Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 май

Сыхӑ тӑрӑр! Сатана сире ҫӑтасшӑн ҫӳрет

Сыхӑ тӑрӑр! Сатана сире ҫӑтасшӑн ҫӳрет

«Сыхӑ тӑрӑр: сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» (1 ПЕТР 5:8).

1. Пӗр ангел мӗнле майпа Сатана пулса тӑнине ӑнлантарса парӑр.

ТАХҪАН унӑн хӑйӗнпе Турӑ хушшинче лайӑх хутшӑнусем пулнӑ. Анчах та пӗррехинче ҫак ангелӑн ҫынсене хӑйне пуҫҫаптарас кӑмӑл ҫуралнӑ. Ҫак тӗрӗс мар шухӑша сирсе ярас вырӑнне вӑл ун ҫинчен ытларах шухӑшлама пуҫланӑ, ҫакӑ вара юлашкинчен ҫылӑх патне илсе ҫитернӗ (Иаков 1:14, 15). Эпир ҫак ангелӑн малтанхи ятне пӗлместпӗр, анчах та халӗ ӑна Сатана тесе чӗнетпӗр. Вӑл «чӑнлӑхра тӑрайман», Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленӗ тата «ултав ашшӗ» пулса тӑнӑ (Иоанн 8:44, ҪС).

2, 3. «Сатана», «Шуйттан», «ҫӗлен» тата «аҫтаха» сӑмахсем Иеговӑн чи хаяр тӑшманӗ пирки мӗн уҫса параҫҫӗ?

2 Иеговӑна хирӗҫ пӑлхав ҫӗкленипе Сатана унӑн чи хаяр тӑшманӗ пулса тӑнӑ, ҫавӑн пекех вӑл ҫынсене те кураймасть. Библире Сатанана мӗнле ятсем пани вӑл питӗ пӑсӑлса-ирсӗрленсе кайнине кӑтартса парать. «Сатана» текен сӑмах «хирӗҫ тӑракан» тенине пӗлтерет, ҫакӑ вара ҫак усал сывлӑш Туррӑн аслӑ влаҫӗ майлӑ тӑрас вырӑнне ҫав влаҫа курайманнине, хаяррӑн хирӗҫ тӑнине кӑтартса парать. Сатана пуринчен ытла Иеговӑн влаҫӗ пӗттӗр тет.

3 Ӳлӗмхине 12:9-мӗшӗнче Сатана пирки Шуйттан тенӗ,  ку вара «элекҫӗ» тенине пӗлтерет. Ҫакӑ пире Сатана Иеговӑна суеҫӗ тесе айӑпланине аса илтерет. «Авалхи ҫӗлен» текен сӑмах ҫаврӑнӑшне илтсен Сатана Эдемра ҫӗленпе усӑ курса Евӑна мӗнле улталани аса килет. «Аслӑ аҫтаха» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ те Сатанана вӑл тискер, хаяр тата усал пулнине, ҫавӑн пекех вӑл Иегова мӗн тума шутласа хунине пурнӑҫа кӗртме парасшӑн мар тата Туррӑн халӑхне тӗп тӑвасшӑн пулнине питӗ лайӑх сӑнласа парать.

4. Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

4 Апла пулсан, Сатана — пирӗн айӑпсӑрлӑха пӑсма пултаракан чи пысӑк хӑрушлӑх. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Библи пире ҫапла асӑрхаттарать: «Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр: сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» (1 Петр 5:8). Ҫак асӑрхаттарӑва асра тытнӑ май эпир ку статьяра Сатанан виҫӗ уйрӑмлӑхне пӑхса тухӑпӑр. Ҫав уйрӑмлӑхсене пӗлни пире Иеговӑпа унӑн халӑхӗн чи хаяр тӑшманне мӗншӗн хирӗҫ тӑма кирлине кӑтартса парӗ.

САТАНА ХӐВАТЛӐ

5, 6. а) Ангелсем «вӑйпа хӑватлӑ» пулнине кӑтартакан тӗслӗхсене илсе парӑр. ӑ) Сатана пирки «вилӗм пуҫлӑхӗ» тенине мӗнле ӑнланмалла?

