Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 май

Эсир Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерме пултаратӑр!

Эсир Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерме пултаратӑр!

«Эсир ҫирӗп ӗненсе шуйттана хирӗҫ тӑрӑр» (1 ПЕТР 5:9).

1. а) Мӗншӗн халӗ Сатанапа тата хытӑрах кӗрешмелле? ӑ) Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерме пултарнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

САТАНА ҫӗр ҫинче пурӑнакан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе тата «урӑх сурӑхсемпе» вӑрҫӑ вӑрҫать (Иоанн 10:16). Шуйттанӑн вӑхӑчӗ сахал юлнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Иеговӑн ӗҫлекенӗсене май ҫитнӗ таран нумайӑшне ҫӑтса ярасшӑн. (Ӳлӗмхине 12:9, 12 вуласа пар.) Эпир Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерме пултаратпӑр-и? Паллах! Библире каланӑ: «Шуйттана хирӗҫ тӑрӑр, вӑл вара сирӗнтен тарӗ» (Иак. 4:7).

2, 3. а) Мӗншӗн Сатана хӑй пуррине ҫынсене ӗнентересшӗн мар? ӑ) Сатана чӑнах та пуррине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

2 Сатана чӑнах та пур тени нумайӑшне кулӑшла пек туйӑнать. Вӗсемшӗн Сатанапа демонсем кӗнекесенчи, сехрене хӑптаракан фильмсенчи тата видео-вӑйӑсенчи шутласа кӑларнӑ сӑнарсем ҫеҫ. Ҫак ҫынсем нимле йӗркеллӗ ҫын та усал сывлӑшсене ӗненмӗ тесе шутлаҫҫӗ. Сатанана хӑйне тата хӑйӗн демонӗсене юмахри сӑнарсем вырӑнне хуни пӑшӑрхантарать-и? Ҫук! Сатанана хӑй пуррине ӗненмен ҫынсене улталама ҫӑмӑлрах (2 Кор. 4:4). Сатана ҫынсене ырӑпа усал сывлӑшсем ҫук тесе ӗнентерме тӑрӑшать. Ҫакӑ вара унӑн ҫынсене улталамалли майсенчен пӗри.

3 Анчах та эпир, Иеговӑн ӗҫлекенӗсем, улталанман. Шуйттан  чӑнах та пуррине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен вӑл Евӑпа ҫӗлен урлӑ калаҫнӑ (Пулт. 3:1—5). Вӑл Иеговӑпа калаҫнӑ чухне Иова хурласа-айӑпласа пӗтернӗ (Иов 1:9—12). Иисуса илӗртекенни те вӑлах пулнӑ (Матф. 4:1—10). Иисус 1914 ҫулта патшана ларсан Шуйттан ҫӗр ҫинчи святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе «ҫапӑҫма кайнӑ» (Ӳлӗм. 12:17). Ҫак вӑрҫӑ халӗ те пырать-ха, Сатана вара святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансемпе урӑх сурӑхсен ӗненӗвне пӗтерме тӑрӑшать. Ҫак ҫапӑҫура ҫӗнтерес тесен Сатанана пирӗн хирӗҫ тӑмалла тата хытӑ ӗненмелле. Ҫак статьяра эпир ҫакна тумалли виҫӗ мая пӑхса тухӑпӑр.

МӐНКӐМӐЛЛӐХРАН СЫХЛАНӐР

4. Сатана хӑй питӗ мӑнкӑмӑллӑ пулнине мӗнле кӑтартнӑ?

4 Сатанан мӑнкӑмӑллӑхӗ калама ҫук пысӑк. Вӑл Иеговӑн влаҫа тытса тӑма ирӗк ҫук теме хӑйнӑ тата хӑй турӑ пулса тӑрасшӑн пулнӑ. Вӑл — мӑнкӑмӑллӑхпа каппайлӑхӑн тӗслӗхӗ. Ҫавӑнпа та эпир мӑнкӑмӑллӑхран сыхланнипе тата хамӑра кӗҫӗне хума вӗренсе пынипе Сатанана хирӗҫ тӑма пултаратпӑр. (1 Петр 5:5 вуласа пар.)

