Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 апрель

Старейшинӑсем, эсир ыттисене вӗрентме тӑрӑшатӑр-и?

Старейшинӑсем, эсир ыттисене вӗрентме тӑрӑшатӑр-и?

«Пурин те — хӑйӗн вӑхӑчӗ» (ЕККЛ. 3:1).

1, 2. Район надзирателӗсем нумай пухура мӗн асӑрханӑ?

РАЙОН надзирателӗ старейшинӑсен совечӗпе ирттерекен тӗлпулу вӗҫленсе пынӑ. Вӑл ҫак ӗҫчен кӗтӳҫсем ҫине ӑшшӑн пӑхнӑ, вӗт вӗсенчен хӑш-пӗрисем унӑн ашшӗпе пӗр ҫулхисем пулнӑ. Ҫав-ҫавах ӑна пӗр япала канӑҫ паман, ҫавӑнпа та вӑл вӗсенчен ҫапла ыйтнӑ: «Хаклӑ тӑвансем, арҫын тӑвансене вӗрентес тесе сирӗн мӗн тума май килчӗ? Эсир вӗсене хӑйсем ҫине пухура ытларах яваплӑх илме мӗнле пулӑшса тӑратӑр?» Район надзирателӗ пухӑва малтан килнӗ чухне арҫын тӑвансене вӗрентме нумайрах вӑхӑт уйӑрма хавхалантарнине вӗсем лайӑх астунӑ. Юлашкинчен пӗр старейшина каланӑ: «Тӗрӗссипе каласан, эпир нумайӑшне тӑваймарӑмӑр». Ыттисем ҫакӑнпа килӗшсе пуҫӗсене сула-сула илнӗ.

2 Эсир пухура старейшина пулса ӗҫлетӗр пулсан, сирӗнпе те, тен, ҫакӑн пекки пулнӑ пулӗ. Тӗрлӗ ҫӗршыври район надзирателӗсем арҫын тӑвансене — ҫамрӑккисене те, аслӑраххисене те — кӗтӗве пӑхма вӗрентмешкӗн ытларах вӑхӑт уйӑрма кирлине  асӑрханӑ. Анчах та ҫакна тума ҫӑмӑлах мар. Мӗншӗн?

3. а) Библире вӗрентме кирли ҫинчен мӗн каланӑ тата мӗншӗн ҫавна пухура пурин те асра тытмалла? (Сноскӑна пӑхӑр.) ӑ) Мӗншӗн хӑш-пӗр старейшинӑсене ыттисене вӗрентме вӑхӑт тупма йывӑр пулма пултарать?

3 Ӑста кӗтӳҫсем пулнӑ май эсир ыттисене вӗрентмешкӗн кашни валли вӑхӑт уйӑрма кирлине ӑнланатӑр паллах *. Пухусене халӗ тӗреклетмешкӗн тата ҫӗнӗ пухусене йӗркелесе ямашкӑн нумай арҫын тӑван кирлине эсир пӗлетӗр. (Исаия 60:22 вуласа пар.) Ҫавӑн пекех Турӑ Сӑмахӗ те «ыттисене... вӗрентме» ӳкӗтлет. (2 Тимофей 2:2 вуласа пар.) Ҫав-ҫавах сире, тен, ҫӳлерех асӑннӑ старейшинӑсем пекех, ҫавна тума ҫӑмӑлах мар. Вӗт сирӗн хӑвӑр ҫемйӳне мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑмалла, ӗҫе ҫӳремелле, пухури тивӗҫсене тата ытти ӗҫсене тумалла, ҫавӑнпа та сире арҫын тӑвансене вӗрентмешкӗн вӑхӑт тупма йывӑр пулма пултарать. Анчах та айтӑр халӗ ҫавна мӗншӗн тума кирлине пӑхса тухар.

ЫТТИСЕНЕ ВӖРЕНТЕССИ — ВӐРАХА ЯМАСӐР ТУМАЛЛИ ӖҪ

4. Мӗншӗн старейшинӑсем арҫын тӑвансене вӗрентмешкӗн кӑштах тӑхтама пулать теме пултараҫҫӗ?