5 Ангелсем — «вӑйпа хӑватлисем» (Пс. 102:20, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫул). Вӗсем ҫынсенчен чылай ӑслӑрах та, вӑйлӑрах та. Турра шанчӑклӑ ангелсем хӑйсен вӑйӗпе ырӑ тума усӑ кураҫҫӗ. Сӑмахран, пӗррехинче Иеговӑн ангелӗ Ассири ҫарӗнчи 185 000 салтака тӗп тунӑ. Ҫакна пӗр ҫын та хӑй тӗллӗн тума пултараймасть, ҫаршӑн та ҫакӑ ҫӑмӑлах мар пулнӑ пулӗччӗ (4 Патш. 19:35). Тепрехинче ангел хӑйӗн хӑватлӑ вӑйӗпе тата пултарулӑхӗпе усӑ курса Иисусӑн апостолӗсене тӗрмерен ирӗке кӑларнӑ. Хуралҫӑсем ҫывӑхрах тӑнӑ пулин те, вӗсем ҫав ангел алӑксене уҫса апостолсене ирӗке кӑларнине, унтан вӗсем хыҫҫӑн алӑксене питӗрсе хунине асӑрхаман та! (Ап. ӗҫ. 5:18—23.)

6 Шанчӑклӑ ангелсем хӑйсен вӑйӗпе ырӑ тума усӑ кураҫҫӗ, Сатана — усал тума. Унӑн хӑвачӗ вара питӗ пысӑк! Библире Сатана пирки «ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ» тата «ҫак тӗнченӗн турри» тенӗ (Иоанн 12:31; 2 Кор. 4:4). Ун пирки «вилӗм пуҫлӑхӗ» тесе те каланӑ (Евр. 2:14). Ҫакӑ вӑл Сатана хӑй ҫынсене пурне те вӗлерет тенине пӗлтермест. Апла пулсан ҫакна мӗнле ӑнланмалла? Пӗрремӗшӗнчен, ҫак тӗнче Сатанан курайманлӑхӗпе тата хаярлӑхӗпе тулнӑ. Иккӗмӗшӗнчен, Ева Сатанан суйине ӗненнӗрен тата Адам пӗлсе тӑрсах Турра итлеменрен ҫылӑхпа вилӗм пур ҫын ҫине те куҫнӑ (Рим 5:12). Ҫавӑнпа ӗнтӗ Шуйттан пирки «вилӗм пуҫлӑхӗ» теме пулать. Иисус ун ҫинчен мӗн каланӑ, вӑл чӑнах та ҫавах — «ҫын вӗлерекен» (Иоанн 8:44, ҪХ). Чӑнах та, Сатана, пирӗн тӑшман, питӗ хӑватлӑ!

7. Демонсем хӑйсен вӑйӗпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

7 Сатанана хирӗҫ тӑнӑ чухне эпир Туррӑн аслӑ влаҫӗ пирки ҫӗкленӗ ыйтура Сатана майлисене те хирӗҫ тӑратпӑр. Шуйттан майлисем шутне демонсем тесе чӗнекен пӑлхавҫӑ ангелсен пысӑк ушкӑнӗ те кӗрет (Ӳлӗм. 12:3, 4). Ҫак демонсем хӑйсен пысӑк хӑвачӗпе хӑйсем асаплантаракан ҫынсене хӗн кӑтартас тесе усӑ кураҫҫӗ (Матф. 8:28—32; Марк 5:1—5). Ҫак усал ангелсем тата вӗсен пуҫлӑхӗ мӗнле хӑватлӑ пулнине нихӑҫан та ан манӑр (Матф. 9:34). Иегова пулӑшмасӑр эпир Сатанана нихӑҫан та ҫӗнтереймӗпӗр.

САТАНА ХӖРХЕНМЕ ПӖЛМЕСТ

8. а) Сатанан мӗнле тӗллев? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Ҫак тӗнче Сатана пекех хӗрхенме пӗлменнине эсир ӑҫтан куратӑр?

