Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 апрель

 БИОГРАФИ

Иегова пире «майлӑ вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та» пиллерӗ

Иегова пире «майлӑ вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та» пиллерӗ

ЭПӖ 1930 ҫулхи мартра хальхи Малави ҫӗршывне кӗрекен Лилонгве хулинчен инҫех мар вырнаҫнӑ Намкумба ялӗнче ҫуралнӑ. Эпӗ Иеговӑшӑн шанчӑклӑ ӗҫлекен тӑван-хурӑнташсемпе туссем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ. 1942 ҫулта эпӗ хамӑн пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑм та пирӗн илемлӗ юханшывсенчен пӗринче шыва кӗтӗм. Ҫавӑн хыҫҫӑнхи 70 ҫул хушшинче эпӗ Павел Тимофее: «Сӑмаха вӗрентсе ҫӳре, ҫавна майлӑ вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та вӑраха ямасӑр ту»,— тесе ӳкӗтленине тытса тӑма тӑрӑшрӑм (2 Тим. 4:2, ҪТ).

Пирӗн ҫӗршыва 1948 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче Нейтан Норрпа Милтон Хеншель, Бруклинри (Нью-Йорк) Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленийӗн представителӗсем, пӗрремӗш хут пырса кайни мана Иеговӑшӑн тулли вӑхӑтпа ӗҫлеме хавхалантарчӗ. Эпӗ ҫак арҫын тӑвансен кӑмӑла ҫӗклекен сӑмахӗсене ӑшшӑн аса илетӗп. Норр тӑван «Пур халӑхӑн улшӑнми пуҫлӑхӗ» текен доклада тунӑ чухне ӑна 6000 яхӑн ҫын уйра пылчӑк ҫинче тимлӗ итлесе тӑчӗ.

Унтан эпӗ Лидэси ятлӑ хитре хӗрарӑм тӑванпа паллашрӑм. Вӑл та Иегова Свидетелӗсен ҫемйинче ӳссе ҫитӗннӗ тата сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвасшӑн пулнӑ. Эпир 1950 ҫулта мӑшӑрлантӑмӑр, 1953 ҫул тӗлнелле пирӗн икӗ ача ҫуралнӑччӗ. Ачасене пӑхса ӳстермешкӗн нумай ӗҫ тумалла пулнӑ пулин те, эпӗ тулли пионер пулса ӗҫлеме пултарнӑ пулӑттӑм тесе шутласа хутӑмӑр эпир. Тепӗр икӗ ҫултан мана ятарлӑ пионер пулса ӗҫлеме сӗнчӗҫ.

Кӗҫех мана район надзирателӗ туса хучӗҫ, вара манӑн тӗрлӗ пухусене кайса ҫӳремелле пулчӗ. Хаклӑ арӑм пулӑшса тӑнӑран эпӗ сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума та, ҫемьене мӗн кирлипе тивӗҫтерме те пултартӑм *. Анчах та эпир иксӗмӗр те сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тӑвасшӑн пулнӑ. Хамӑр ӗҫсене лайӑх йӗркеленине пула тата хамӑрӑн пилӗк ача пулӑшнине пула Лидэси те 1960 ҫулта сӑваплӑ ӗҫе тулли вӑхӑтпа тума пуҫларӗ.

Конгрессем пире пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пулӑшрӗҫ

Ҫав майлӑ вӑхӑтра пире тӗрлӗ пухура тӑвансемшӗн ӗҫлеме килӗшетчӗ. Эпир кӑнтӑрти Мландже тӑвӗ айккинчи илемлӗ вырӑнсенче тата ҫӗршывӑн тухӑҫ пайӗпе тенӗ пекех тӑсӑлса выртакан Ньяса кӳлли таврашӗнчи лӑпкӑ та канлӗ вырӑнсенче пултӑмӑр. Эпир сӑваплӑ ӗҫе тӑвакан районсенче пухусемпе хыпарҫӑсен шучӗ пӗрмай ӳсетчӗ.

1962 ҫулта эпир «Хӑюллӑ ӗҫлекенсем» текен конгресра пултӑмӑр. Унчченхине аса илнӗ май  эпир ҫав ятарлӑ мероприятисем пире пулас йывӑрлӑхсене хатӗрленме пулӑшнине ӑнланатпӑр. Тепӗр ҫулне пирӗн ҫӗршыва каллех Хеншель тӑван килчӗ, вара Блантайр хули ҫумӗнче иртнӗ ятарлӑ конгреса 10000 яхӑн ҫын пынӑччӗ. Ҫак кӑмӑла ҫӗклекен конгресс пулас йывӑр вӑхӑтсенче пире тӗреклӗ пулма пулӑшрӗ.