5, 6. а) Харпӑр хӑйне виҫеллӗ хисеплени япӑх-и? Ӑнлантарса парӑр. ӑ) Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсем мӑнкӑмӑллӑх хӑрушӑ пулнине мӗнле кӑтартса параҫҫӗ?

5 Харпӑр хӑйне виҫеллӗ шаннинче, хисепленинче тата хамӑр е ҫывӑх ҫынсем тунӑ ҫитӗнӳсемпе тулли кӑмӑллӑ пулнинче ним япӑххи те ҫук. Павел апостол Фессалоникӑри христиансем патне ҫапла ҫырнӑ: «Эпир Турра ӗненекенсем умӗнче сирӗнпе — эсир мӗнле чӑтӑмлӑ пулнипе, хӑвӑра хӗсӗрленӗ вӑхӑтра, тӗрлӗ хӗн-хур тӳснӗ чухне эсир епле ӗненсе тӑнипе — мухтанатпӑр» (2 Фес. 1:4). Эппин, ыттисем е хамӑр тунӑ ҫитӗнӳсемпе хӑш-пӗр енчен мухтаннинче ним япӑххи те ҫук. Пирӗн хамӑр мӗнле ҫемьере, мӗнле культурӑра тата ӑҫта ҫитӗнсе ӳснинчен вӑтанса тӑмалла мар (Ап. ӗҫ. 21:39).

6 Тепӗр енчен илес пулсан, пирӗнпе ыттисем хушшинчи хутшӑнусене тата Иеговӑпа пирӗн хушӑри туслӑха аркатма пултаракан мӑнкӑмӑллӑх пур. Ҫавӑн пек мӑнкӑмӑллӑха пула эпир хамӑра канаш панӑ чухне тарӑхма, ҫавӑн пекех хамӑра кӗҫӗне хурса ҫак канаша йышӑнас вырӑнне ӑна сирсе яма пултаратпӑр (Пс. 140:5). Ҫавнашкал мӑнкӑмӑллӑха «хамӑра ытлашши мӑнна хуни тата ыттисене ним вырӑнне те хуманни; каппайлӑх, мӑнаҫланса ҫӳрени» тесе ӑнлантарса параҫҫӗ. Иегова мӑнкӑмӑллӑха кураймасть (Иез. 33:28; Ам. 6:8). Анчах та Сатанана ҫынсем хӑйсемпе вӗҫкӗнленсе мухтаннине курма килӗшет пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл хӑй калама ҫук мӑнкӑмӑллӑ. Нимродӑн, Египет фараонӗн тата Авессаломӑн — мӑнкӑмӑллӑхӑн серепине лекнӗскерсен — вӗҫкӗн сӑмахӗсене илтсе Сатана мӗн тери савӑннӑ пулас! (Пулт. 10:8, 9; Тух. 5:1, 2; 2 Патш. 15:4—6.) Каин та мӑнкӑмӑллӑха пула Турӑпа хӑйӗн хушшинчи хутшӑнусене пӗтернӗ. Иегова хӑй ӑна канаш панӑ, анчах та Каин ӑна тимлемен, мӗншӗн тесен питӗ мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ. Турӑ асӑрхаттарса каланине вӑл пӗлсе тӑрсах итлемен, ҫакӑ вара инкек патне илсе ҫитернӗ (Пулт. 4:6—8).

7, 8. а) Мӗн вӑл расизм тата вӑл мӑнкӑмӑллӑхпа мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Мӑнкӑмӑллӑх пухури мире мӗнле аркатма пултарнине ӑнлантарса парӑр.

