Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 март

Талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхран ӑса вӗренетпӗр

Талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхран ӑса вӗренетпӗр

«Вӑл... пӗр чурине пилӗк талант, тепӗрне икӗ талант, тата тепӗрне пӗр талант панӑ» (МАТФ. 25:15).

1, 2. Мӗншӗн Иисус талантсем ҫинчен калакан ытарлӑха илсе панӑ?

ИИСУС талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхра хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене мӗнле тивӗҫ шанса пани ҫинчен тӳррӗн калать. Анчах та ҫак ытарлӑх пур христианинпа та ҫыхӑннӑ — пӗлӗтре пурӑнма шанчӑк пуррисемпе те, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанчӑк пуррисемпе те. Ҫавӑнпа та ҫак ытарлӑхӑн пӗлтерӗшне пирӗн пурин те пӗлмелле.

2 Иисус ҫак ытарлӑха хӑйӗн вӗренекенӗсене хӑй патшара ларас вӑхӑта тата «ҫак ӗмӗр вӗҫленессине» кӑтартакан паллӑ ҫинчен каласа панӑ чухне илсе панӑ (Матф. 24:3). Апла пулсан, ҫак ытарлӑх ҫав паллӑн пайӗ пулать тата пирӗн вӑхӑтра пурнӑҫланса пырать.

3. Матфейӑн 24-мӗшпе 25-мӗш сыпӑкӗсенчи ытарлӑхсенчен эпир мӗне вӗренетпӗр?

3 Талантсем ҫинчен калакан ытарлӑх вӑл — Матфей 24:45-мӗшӗнчен пуҫласа 25:46-мӗшӗччен ҫырса хунӑ пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ ытарлӑхран пӗри. Тепӗр виҫӗ ытарлӑх та: шанчӑклӑ та ӑслӑ чура, вунӑ хӗр тата сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑхсем — ҫак тӗнче вӗҫленессине кӑтартакан паллӑ шутне кӗреҫҫӗ. Ҫак ытарлӑхсенче пуринче те Иисус хӑйӗн чӑн  вӗренекенӗсем юлашки кунсенче мӗнле лайӑх енсемпе палӑрса тӑмалли ҫинчен каласа парать. Чура, хӗрсем тата талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе ҫыхӑннӑ. Шанчӑклӑ чура ҫинчен калакан ытарлӑхра Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисен пӗчӗк ушкӑнне Иеговӑн халӑхне вӗрентес ӗҫе шанса пани ҫинчен калать. Вӗсен шанчӑклӑ та ӑслӑ пулмалла тесе палӑртать вӑл. Хӗрсем ҫинчен калакан ытарлӑхра Иисус хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ пур вӗренекенӗн те хатӗр пулмалла тата сыхӑ тӑмалла тесе асӑрхаттарать, мӗншӗн тесен вӗсем Иисус килессе пӗлеҫҫӗ, анчах та вӑл хӑш кунра, хӑш сехетре килессе пӗлмеҫҫӗ. Талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхра Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисен христиансен сӑваплӑ ӗҫне тӑрӑшса тумалла тесе палӑртать. Иисусӑн юлашки ытарлӑхӗ, сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калаканни, ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансемпе ҫыхӑннӑ. Ҫак ытарлӑхра вӗсен шанчӑклӑ пулмалла тата Иисусӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсене ҫӗр ҫинче пур енчен те пулӑшмалла тесе палӑртнӑ *. Айтӑр халӗ талантсем ҫинчен калакан ытарлӑха тӗплӗнрех пӑхса тухар.

ХУҪА ХӐЙӖН ПУРЛӐХНЕ ЧУРИСЕНЕ ПАРАТЬ

4, 5. Ытарлӑхри хуҫа кам вӑл тата талант мӗн хак тӑнӑ?

4 Матфей 25:14—30 вуласа пар. Пирӗн публикацисенче ют ҫӗршыва каякан хуҫа пирӗн эрӑри 33 ҫулта пӗлӗте кайнӑ Иисуса пӗлтерет тесе пӗрре анчах мар каланӑ. Кӑшт маларах Иисус тепӗр ытарлӑхра хӑй мӗншӗн ют ҫӗршыва кайнине — «патшана ларма ирӗк» илме кайнине — каласа панӑ (Лука 19:12). Иисус пӗлӗте кайнӑ хыҫҫӑнах тӳрех патшана ларман *. Малтан вӑл «Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ, кайран Хӑйӗн тӑшманӗсене Хӑйӗн ури айне тӑвассине кӗтме пуҫланӑ» (Евр. 10:12, 13).