ЙЫВӐР ВӐХӐТСЕМ

Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартсан филиал пурлӑхне туртса илчӗҫ

Свидетельсене политикӑна хутшӑнманшӑн 1964 ҫулта хытӑ хӗсӗрлеме пуҫларӗҫ. Ҫавна пула 100 ытла Патшалӑх залне тата Свидетельсен 1000 ытла ҫуртне аркатрӗҫ. Анчах та эпир ҫулҫӳрев ӗҫне 1967 ҫулта Малави правительстви Свидетельсен ӗҫне чарса лартичченех туса тӑма пултартӑмӑр. Блантайри филиал ҫуртне туртса илчӗҫ, миссионерсене ҫӗршывран кӑларса ячӗҫ, Свидетельсене нумайӑшне вара, Лидэсипе мана та, тӗрмене лартрӗҫ. Тӗрмерен кӑларсан эпир каллех ҫулҫӳрев ӗҫне пуҫларӑмӑр, анчах та ҫавна асӑрхануллӑ турӑмӑр.

Пӗррехинче, 1972 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче, Малавири Ҫамрӑксен лигинчи — экстремистла политика ушкӑнӗнчи — 100 яхӑн ҫын пирӗн киле вӑркӑнса кӗчӗ. Ҫакӑнччен кӑшт маларах ҫав ҫынсенчен пӗри ман пата чупса килчӗ те мана пытанса ларма сӗнчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем мана вӗлерме шут тытнӑ пулнӑ. Эпӗ арӑмпа ачасене инҫех мар ӳсекен банан йывӑҫӗсем хушшине пытанма хушрӑм, хам вара пысӑк манго йывӑҫӗ ҫине хӑвӑрт хӑпарса лартӑм. Ҫак вырӑнтан эпӗ пирӗн ҫурта мӗнле аркатнине тата пирӗн пурлӑха мӗнле ҫаратнине сӑнаса лартӑм.

Пирӗн тӑвансем политикӑна хутшӑнманран вӗсен пӳрчӗсене ҫунтарса янӑ

Малавире тата хытӑрах хӗсӗрлеме пуҫласан пин-пин Свидетель ҫӗршывран тухса тарнӑ. Пирӗн ҫемье 1974 ҫулхи июнь уйӑхӗччен Мозамбикӑн анӑҫ пайӗнче вырнаҫнӑ беженецсен лагерӗнче пурӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра пире Лидэсипе иксӗмӗре Малави чиккинчен инҫех мар вырнаҫнӑ Домуэ хулинче ятарлӑ пионерсем пулса ӗҫлеме ыйтрӗҫ. Унта эпир 1975 ҫулта Мозамбик Португалине пӑхӑнса тӑма пӑрахиччен ӗҫлерӗмӗр. Ҫавӑн чухне пире ытти Свидетельсемпе пӗрле Малавине хамӑр хӗсӗрлевҫӗсем патне вӑйпа таврӑнтарчӗҫ.

Малавине таврӑнсан мана тӗп хулари, Лилонгвери, пухусене кайса ҫӳрес ӗҫе шанса пачӗҫ. Хӗсӗрленине тата ытти йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах эпир ӗҫлекен районсенче пухусен шучӗ ӳссе пычӗ.

ИЕГОВӐН ПУЛӐШӐВНЕ ХАМӐР ҪИНЧЕ ТУЯТПӐР

Пӗррехинче эпир пӗр яла килтӗмӗр, унта политика митингӗ пыратчӗ. Парти майлисенчен хӑш-пӗрисем эпир Иегова Свидетелӗсем пулнине пӗлсен, пире «Малавири Ҫамрӑк пионерсем» текен ҫамрӑксен юхӑмне кӗрекен ҫынсем хушшине вӑйпах лартрӗҫ. Ҫавӑн пек ҫивӗч лару-тӑрура эпир пулӑшу пама тата мӗн тумаллине кӑтартма ыйтса Иеговӑна хӗрӳллӗн кӗлтурӑмӑр. Митинг вӗҫленсен пире хӗнеме пуҫларӗҫ. Кӗтмен ҫӗртен  пӗр ватӑ хӗрарӑм чупса пычӗ те кӑшкӑрса ячӗ: «Тархасшӑн, ан тӗкӗнӗр вӗсене! Ҫак ҫын ман пӗртӑванӑн ывӑлӗ. Хӑйсен ҫулӗпе кайччӑр вӗсем!» Вара пӗр активисчӗ каларӗ: «Кайччӑр апла!» Ҫав хӗрарӑм мӗншӗн ҫавӑн пек каланине эпир пӗлместпӗр, вӗт вӑл пирӗн хурӑнташ пулман. Иегова пирӗн кӗлле илтрӗ пулас.