4 Мӗншӗн арҫын тӑвансене вӗрентмешкӗн старейшинӑсене вӑхӑт тупма йывӑр пулма пултарать? Тен, кам та пулин ҫапла шутлать: «Ыттисене, паллах ӗнтӗ, вӗрентмелле, анчах та ҫак ӗҫ ниҫта та тармасть, пухура вара ҫийӗнчех тумалли ӗҫсем пур. Ыттисене вӗрентме кӑштах тӑхтасан та пухупа нимӗн те пулмасть». Чӑнах та, старейшинӑсен вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫсем нумай, анчах та арҫын тӑвансене вӗрентес ӗҫе тӑсса пырсан, ҫакӑ пухӑва чӑннипех сиен кӳме пултарӗ.

5, 6. Двигателе пӑхасшӑн пулман водитель тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр тата ҫак тӗслӗхе пухури арҫын тӑвансене вӗрентессипе мӗнле ҫыхӑнтарма пулать?

5 Пӗр тӗслӗх ҫинчен шухӑшласа пӑхар. Водительсем автомобилӗн двигателӗ лайӑх ӗҫлетӗр тесен мотор ҫӑвне вӑхӑтра улӑштарса тӑмаллине пӗлеҫҫӗ. Анчах кам та пулин бака бензин ярса тӑни кирлӗрех тесе шутлама пултарать, мӗншӗн тесен унсӑрӑн машин каймасть вӗт. «Мотор ҫӑвне каярахпа улӑштарсан та, двигатель пурпӗр ӗҫлӗ, сахалтан та пӗр вӑхӑт хушши»,— тесе шутлӗ ҫавнашкал водитель. Анчах та ҫакӑнта мӗнле хӑрушлӑх пур? Водитель мотор ҫӑвне вӑхӑтра улӑштарса тӑмасть пулсан, пӗр-пӗр кун машинӗ унӑн ҫӗмӗрӗлӗ те ниҫта та каяймӗ. Ун чухне машинӑна юсама вӑхӑт та, укҫа та нумай кирлӗ пулӗ. Ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

6 Старейшинӑсен вӑраха ямасӑр тумалли ӗҫсем нумай, ҫавӑнпа та вӗсем ҫав ӗҫсене вӑхӑтра тумасан, ҫакӑ пухӑва сиен кӳрӗ. Илсе панӑ тӗслӗхри водитель бакра бензин пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе тӑнӑ пекех, старейшинӑсен «мӗн аваннине пӗлсе» пурӑнмалла (Флп. 1:10). Анчах та хӑш-пӗр старейшинӑсем васкавлӑ ӗҫсем ӑшне путнӑран ыттисене вӗрентес ӗҫе шута илмесен те — сӑнарлӑ каласан, двигателе пӑхса тӑмасан та юрать теме — пултараҫҫӗ. Старейшинӑсем арҫын тӑвансене вӗрентес ӗҫе вӑраха яраҫҫӗ пулсан, вӑхӑт иртнӗҫемӗн пухӑва мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑма пултаракан арҫын тӑвансем ҫителӗклӗ пулмӗҫ.

7. Арҫын тӑвансене вӗрентме вӑхӑт уйӑракан старейшинӑсем ҫине пирӗн мӗнле пӑхмалла?

7 Апла пулсан, вӗрентес ӗҫе каярахпа та тума пулать тесе шутламалла мар пирӗн. Старейшинӑсем, пуласлӑх ҫинчен шухӑшлаканскерсем  тата опыт ҫитсех кайман арҫын тӑвансене вӗрентме хӑйсен вӑхӑтне шеллеменскерсем — пухушӑн чӑн-чӑн пиллӗх. Ҫавӑн пек тунипе вӗсем хӑйсене ӑслӑлӑхпа палӑрса тӑракан ӗҫлекенсем пек кӑтартаҫҫӗ. (1 Петр 4:10 вуласа пар.) Ҫакӑ пухури тӑвансене мӗнле усӑ парать?