8 Петр апостол Сатанана «ахӑрса ҫӳрекен арӑсланпа» танлаштарнӑ. Пӗр справочникра  «ахӑрса» тесе куҫарнӑ грек сӑмахӗ «выҫӑ тискер чӗрчун мӗкӗрнине-хӑрлатнине» пӗлтерет тенӗ. Ҫакӑ Сатанан хаяр та усал кӑмӑлне питӗ лайӑх сӑнласа парать! Пӗтӗм тӗнче ун аллинче пулин те, вӑл тата нумайрах тупӑш ярса илесшӗн ҫунать (1 Иоанн 5:19). Ҫак тӗнче уншӑн «ҫырткаламалли» кӑна. Чӑннипе вара, Сатана «тӗп апата» хапсӑнать — святой сывлӑшпа суйласа лартнисене, хальлӗхе ҫӗр ҫинче пурӑнаканнисене, тата вӗсемпе пӗрле ӗҫлекен «урӑх сурӑхсене» (Иоанн 10:16; Ӳлӗм. 12:17). Сатана Иеговӑн халӑхне пӗтересшӗн. Чӑн христиансене пӗрремӗш ӗмӗртен пуҫласа халичченех хӗсӗрлесе тӑни Сатана пачах хӗрхенме пӗлменнине кӑтартса парать.

9, 10. а) Туррӑн тӗллевне пурнӑҫланма парас мар тесе Сатана Израиль халӑхӗ ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? (Тӗслӗхсем илсе парӑр.) ӑ) Мӗншӗн Сатана авалхи Израиле витӗм кӳме тӑрӑшнӑ? б) Иеговӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗ те пулин йывӑр ҫылӑх тусан, сирӗн шутпа, Шуйттан мӗн туять?

9 Туррӑн тӗллевне пурнӑҫланма парас мар тесе Сатана хӑйӗн хаярлӑхне тепӗр майлӑ та кӑтартать. Выҫӑ арӑслан хӑйӗн тупӑшне шеллесе тӑмасть. Вӑл ӑна тытсан ним хӗрхенмесӗр вӗлерет. Ҫавӑн пекех Сатана та кама ҫӑтса ярасшӑн, ҫавсене пӗртте шеллемест. Сӑмахран, авалхи израильтянсем аскӑн ӗҫпе ҫӑткӑнлӑхӑн капкӑнне лексен Сатана ӑҫта пулнӑ? Зимрин ирсӗрлӗхӗ тата Гиезийӗн ҫӑткӑнлӑхӗ мӗнле инкек патне илсе ҫитерни ҫинчен вуланӑ чухне эсир ҫав ахӑрса ҫӳрекен арӑслан хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗшӗн савӑннине «куратӑр-и»? (Йыша шутл. 25:6—8, 14, 15; 4 Патш. 5:20—27.)

Иеговӑн пӗр-пӗр ӗҫлекенӗ ҫылӑх тусан Сатана питӗ савӑнать (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

10 Сатана авалхи Израиле ахальтен мар витӗм кӳресшӗн пулнӑ. Вӗт шӑп ҫак халӑхран Мессия — Сатанана ҫапса ҫӗмӗрекен тата Иеговӑн аслӑ влаҫне тӳрре кӑларакан — тухмалла пулнӑ (Пулт. 3:15). Израильтянсене Турӑ ан ырлатӑр тенӗ Сатана, ҫавӑнпа вӑл вӗсене ҫылӑхпа ирсӗрлетес тесе мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ. Давид аскӑн ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн Сатана уншӑн куляннӑ тесе ан шутлӑр. Моисей Пама пулнӑ ҫӗре кӗме тивӗҫлӗ мар пулса тӑрсан, вӑл уншӑн пӗртте хурланман. Пачах урӑхла, Туррӑн ӗҫлекенӗсенчен хӑшӗ те пулин йывӑр ҫылӑх тусан вӑл савӑнать. Ҫакӑ вара ӑна Иеговӑна ӳпкелесе илме май парать (Ытар. 27:11).