Парти билечӗ

Эпир 1981 ҫулта Малавири Ҫамрӑк пионерсемпе каллех тӗл пултӑмӑр. Вӗсем пирӗн велосипедсене, япаласене, кӗнекесене тата пирӗн районти арҫын тӑвансем ҫинчен калакан кирлӗ документсене туртса илчӗҫ. Пирӗн тарса ӳксе ҫав вырӑнти старейшинӑн пӳртӗнче пытанса ларма май килчӗ. Эпир каллех кӗлтума пуҫларӑмӑр. Пире ҫав ҫынсем пирӗнтен туртса илнӗ документсенчи информаципе мӗн тума пултарасси пӑшӑрхантарнӑ. Ҫамрӑк пионерсем ҫав хутсем ҫине пӑхсан, вӗсем ман пата Малавин кашни кӗтесӗнчен ярса панӑ ҫырусене курнӑ. Вӗсем хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн тесен эпӗ патшалӑх чиновникӗ тесе шутланӑ. Ҫавӑнпа вӗсем документсене пурне те вырӑнти старейшинӑсене тӳрех тавӑрса панӑ.

Тепрехинче, эпир юханшыва караппа ишсе каҫнӑ чухне, карап хуҫи, ҫав вырӑнта политика ертӳҫи пулнӑскер, унти ҫынсен парти билечӗсене тӗрӗслесе пӑхасшӑн пулчӗ. Пирӗн пата ҫывхарса пынӑ май вӑл полици шыракан вӑрра палласа илчӗ. Шӑв-шав ҫӗкленчӗ, ҫакӑнпа вара парти билечӗсене тӗрӗслесси вӗҫленчӗ. Каллех эпир Иегова юратнине, пулӑшнине туйса илтӗмӗр.

АРЕСТЛЕНИ ТАТА ТӖРМЕНЕ ХУПНИ

Эпӗ 1984 ҫулхи февраль уйӑхӗнче отчетсене Лилонгвене кайса парас тесе, унтан вара вӗсене Замбири филиала леҫсе паччӑр тесе, ҫула тухрӑм. Мана полицейски чарчӗ те манӑн сумкӑна ухтарчӗ. Унта вӑл Библие ӑнлантарса паракан литературӑна тупрӗ, ҫавӑнпа мана полици участокне илсе кайрӗ те хӗнеме пуҫларӗ. Унтан вӑл мана ҫыхса хучӗ те вӑрӑсене хупса хунӑ пӳлӗме хупрӗ.

Тепӗр кунне полици участокӗн пуҫлӑхӗ мана тепӗр пӳлӗме илсе кайрӗ, унта вӑл мана хӑй ҫырнӑ документ ҫине алӑ пусма хушрӗ. Ҫав документра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Эпӗ, Трофим Нсомба, тек Иегова Свидетелӗ мар, ҫавӑнпа та хама ирӗке кӑларма ыйтатӑп». Эпӗ хуравларӑм: «Манпа хуть те мӗн тӑвӑр — хуть ҫыхса пӑрахӑр, хуть вӗлерӗр! Эпӗ халӗ те Иегова Свидетелӗ». Эпӗ алӑ пусмарӑм, ҫакӑ вара ӑна шӑртлантарса ячӗ. Вӑл сӗтеле чышкипе кӗрс! тутарчӗ, ҫавна илтсе мӗн пулнине пӗлес тесе ҫумри пӳлӗмрен тепӗр полицейски чупса килчӗ. Пуҫлӑх ӑна ҫапла каларӗ: «Ҫак ҫын алӑ пусасшӑн мар. Вӑл вӗрентсе ҫӳреме чарӑнасшӑн мар-тӑк, Иегова Свидетелӗ тесе алӑ пустӑр, вара эпир ӑна Лилонгвери тӗрмене ярӑпӑр». Ҫав вӑхӑт хушшинче манӑн хаклӑ мӑшӑрӑм манпа мӗн пулнине пӗлмен. Тӑватӑ кунран кӑна пӗр арҫын тӑван ӑна эпӗ ӑҫта пулнине пӗлтернӗ.