ВӐХӐТПА ТӖРӖС УСӐ КУРНИ

8. а) Старейшинӑсене ыттисене вӗрентме мӗн хавхалантарать? ӑ) Пулӑшу кирлӗ ҫӗре куҫса кайнӑ старейшинӑсен мӗнле яваплӑх пур? (« Пӗр тӑхтамасӑр тумалли тивӗҫ» рамкӑна пӑхӑр.)

8 Опытлӑ старейшинӑсен те хӑйсене кӗҫӗне хумалла та ватӑлса пынӑҫемӗн хӑйсем пухушӑн сахалрах та сахалрах тума пултарассине ӑнланмалла (Мих. 6:8). Ҫавӑн пекех вӗсен «вӑхӑтран, ӑнсӑртран» пулакан ӗҫсене пула хӑйсен пурнӑҫӗ улшӑнма пултарнине, ҫавна пула пухури тивӗҫсене вӗсем унчченхи пек туса тӑма пултарайманнине шута илмелле (Еккл. 9:11, 12; Иак. 4:13, 14). Ҫавӑнпа та Иеговӑн сурӑхӗсене ырӑ тӑвасшӑн ҫунни малашлӑх ҫинчен шухӑшлакан старейшинӑсене хӑйсем чылай ҫул хушшинче мӗн пӗлсе пынине ҫамрӑк арҫын тӑвансене вӗрентме хавхалантарӗ. (Псалом 70:17—19 вуласа пар.)

9. Мӗнле пулас событисене пула арҫын тӑвансене вӗрентес ӗҫе ырана хӑвармалла мар?

9 Арҫын тӑвансене вӗрентекен старейшинӑсем пухӑва тӗреклетеҫҫӗ. Мӗнле майпа? Старейшинӑсем ыттисене тӑрӑшса вӗрентнине пула пухури тӑвансене пӗрлӗхе упраса пурӑнма тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшакан арҫын тӑвансем нумайрах пулӗҫ. Ҫакӑ вара халӗ кӑна мар, пуласлӑхра та, хӑрушла асап вӑхӑтӗнче те питӗ кирлӗ пулӗ (Иез. 38:10—12; Мих. 5:5, 6). Ҫавӑнпа та эпир сире, хаклӑ старейшинӑсем, ыттисене вӗрентмешкӗн вӑхӑт уйӑрма паянах тытӑнӑр тесе чӗнетпӗр.

10. Арҫын тӑвансене вӗрентме вӑхӑт пултӑр тесе старейшинӑсен мӗн тумалла пулӗ?

10 Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне пухури ӗҫсене тума нумай вӑхӑт каять, ҫавна пула сире пур ӗҫе те туса ҫитерме май ҫук пек туйӑнма пултарать. Апла пулсан, тен, сирӗн ҫав ӗҫсене тума уйӑрнӑ вӑхӑтӑн пӗр пайне арҫын тӑвансене вӗрентме уйӑрмалла (Еккл. 3:1). Ҫакна туни пухӑва пуласлӑхра та усӑ панӑ пулӗччӗ.

ВӖРЕНЕКЕНӖН ЧӖРИНЕ ХАТӖРЛӖР

11. а) Тӗрлӗ ҫӗршывра пурӑнакан старейшинӑсем арҫын тӑвансене вӗрентес тӗлӗшпе панӑ канашсенче мӗн палӑртма пулать? ӑ) Ытарӑшсем 15:22-мӗшӗнчи сӑмахсем тӑрӑх, ҫав старейшинӑсем панӑ канашсене пӑхса тухни мӗншӗн усӑллӑ?

