Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 май

 ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

Вӑл кафере юрату хуҫаланнине курнӑ

Вӑл кафере юрату хуҫаланнине курнӑ

ИЕГОВӐН сӗтелӗ хушшине пӗрле ҫиме пухӑнса ларни Туррӑн ӗҫлекенӗсене яланах савӑнӑҫ парать. Туррӑн халӑхне ҫавӑн пек сӑнарлӑ ӗҫкӗ-ҫике — конгрессене — пухӑнса пӗрле апат ҫини те савӑнӑҫ парать.

Библи Тӗпчекенсем 1919 ҫулхи сентябрьте Сидар-Пойнт (Огайо штачӗ, АПШ) хулинче сакӑр кунлӑх конгресс ирттернӗ. Хӑна ҫурчӗсем делегатсене пурӑнмалли вырӑнпа тата ҫимеллипе тивӗҫтернӗ. Анчах хӑнасен йышӗ кӗтнинчен те нумайрах пулнӑ — темиҫе пин ытла. Ҫавӑн чухлӗ халӑха курсан хӑраса ӳкнӗ официантсем пурте — арҫыннисем те, хӗрарӑмӗсем те — харӑссӑн ӗҫрен тухса кайнӑ. Кафе хуҫи аптраса ӳкнипе конгреса килнӗ ҫамрӑк делегатсене пулӑшма ыйтнӑ, вӗсем вара савӑнсах килӗшнӗ. Ҫавсенчен пӗри Сейди Грин хӗрарӑм тӑван пулнӑ. «Эпӗ пӗрремӗш хут официант пулса пӑхрӑм,— аса илет вӑл.— Вӑхӑт питӗ савӑнӑҫлӑ иртрӗ».

Сьерра-Леоне, 1982 ҫул

Ҫакӑн хыҫҫӑнхи ҫулсенче конгрессенче йӗркеленӗ кафесем нумай савӑнӑҫлӑ доброволеца хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемшӗн ӗҫлемелли майсем уҫса панӑ. Ҫавӑн пек пӗрле ӗҫлени ҫамрӑксене нумайӑшне хӑйсем умне Иеговӑн сӑваплӑ ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тӗллевсем лартма пулӑшнӑ. Глэдис Боултон хӗрарӑм тӑван 1937 ҫулта иртнӗ конгресри кафере пулӑшса тӑнӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ унта тӗрлӗ ҫӗртен килнӗ ҫынсемпе паллашрӑм тата вӗсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсемпе мӗнле кӗрешни ҫинчен пӗлтӗм. Шӑп ҫавӑн чухне манӑн пионер пулас килсе кайрӗ».

Бьюла Кови хӗрарӑм тӑван аса илет: «Тӑвансем пикенсе ӗҫленӗрен пурте сехет пек тӗп-тӗрӗс ӗҫлесе тӑчӗ». Анчах та ӗҫ ҫӑмӑлах пулман. Сӑмахран, Анжело Манера арҫын тӑван 1969 ҫулта Лос-Анджелесри (Калифорни штачӗ, АПШ) «Доджер» стадионра иртекен конгреса килсен кӑна хӑйне кафере ӗҫлеме лартнине пӗлнӗ. Анжело каласа парать: «Ҫакӑ манӑн пурнӑҫра шалт аптратса яракан самантсенчен пӗри пулчӗ!» Ҫитменнине тата конгреса хатӗрленӗ чухне кухньӑна газ кӗртмешкӗн 400 метрлӑ канав чавмалла пулнӑ!

Франкфурт (Германи), 1951 ҫул

Сьерра-Леонере 1982 ҫулта ӗҫчен доброволецсен малтан уя тасатмалла, унтан ал айӗнчи  япаласенчен кафе туса лартмалла пулнӑ. 1951 ҫулта Франкфуртра (Германи) тавҫӑруллӑ тӑвансем паровоз тара илнӗ, вӑл вара апат пӗҫермелли 40 хуран ҫине вӗри пӑс парса тӑнӑ. Кафере пӗр сехет хушшинче 30 000 порци апат валеҫсе панӑ. Савӑт-сапана ҫӑвакан 576 доброволецӑн ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе конгресс делегачӗсем хӑйсен ҫӗҫҫисемпе вилкисене илсе килнӗ. Янгонра (Мьянма) тимлӗ поварсем тӗрлӗ ҫӗршывсенчен килнӗ делегатсем валли апата хаяр пӑрӑҫа яланхинчен сахалрах янӑ.