Лилонгвери полици участокӗнче полицейскисем хӑйсене манпа ыррӑн тытрӗҫ. Участок пуҫлӑхӗ ҫапла каларӗ: «Сана кунта Турӑ Сӑмахӗшӗн  хупнӑ, ыттисене вара — вӑрӑсем пулнӑшӑн. Ҫавӑнпа та акӑ сана пӗр турилкке рис». Унтан мана Качерери тӗрмене ячӗҫ, унта эпӗ пилӗк уйӑх лартӑм.

Тӗрме пӑхавҫи эпӗ килнӗшӗн савӑнчӗ. Вӑл мана тӗрме «пасторӗ» тӑвасшӑнччӗ. Малтанхи пастора вӑл ҫапла каланӑ: «Турӑ Сӑмахне кунта урӑх вӗрентнӗ ан пултӑр! Сана хӑвӑн чиркӳне ҫаратнӑшӑн хупнӑ». Мана тӗрмере ларакансем валли кашни эрнере ирттерекен тӗлпулусенче Библи вӗрентме хушрӗҫ.

Каярахпа лару-тӑру япӑхланчӗ. Тӗрме пуҫлӑхӗсем Малавире Иегова Свидетелӗсем мӗн чухлӗ пулнине пӗлес тесе мана допрос тума тытӑнчӗҫ. Эпӗ вӗсене мӗн кирлине каласа паманшӑн вӗсем мана тӑна ҫухатиччен хӗнерӗҫ. Тепрехинче вӗсем пирӗн тӗп управлени ӑҫта вырнаҫнине пӗлесшӗн пулчӗҫ. «Ку ыйту йывӑр мар, куна эпӗ сире каласа парӑп»,— тесе каларӑм эпӗ. Полицейскисем савӑнса кайрӗҫ те диктофона ячӗҫ. Эпӗ Иегова Свидетелӗсен тӗп управленийӗ ҫинчен Библире каланӑ тесе ӑнлантартӑм. Вӗсем питӗ тӗлӗнчӗҫ, вара ҫапла ыйтрӗҫ: «Ӑҫта ун ҫинчен каланӑ?»

«Исаия 43:12-мӗшӗнче»,— терӗм эпӗ. Вӗсем Библире ҫав сӑвӑ йӗркине тупрӗҫ те тимлӗн вуларӗҫ: «„Эсир — манӑн свидетельсем,— тет Иегова,— эпӗ вара Турӑ“» (ҪТ). Вӗсем ҫак вырӑна виҫӗ хутчен вуласа тухрӗҫ те ҫапла ыйтрӗҫ: «Мӗнле-ха вӑл Иегова Свидетелӗсен тӗп управленийӗ Америкӑра мар, Библире пулма пултарать?» Эпӗ вӗсене каларӑм: «Америкӑри Иегова Свидетелӗсем те ҫак сӑвӑ йӗркинче хӑйсен тӗп управленийӗ кам иккенне кураҫҫӗ». Тӗрме пуҫлӑхӗсем хӑйсем мӗн илтес килнине илтейменрен мана Лилонгверен ҫурҫӗрелле вырнаҫнӑ Дзалекӑри тӗрмене ячӗҫ.

ЙЫВӐР ВӐХӐТРА ТА — ПИЛЛӖХСЕМ

1984 ҫулхи июль уйӑхӗнче мана Дзалекӑри тӗрмене илсе килчӗҫ, унта вара 81 Свидетеле хупса хунӑччӗ. Ҫак тӗрмере ларакан 300 ҫын урайӗнче ҫума-ҫумӑн ҫывӑратчӗҫ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Свидетельсем пӗр-пӗр арҫын тӑван сӗннӗ кулленхи сӑвӑ йӗркине пӗчӗк ушкӑнсем ҫине пайланса сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Ҫакӑ пире вӑй парса тӑратчӗ.

Каярахпа тӗрме пӑхавҫи Свидетельсене тӗрмере ларакан ытти ҫынсенчен уйӑрчӗ. Хуралҫӑсенчен пӗри пире вӑрттӑн ҫапла каларӗ: «Влаҫсен сире курайманни ҫук. Вӗсем сире икӗ сӑлтава пула тӗрмере тытаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, правительство сире Ҫамрӑк пионерсем вӗлересрен хӑрать. Иккӗмӗшӗнчен, эсир пулас вӑрҫӑ ҫинчен вӗрентсе ҫӳретӗр, влаҫсем вара хӑйсен салтакӗсем ҫав вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тарса пӗтесрен шикленеҫҫӗ».