11 Нумаях пулмасть арҫын тӑвансене пухура нумайрах ӗҫ тума вӗрентес енчен ӑнӑҫлӑ пулнӑ хӑш-пӗр старейшинӑсенчен ҫакна эсир мӗнле тӑватӑр тесе ыйтнӑ пулнӑ *. Ҫав арҫын тӑвансен лару-тӑрӑвӗ тӗрлӗрен пулнӑ пулин те, вӗсем пӗрпектерех канашсем панӑ. Ҫакӑ мӗн кӑтартса парать? Библи тӑрӑх вӗрентни, Павел апостол вӑхӑтӗнчи пекех, «ӗненекен ушкӑнсене пур ҫӗрте те» усӑ парать (1 Кор. 4:17). Ҫавӑнпа та эпир ку тата тепӗр статьясенче ҫав старейшинӑсем панӑ хӑш-пӗр канашсене пӑхса тухӑпӑр (Ытар. 15:22). Ансатлатас тӗллевпе эпир пӗлӳ паракансем пирки «вӗрентекенсем», вӗсенчен пӗлӳ илекенсем пирки «вӗренекенсем» тейӗпӗр.

12. Вӗрентме пуҫлас умӗн вӗрентекенӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

12 Вӗрентекенӗн вӗренме майлӑ лару-тӑру тума тӑрӑшмалла. Вӑрлӑх акас умӗн пахчаҫӑн ҫӗре сухаламалла та кӑпкалатмалла. Ҫавӑн пекех вӗрентекенӗн те мӗне те пулин ҫӗннине вӗрентес умӗн вӗренекене хавхалантармалла, урӑхла каласан, унӑн чӗрине  хатӗрлемелле. Апла пулсан, вӗрентекен вӗренме майлӑ лару-тӑру тӑвас тесе мӗн тума пултарать? Авалхи пророксенчен пӗри усӑ курнӑ меслете тытса тӑма пултарать. Мӗнле меслет вӑл?

13—15. а) Иегова Самуила мӗн тума хушнӑ? ӑ) Самуил Саула ҫӗнӗ тивӗҫе тума мӗнле хатӗрленӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.) б) Самуил мӗн туни хальхи старейшинӑсене мӗншӗн уйрӑмах интереслӗ пулмалла?

13 Пӗррехинче, 3 000 ҫул каялла, Иегова ватӑ пророка, Самуила, ҫапла каланӑ: «Ыран ҫак вӑхӑтра Эпӗ сан патна Вениамин ҫӗрӗ ҫинчен пӗр ҫынна илсе килӗп, эсӗ ӑна Манӑн халӑхӑма, Израиле, тытса тӑраканӗ пулма ҫу сӗрсе яр» (1 Патш. 9:15, 16). Самуил хӑй халӑхӑн ҫулпуҫӗ пулнӑ вӑхӑтсем вӗҫленсе пынине тата хӑйӗн вырӑнне Иегова ӑна урӑх ҫынна суйласа лартма хушнине ӑнланса илнӗ. Тен, пророк ҫакнашкал ыйту панӑ: «Ҫав ҫынна хӑйӗн тивӗҫне туса тӑма мӗнле-ха манӑн хатӗрлес?» Самуил мӗн тумаллине ӑнкарса илнӗ те ҫакна мӗнле тумалли ҫинчен шухӑшланӑ.

14 Самуил тепӗр кунне Саула курсан, Иегова пророка каланӑ: «Акӑ Эпӗ сана каланӑ ҫын». Унтан Самуил хӑй мӗн шутласа хунине пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Вӑл Саула апат ҫимелли пӳлӗме апатланма чӗннӗ. Унта вӑл Саулпа унӑн тарҫине чи хисеплӗ вырӑна лартнӑ, вара чи лайӑх аш татӑкӗсене сӗннӗ те каланӑ: «Ҫакна ятарласа хӑварттарнӑ, хӑвӑн умна хур та ҫи». Ҫакӑн хыҫҫӑн Самуилпа Саул пӗр-пӗринпе калаҫса пророк килне утнӑ. Тутлӑ апат тата уҫӑ сывлӑшра уҫӑлса ҫӳрени кӑмӑла ҫӗкленӗ паллах. Ҫакӑн пек кӑмӑллӑ лару-тӑрупа усӑ курса Самуил Саула пӳрт тӑррине хӑпарма чӗннӗ. Каҫхи сулхӑнра Самуилпа Саул ҫывӑрма кайичченех «пӳрт витти ҫинче калаҫса ларнӑ». Тепӗр кунне ирхине Самуил Саула ҫу сӗрсе суйласа лартнӑ, чуптунӑ тата мӗн-мӗн тумаллине каласа панӑ. Халӗ вара Саул хӑйне мӗн кӗтсе тӑнине тума хатӗр пулнӑ (1 Патш. 9:17—27; 10:1).

15 Чӑнах та, ҫынна халӑхӑн ҫулпуҫӗ пулма суйласа лартассипе арҫын тӑвана старейшина е пулӑшакан ӗҫчен пулма пулӑшасси вӑл пӗр япалах мар. Ҫав-ҫавах старейшинӑсем Самуил усӑ курнӑ меслетрен нумай енчен ӑса вӗренме пултараҫҫӗ. Ӑса вӗренмелли икӗ мая пӑхса тухар.

КӐМӐЛТАН ВӖРЕНТӖР ТАТА ҪЫВӐХ ТУССЕМ ПУЛӐР

16. а) Израильтянсем хӑйсем валли патша ыйтсан, Самуилӑн мӗнле туйӑмсем пулнӑ? ӑ) Иегова Саула суйласа лартма хушсан, ҫакна Самуил мӗнле кӑмӑлпа тунӑ?

16 Кӑмӑлтан вӗрентӗр. Израильтянсем хӑйсем валли ҫынна патшана лартасшӑн пулнине пӗлсен, Самуил кулянса ӳкнӗ тата ӑна хӑйне ҫынсем ним вырӑнне те хуман пек туйӑннӑ (1 Патш. 8:4—8). Вӗсем мӗн ыйтнине пророкӑн питӗ тӑвас килмен, ҫавӑнпа та Иегова ӑна виҫӗ хутчен халӑх мӗн каланине итле тенӗ (1 Патш. 8:7, 9, 22). Ҫавӑн пек чухне те Самуил хӑйне улӑштаракан ҫынна кӗвӗҫсе, ҫилленсе тӑман. Иегова ӑна Саула суйласа лартма ыйтсан, пророк пӑхӑннӑ, анчах ҫакна вӑл тума кирлӗрен мар, кӑмӑлтан тата Иеговӑна юратнӑран тунӑ.

17. Самуилран тӗслӗх илес тесе старейшинӑсем хальхи вӑхӑтра мӗн тӑваҫҫӗ тата ҫакӑ вӗсене мӗн парать?

17 Самуил пекех, хальхи вӑхӑтра опытлӑ старейшинӑсем хӑйсем кама вӗрентеҫҫӗ, ҫавсемпе хӑйсене ыррӑн тытаҫҫӗ (1 Петр 5:2). Ҫавӑн пек старейшинӑсем ыттисене кӑмӑлтан вӗрентеҫҫӗ тата пухури хӑйсен хӑш-пӗр тивӗҫӗсене вӗренекенсене пама тивессинчен хӑрамаҫҫӗ. Ун вырӑнне вӗсем ҫав арҫын тӑвансене «пӗрле ӗҫлекенсем» вырӑнне, малашне пухӑва мӗн кирлипе тивӗҫтерсе тӑма пулӑшакан хаклӑ тӑвансем вырӑнне хураҫҫӗ  (2 Кор. 1:24, ҪТ; Евр. 13:16). Ҫак хӑйсене шеллемен вӗрентекенсем хӑйсен вӗренекенӗсем Туррӑн халӑхне усӑ кӳрес тесе хӑйсен пултарулӑхӗпе мӗнле усӑ курнине кура мӗн тери савӑнаҫҫӗ пулӗ! (Ап. ӗҫ. 20:35.)

18, 19. Старейшина вӗренекенӗн чӗрине мӗнле хатӗрлеме пултарать тата ҫакна туни мӗншӗн питӗ кирлӗ?

18 Вӗрентекенсем кӑна мар, туссем те пулӑр. Самуил Саула тӗл пулнӑ чухне пророк ҫу савӑтне илсе ҫӑвне унӑн пуҫӗ ҫине юхтарнипе те ҫырлахма пултарнӑ. Ҫапла вара ҫӗнӗ патшана суйласа лартнӑ пулӗччӗҫ, анчах та вӑл Туррӑн халӑхне ертсе пыма хатӗр пулман пулӗччӗ. Ун вырӑнне Самуил Саулӑн чӗрине ҫӗнӗ ӗҫе тума майӗпен-майӗпен хатӗрлес тесе вӑхӑтне шеллесе тӑман. Пӗрле апат ҫинӗ, уҫӑлса ҫӳренӗ, пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫнӑ тата каннӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пророк Саула патша пулма суйласа лартма вӑхӑт ҫитрӗ тесе шутланӑ.

Ыттисене вӗрентме пуҫлас умӗн вӗсемпе туслашмалла (18, 19 абзацсене пӑхӑр.)

19 Ҫавӑн пекех халӗ те вӗрентекенӗн вӗрентме пуҫлас умӗн майлӑ лару-тӑру тумалла та вӗренекенпе туслашма тӑрӑшмалла. Вӗренекенпе хӑйӗн хушшинче ӑшӑ та кӑмӑллӑ хутшӑнусем пулччӑр тесе старейшина мӗн тума пултарни чылай чухне вырӑнти йӑла-йӗркепе лару-тӑруран килет. Анчах та кирек хӑш ҫӗршывра пурӑнсан та, старейшина ерҫӳллӗ маррине пӑхмасӑрах вӗренекен валли вӑхӑт уйӑрать пулсан, вӑл ӑна: «Эсӗ маншӑн хаклӑ ҫын»,— тесе калать теме пулать. (Рим 12:10 вуласа пар.) Ҫакӑн пек тимлӗ пулнине вӗренекен, паллах ӗнтӗ, хаклӗ тата ҫавӑншӑн пархатарлӑ пулӗ.

20, 21. а) Лайӑх вӗрентекене эсир мӗнле сӑнласа панӑ пулӑттӑр? ӑ) Тепӗр статьяра мӗн сӳтсе явнӑ?

20 Старейшинӑсем, ҫакна асра тытӑр: лайӑх вӗрентекене вӗрентме килӗшет кӑна мар, вӑл хӑй вӗрентекен ҫынна та юратать. (Иоанн 5:20 танлаштарса пӑхӑр.) Вӗренекен хӑйӗншӗн вӗрентекен чунтан тӑрӑшнине тӳрех туйса илме пултарать, ҫавна пула вӑл хӑйне мӗне вӗрентнине кӑмӑл туса йышӑнӗ. Ҫавӑнпа та хаклӑ старейшинӑсем, арҫын тӑвансене вӗрентнӗ чухне вӗсемшӗн вӗрентекенсем кӑна мар, вӗсен тусӗсем те пулма тӑрӑшӑр (Ытар. 17:17; Иоанн 15:15).

21 Вӗренекенӗн чӗрине хатӗрленӗ хыҫҫӑн старейшинӑн ӑна кирлӗ ӗҫсене тума вӗрентмелле. Вӑл мӗнле меслетсемпе усӑ курма пултарать? Ҫавна тепӗр статьяра сӳтсе явнӑ.

^ 3 абз. Ҫак тата тепӗр статьясене старейшинӑсем валли ҫырнӑ, анчах та вӗсенче мӗн калани пурне те интереслӗ пулӗ. Мӗншӗн? Ҫак статьясем шыва кӗнӗ арҫын тӑвансене, вӗсем пухура нумайрах ӗҫ тӑвасшӑн пулсан, вӗренме кирлине ӑнланса илме пулӑшӗҫ. Ҫакӑ вара пӗтӗм пухӑва усӑ парӗ.

^ 11 абз. Ҫав старейшинӑсем Австралире, Бангладешра, Бельгире, Бразилире, Гвинейӑра, Корейӑра, Мексикӑра, Намибире, Нигерире, Пӗрлешӳллӗ Штатсенче, Раҫҫейре, Реюньонра, Францире, ЮАРта тата Японире пурӑнаҫҫӗ.