7 Хальхи вӑхӑтра мӑнкӑмӑллӑх нумай сиен кӳрет. Хӑш-пӗр чухне ҫак япӑх ен расизмпа алла-аллӑн пырать теме пулать. Словарьсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, расизм вӑл урӑх раса ҫыннисенчен йӗрӗнни е вӗсене курайманни, пӗр расӑри ҫынсем ытти раса ҫыннисенчен пултаруллӑрах тесе тата ҫынсем «аслӑ» расӑпа «кӗҫӗн» расӑсем ҫине пайланса тӑраҫҫӗ тесе шутлани. Расизм хирӗҫтерсе-вӑрҫтарса  ярать, ӑна пула вӑрҫӑсем пуҫланаҫҫӗ тата нумай юн тӑкӑнать.

8 Паллах ӗнтӗ, христиансем хушшинче ҫакӑн пекки пулмалла мар. Ҫав-ҫавах хӑш-пӗр чухне мӑнкӑмӑллӑха пула пухури тӑвансем хушшинче харкашусем пулкалаҫҫӗ, вӗсем вара хӑвӑрт виҫерен тухса кайма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекки малтанхи христиансен пухӑвӗнче те пулнӑ пулмалла, ҫавӑнпа ӗнтӗ, Иаков вӗсене ҫакӑн пек шухӑшлаттаракан ыйту панӑ: «Тӑшманлӑ тӑрасси, харкашса пурӑнасси ӑҫтан тухать сирӗн?» (Иак. 4:1.) Пире кам та пулин килӗшсех каймасть пулсан е хамӑра ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлатпӑр пулсан, эпир вӗсене сиен кӳме пултаракан сӑмахсем калама е ӗҫсем тума пултаратпӑр (Ытар. 12:18). Чӑнах та, мӑнкӑмӑллӑх пухури мире аркатма пултарать.

9. Мӗнле майпа Библи пире расизмпа тата ытти йышши мӑнкӑмӑллӑхпа кӗрешме пулӑшать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

9 Пирӗн хамӑра ыттисенчен лайӑхрах тесе шутлас йӑла пур пулсан, ҫакна асра тытар: «Кирек хӑш мӑнаҫлӑ [мӑнкӑмӑллӑ] ҫын та — Ҫӳлхуҫа умӗнче ирсӗрлӗх» (Ытар. 16:5). Ҫавӑн пекех пирӗн хамӑра тӗрӗслесе пӑхас тесе хамӑра ҫакӑн пек ыйту памалла: «Эпӗ хама ытти раса, халӑх тата культура ҫыннисенчен лайӑхрах тесе шутлатӑп-и?» Пирӗн ҫавӑн пек шухӑш пур пулсан, эпир Турӑ «мӗнпур этем йӑхне пӗр юнран [«этемрен», ҪХ] ӗрчетсе» янине шута хумастпӑр (Ап. ӗҫ. 17:26). Апла пулсан, эпир пурте пӗр раса ҫыннисем, мӗншӗн тесен пур ҫын та Адамран пуҫланса кайнӑ. Эппин, «аслӑ» е «кӗҫӗн» расӑсем пур тесе шутлани чӑнах та питӗ ӑссӑрла. Ҫавӑн пек шухӑшланипе эпир Сатанана хамӑр хушӑри христианла юратупа пӗрлӗхе аркатма панӑ пулӑттӑмӑр (Иоанн 13:35). Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерес тесен пирӗн кирек мӗнле мӑнкӑмӑллӑхран та сыхланмалла (Ытар. 16:18).

УКҪА-ТЕНКӖПЕ ПУРЛӐХШӐН ҪУНАССИНЧЕН ТАТА ТӖНЧЕНЕ ЮРАТАССИНЧЕН СЫХЛАНӐР

10, 11. а) Мӗншӗн ҫак тӗнчене ҫӑмӑллӑнах юратса пӑрахма пулать? ӑ) Димаса ҫак тӗнчене юратни мӗн патне илсе ҫитернӗ?