5 Ытарлӑхри хуҫан сакӑр талант пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра ҫакӑ пысӑк пуянлӑх шутланнӑ *. Ют ҫӗршыва каяс умӗн вӑл хӑйӗн чурисене талантсем валеҫсе тухать те вӗсене ӗҫе хывӑр та мана валли тупӑш тӑвӑр тесе хушса хӑварать. Ҫав ҫын пекех, Иисусӑн пӗлӗте каяс умӗн темскер питӗ хакли пулнӑ. Мӗн-ши вӑл? Ҫак ыйту ҫине вӑл ҫӗр ҫинче тунӑ ӗҫ хурав парать.

6, 7. Талантсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?

6 Иисусшӑн ырӑ хыпар сарас ӗҫ питӗ кирлӗ ӗҫ шутланнӑ. Вӑл ырӑ хыпар сарнине пула нумай ҫын унӑн вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ. (Лука 4:43 вуласа пар.) Анчах та Иисус ӗҫ тата нумай пулнине, ҫавӑн пекех тата нумай ҫын ырӑ хыпара йышӑнассине пӗлнӗ. Унччентерех вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Куҫӑра уҫса тырӑ пусси ҫине пӑхӑр-ха — тырӑ епле шуралса ҫитнӗ, вырмалла пулнӑ» (Иоанн 4:35—38). Кунта Иисус тӳркӑмӑллӑ ҫынсене, хӑйӗн пулас вӗренекенӗсене, пухасси ҫинчен калать. Тимлӗ ҫӗр ӗҫченӗ пекех, Иисус пиҫсе ҫитнӗ тырӑ пусси ҫине алӑ сулман пулӗччӗ паллах. Ҫавӑнпа та вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑнах, анчах та пӗлӗте каяс умӗн, хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: «Кайӑр та... вӗренекенсене хатӗрлӗр» (Матф. 28:18—20, ҪТ). Ҫапла Иисус вӗсене хаклӑ мул — христиансен сӑваплӑ ӗҫне — шанса парса хӑварнӑ (2 Кор. 4:7, ҪХ).

 7 Эппин, мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? Иисус хӑй хыҫҫӑн пыракансене вӗренекенсене хатӗрлеме хушнӑ чухне, тӗрӗссипе каласан, вӗсене «хӑй пурлӑхне» — хӑйӗн таланчӗсене — шанса панӑ (Матф. 25:14). Урӑхла каласан, талантсем вӗсем ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе пӗлтереҫҫӗ.

8. Кашни чурана талантсене пӗр пек валеҫсе паман пулин те, хуҫи вӗсенчен мӗн кӗтнӗ?

8 Ытарлӑхра хуҫа пӗр чурине пилӗк талант, теприне иккӗ, виҫҫӗмӗшне пӗрре кӑна панӑ (Матф. 25:15). Хуҫа чурисене талантсене пӗр пек валеҫсе паман пулин те, вӑл вӗсем пурте хӑйне валли тупӑш тумашкӑн тӑрӑшса ӗҫлессе кӗтнӗ. Ҫавӑн пекех Иисус та хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫре пӗтӗм вӑйне хурасса кӗтнӗ (Матф. 22:37; Кол. 3:23). Христосӑн вӗренекенӗсем пӗрремӗш ӗмӗртех, пирӗн эрӑри 33 ҫултан пуҫласа талантсене ӗҫе хывма пуҫланӑ. Ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе вӗсем тӑрӑшса туни ҫинчен Апостолсен ӗҫӗсем кӗнеке питӗ лайӑх каласа парать (Ап. ӗҫ. 6:7; 12:24; 19:20) *.

ПӖТЕС ВӐХӐТРА ЧУРАСЕМ ТАЛАНТСЕНЕ ӖҪЕ ХЫВАҪҪӖ

9. а) Икӗ шанчӑклӑ чура талантсемпе мӗн тунӑ тата ҫакӑнтан эпир мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакансен мӗн тумалла?

