Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 май

 БИОГРАФИ

Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫлани мана чӑтӑмлӑ пулма пулӑшрӗ

Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫлани мана чӑтӑмлӑ пулма пулӑшрӗ

ЭПӖ 1970 ҫулхи ҫу пуҫламӑшӗнче Финиксвиллере (Пенсильвани штачӗ, АПШ) «Вэлли-Фордж» ҫар госпиталӗнче койка ҫинче выртаттӑмччӗ. Эпӗ ун чухне инфекци чирӗпе хытӑ чирлекен 20 ҫулхи салтакчӗ. Кашни ҫур сехетре медбрат манӑн юн пусӑмне тӗрӗслесе тӑчӗ. Вӑл манран темиҫе ҫул аслӑрахчӗ тата питӗ пӑшӑрханнӑ пек курӑнатчӗ. Манӑн юн пусӑмӗ чаксах пычӗ, вара эпӗ ыйтрӑм: «Ҫын вилнине эсӗ нихӑҫан та курман-и?» Вӑл шурса кайрӗ те: «Ҫук, курман»,— терӗ.

Ҫавӑн чухне мана малашне манӑн ним ырри те пулас ҫук пек туйӑнчӗ. Анчах та эпӗ ҫак госпитале мӗнле лекнӗ? Хам ҫинчен кӑштах каласа парам-ха сире.

ВӐРҪӐ МӖН ИККЕННЕ ПӖЛТӖМ

Вьетнамра вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче операци тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ чухне эпӗ чирлесе ӳкрӗм. Мана аманнисемпе чирлисене пулӑшма килӗшетчӗ тата эпӗ хирург пулма ӗмӗтленеттӗмччӗ. Эпӗ Вьетнама 1969 ҫулхи июль уйӑхӗнче лекрӗм. Тин кӑна килнисене пурне те панӑ пекех, мана та шӑрӑх ҫанталӑка тата урӑх сехет тӑрӑхне хӑнӑхма пӗр эрне пачӗҫ.

Кӗҫех эпӗ хамӑн ӗҫе тума тытӑнтӑм. Эпӗ Меконг юханшывӗн юппинче вырнаҫнӑ «Донг Там» базӑри виҫҫӗмӗш хирурги госпиталӗнче ӗҫленӗ. Унта аманнисене тултарнӑ нумай вертолет вӗҫсе килетчӗ. Эпӗ патриот пулнӑ тата ӗҫлеме юратнӑ, ҫавӑнпа та манӑн тӳрех ӗҫе тытӑнас килчӗ. Аманнисене операци тума хатӗрлетчӗҫ те операци пӳлӗмӗ пек тунӑ пысӑках мар, кондиционерпа сывлӑша уҫӑлтарса тӑракан тимӗр контейнера илсе каятчӗҫ. Тӑвӑр пӳлӗмре хирург, анестезиолог тата икӗ медбрат аманнисене ҫӑлас тесе пӗтӗм вӑйне хуратчӗҫ. Эпӗ вертолетсем ҫинчен хӑш-пӗр хура михӗсене пушатманнине асӑрхарӑм. Ҫак михӗсемпе ҫапӑҫура ҫурса пӑрахнӑ салтаксенчен мӗн тӑрса юлнине илсе килнӗ тесе каларӗҫ мана. Ҫапла эпӗ вӑрҫӑ мӗн иккенне пӗлтӗм.

ЭПӖ ТУРРА ШЫРАНИ

Чӑнлӑхпа эпӗ ҫамрӑк чухнех паллашнӑ

Иегова Свидетелӗсем вӗрентекен чӑнлӑха эпӗ ҫамрӑк чухнех кӑштах пӗлнӗ. Манӑн аннеҫӗм Свидетельсемпе Библи вӗренетчӗ, анчах та вӑл ҫав-ҫавах шыва кӗмерӗ. Ҫав Библи вӗренӗвӗсенче ларма мана питӗ килӗшетчӗ. Пӗррехинче эпӗ тӑван мар аттепе Патшалӑх залӗ ҫумӗпе иртсе пыраттӑмччӗ. Эпӗ унран: «Ку мӗн?» — тесе ыйтрӑм.  «Ҫак ҫынсемпе ан ҫыхлан!» — терӗ вӑл. Эпӗ хамӑн тӑван мар аттене юрататтӑмччӗ тата шанаттӑмччӗ, ҫавӑнпа унӑн сӑмахӗсене тимлерӗм. Ҫапла вара Иегова Свидетелӗсемпе ҫыхӑну татӑлчӗ.

Вьетнамран таврӑнсан Турра пӗлес кӑмӑл ҫуралчӗ манӑн. Чуна ыраттаракан асаилӳсене пула эпӗ хуйха ӳкрӗм. Вьетнамра мӗн пулса пынине никам та ӑнланман пек туйӑнатчӗ. Эпӗ астӑвасса демонстрацисенче Америка салтакӗсене ача вӗлерекенсем тетчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑрҫӑра пӗр айӑпсӑр ачасем вилеҫҫӗ тесе пӗлтеретчӗҫ.

Турра пӗлес тесе эпӗ тӗрлӗ чиркӳсене ҫӳреме пуҫларӑм. Эпӗ Турра яланах юратнӑ, анчах та ҫав чиркӳсенче мӗн курни кӑмӑла хускатмарӗ. Юлашкинчен эпӗ 1971 ҫулхи февраль уйӑхӗнчи пӗр вырсарникун Делрей-Бичри (Флорида штачӗ) Иегова Свидетелӗсен Патшалӑх залне килтӗм.

Унта кӗнӗ ҫӗре доклад вӗҫленсе пыратчӗ, эпӗ вара «Хурал башнине» вӗренме тӑрса юлтӑм. Эпӗ унта мӗн сӳтсе явнине халӗ астумастӑп, анчах та пӗчӗк ачасем Библи уҫса сӑвӑ йӗркисене мӗнле шыранине паянхи кун та астӑватӑп. Эпӗ ҫакна итлесе, сӑнаса ларнӑ чухне тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм! Патшалӑх залӗнчен тухса кайма тӑрсан ман пата пӗр кӑмӑллӑ арҫын пырса тӑчӗ. Вӑл 80 ҫулсенчи ҫынччӗ, ӑна Джим Гарднер тесе чӗнетчӗҫ. Вӑл мана «Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ патне илсе пыракан чӑнлӑх» кӗнекене тӑсса пачӗ те каларӗ: «Илсем, тархасшӑн». Библи вӗренме пуҫлас тесе эпӗ унпа кӗҫнерникун ирхине тӗл пулма калаҫса татӑлтӑм.

Ҫав вырсарникун манӑн каҫхи сменӑна каймаллаччӗ. Бока-Ратон (Флорида штачӗ, АПШ) хулинчи уйрӑм харпӑрлӑхра тытса тӑракан больницӑра эпӗ васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн уйрӑмӗнче ӗҫлеттӗмччӗ. Манӑн каҫхи 11 сехетрен пуҫласа ирхи 7 сехетчен ӗҫлемеллеччӗ. Каҫ лӑпкӑ иртрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ «Чӑнлӑх» кӗнекене вулама пултартӑм. Ман пата аслӑ медсестра пырса тӑчӗ те кӗнекене алран туртса илчӗ, унтан кӗнеке хуплашки ҫине пӑхрӗ те кӑшкӑрса ячӗ: «Эсӗ мӗн, вӗсенчен пӗри пуласшӑн-им?» Эпӗ хамӑн кӗнекене каялла туртса илтӗм те каларӑм: «Эпӗ ҫуррине кӑна вуланӑ-ха, анчах та манӑн вӗсенчен пӗри пулас шухӑш пур!» Вӑл мана урӑх чӑрмантармарӗ, вара эпӗ ҫав каҫхине кӗнекене вуласа тухрӑм.

Мана Джим Гарднер, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫын тӑван, вӗрентнӗ. Вӑл хӑй Чарлз Тейз Расселлпа паллашнӑ пулнӑ

Гарднер тӑван манпа пӗрремӗш хут Библи вӗренме пуҫлас умӗн эпӗ унран ҫапла ыйтрӑм: «Эпир мӗн вӗренӗпӗр?» «Эпӗ сана панӑ кӗнекене»,— терӗ вӑл. Эпӗ вара каларӑм: «Эпӗ ӑна вуласа тухнӑ-ҫке». Гарднер тӑван мана ыррӑн ҫапла сӗнчӗ: «Айта пӗрремӗш сыпӑкне пӑхса тухар». Эпӗ хам мӗн чухлӗ асӑрхамасӑр хӑварнинчен питӗ тӗлӗнтӗм! Арҫын тӑван мана хамӑн Библирен нумай сӑвӑ йӗркине пӑхма сӗнчӗ. Тинех эпӗ чӑн Турӑпа, Иеговӑпа, паллашрӑм. Ҫав ир Гарднер тӑван, эпӗ ӑна ӑшшӑн Джим тесе чӗнеттӗмччӗ, манпа «Чӑнлӑх» кӗнекери виҫӗ сыпӑка сӳтсе яврӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир кашни кӗҫнерникун виҫӗ сыпӑк вӗренеттӗмӗрччӗ. Ҫак вӗренӳсем мана питӗ килӗшетчӗҫ. Чарлз Расселлпа паллашнӑ тата святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑван мана вӗрентни — маншӑн чӑнах та пысӑк чыс пулчӗ!

 Темиҫе эрне иртсен эпӗ ырӑ хыпара саракан хыпарҫӑ пулса тӑтӑм. Джим мана нумай йывӑрлӑха, ҫав шутрах ырӑ хыпара килтен киле сарса ҫӳреме хӑранине те, ҫӗнтерме пулӑшрӗ (Ап. ӗҫ. 20:20). Джимпа пӗрле ӗҫленӗ май эпӗ ырӑ хыпар сарас ӗҫе юратма пуҫларӑм. Сӑваплӑ ӗҫе хутшӑнассине эпӗ халӗ те чи пысӑк чыс тесе шутлатӑп. Турӑпа пӗрле ӗҫлекен пуласси вӑл мӗн тери кӑмӑллӑ! (1 Кор. 3:9, ҪТ.)

ЭПӖ ИЕГОВӐНА ПӖРРЕМӖШ ХУТ ЮРАТМА ПУҪЛАНИ

Халӗ вара сире хамшӑн чи хакли, чи ҫывӑххи — Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫлани — ҫинчен каласа парам-ха (Ӳлӗм. 2:4). Ҫак пӗрремӗш юрату мана вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ чуна ыраттаракан асаилӳсенчен тата нумай йывӑрлӑхран хӑтӑлма пулӑшрӗ (Ис. 65:17).

Иеговӑна юратни мана вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ чуна ыраттаракан асаилӳсене тата ытти йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшрӗ

Эпӗ 1971 ҫулхи июльте «Янки» стадионра иртнӗ «Турӑ ячӗ» текен область конгресӗнче шыва кӗнӗ

1971 ҫулхи пӗр ҫурхи кун уйрӑмах асра юлчӗ. Ку таранччен мана хӑйсен килӗнче пурӑнма ирӗк панӑ аттепе анне килтен кӑларса ячӗҫ. Манӑн тӑван мар атте хӑйӗн килӗнче Иегова Свидетелӗсенчен нихӑшне те чӑтса тӑмӑп терӗ. Ун чухне манӑн укҫа ҫукпа пӗрехчӗ. Госпитальте мана кашни икӗ эрнере тӳлетчӗҫ, эпӗ вара сӑваплӑ ӗҫе ҫӳрес тата Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулнине тивӗҫлипе кӑтартас тесе хамӑн пӗтӗм ӗҫ укҫине тенӗ пекех тумтир илсе пӗтертӗм. Манӑн перекетлесе пуҫтарнӑ укҫа кӑштах пурччӗ, вӗсем Мичиганри, хам ӳссе ҫитӗннӗ штатри, банкра выртатчӗҫ. Ҫавӑнпа та манӑн темиҫе кун хамӑн машинӑра пурӑнма тиврӗ. Эпӗ автозаправкӑсенчи туалетсенче хырӑнаттӑмччӗ, ҫӑвӑнаттӑмччӗ.

Машинӑра пурӑннӑ кунсенче пӗринче эпӗ Патшалӑх залне ырӑ хыпар сармалли тӗлпулу пуҫланиччен темиҫе сехет маларах килтӗм. Эпӗ госпитальтен тин кӑна сменӑран тухнӑччӗ. Эпӗ Патшалӑх залӗ хыҫӗнче пухури тӑвансене кӗтсе  ларнӑ чухне Вьетнамри вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ асаилӳсем капланса килчӗҫ: мана ҫыннӑн ҫуннӑ ӳчӗн шӑрши ҫапнӑ пек, пур ҫӗрте те юн юхнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Хамӑн ӑсра эпӗ ҫамрӑк ҫынсем манран: «Эпӗ чӗрӗ юлӑп-ши? Эпӗ чӗрӗ юлӑп-ши?» — тесе йӑлӑннине курса тата илтсе тӑтӑм. Вӗсем вилессине эпӗ пӗлнӗ, анчах та вӗсене май ҫитнӗ таран лӑплантарма тӑрӑшрӑм, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ман куҫра тӗрӗссине ан курччӑр тесе вӗсенчен куҫа иле-иле тӑтӑм. Ҫак асаилӳсене пула туйӑмсем капланса килчӗҫ.

Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫланине упраса хӑварас тесе, уйрӑмах йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне, эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп

Эпӗ хӗрӳллӗн кӗлтума тытӑнтӑм, вара куҫран куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ (Пс. 55:9). Эпӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрас шанчӑк ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлама пуҫларӑм. Шӑп ҫав вӑхӑтра пӗр шухӑш пуҫа пырса кӗчӗ: вилӗмрен чӗртсе тӑратнипе Иегова Турӑ эпӗ курнӑ вӑрҫӑ мӗнле сиен кӳнине пурне те тӗп тӑвӗ, ҫавӑн пекех манӑн тата ыттисен чун ыратӑвне те пӗтерӗ. Турӑ ҫав ҫамрӑк ҫынсене каллех пурӑнма чӗртсе тӑратӗ, вара вӗсен ун ҫинчен пӗлме май пулӗ (Ап. ӗҫ. 24:15). Ҫав самантра манӑн чӗре Иеговӑна юратнипе тулчӗ, ҫавна эпӗ хамӑн пӗтӗм кӗлеткепе туйса илтӗм. Ҫак кун яланлӑхах манӑн асра юлчӗ. Ҫавӑнтанпа, уйрӑмах йывӑрлӑхсемпе тӗл пулнӑ чухне, эпӗ Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫланине упраса хӑварас тесе пӗтӗм вӑя хуратӑп.

ИЕГОВА МАНПА ЫРӐ ПУЛЧӖ

Вӑрҫӑра ҫынсем тискер ӗҫсем тӑваҫҫӗ. Ман пирки те ҫавнах калама пулать. Анчах та мана хама килӗшекен икӗ сӑвӑ йӗрки ҫинчен шухӑшлани пулӑшрӗ. Пӗрремӗш сӑвӑ йӗрки вӑл — Ӳлӗмхине 12:10, 11. Вӗсенче хамӑр каласа пӗлтернӗ сӑмахпа ҫеҫ мар, Путекӗн юнӗпе те Шуйттана ҫӗнтернӗ тенӗ. Иккӗмӗш сӑвӑ йӗрки — Галати 2:20. Ҫак сӑвӑ йӗркинчен Христос «маншӑн» вилнӗ тенине пӗлтӗм. Иегова ман ҫине Иисусӑн юнӗ витӗр пӑхать, ҫавӑнпа вӑл мана хам мӗн тунишӗн пуриншӗн те каҫарнӑ. Ҫакна пӗлни мана таса совесть пачӗ тата Иегова, пирӗн хӗрхенекен Турӑ, ҫинчен калакан чӑнлӑха ытти ҫынсене пӗлме пулӑшас тесе мӗн тума пултарнине пурне те тума хавхалантарчӗ (Евр. 9:14).

Хамӑн пурнӑҫа аса илетӗп те Иегова мана яланах пулӑшса тӑнине куратӑп. Сӑмахран, Джим эпӗ машинӑра пурӑннине пӗлсен ҫав кунах мана пысӑках мар хӑна ҫуртне тытса тӑракан хӗрарӑм тӑванпа паллаштарчӗ. Шӑп Иегова мана Джим тата ҫав хаклӑ хӗрарӑм тӑван урлӑ пурӑнмалли кӗтес тупма пулӑшрӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Иегова питӗ ырӑ! Вӑл хӑйӗн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсемшӗн тӑрӑшать.

ХАСТАРЛӐХПА ПӖРЛЕ СӐПАЙЛӐ ПУЛМА ВӖРЕНЕТӖП

1971 ҫулхи май уйӑхӗнче манӑн Мичигана ӗҫсемпе кайса килмеллеччӗ. Флоридӑри «Делрей-Бич» пухӑва хӑварас умӗн эпӗ хамӑн машинӑн багажникне литературӑпа туп-тулли тултартӑм та 75-мӗш номерлӑ федераллӑ автострадӑпа кайрӑм. Кӳршӗ Джорджи штачӗ витӗр тухса пӗтичченех манӑн багажник пушанса юлчӗ. Эпӗ Патшалӑх ҫинчен калакан хыпара тӗрлӗ вырӑнта хастарлӑ пӗлтертӗм. Эпӗ тӗрмесем ҫумӗнче чарӑнса тӑрса ырӑ хыпар сартӑм. Заправкӑсенчи туалетсенче те арҫынсене буклетсем парса хӑвартӑм. Манӑн паянхи кун та ун чухне акнӑ чӑнлӑх вӑрлӑхӗсем хӑшӗ те пулин шӑтса тухнипе тухманнине пӗлес килет (1 Кор. 3:6, 7).

Анчах та манӑн хам ҫинчен ҫакна калас пулать: ҫынсемпе, уйрӑмах ҫывӑх тӑвансемпе калаҫнӑ чухне мана сӑпайлӑх ҫитсех каймастчӗ. Ман чӗрере Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫлани ҫунса тӑнӑран эпӗ вӗсене ырӑ хыпара хӑюллӑн, ҫав вӑхӑтрах тӳрккессӗн каласа панӑ. Эпӗ хамӑн пиччесене, Джонпа Рона, питӗ хытӑ юрататӑп, ҫавӑнпа чӑнлӑха вӗсене ытлашши ҫине тӑрса каларӑм. Каярахпа эпӗ ҫавӑн пек сӑпайсӑр пулнӑшӑн каҫару ыйтрӑм. Вӗсем чӑнлӑха йышӑнччӑр тесе эпӗ халӗ те кӗлтӑватӑп. Иегова мана ытти ҫынсене ырӑ хыпар каласа панӑ тата вӗрентнӗ чухне сӑпайлӑрах пулма вӗрентрӗ (Кол. 4:6).

 МАНШӐН ХАКЛӐ ҪЫНСЕМ

Пуринчен ытла эпӗ Иеговӑна юрататӑп пулин те, манӑн пурнӑҫра хамшӑн хаклӑ ҫынсем те пур. Эпӗ хамӑн ытарайми арӑма Сьюзена та хытӑ юрататӑп. Патшалӑх ӗҫӗнче мана пулӑшса тӑма пултаракан юлташ ҫинчен эпӗ яланах ӗмӗтленнӗ. Сьюзен — Турра хытӑ ӗненекен хӗрарӑм. Эпир хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ чухне эпӗ пӗррехинче ун патне килнине питӗ лайӑх астӑватӑп. Сьюзен ашшӗ-амӑшӗн Кранстонри (Род-Айленд штачӗ) килӗ умӗнчи картлашка ҫинче «Хурал башнине» вуласа ларатчӗ. Вӑл вулакан статья вӗренмелли статья марччӗ, ҫав-ҫавах вӑл унта илсе панӑ сӑвӑ йӗркисене кашнине Библирен уҫса вулатчӗ. Ҫакӑ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ вара шутларӑм: «Ку чӑнах та Турра хытӑ ӗненекен хӗрарӑм!» Эпир 1971 ҫулхи декабрьте мӑшӑрлантӑмӑр. Вӑл яланах манпа пӗрле пулнӑшӑн тата пулӑшса тӑнӑшӑн эпӗ ӑна питӗ пархатарлӑ. Анчах та пуринчен ытла эпӗ унра вӑл Иеговӑна мана юратнинчен те ытларах юратнине хаклатӑп.

Эпӗ Сьюзен арӑмпа тата Полпа Джесси ывӑлсемпе

Пирӗн Сьюзенпа иксӗмӗрӗн икӗ ывӑл ача ҫуралчӗ: Джесси тата Пол. Вӗсем ӳссе ҫитӗнсе пынӑ май Иегова вӗсемпе пӗрле пулчӗ (1 Патш. 3:19). Пирӗн ывӑлсем чӑнлӑх майлӑ ҫирӗп тӑчӗҫ, ҫавӑнпа та эпир Сьюзенпа иксӗмӗр вӗсемпе мухтанатпӑр. Вӗсем халӗ те Иеговӑшӑн ӗҫлесе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫланине астӑваҫҫӗ. Вӗсенчен кашни сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа 20 ҫул ытла туса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех  эпӗ хамӑн чаплӑ икӗ кинпе те, Стефанипе тата Ракельпе, мухтанатӑп. Вӗсем маншӑн хамӑн хӗрсем пекех. Пирӗн ывӑлсем Иегова Турра пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан юратакан арӑмсем тупнӑ (Эф. 6:6).

Пирӗн ҫемьене ырӑ хыпара сайра-хутра саракан вырӑнта сӑваплӑ ӗҫе тума килӗшетчӗ

Шыва кӗнӗ хыҫҫӑн эпӗ 16 ҫул хушши сӑваплӑ ӗҫе Род-Айленд штатра туса тӑтӑм. Унта эпӗ туссем нумай тупрӑм. Манӑн хӑйсене шеллемесӗр ӗҫлекен нумай старейшинӑпа сӑваплӑ ӗҫе тума тӳр килчӗ. Эпӗ ҫулҫӳрекен надзирательсене нумайӑшне пархатарлӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине лайӑх витӗм кӳчӗҫ. Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫланине упракан арҫынсемпе пӗрле ӗҫлесси — мӗн тери пысӑк чыс! Пулӑшу ӑҫта кирлӗ, ҫавӑнта сӑваплӑ ӗҫе тӑвас тесе эпир 1987 ҫулта Ҫурҫӗр Каролина штата куҫса кайрӑмӑр. Кунта та эпир нумайӑшӗпе туслашрӑмӑр *.

Ҫулҫӳрекен надзиратель пулса ӗҫленӗ чухне ырӑ хыпар сармалли тӗлпулӑва ирттеретӗп

2002 ҫулхи августра пире Сьюзенпа иксӗмӗре Паттерсонри Вефиль ҫемйине чӗнчӗҫ. Эпӗ сӑваплӑ ӗҫ уйрӑмӗнче ӗҫлерӗм, Сьюзен вара — прачечнӑйра. Ӑна унта ӗҫлеме питӗ килӗшетчӗ! Каярахпа, 2005 ҫулхи августра, эпӗ Ертсе пыракан советра ӗҫлес чыса тивӗҫрӗм. Ҫакӑн пек тивӗҫе шанса пани мана шалтах тӗлӗнтерсе ячӗ. Ҫак тивӗҫ питӗ яваплӑ пулнӑран, нумай ӗҫлеме тата нумай ҫул ҫӳреме кирлӗ пулнӑран манӑн хаклӑ арӑм кулянатчӗ. Сьюзен самолетпа вӗҫме нихӑҫан та юратман, а вӗт пирӗн нумай вӗҫме тивет-ҫке! Вӑл каланӑ тӑрӑх, Ертсе пыракан советӑн членӗсен арӑмӗсемпе калаҫни ӑна мана май ҫитнӗ таран пулӑшма хӑюлӑх панӑ. Сьюзен чӑнах та мана нумай енчен пулӑшать, эпӗ ӑна ҫавӑншӑн питӗ юрататӑп.

Ман кабинетра хамшӑн хаклӑ нумай сӑнӳкерчӗк ҫакӑнса тӑрать. Вӗсем мана хамӑн пурнӑҫри савӑнӑҫлӑ самантсене аса илтерсе тӑраҫҫӗ. Иеговӑна пӗрремӗш хут юратма пуҫланине яланах упрама тӑрӑшнӑшӑн эпӗ халӗ те нумай пиллӗх илсе тӑратӑп!

Вӑхӑта хамӑн ҫемьепе пӗрле ирттерни мана пысӑк савӑнӑҫ парать

^ 31 абз. Моррис тӑван сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа мӗнле туни ҫинчен пӗлес тесе 2006 ҫулхи мартӑн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 26-мӗш страница.