«ВӖСЕМ ТӐРСА ҪИЕҪҪӖ»

Энни Погганссе хӗрарӑм тӑван 1950 ҫулта АПШра иртнӗ конгрессенче пӗринче кафене тӑракан вӑрӑм черетре хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче тӑнӑ чухне пӗр япала ӑна питӗ хавхалантарнӑ. Вӑл каласа парать: «Эпӗ Европӑран караппа ишсе килнӗ икӗ хӗрарӑм тӑван хушшинчи чуна тивекен калаҫӑва тимлӗ итлесе тӑтӑм». Вӗсем хӑйсене Иегова конгресра пулма мӗнле пулӑшни ҫинчен каласа панӑ. Энни калать: «Ҫак икӗ хӗрарӑм тӑванран телейлӗреххи никам та ҫукчӗ. Шӑрӑхра черетре чылай вӑхӑт тӑни те вӗсемшӗн ним те марччӗ!»

Сеул (Кӑнтӑр Корея), 1963 ҫул

Пысӑк конгрессенче час-часах мӑнӑ палаткӑсем лартнӑ, вӗсенче вара тӑрса ҫимелли сӗтелсене ретӗн-ретӗн лартса тухнӑ пулнӑ. Ҫапла вара апат ҫиме килекенсем апата хӑвӑрт ҫисе ыттисене вырӑн пама пултарнӑ. Апат вӑхӑтӗнче пин-пин делегата тӑрантармалли урӑх май пур-и вара? Пӗр ҫын, Свидетель пулманскер, ҫапла палӑртнӑ: «Чӑнах та тӗлӗнмелле тӗн! Вӗсем тӑрса ҫиеҫҫӗ».

Ҫар пуҫлӑхӗсемпе влаҫра тӑракан ҫынсем лайӑх йӗрке пулнине кура питӗ тӗлӗннӗ. Пӗррехинче АПШ ҫарӗнчи ҫынсем Нью-Йоркри «Янки» стадионӗнчи пирӗн кафене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Великобританин Ҫар министерствинче ӗҫлекен Фолкнер майора ҫавнах тума ӳкӗтленӗ. Ҫавна тумашкӑн вӑл хӑйӗн арӑмӗпе 1955 ҫулта Туикнемра (Англи) иртнӗ «Ҫӗнтерӳллӗ Патшалӑх» текен конгреса килнӗ. Ун сӑмахӗсем тӑрӑх, вӑл кафере юрату хуҫаланнине курнӑ.

Темиҫе вун ҫул хушши ҫак хастар ӗҫченсем конгреса килекенсем валли хаклах мар усӑллӑ апат тӑрӑшса хатӗрленӗ. Анчах та ҫакна тӑвас тесе доброволецсенчен чылайӑшӗн нумай сехет хушши ырми-канми ӗҫлеме тивнӗ, ҫавӑнпа та вӗсем конгресӑн пӗр пайӗнче пулайман е пӗтӗм программӑна итлеймен. 1970 ҫулсен вӗҫӗнче нумай вырӑнта апат хатӗрлес йӗркене майӗпен пӑрахӑҫлама пуҫланӑ. 1995 ҫултанпа конгресс делегачӗсене апата хӑйсемпе пӗрле илсе килме ыйтаҫҫӗ. Ҫакӑ вара кам унччен апат пӗҫернӗ тата валеҫсе панӑ, ҫавсене конгресс программине итлесе тата пӗр пек ӗненекенсемпе хутшӑнса савӑнма май панӑ *.

Хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсемшӗн тӑрӑшса ӗҫлекенсене Иегова питӗ хаклать! Тен, кам та пулин кафере ӗҫленӗ чухнехи савӑнӑҫлӑ кунсемшӗн тунсӑхлать. Анчах та пӗр япала улшӑнмасӑр юлать: пирӗн конгрессенче унчченхи пекех юрату хуҫаланать (Иоанн 13:34, 35).

^ 12 абз. Хальхи вӑхӑтра доброволецсен конгресӑн тӗрлӗ уйрӑмӗсенче пулӑшма унчченхи пекех нумай май пур.