Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 апрель

Касса пӑрахнӑ йывӑҫ каллех ӳсӗ-ши?

Касса пӑрахнӑ йывӑҫ каллех ӳсӗ-ши?

ЛАПСӐРККА Ливан кедрӗпе танлаштарсан, ҫу, е олива, йывӑҫӗнче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук пек туйӑнать. Анчах та ҫак йывӑҫӑн хӑйне евӗрлӗ уйрӑмлӑх пур: вӑл ҫутҫанталӑкра пулакан тӗрлӗ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пултарать. Хӑш-пӗрисем 1000 ҫула ҫитнӗ ҫу йывӑҫӗсем те пур тесе шутлаҫҫӗ. Ҫу йывӑҫӗн тымарӗсем тарӑн пулнӑран, вуллине касса пӑрахсан та, хунав яма пултараҫҫӗ. Тымарӗсем чӗрӗ пулнӑ чухне ҫу йывӑҫӗ каллех ӳсме пултарать.

Иов ятлӑ тӳрӗ ҫын хӑй вилсен те чӗрӗлсе тӑма пултарнине шанса тӑнӑ (Иов 14:13—15). Вӑл хӑйне Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратма пултарнине ӗненнине кӑтартас тесе йывӑҫа, тен, ҫу йывӑҫне, тӗслӗх вырӑнне илсе панӑ. «Йывӑҫӑн шанчӑк пур,— тенӗ Иов,— кассассӑн та каллех чӗрӗлет вӑл, унӑн хунавӗсем ӗрчеме чарӑнмаҫҫӗ». Типӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума пуҫласан, ҫу йывӑҫӗн типсе ларнӑ тункати ҫӗнӗ хунав кӑларма пултарать. Вара вӑл «ҫӗнӗрен лартнӑ йывӑҫ пек туратланать» (Иов 14:7—9).

Пахчаҫӑн касса пӑрахнӑ ҫу йывӑҫӗн тымарӗнчен ҫӗнӗ хунавсем мӗнле ӳсме пуҫланине питӗ курас килнӗ пекех, Иеговӑн та хӑйӗн ӗҫлекенӗсене тата ытти ҫынсене вилӗмрен питӗ чӗртес килет (Матф. 22:31, 32; Иоанн 5:28, 29; Ап. ӗҫ. 24:15). Ун чухне пире вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫланине курма мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулӗ!