Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 апрель

Старейшинӑсем ыттисене кӗтӗве пӑхма мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ

Старейшинӑсем ыттисене кӗтӗве пӑхма мӗнле вӗрентме пултараҫҫӗ

«Ху манран... илтнине шанчӑклӑ ҫынсене каласа пар» (2 ТИМ. 2:2).

1. а) Вӗрентес тӗлӗшрен Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗн яланах ӑнланнӑ тата ҫакӑ хальхи кунсемпе мӗнле ҫыхӑннӑ? ӑ) Ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?

ЛАЙӐХ вӗрентни ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшнине Туррӑн ӗҫлекенӗсем мӗн авалранпах ӑнланнӑ. Сӑмахран, тыткӑна лекнӗ Лота ҫӑлас тесе Аврам патриарх «хӑйӗн вӗрентнӗ ҫыннисене» хӗҫпӑшал тыттарнӑ, вӗсем вара ӑна ӑнӑҫлӑн ирӗке кӑларнӑ (Пулт. 14:14—16, ҪТ). Давид патша вӑхӑтӗнче Турӑ ҫуртӗнчи юрӑҫсене «Ҫӳлхуҫа умӗнче юрлама вӗрентнӗ» (1 Ҫулс. 25:7). Халӗ эпир Сатанапа тата унӑн тӗнчипе кӗрешетпӗр (Эф. 6:11—13). Ҫавӑн пекех эпир Иеговӑна мухтас тесе пӗтӗм вӑя хуратпӑр (Евр. 13:15, 16). Ҫавӑнпа та пирӗн, Туррӑн ӗлӗкхи ӗҫлекенӗсем пекех, ӑнӑҫлӑ пулас тесен вӗренмелле. Иегова пухура вӗрентес ӗҫе старейшинӑсене шанса панӑ (2 Тим. 2:2). Арҫын тӑвансене кӗтӗве пӑхма вӗрентес тесе опытлӑ старейшинӑсем мӗнле меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ?

ВӖРЕНЕКЕНСЕНЕ ИЕГОВӐНА ХЫТӐРАХ ЮРАТМА ВӖРЕНТӖР

2. Арҫын тӑвана пӗр-пӗр ҫӗнӗ ӗҫе тума вӗрентес умӗн старейшина малтан мӗн тӑвӗ тата мӗншӗн?

2 Старейшинӑсене пахчаҫӑпа танлаштарма пулать. Вӑрлӑх акас умӗн пахчаҫӑ тӑпрана тулӑхлӑрах тӑвас тесе, тен, удобрени  хывас тейӗ. Ҫавӑн пекех опыт ҫитсех кайман арҫын тӑвана пӗр-пӗр ҫӗнӗ ӗҫе тума вӗрентес умӗн старейшина малтан ӑна Ҫырури кӑмӑла ҫӗклекен шухӑшсене каласа пама пултарать. Ҫавна пула вӗренекенӗн чӗри мӗн вӗреннине йышӑнма ытларах хатӗр пулӗ (1 Тим. 4:6).

3. а) Вӗренекенпе калаҫнӑ чухне Марк 12:29, 30-мӗшӗнчи сӑмахсемпе мӗнле усӑ курма пулать? ӑ) Старейшина кӗлтуни вӗренекен ҫине мӗнле витӗм кӳме пултарать?

3 Патшалӑх ҫинчен калакан чӑнлӑх вӗренекенӗн шухӑшӗсемпе ӗҫӗсем ҫине мӗнле витӗм кӳнине пӗлес тесе унран ҫапла ыйтма пулать: «Эсӗ хӑвна Иеговӑна халаллани пурнӑҫунта тӑвакан йышӑнусем ҫине мӗнле витӗм кӳрет?» Ҫак ыйту сӑваплӑ ӗҫе пӗтӗм чунтан тумашкӑн мӗн тума кирли ҫинчен калаҫма май парӗ. (Марк 12:29, 30 вуласа пар.) Ҫавӑн пек калаҫу хыҫҫӑн эсир Иеговӑна кӗлтуса вӑл вӗренекене святой сывлӑш патӑр тесе ыйтма пултаратӑр, вӗт святой сывлӑш ӑна ӑнӑҫлӑ вӗренме кирлӗ. Арҫын тӑвана хӑйӗншӗн эсир чунтан кӗлтунине илтме, паллах ӗнтӗ, кӑмӑллӑ пулӗ.

4. а) Библири мӗнле тӗслӗхсем вӗренекене ҫитӗнӳсем тума пулӑшӗҫ? ӑ) Арҫын тӑвансене вӗрентнӗ чухне старейшинӑсен мӗнле тӗллев пулмалла?

4 Вӗрентме пуҫласан чи малтанах вӗренекенпе пӗрле ӑна пуҫаруллӑ, шанчӑклӑ пулма тата хӑйне кӗҫӗне хума кирлине курма пулӑшакан Библири хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухӑр (3 Патш. 19:19—21; Неем. 7:2; 13:13; Ап. ӗҫ. 18:24—26). Ҫак лайӑх енсем, тутлӑхлӑ япаласем ӳсентӑрана ӳсме пулӑшнӑ пекех, вӗренекене хӑвӑртрах ҫитӗнӳсем тума пулӑшӗҫ. Францире пурӑнакан Жан-Клод ятлӑ старейшина каланӑ тӑрӑх, вӗрентнӗ чухне тӗп тӗллевӗ унӑн — вӗренекене Библири принципсем тӑрӑх тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшасси. Вӑл калать: «Эпӗ вӗренекене Турӑ Сӑмахӗнче „тӗлӗнмелле ӗҫсем“ ҫинчен каланине курма пулӑшас тесе унпа пӗрле пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине вуламашкӑн май шыратӑп» (Пс. 118:18, Мухтав юррисен кӗнеки, 1912 ҫул). Вӗренекене тӗреклетес тесе тата мӗн тума пулать?

ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТМА ТАТА ТУПСӐМНЕ ӐНЛАНМА ПУЛӐШӐР

5. а) Вӗренекенпе Иеговӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшрен вӑл хӑй умне мӗнле тӗллевсем лартни ҫинчен мӗншӗн калаҫмалла? ӑ) Мӗншӗн старейшинӑсен арҫын тӑвансене ҫамрӑк чухнех вӗрентмелле? (Сноскӑна пӑхӑр.)

5 Вӗренекенрен Иеговӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшрен вӑл хӑй умне мӗнле тӗллевсем лартнӑ тесе ыйтӑр. Унӑн нимле тӗллев те ҫук пулсан, ӑна пурнӑҫлама пултаракан тӗллев лартма пулӑшӑр. Хӑвӑр умна мӗнле тӗллевсем лартни ҫинчен тата вӗсене пурнӑҫа кӗртни хӑвӑра мӗнле савӑнӑҫ пани ҫинчен каласа парӑр. Ҫак меслет питӗ ансат пек туйӑнсан та, вӑл питӗ витӗмлӗ. Африкӑра пурӑнакан Виктор, старейшина тата пионер пулса ӗҫлекенскер, аса илет: «Ҫамрӑк чухне мана хамӑн тӗллевсем пирки пӗр старейшина темиҫе ыйту пачӗ. Ҫак ыйтусем мана хамӑн сӑваплӑ ӗҫ ҫинчен тӗплӗнрех шухӑшлама пулӑшрӗҫ». Унсӑр пуҫне опытлӑ старейшинӑсем арҫын тӑвансене ҫамрӑк чухнех вӗрентме пуҫламалла тата хӑйсем тума пултаракан ӗҫсем шанса памалла тесе шутлаҫҫӗ. Ҫамрӑксене иртерех вӗрентме пуҫланипе эсир вӗсене хӑйсен тӗллевӗсем ҫинчен яланах шухӑшлама пулӑшатӑр, вара вӗсем ӳссе ҫитӗнсен нумай чӑрмавпа тӗл пулнӑ чухне те вӗсене куҫран вӗҫертмӗҫ *. (Псалом 70:5, 17 вуласа пар.)

Пӗр-пӗр ӗҫе мӗншӗн тума кирлине ӑнлантарса парӑр, унтан вара вӑй хунӑшӑн мухтаса илӗр (5—8 абзацсене пӑхӑр.)

6. Иисус ыттисене вӗрентнӗ чухне мӗнле меслетпе усӑ курнӑ?

6 Вӗренекен Турӑшӑн кӑмӑлтан ӗҫлетӗр тесен  ӑна мӗн тумалли ҫинчен кӑна мар, мӗншӗн ҫавна тума кирлине те ӑнлантарса памалла. Ҫапла эсир Аслӑ Вӗрентекен, Иисус, тунӑ пек тӑватӑр. Сӑмахран, хӑйӗн апостолӗсене вӗренекенсене хатӗрлеме хушас умӗн Иисус вӗсене мӗншӗн вӗсен унӑн сӑмахӗсене пӑхӑнса тӑма кирлине ӑнлантарса панӑ. Вӑл каланӑ: «Мана тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӗтӗм влаҫа панӑ». Унтан вӑл ҫакӑн ҫумне ҫапла хушса каланӑ: «Ҫавӑнпа кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр» (Матф. 28:18, 19, ҪТ). Старейшинӑсем Иисус пек вӗрентес тесе мӗн тума пултараҫҫӗ?

7, 8. а) Иисус вӗрентнӗ пек вӗрентес тесе старейшинӑсем мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн вӗренекене мухтаса илмелле? б) Арҫын тӑвансене вӗрентес тӗлӗшпе старейшинӑсене мӗнле канашсем пулӑшӗҫ? (« Ыттисене мӗнле вӗрентмелле» рамкӑна пӑхӑр.)

7 Вӗренекене пӗр-пӗр ӗҫ тума хушсан, Библи тӑрӑх мӗншӗн ҫак ӗҫе тума кирлине ӑнлантарса парӑр. Ҫапла эсир ӑна Библи принципӗсемпе килӗшӳллӗ шухӑшлама вӗрентетӗр. Сӑмахран, эсир арҫын тӑвана Патшалӑх залӗ патне пыракан ҫула, ун ҫинче никам та ан такӑнтӑр тесе, тасатса тӑма ыйтатӑр тейӗпӗр. Эсир ӑна Тит 2:10-мӗшне вуласа панӑ хыҫҫӑн Патшалӑх залне пӑхса тӑни мӗнле майпа «Ҫӑлакан Туррӑмӑр вӗрентнине.... илем кӳрсе» тӑнине ӑнлантарса пама пултаратӑр. Ҫавӑн пекех вӗренекене ҫак ӗҫе туни пухури ватӑ тӑвансене мӗнле пулӑшса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхма ыйтӑр. Ҫакӑн пек калаҫусем вӗренекене правилӑсенчен ытларах ҫынсем ҫинчен шухӑшлама пулӑшӗҫ. Вӑл вара хӑйӗн ӗҫӗ пухури тӑвансене мӗнле усӑ парса тӑнине кура савӑнӗ.

8 Эсир паракан канашсене вӗренекен тытса тӑрать пулсан, ӑна мухтаса илме ан манӑр. Мӗншӗн ҫакна тумалла? Шыв ӳсентӑрана ӳсме пулӑшнӑ пекех, чунтан мухтаса илни вӗренекене Иеговӑшӑн ӗҫлес тӗлӗшрен ҫитӗнӳсем тума пулӑшӗ. (Матфей 3:17 танлаштарса пӑхӑр.)

ТЕПӖР ЙЫВӐРЛӐХ

9. а) Аталаннӑ ҫӗршывсенче пурӑнакан старейшинӑсем вӗрентес енчен мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулаҫҫӗ? ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗр ҫамрӑксен пурнӑҫӗнче чӑнлӑх нихӑҫан та пӗрремӗш вырӑнта пулман?

9 Аталаннӑ ҫӗршывсенче пурӑнакан старейшинӑсене хӑш-пӗр чухне тепӗр ыйту пӑшӑрхантарать: шыва кӗнӗ 20—30 ҫулхи арҫын тӑвансене пухури ӗҫсене ытларах хутшӑнма мӗнле пулӑшасси. Эпир анӑҫри 20 яхӑн ҫӗршыври опытлӑ старейшинӑсенчен мӗншӗн хӑш-пӗр ҫамрӑк арҫын тӑвансем пухури чыслӑ тивӗҫсене илме тӑрӑшманни пирки хӑйсем мӗн шутлани ҫинчен каласа пама ыйтрӑмӑр. Вӗсем панӑ хуравсенчен ҫакна палӑртма пулать: хӑш-пӗр тӑвансене ҫамрӑк чухне Иеговӑшӑн ӗҫлессипе ҫыхӑннӑ тӗллевсем лартма никам та хавхалантарман.  Ҫамрӑксен ҫавӑн пек тӗллевсем пулнӑ чухне те ашшӗ-амӑшӗ вӗсене ҫак тӗнчере аслӑ пӗлӳ илме е карьера тума ӳкӗтленӗ! Ҫав ҫамрӑксен пурнӑҫӗнче чӑнлӑх нихӑҫан та пӗрремӗш вырӑнта пулман (Матф. 10:24).

10, 11. а) Арҫын тӑван пухури ӗҫсене хутшӑнасшӑнах мар пулсан, старейшина ӑна шухӑш-кӑмӑлне майӗпен улӑштарма мӗнле пулӑшма пултарать? ӑ) Старейшина арҫын тӑванпа Библири хӑш сӑвӑ йӗркисене сӳтсе явма пултарать тата мӗншӗн? (Сноскӑна пӑхӑр.)

10 Арҫын тӑван пухури ӗҫсене хутшӑнасшӑнах мар пулсан, унӑн шухӑш-кӑмӑлне улӑштармашкӑн нумай вӑй хумалла тата тӳсӗмлӗ пулмалла. Анчах та ҫакна тума май пур. Ӳсентӑран тӳрӗ ӳстӗр тесе пахчаҫӑ унӑн тунине майӗпен тӳрлетсе тӑрать. Ҫавӑн пекех эсир те хӑш-пӗр арҫын тӑвансене майӗпен пулӑшса пынипе пухури чыслӑ тивӗҫсем ҫине тӗрӗсрех пӑхма вӗрентсе пыма пултаратӑр. Анчах та ҫакна мӗнле тума пулать?

11 Арҫын тӑванпа туслашас тесе вӑхӑта ан шеллӗр. Вӑл пухушӑн кирлӗ ҫын пулнине ӑнланса илме пулӑшӑр ӑна. Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл хӑйне мӗншӗн Турра халаллани ҫинчен шухӑшлама пулӑшакан сӑвӑ йӗркисене унпа сӳтсе явӑр (Еккл. 5:3; Ис. 6:8; Матф. 6:24, 33; Лука 9:57—62; 1 Кор. 15:58; 2 Кор. 5:15; 13:5). Эсир ӑна ҫакӑн пек ыйту пама пултаратӑр: «Эсӗ хӑвна Иеговӑна халалланӑ чухне ӑна мӗн тума сӑмах панӑ?» Унӑн чӗрине хускатас тесе ҫапла ыйтма пулать: «Эсӗ шыва кӗнӗ чухне Иегова мӗн туйнӑ? Сатана мӗн туйнӑ?» (Ытар. 27:11; 1 Петр 5:8.) Тӗплӗн суйласа илнӗ сӑвӑ йӗркисем питӗ витӗмлӗ пулма тата арҫын тӑван чӗрине витерме пултарнине нихӑҫан та ан манӑр *. (Еврейсем 4:12 вуласа пар.)

ВӖРЕНЕКЕНСЕМ, ШАНЧӐКЛӐ ПУЛӐР

12, 13. а) Елисей вӗренекен пулнӑ чухне мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулнӑ? ӑ) Иегова Елисея шанчӑклӑ пулнӑшӑн мӗнле пилленӗ?

12 Ҫамрӑк арҫын тӑвансем, сирӗн пулӑшу пухӑва питӗ кирлӗ! Мӗнле шухӑш-кӑмӑллӑ пулни сире Иеговӑшӑн ӗҫлес енчен ӑнӑҫлӑ пулма пулӑшӗ? Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесе ӗлӗк пурӑннӑ пӗр вӗренекенӗн тӗслӗхне пӑхса тухар.

13 Пӗр 3 000 ҫул каялла Илия пророк ҫамрӑк Елисея хӑйӗн тарҫи пулма чӗннӗ. Елисей ҫакӑнпа тӳрех килӗшнӗ те хӑйне кӗҫӗне хурса пророк хушнӑ пур ӗҫе те шанчӑклӑ туса тӑнӑ (4 Патш. 3:11). Унтан, ултӑ ҫула яхӑн вӑхӑт иртсен, Елисей хӑйне вӗрентекен Илия Израильте пророк ӗҫне кӗҫех тума пӑрахассине пӗлнӗ. Ҫавӑн чухне Илия хӑйӗн лайӑх вӗренсе ҫитнӗ вӗренекенне хӑйӗн хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахма ыйтнӑ. Анчах та Елисей Илияна виҫӗ хут ҫапла каланӑ: «Эпӗ санран уйрӑлмастӑп [«сана пӑрахса хӑвармӑп», ҪТ]». Вӑл хӑйне вӗрентекенпе пӗрле май килнӗ таран нумайрах пуласшӑн пулнӑ. Иегова Елисея шанчӑклӑ пулнӑшӑн тата чунтан парӑнса пурӑннӑшӑн пилленӗ: вӑл ӑна Илия тӗлӗнмелле майпа ҫӗкленсе кайнине курма май панӑ (4 Патш. 2:1—12).

14. а) Вӗренекенсем Елисей пек пулас тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Вӗренекен шанчӑклӑ пулни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

14 Эсир Елисей пек пулас тесе мӗн тума пултаратӑр? Кирек мӗнле ӗҫе те, хисепре пулман ӗҫе те, хапӑл туса йышӑнӑр. Вӗрентекене хӑвӑр тусу вырӑнне хурӑр тата вӑл сирӗншӗн мӗн тунине питӗ хаклатӑп тесе шантарӑр ӑна. Унран вӗренес килнине кӑтартнипе эсир ӑна: «Эпӗ сана пӑрахса хӑвармӑп»,— тесе калатӑр теме пулать. Пуринчен ытла хӑвӑра шанса панӑ кирек мӗнле ӗҫе те шанчӑклӑ тӑвӑр. Мӗншӗн ҫакӑ кирлӗ? Эсир хӑвӑра шанӑҫа тивӗҫлӗ тата тӗплӗ ҫын пек кӑтартатӑр  пулсан, ҫакӑ старейшинӑсене Иегова сире пухури чыслӑ тивӗҫсене шанса парасшӑн пулнине ӑнланса илме пулӑшӗ (Пс. 100:6; 2 Тимофей 2:2 вуласа пар).

ТИВӖҪЛИПЕ ХИСЕПЛӖР

15, 16. а) Елисей хӑйне вӗрентекене хисепленине мӗнле кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) ӑ) Елисей ытти пророксене мӗнпе хавхалантарнӑ?

15 Елисей ҫинчен калакан калав хальхи вӑхӑтра арҫын тӑвансем опытлӑ старейшинӑсене мӗнле тивӗҫлипе хисеплеме пултарнине те кӑтартса парать. Елисейпе Илия Иерихонри пророксем патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн Иордан юханшывӗ патнелле утнӑ. Унта «Илия ҫиелти юпӑнчине хывнӑ та, ӑна пӗтӗрсе, унпа шыва ҫапнӑ, шыв унталла та кунталла уйӑрӑлса тӑнӑ». Юханшыв урлӑ типӗ тӗпӗпе каҫнӑ хыҫҫӑн ҫулпа «вӗсем калаҫса пынӑ». Эппин, Елисей пурне те пӗлетӗп тесе шутламан курӑнать. Илия хӑйӗнпе пӗрле пулнӑ чухне Елисей унӑн кашни сӑмахне тимленӗ. Унтан Илия тӳпенелле ҫавраҫилпе ҫӗкленсе хӑпарса кайнӑ. Каярахпа, Иордан патне таврӑнсан, Елисей шыва Илиян тумтирӗпе ҫапнӑ та каланӑ: «Ҫӳлхуҫа, Илия Турри,— Ҫавӑ ӑҫта?» Каллех шыв икӗ еннелле уйӑрӑлнӑ (4 Патш. 2:8—14).

16 Елисей тунӑ пӗрремӗш тӗлӗнмелле ӗҫ Илиян юлашки тӗлӗнмелле ӗҫӗ пекех пулнине эсир асӑрхарӑр-и? Ҫакӑ пире мӗне вӗрентет? Елисей, халӗ хӑйне власть панӑран, пурне те тӳрех улӑштарма пуҫламалла тесе шутламан курӑнать. Ун вырӑнне Елисей сӑваплӑ ӗҫре Илияран тӗслӗх илнӗ, ҫапла вӑл хӑйне вӗрентекене тивӗҫлипе хисепленине кӑтартнӑ. Ҫакӑ вара ытти пророксене питӗ хавхалантарнӑ (4 Патш. 2:15). Елисей 60 ҫула яхӑн пророк пулса ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл Иегова панӑ вӑйпа Илияран та нумайрах тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ. Ҫакӑнтан хальхи вӗренекенсем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

17. а) Хальхи вӗренекенсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗ Елисейӑнни пек пултӑр тесе мӗн тума пултараҫҫӗ? ӑ) Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Иегова шанчӑклӑ вӗренекенсемпе мӗнле усӑ курма пултарать?

17 Эсир пухури хӑш-пӗр тивӗҫсене илсенех сирӗн унччен йышӑннӑ йӗркесене тӳрех улӑштарма пуҫламалла — унччен мӗнле йышӑннӑ пек тума пӑрахмалла — тесе ан шутлӑр. Улшӑнусене сирӗн мӗн те пулин улӑштарас килнӗрен мар, пухӑва мӗн те пулин кирлӗ пулнӑран тата эпир Иеговӑн организацирен илсе тӑракан канашсемпе хушусем тӑрӑх тумалла. Илиян меслечӗсемпе усӑ курнипе Елисей ытти пророксене хавхалантарнӑ тата хӑйне вӗрентекене хисепленине кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех эсир опытлӑ старейшинӑсен Библипе килӗшсе тӑракан меслечӗсемпе усӑ куратӑр пулсан, вӗсене хисепленине кӑтартатӑр тата пухури тӑвансене хавхалантаратӑр. (1 Коринф 4:17 вуласа пар.) Опыт пухса пынӑ май эсир пухӑва малалла пыракан Иеговӑн организацийӗ хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма пулӑшакан улшӑнусем тӑватӑрах ӗнтӗ. Тен, эсир вӑхӑт иртнӗҫемӗн, Елисей пекех, Иегова пулӑшнипе хӑвӑра вӗрентекенсем тунӑ ӗҫсенчен те пысӑкрах ӗҫсем тума пултарӑр (Иоанн 14:12).

18. Мӗншӗн пухури арҫын тӑвансене халех вӗрентме пуҫламалла?

18 Ҫак тата унчченхи статьясенчи канашсем старейшинӑсене тата нумайӑшне ыттисене вӗрентмешкӗн вӑхӑт уйӑрма хавхалантарасса шанатпӑр эпир. Юрӑхлӑ арҫын тӑвансем ҫавӑн пек вӗрентнине хапӑл туса йышӑнччӑр тата Иеговӑн сурӑхӗсене пӑхса тӑмашкӑн ҫак пӗлӳсемпе усӑ курччӑр. Ҫакӑ пухусене пӗтӗм тӗнчипе тата ҫирӗпрех пулма, пире кашнине вара пулас йывӑр вӑхӑтра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшӗ.

^ 5 абз. Ҫамрӑк арҫын тӑван хӑйне яваплӑха туякан, ӑнлануллӑ тата хӑйне кӗҫӗне хуракан ҫын пек кӑтартать пулсан тата пухури ӗҫсене тума унӑн ытти лайӑх енсем пур пулсан, старейшинӑсем ӑна, вӑл 20 ҫула ҫитмен пулсан та, пулӑшакан ӗҫчен пулма сӗнме пултараҫҫӗ (1 Тим. 3:8—10, 12; 1990 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башнине» (выр.) пӑхӑр, 23-мӗш страница).

^ 11 абз. Сӳтсе явнӑ чухне ҫакӑнти шухӑшсемпе усӑ курма пулать: 2012 ҫулхи апрелӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни», 17—18 страницӑсем, 8—13 абзацсем, ҫавӑн пекех «Хӑвӑра Туррӑн юратӑвӗнче сыхласа усрӑр» кӗнеке, 16-мӗш сыпӑк, 1—3 абзацсем.