11. Мӗншӗн Сатана Саррӑна йывӑрлӑхсем кӳрсе тӑнӑ?

 11 Мессия тухмалла пулнӑ ӑрӑва Сатана уйрӑмах курайман. Сӑмахран, Иегова Авраама санран «аслӑ халӑх» кӑларӑп тесе каланӑ хыҫҫӑнах мӗн пулса иртнине пӑхса тухар-ха (Пулт. 12:1—3). Авраампа Сарра Египетра пулнӑ чухне фараон Саррӑна хӑйӗн килне илнӗ, ҫакна вӑл ӑна хӑйӗн арӑмӗ тӑвас тесе тунӑ пулас. Анчах Иегова хута кӗнӗ те Саррӑна ҫак йывӑрлӑхран хӑтарнӑ. (Пултарни 12:14—20 вуласа пар.) Ҫавӑн пеккиех Исаак ҫураличчен кӑшт маларах Герар хулинче пулса иртнӗ (Пулт. 20:1—7). Ҫакӑ Сатанана пула сиксе тухнӑ-и? Чатӑрсенче пурӑнас тесе Ур ятлӑ пуян хулана хӑварнӑ Саррӑна фараонӑн тата Авимелехӑн чаплӑ керменӗсем илӗртме пултарасса шаннӑ-ши вӑл? Ҫав патшасене качча тухас тесе Сарра хӑйӗн упӑшкине, Иеговӑна та сутса ярӗ тесе шутланӑ-ши Сатана? Библире ҫакӑн пирки нимӗн те каламан, анчах та Сарра пама пулнӑ вӑрлӑх тухмалли ӑрӑвӑн амӑшӗ пулма тивӗҫлӗ мар пулса тӑнӑ пулсан, ҫакӑншӑн Сатана питӗ савӑннӑ пулӗччӗ тесе шутлама пирӗн сӑлтавсем ҫителӗклӗ. Ҫак лайӑх хӗрарӑмӑн ырӑ ячӗ вараланма, унӑн мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ арканма тата унпа Иегова хушшинчи хутшӑнусем пӑсӑлма пултарни Сатанана пачах та пӑшӑрхантарман. Чӑнах та, Сатана пӗртте хӗрхенме пӗлмест!

12, 13. а) Иисус ҫуралнӑ хыҫҫӑн Сатана хӑйӗн хаярлӑхӗпе чунсӑрлӑхне мӗнле кӑтартнӑ? ӑ) Сирӗн шутпа Иеговӑна юратакан тата уншӑн ӗҫлеме тӑрӑшакан ҫамрӑксем ҫине Сатана мӗнле пӑхать?

12 Авраам хыҫҫӑн темиҫе ӗмӗр иртсен Иисус ҫуралнӑ. Ҫак пӗчӗк ача Сатанан кӑмӑлне ҫемҫетсе янӑ тесе шутлама кирлӗ мар. Ҫак тин кӑна ҫуралнӑ ача ӳссе ҫитсен пама пулнӑ Мессия пулса тӑрасса пӗлнӗ вӑл. Чӑнах та, Иисус Авраам вӑрлӑхӗн тӗп пайӗ пулнӑ, унӑн каярахпа «шуйттан ӗҫне» аркатмалла пулнӑ (1 Иоанн 3:8). Пӗчӗк ачана вӗлересси чунсӑрла хӑтланни тесе шутланӑ-ши Сатана? Ҫук. Шуйттан мӗн ыррипе мӗн усаллине пӑхса тӑмасть — уншӑн пурпӗрех. Вӑл пӗчӗкҫӗ Иисуса тӳрех тӗп тӑвас тенӗ. Ҫакна вӑл мӗнле тӑвасшӑн пулнӑ?