Судра ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн арҫын тӑвансене илсе тухаҫҫӗ

1984 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче пире пурне те суда пачӗҫ. Пире кашнине икӗ ҫуллӑха хупма йышӑнчӗҫ. Унчченхи пекех пире Свидетель пулман ҫынсемпе пӗрле хупрӗҫ. Анчах та тӗрме пӑхавҫи хуралҫӑсене ҫапла пӗлтернӗ: «Иегова Свидетелӗсем чӗлӗм туртмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсенчен туртмалли ан ыйтӑр тата сирӗн пирус тивертмелле пулсан, вӗсене вӗри кӑвар илсе килме ан ыйтӑр.  Вӗсем Турӑ ҫыннисем! Иегова Свидетелӗсене пурне те кунне икӗ хутчен ҫитермелле. Вӗсем кунта преступлени тунӑшӑн мар, Библие ӗненнӗшӗн лараҫҫӗ».

Хамӑра лайӑх тытни пире ку хутӗнче кӑна мар усӑ пачӗ. Тӗттӗмленсен е ҫумӑр ҫунӑ чухне тӗрмере ларакансене тула тухма чаратчӗҫ. Пире вара тухма чармастчӗҫ. Вӗсем эпир тарма шутламаннине пӗлетчӗҫ. Пӗррехинче уйра ӗҫленӗ чухне хуралҫӑсенчен пӗри хӑйне япӑх туйма пуҫларӗ, вара эпир ӑна тӗрме ҫуртне, унта пулӑшу паччӑр тесе, йӑтса кайрӑмӑр. Тӗрме пуҫлӑхӗсем эпир шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫынсем пулнине пӗлетчӗҫ. Ҫавӑнпа та хамӑра лайӑх тытнине пула эпир хамӑра хӗсӗрлекенсем Иеговӑн ятне мухтанине куртӑмӑр. Ҫакӑ пире питӗ савӑнтарчӗ (1 Петр 2:12) *.

КАЛЛЕХ МАЙЛӐ ВӐХӐТ

Мана 1985 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче Дзалекӑри тӗрмерен кӑларчӗҫ. Ҫемьепе каллех пӗрле пулма мана питӗ хавас пулчӗ! Ҫав йывӑр вӑхӑтра пире айӑпсӑрлӑха упраса хӑварма пулӑшнӑшӑн эпир Иеговӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫав тапхӑра аса илнӗ май эпир хамӑра Павел апостол пекех туятпӑр. Вӑл ҫырнӑ: «Эй тӑванӑмсем... эпир сире... хамӑр хурлӑх курнине пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар... хамӑр чӗрӗ юласса та сунманччӗ. Ӑшӑмӑрта ӗнтӗ вилетпӗр тесех шухӑшланӑччӗ: хамӑра шанасси юлмарӗ, эпир хамӑра мар, вилнисене чӗртсе тӑратакан Турра ҫеҫ шанса тӑтӑмӑр. Вӑл вара пире вилес патне ҫитнӗ ҫӗртен хӑтарчӗ» (2 Кор. 1:8—11).

Трофим Нсомба тӑванпа унӑн арӑмӗ Лидэси Патшалӑх залӗ умӗнче тӑраҫҫӗ, 2004 ҫул

Чӑнах та, хӑш-пӗр чухне пире чӗрӗ тӑрса юлма май ҫук пек туйӑнатчӗ. Анчах та эпир Иеговӑн аслӑ ятне малашне те хамӑра кӗҫӗне хурса мухтас тесе яланах унран хӑюлӑхпа ӑслӑлӑх пама ыйтнӑ.

Иегова пирӗн сӑваплӑ ӗҫе яланах пилленӗ: майлӑ вӑхӑтра та, йывӑр вӑхӑтра та. Лилонгвере 2000 ҫулта филиал туса пӗтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех Малавире 1000 ытла ҫӗнӗ Патшалӑх залӗ туса лартнӑ. Ҫакӑ вара пире калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парать! Иегова парса тӑракан ҫак пиллӗхсем пире питӗ тӗлӗнтереҫҫӗ, ҫавӑнпа та хӑш-пӗр чухне пире ҫаксем тӗлӗкре пулса пынӑ пек туйӑнаҫҫӗ! *

^ 7 абз. Халӗ арҫын тӑвансене, вӗсен ҫула ҫитмен ачасем пур пулсан, район надзирателӗ пулма ыйтмаҫҫӗ.

^ 30 абз. Малавире хӗсӗрлени ҫинчен нумайрах пӗлес тесе 1999 ҫулхи «Ежегодник Свидетелей Иеговы» кӑларӑма пӑхӑр, 171—223 страницӑсем.

^ 34 абз. Ҫак статьяна хатӗрленӗ чухне Нсомба тӑван 83 ҫулта вилсе кайнӑ.