10 Сатана — «ҫак тӗнче пуҫлӑхӗ» тата вӑл ҫак тӗнчене хӑй аллинче тытса тӑрать (Иоанн 12:31; 1 Иоанн 5:19). Ҫавӑнпа та ҫак тӗнче мӗн сӗнет, ҫавсенчен нумайӑшӗ Библи нормисене хирӗҫлет. Паллах ӗнтӗ, ҫак тӗнчере мӗн пурри пурте япӑх мар. Анчах та Сатана пире ҫылӑх тума хӗтӗртес тесе ҫак тӗнче урлӑ пирӗн кӑмӑл-туйӑмсем ҫине витӗм кӳме хӑтланса пӑхатех. Ҫавӑн пекех вӑл пире ҫак тӗнчене юратма пуҫлаттарасшӑн тата Иеговӑна пуҫҫапма пӑрахтарасшӑн. (1 Иоанн 2:15, 16 вуласа пар.)

11 Пӗрремӗш ӗмӗрти хӑш-пӗр христиансем ҫак тӗнчене юратма пуҫланӑ курӑнать. Сӑмахран, Павел апостол ҫырнӑ: «Димас хальхи тӗнчене юратнипе мана пӑрахса... кайрӗ» (2 Тим. 4:10). Библире Димас ҫак тӗнчере мӗне юратнӑран Павела пӑрахса кайни ҫинчен нимӗн те каламан. Тен, Димас Иеговӑшӑн ӗҫлессинчен ытларах пурлӑхпа укҫа-тенке юратма пуҫланӑ. Ку ҫапла пулсан, вӑл Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче чыслӑ тивӗҫсене туса тӑрас мая ҫухатнӑ. Ҫакӑ кирлех пулнӑ-ши? Ҫак тӗнче Димаса Павелпа ӗҫленӗ чухне Иеговӑран илме пултарнӑ пиллӗхсенчен лайӑхраххине мӗн те пулин сӗнме пултарнӑ-и? (Ытар. 10:22.)

12. Сатана «пуянлӑх илӗртӗвӗ» урлӑ пирӗн кӑмӑл-туйӑмсем ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

12 Пирӗнпе те кун пекки пулма пултарать. Христиансем хӑйсем валли тата хӑйсен ҫемйи валли пурӑнмалӑх укҫа ӗҫлесе илме тӑрӑшнинче ним япӑххи те ҫук (1 Тим. 5:8). Иегова пире савӑнтарса пурӑнтарасшӑн. Ҫакӑ вӑл Адампа Евӑна пурӑнма чаплӑ рай туса панинче курӑнса тӑрать (Пулт. 2:9). Анчах та Сатана «пуянлӑх илӗртӗвӗ» урлӑ пирӗн  кӑмӑл-туйӑмсем ҫине витӗм кӳме хӑтланать (Матф. 13:22, ҪХ). Нумайӑшӗ хӑйсене укҫа-тенкӗ телейлӗ тӑвать е пурнӑҫра ӑнӑҫлӑ пуласси пурлӑх мӗн чухлӗ пулнинчен килет тесе шутлать. Ҫакӑн пек шухӑшлани пачах тӗрӗс мар, мӗншӗн тесен ҫакна пула эпир хамӑршӑн чи хаклине ҫухатма пултаратпӑр — Турӑпа хамӑр хушӑри туслӑха. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр» (Матф. 6:24, ҪХ). Эпир мул чури пулса тӑрсан, Иеговӑшӑн ӗҫлеме пӑрахнӑ пулӑттӑмӑр, Сатана вара пирӗнтен шӑп ҫавна кӗтет те! Айтӑр нихӑҫан та укҫа-тенке тата укҫапа туянма пултаракан япаласене Иеговӑпа хамӑр хушӑри туслӑхран кирлӗрех пулса тӑма парар мар! Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерес тесен пирӗн укҫа-тенкӗпе пурлӑх ҫине тӗрӗс пӑхмалла. (1 Тимофей 6:6—10 вуласа пар.)

АСКӐН ӖҪРЕН ПӐРӐНӐР

13. Ҫак тӗнчере мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа ар ҫыхӑнӑвӗ пирки мӗнле тӗрӗс мар шухӑш сарӑлнӑ?

13 Сатанан тӗнчин тепӗр капкӑнӗ — аскӑн ӗҫ. Хальхи вӑхӑтра упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне шанчӑклӑ пуласси пирки, мӑшӑрлӑ пурнӑҫ пирки те, пӑрахӑҫа тухса пыракан тата ирӗклӗ пулма чӑрмантаракан йӑла тесе шутлаҫҫӗ. Сӑмахран, пӗр паллӑ актриса каланӑ: «Ни арҫын та, ни хӗрарӑм та пӗр мӑшӑрпа яланлӑхах арлӑ-арӑмлӑ пурӑнма пултараймасть. Эпӗ шанчӑклӑ пулнӑ е шанчӑклӑ пулас текен пӗр ҫынна та пӗлместӗп». Пӗр актер каланӑ: «Хамӑр пурнӑҫа пӗр ҫынпа пурӑнса ирттерме май ҫук тесе шутлатӑп эпӗ». Ҫавӑн пек ятлӑ-сумлӑ ҫынсем Туррӑн парни — мӑшӑрлӑ пурнӑҫ — ҫинчен япӑх калаҫнӑ чухне Сатана питӗ савӑнать пулас. Шуйттан, паллах ӗнтӗ, ҫынсем мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеччӗр тата ҫирӗплетчӗр темест. Сатанана ҫӗнтерес тесен мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине пирӗн Турӑ пӑхнӑ пек пӑхмалла.

14, 15. Аскӑн ӗҫ тӑвасси илӗртет пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр?

14 Мӑшӑрланнӑ-и эпир е ҫук, аскӑн ӗҫрен пӑрӑнас тесен пирӗн пӗтӗм вӑя хумалла. Ҫакна тума ҫӑмӑл-и? Ҫук паллах! Эсӗ шкулта вӗренетӗн пулсан, тен, пӗр класра вӗренекенсем кампа та пулин ар ҫыхӑнӑвне кӗнипе мухтаннине е секстинг — сотовӑй телефонпа аскӑнла хыпарсем е ӳкерчӗксем ярса пани — ҫинчен каласа парса вӗҫкӗнленнине илтнӗ пуль. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вара секстинга ача-пӑча порнографине салатнипе танлаштараҫҫӗ. Библире ҫапла каланӑ: «Аскӑн ӗҫ тӑвакан хӑй ӳтне сиен туса ҫылӑха кӗрет» (1 Кор. 6:18). Ар ҫыхӑнӑвӗ урлӑ ерекен чирсене пула нумай хӗн кураҫҫӗ тата вилеҫҫӗ. Мӑшӑрланмасӑр ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ яшсемпе хӗрсенчен нумайӑшӗ мӗншӗн ҫакна турӑмӑр-ши тесе ӳкӗнеҫҫӗ. Ҫак тӗнчери вӑйӑ-кулӑсем пире Туррӑн саккунӗсене пӑснӑшӑн нимех те пулмасть тесе ӗнентересшӗн. Ҫакӑн пек шухӑшсене итленипе ҫынсем ҫӑмӑллӑнах ҫылӑхпа улталанаҫҫӗ (Евр. 3:13).

15 Сире аскӑн ӗҫ тӑвасси илӗртет пулсан, эсир мӗн тума пултаратӑр? Ку сирӗн ҫитменлӗх пулнине ӑнланса илӗр (Рим 7:22, 23). Кӗлӗре Турӑран вӑй пама ыйтӑр (Флп. 4:6, 7, 13). Аскӑн ӗҫ патне илсе ҫитерме пултаракан ӗҫсенчен пӑрӑнӑр (Ытар. 22:3). Илӗртӳсем сиксе тухсан, вӗсене тӳрех сирсе ярӑр (Пулт. 39:12).