13 Пӗррехинче Ирод патша патне ҫӑлтӑрҫӑсем, е астрологсем, пынӑ та: «Иудейсен халӗ ҫуралнӑ Патши ӑҫта?» — тесе ыйтнӑ. Ҫакна илтсен Ирод ҫилленсе кайнӑ та пӗчӗк ачана вӗлерме шут тытнӑ (Матф. 2:1—3, 13). Хӑй мӗн шутласа хунине тӑвас тесе вӑл Вифлеемпе ун таврашӗнчи икӗ ҫулхисенчен пуҫласа унтан кӗҫӗнрех арҫын ачасене пурне те вӗлерсе тухма хушнӑ. (Матфей 2:13—18 вуласа пар.) Пӗчӗк Иисус вилӗмрен ҫӑлӑнса юлнӑ. Анчах та ҫак хӑрушӑ ӗҫсем пире Сатана ҫинчен мӗн уҫса параҫҫӗ? Шуйттан ҫын пурнӑҫне пӗртте хакламасть. Вӑл пӗчӗк ачасене те шеллемест. Чӑнах та, Сатана — «ахӑрса ҫӳрекен арӑслан». Вӑл никама та хӗрхенмест, ҫакна нихӑҫан та ан манӑр!

САТАНА — УЛТАВҪӐ

14, 15. Мӗнле майпа Сатана ҫынсен «ӑсне... туйми тунӑ»?

14 Сатана ултавпа кӑна ҫынсене Иеговӑна, юратакан Турра, хирӗҫ ҫавӑрма пултарать (1 Иоанн 4:8). Шуйттан намӑса пӗлмесӗр суйса ҫынсене Турӑпа ҫывӑхланма кирлине ӑнланса илме памасть (Матф. 5:3, ҪТ). Вӑл ҫынсем «Христос мухтавӗ ҫинчен каланӑ Ырӑ Хыпар ҫутине ан курччӑр тесе, вӗсенӗн ӑсне... туйми тунӑ; Христос вара — курӑнми Туррӑн сӑнарӗ» (2 Кор. 4:4).

15 Сатанан ҫынсене улталамалли чи витӗмлӗ майӗ вӑл — суя тӗн. Иегова «кӗвӗҫекен Турӑ», урӑхла каласан, хӑйне кӑна чунтан парӑнса пурӑнма ыйтакан Турӑ, пулнине  вӑл пӗлет (Тух. 20:5). Ҫавӑнпа та ҫынсем ваттисене, ҫутҫанталӑка, чӗрчунсене — Иеговӑсӑр пуҫне урӑх кама та пулин е мӗне те пулин — пуҫҫапнӑ чухне Сатана питӗ савӑнать пулас. Турра тӗрӗс пуҫҫапатпӑр тесе шутлакансенчен нумайӑшӗ, тӗрӗссипе каласан, суя тӗн вӗрентӗвӗсен тата усӑсӑр йӑла-йӗркесен тыткӑнне лекнӗ. Авалхи израильтянсемпе те ҫавнашкалах пулнӑ, ҫавӑнпа та Иегова вӗсене пулӑшас тесе ҫапла каланӑ: «Апат мар япалашӑн сирӗн мӗншӗн кӗмӗл виҫсе памалла-ха? тӑрантарман япалашӑн сирӗн мӗншӗн хӑвӑр ӗҫлесе илнине памалла-ха? Мана тимлӗн тӑнлӑр, вара пахине ҫийӗр, сирӗн чунӑр ҫупа тутӑ пултӑр» (Ис. 55:2).

16, 17. а) Мӗншӗн Иисус Петра «кай Ман патӑмран, шуйттан» тенӗ? ӑ) Сатана пире сыхӑ тӑма пӑрахтарас тесе мӗнле улталама пултарать?