9 Хуҫи панӑ талантсемпе лайӑх усӑ курнӑ малтанхи икӗ чура пӗтес вӑхӑтра пурӑнакан  святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансене пӗлтерет. Вӗсем, уйрӑмах 1919 ҫултанпа, ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн тума пултарнине пурне те тума тӑрӑшаҫҫӗ. Ытарлӑхра ҫак икӗ чура талантсем пӗр пек илмен, анчах та ҫакӑ святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансен икӗ уйрӑм ушкӑн пулать тенине пӗлтермест. Икӗ чури те тӑрӑшса ӗҫленӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хуҫи хӑйсене мӗн панине икӗ хут ӳстерме пултарнӑ. Анчах та ырӑ хыпар сарас тата вӗрентес ӗҫе святой сывлӑшпа суйласа лартнисен кӑна хутшӑнмалла-и? Ҫук. Иисусӑн сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑхӗ пире ҫӗр ҫинче ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнма шанакансен Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ тӑванӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре пулӑшмалла тата вӗсене шанчӑклӑ пулмалла тесе вӗрентет. Вӗсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисене пулӑшасси пирки пысӑк чыс тесе шутлаҫҫӗ. Ҫак юлашки кунсенче христиансен ҫав икӗ ушкӑнӗ ырӑ хыпар сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хастарлӑ хутшӑннипе «пӗр кӗтӳ» пек пӗрле ӗҫлет (Иоанн 10:16).

10. Иисус пуррине кӑтартакан паллӑн пысӑк уйрӑмлӑхӗ хӑшӗ?

10 Хуҫа, паллах ӗнтӗ, хӑйӗн пуянлӑхӗ хушӑнасса кӗтет. Пӗрремӗш ӗмӗрти шанчӑклӑ христиансем унӑн пурлӑхне ӳстернӗ тесе унччентерех палӑртнӑччӗ. Ҫак пӗтес вӑхӑт — талантсем ҫинчен калакан ытарлӑх пурнӑҫланса пыракан вӑхӑт — пирки мӗн калама пулать? Христосӑн шанчӑклӑ та тӑрӑшуллӑ ӗҫлекенӗсем историре ку таранччен нихӑҫан та пулман чи пысӑк ӗҫе туса тӑраҫҫӗ: ырӑ хыпар сараҫҫӗ тата ҫынсене чӑнлӑха вӗрентеҫҫӗ. Вӗсем пӗрле вӑй хунине пула кашни ҫул ҫӗр-ҫӗр пин ҫӗнӗ вӗренекен Патшалӑх хыпарҫи пулса тӑрать. Ҫаксем пурте ырӑ хыпар сарассипе вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫ Иисус пуррине, вӑл патшара ларнине кӑтартакан паллӑн пысӑк уйрӑмлӑхӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ Хуҫана савӑнтарать!

Хӑйӗн ӗҫлекенӗсене Иисус чыслӑ тивӗҫ, ырӑ хыпар сарас ӗҫ, шанса панӑ (10-мӗш абзаца пӑхӑр.)

ХӐҪАН ХУҪА ТӖРӖСЛЕМЕ КИЛЕТ?

11. Иисус хӑрушла асап вӑхӑтӗнче тӗрӗслеме килнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

11 Ҫывхарса килекен хӑрушла асап вӑхӑчӗ вӗҫленес умӗн Иисус хӑйӗн чурисем мӗн тунине тӗрӗслеме килет. Ҫакна эпир ӑҫтан пӗлетпӗр? Матфейӑн 24-мӗшпе 25-мӗш сыпӑкӗсенче ҫырса хунӑ пророкла сӑмахсем тӑрӑх, Иисус хӑй килесси ҫинчен темиҫе хут каланӑ. Сӑмахран, вӑл хӑрушла асап вӑхӑтӗнче  пулакан суд ҫинчен асӑннӑ чухне ҫынсем «пӗлӗтсем ҫинче... килекен Этем Ывӑлне курӗҫ» тенӗ. Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене юлашки кунсенче сыхӑ тӑма ӳкӗтленӗ чухне ҫапла каланӑ: «Ҫӳлхуҫӑр хӑш сехетре килессе пӗлместӗр. [...] ...Этем Ывӑлӗ эсир кӗтмен-туман сехетре килӗ» (Матф. 24:30, 42, 44). Ҫавӑнпа Иисус та «ҫав чурасен хуҫи таврӑнать те лешӗсем ҫав укҫапа мӗн тунине тӗрӗслеме пуҫлать» тенӗ чухне хӑй ҫынсене суд тума тата Сатанан тӗнчине тӗп тума килес вӑхӑт ҫинчен каланӑ курӑнать (Матф. 25:19) *.