16. Сатана илӗртнӗ чухне Иисус ӑна мӗн каланӑ тата унӑн тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

16 Илӗртӳсене хирӗҫ тӑрас тӗлӗшрен Иисус пире чаплӑ тӗслӗх кӑтартнӑ. Вӑл Сатана мӗн сӗннипе улталанман, ҫакӑн пирки шухӑшлас та темен. Вӑл тӳрех каланӑ: «Тесе ҫырнӑ».  (Матфей 4:4—10 вуласа пар.) Турӑ Сӑмахне Иисус питӗ лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл илӗртӳ сиксе тухсан ҫийӗнчех кирлӗ сӑвӑ йӗркине калама пултарнӑ. Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерес тесен аскӑн ӗҫе пирӗн сирсе ямалла (1 Кор. 6:9, 10).

ЧӐТӐМЛӐ ПУЛНИ ҪӖНТЕРӲ ПАТНЕ ИЛСЕ ПЫРАТЬ

17, 18. а) Сатана тата мӗнле капкӑнсемпе усӑ курать тата мӗншӗн эпир ҫавӑнтан тӗлӗнместпӗр? ӑ) Сатанапа мӗн пулӗ тата ҫакна пӗлни пире чӑтӑмлӑ пулма мӗнле хавхалантарать?

17 Мӑнкӑмӑллӑх, укҫа-тенкӗпе пурлӑхшӑн ҫунни тата аскӑн ӗҫ — ҫаксем Сатанан капкӑнӗсенчен виҫҫӗшӗ кӑна-ха. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем чылай нумайрах. Сӑмахран, хӑш-пӗр христиансене ҫемйинчи ҫынсем хирӗҫ тӑраҫҫӗ е вӗсенчен пӗр класра вӗренекенсем мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ. Теприсем пурӑнакан ҫӗршывсенче патшалӑх ырӑ хыпар сарас ӗҫе чарса лартма хӑтланать. Ҫакӑн пек йывӑрлӑхсем пуласси пире тӗлӗнтермест, мӗншӗн тесен Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ» (Матф. 10:22).

Сатанана ӗмӗрлӗхех тӗп тӑвӗҫ (18-мӗш абзаца пӑхӑр.)

18 Эпир Сатанана мӗнле кӗрешсе ҫӗнтерме пултаратпӑр? Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: «Чунӑра хӑвӑр чӑтӑмлӑ пулнипе ҫӑлса хӑварӑр» (Лука 21:19). Нимле ҫын та пире тӳрленми сиен кӳме пултараймасть. Хамӑрсӑр пуҫне никам та пирӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене пӗтереес ҫук (Рим 8:38, 39). Иеговӑн ӗҫлекенӗсем вилсен те, ҫакӑ Сатана ҫӗнтерчӗ тенине пӗлтермест, мӗншӗн тесен Иегова пурпӗр вӗсене вилӗмрен чӗртсе тӑратать! (Иоанн 5:28, 29.) Анчах та Сатанан нимле пуласлӑх та ҫук. Ҫак йӗркесӗр тӗнчене тӗп тунӑ хыҫҫӑн ӑна тӗпсӗр вырӑна 1 000 ҫуллӑха хупса хурӗҫ (Ӳлӗм. 20:1—3). Христос пин ҫул ертсе пынӑ вӑхӑт вӗҫленсен, Сатанана кӗске вӑхӑтлӑха «хӑйӗн тӗрминчен ирӗке кӑларӗҫ», вара вӑл юлашки хут пӗр ҫитменлӗхсӗр ҫынсене Турӑран пӑрса яма хӑтланӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Шуйттана тӗп тӑвӗҫ (Ӳлӗм 20:7—10). Сатанан нимле пуласлӑх та ҫук, анчах та сирӗн пур! Апла пулсан хытӑ ӗненсе ӑна хирӗҫ тӑрӑр. Эсир Сатанана кӗрешсе ҫӗнтерме пултаратӑр!