16 Иеговӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсене те Сатана улталама пултарать. Пӗррехинче Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑйне кӗҫех вӗлересси ҫинчен пӗлтернӗ. Петр апостол, ырӑ тӑвас тесех, ӑна аяккалла чӗнсе илнӗ те каланӑ: «Хӑвна хӗрхен, Ҫӳлхуҫамӑр! Санпала унашкалли ан пултӑрччӗ!» Иисус ӑна татӑклӑн хуравланӑ: «Кай Ман патӑмран, шуйттан!» (Матф. 16:22, 23.) Мӗншӗн Иисус Петра Шуйттан тенӗ? Иисус мӗн пулассине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Кӗҫех унӑн хӑйӗн пурнӑҫне тӳлесе илмелли парне пек памалла пулнӑ, ҫакӑ Шуйттан суеҫӗ пулнине ҫирӗплетсе панӑ пулӗччӗ. Этемлӗх историйӗнчи ҫак пӗлтерӗшлӗ вӑхӑтра Иисусӑн хӑйне хӗрхенсе тӑмалла мар пулнӑ. Сатана ҫавӑн чухне Иисус сыхӑ тӑма пӑрахассине кӑна кӗтсе тӑнӑ.

17 Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт питӗ ҫывӑх, ҫавӑнпа эпир те ҫӑмӑлах мар вӑхӑтра пурӑнатпӑр. Сатана пире сыхӑ тӑма пӑрахтарасшӑн, ҫавӑн пекех пире хӑвӑра хӗрхенӗр тата ҫак тӗнчере «ӑшӑ вырӑн» тупса канлӗн пурӑнӑр тет. Ҫапла вӑл пире эпир мӗнле вӑхӑтра пурӑннине мантарса ярасшӑн. Хӑвӑрпа ҫакӑн пеккине пулма ан парӑр! Ун вырӑнне «сыхӑ тӑрӑр»! (Матф. 24:42.) Пӗтес вӑхӑт халех мар-ха е ҫак йӗркесӗр тӗнче нихӑҫан та пӗтмест тесе суясшӑн пире Сатана. Ан ӗненӗр ӑна!

18, 19. а) Сатана пире хамӑр пирки мӗнле суяна ӗнентерме хӑтланать? ӑ) Иегова пире сыхӑ тӑма мӗнле пулӑшать?

18 Сатана пире тепӗр майлӑ та улталама хӑтланать. Вӑл пире эпир Иеговӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар тата пирӗн ҫылӑхсене Турӑ нихӑҫан та каҫармасть тесе ӗнентересшӗн. Ҫаксем пурте — Сатанан сӗмсӗр суйи. Тӗрӗссипе каласан, кам чӑннипе Туррӑн юратӑвне тивӗҫлӗ мар? Сатана. Камӑн ҫылӑхӗсене Турӑ нихӑҫан та каҫармӗ? Сатанан ҫылӑхӗсене. Библи пире ҫапла шантарса калать: «Турӑ тӳрӗ, Вӑл сирӗн ӗҫӗре, эсир юратнӑран тӑрӑшнине [«хӑйӗн ятне юратнине», ҪТ] манмӗ» (Евр. 6:10). Иегова эпир хӑйне юрас тесе мӗн тунине пурне те хаклать тата пирӗн сӑваплӑ ӗҫ нихӑҫан та харама каймӗ. (1 Коринф 15:58 вуласа пар.) Ҫавӑнпа та Сатанана хӑвӑра улталама ан парӑр!

19 Сатана хӑватлӑ, хаяр та чунсӑр тата ултавҫӑ пулнине куртӑмӑр эпир. Ҫавӑн пек хӑрушӑ тӑшманпа кӗрешнӗ чухне ӑна мӗнле ҫӗнтерме пулать? Пирӗн хӳтлӗх пур. Иегова пире хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ Сатанан меслечӗсене кӑтартса парать, ҫавӑнпа «эпир шуйттан мӗнле сӑтӑрланине пӗлетпӗр» (2 Кор. 2:11). Эпир Сатана пирӗн ҫине мӗнле тапӑннине ӑнланатпӑр пулсан, пире сыхӑ тӑма ҫӑмӑлрах пулӗ. Анчах та Сатанан меслечӗсене пӗлни ҫеҫ ҫителӗклӗ мар. Библире каланӑ: «Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ» (Иак. 4:7). Тепӗр статьяра эпир Сатанана мӗнле виҫӗ енчен ҫӗнтерме пултарнине пӑхса тухӑпӑр.