: эсир ҫав ҫимӗҫе ҫисе пӑхнӑ кун сирӗн куҫӑрсем уҫӑлӗҫ те, вара эсир ырӑпа усала пӗлекен турӑсем пек пулатӑр». «Йывӑҫӗ апат валли те лайӑх... куҫпа пӑхма та хитре» пулнине Ева курнӑ. Ҫакӑ мӗн патне илсе ҫитернӗ? «Арӑм... унӑн ҫимӗҫне татса ҫинӗ; тата упӑшкине те панӑ, вӑл та ҫинӗ» (Пулт. 3:1—6). Сатана каланӑ шухӑш Евӑна килӗшнӗ курӑнать: никам та ӑна ку ырӑ, ку усал тесе каламӗ, ҫакна вӑл хӑех тӑвӗ. Ҫакӑн пек шухӑшлани калама ҫук пысӑк сиен кӳнӗ! Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн упӑшки те ҫылӑх тунӑ. Ҫапла вара «ҫылӑх тӗнчене... кӗнӗ, ҫылӑхпа пӗрле вилӗм те килнӗ» (Рим 5:12).

14. Аскӑн ӗҫ пирки пире Библи мӗн тесе асӑрхаттарать?

 14 Ева Эдемра тунӑ ҫылӑх аскӑн ӗҫпе ҫыхӑнман. Анчах та Иисус аскӑнла шухӑшсемпе киленни питӗ хӑрушӑ пулма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Вӑл каланӑ: «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матф. 5:28). Ҫавӑн пекех Павел та асӑрхаттарнӑ: «Ӳт мӗн тӑвас килнине мӗнле пурнӑҫламалли ҫинчен ан шухӑшлӑр» (Рим 13:14, ҪТ).

15. Пирӗн мӗнле мул пухмалла тата мӗншӗн?

15 Ҫын пуясшӑн ӗмӗтленет пулсан, ҫав вӑхӑтрах Турра юраса пурӑнасси ҫинчен сахал шухӑшлать пулсан, ҫакӑ та ӑна хӑрушлӑх кӳме пултарать. Ҫын пуян пулсан та, укҫи-тенки ӑна пурпӗр чӑн-чӑн хӳтлӗх пама пултараймасть (Ытар. 18:11). Нумай пурлӑх пухнӑ, анчах та хӑйӗн пурнӑҫӗнче Иеговӑна мала хуман ҫын ҫинчен Иисус ӑссӑр тенӗ, мӗншӗн тесен ҫав ҫын Турӑ умӗнче пуян пулман (Лука 12:16—21). Эпир хамӑр валли «тӳпере пурлӑх» пухатпӑр пулсан тата Иеговӑна юрӑхлине туса тӑратпӑр пулсан, ӑна савӑнтаратпӑр, хамӑра та телейлӗ тӑватпӑр (Матф. 6:20; Ытар. 27:11). Иеговӑпа хамӑр хушӑри ҫывӑх хутшӑнусем, паллах ӗнтӗ, пирӗншӗн чи хаклӑ мул.

КАНӐҪСӐР ШУХӐШСЕНЕ ПУССА ИЛМЕ АН ПАРӐР

16. Канӑҫа ҫухатсан пире мӗн пулӑшма пултарать?

16 Эпир «ҫӗр ҫинче... пурлӑх» пухасшӑн ҫунатпӑр пулсан, пирӗн пурнӑҫ мӗн тери канӑҫсӑр пулнӑ пулӗччӗ (Матф. 6:19). Иисус пӗр тӗслӗхпе усӑ курса «ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни» Патшалӑх ҫинчен калакан сӑмаха хупласа илме пултарать тесе палӑртнӑ (Матф. 13:18, 19, 22). Хӑш-пӗрисем хӑйсемпе пӗр-пӗр инкек сиксе тухма пултарасси ҫинчен пӗрмаях шухӑшласа ҫӳреҫҫӗ. Анчах та пире канӑҫсӑр шухӑшсем пусса илсен, эпир чирлесе ӳкме пултаратпӑр е тен, Иеговӑна та сахалрах ӗненме пуҫлӑпӑр. Ун вырӑнне пирӗн хамӑра Иегова пулӑшасса шанса тӑмалла. Библире «канӑҫсӑрлӑх ҫыннӑн чӗрине хавшатать, ырӑ сӑмах вара чӗрене савӑнтарать» тесе каланӑ (Ытар. 12:25, ҪТ). Ҫавӑнпа та сире мӗн те пулин канӑҫ памасть пулсан, ҫакӑн пирки Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗпе: аҫу-аннӳпе, мӑшӑрупа, ҫывӑх тусупа — калаҫса пӑхӑр. Вӗсемпе калаҫни вара, тен, сире Иеговӑна шанма хавхалантарӗ тата сахалрах пӑшӑрханма пулӑшӗ.

17. Канӑҫа ҫухатсан Иегова пире мӗнле пулӑшать?

17 Пире мӗн канӑҫ паманнине Иегова ӑнланнӑ пек никам та ӑнланаймасть. «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр [е ан пӑшӑрханӑр],— тесе ҫырнӑ Павел,— кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр, вара Турӑ сире нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх парса, Христоспа пӗрлештерсе сирӗн чун-чӗрӗре, сирӗн ӑстӑнӑра сыхласа усрӗ» (Флп. 4:6, 7). Ҫавӑнпа та эсир канӑҫа ҫухатрӑр пулсан, Иегова сире хӑйӗнпе сирӗн хушӑри туслӑха ҫирӗп тумашкӑн мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен шухӑшлӑр. Вӑл сире пухури тӑвансем, старейшинӑсем, ӑслӑ та шанчӑклӑ чура, ангелсем тата Иисус урлӑ пулӑшу парса тӑрать.

18. Ӑсра сӑнарсем ӳкерме пултарни пире мӗнле пулӑшма пултарать?

18 Ӑсра сӑнарсем ӳкерме пултарни пире Иеговӑн лайӑх енӗсене, калӑпӑр, унӑн юратӑвне, хамӑр пурнӑҫра кӑтартма пулӑшнине эпир куртӑмӑр (1 Тим. 1:11; 1 Иоанн 4:8). Эпир ыттисене юрататпӑр тата вӗсемпе хамӑра ыррӑн тытатпӑр пулсан, хамӑр ӗҫсем мӗн патне илсе ҫитерме пултарни ҫинчен шухӑшлатпӑр тата хамӑра мӗн канӑҫ паманнипе кӗрешетпӗр пулсан, телейлӗ пулӑпӑр. Патшалӑх ертсе пынӑ чухне пуласлӑхра пирӗн пурнӑҫ мӗнле пулассине куҫ умне кӑларса тӑратар та юрату, ырӑлӑх тата ӑслӑлӑх кӑтартас тӗлӗшрен хамӑрӑн телейлӗ Турӑ, Иегова, пек пулма тӑрӑшар (Рим 12:12).