12, 13. а) Хуҫа малтанхи икӗ чурине мӗн каланӑ тата мӗншӗн? ӑ) Хӑҫан святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ? (« Вилес умӗн тивӗҫлӗ тесе йышӑннӑ» рамкӑна пӑхӑр.) б) Кама сурӑхсем вырӑнне хурӗҫ, ҫавсем мӗнле награда илӗҫ?

12 Ытарлӑхра каланӑ тӑрӑх, хуҫа таврӑнсан вӑл хӑйӗн икӗ чури — вӗсенчен пӗрне вӑл пилӗк талант, теприне икӗ талант панӑ — хӑйӗншӗн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑнине тата хӑйсене шанса панӑ талантсен шутне икӗ хут ӳстернине курать. Вӗсенчен кашнине вӑл ҫапла калать: «Аван, эсӗ — ырӑ та шанчӑклӑ чура! эсӗ сахалли тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑ пултӑн, сана нумаййине пӑхса тӑраканӗ тӑвӑп» (Матф. 25:21, 23). Хуҫа — мухтава тухнӑ Иисус — пуласлӑхра суд тума килсен, мӗн пулса иртӗ?

13 Ытарлӑхри икӗ шанчӑклӑ чура святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ ӗҫчен христиансене пӗлтерет. Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн вӗсем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ (Ӳлӗм. 7:1—3). Армагеддон умӗн Иисус вӗсене пама пулнӑ наградине парӗ — вӗсене пӗлӗте илӗ. Ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан ҫынсене, Христосӑн тӑванӗсене ырӑ хыпар сарас ӗҫре пулӑшакансене, сурӑхсем вырӑнне хурӗҫ. Вӗсем вара хӑйсен наградине илӗҫ — Патшалӑх тытса тӑракан ҫӗр ҫинче пурӑнӗҫ (Матф. 25:34).

УСАЛ ТА КАХАЛ ЧУРА

14, 15. Иисусӑн сӑмахӗсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен нумайӑшӗ усал та кахал чура пек пулса тӑрӗҫ тенине пӗлтереҫҫӗ-и? Ӑнлантарса парӑр.

14 Ытарлӑхри виҫҫӗмӗш чура хуҫин пурлӑхне ӳстерес темен. Вӑл таланта ӗҫе хывас вырӑнне ҫӗре чавса пытарса хунӑ. Ҫак чуран шухӑш-кӑмӑлӗ ырӑ пулман теме пулать, мӗншӗн тесен вӑл пӗлсе тӑрсах хуҫин ирӗкне хирӗҫ кайнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ хуҫа ун пирки «усал та кахал чура» тенӗ. Вӑл таланта унран илнӗ те вунӑ талантлӑ чурана панӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн усал чурана «тула сӗмлӗхе кӑларса» пӑрахнӑ. Унта вӑл «кӑшкӑрса йӗни... шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ» (Матф. 25:24—30; Лука 19:22, 23).

15 Виҫӗ чураран пӗри хӑйӗн талантне пытарса хунӑ тенипе Иисус хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен пӗрре виҫҫӗмӗш пайӗ ҫав чура пек усал та кахал пулать тесе каласшӑн пулнӑ-и? Ҫук. Контекста  пӑхса тухар. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура ҫинчен калакан ытарлӑхра Иисус ытти чурасене хӗнекен усал чура ҫинчен каланӑ. Ҫакӑнпа Иисус шанчӑклӑ та ӑслӑ чура шутне кӗрекенсенчен кам та пулин усалланса кайӗ тесе каласшӑн пулман. Пачах урӑхла, вӑл шанчӑклӑ чурана усал чура пек ан пул тесе асӑрхаттарнӑ. Ҫавӑн пекех вунӑ хӗр ҫинчен калакан ытарлӑхра та Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисен ҫуррийӗ ӑссӑр хӗрсем пек пулса тӑрӗ тесе каламан. Ун вырӑнне вӑл вӗсем сыхӑ тӑма пӑрахсан тата Кӗрӳ Каччӑ килессине хатӗр пулмасан мӗн пулса тухма пултарни ҫинчен асӑрхаттарнӑ *. Ҫаксене пурне те шута илсен, ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ туни вырӑнлӑ пек туйӑнать: талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхра Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисем нумайӑшӗ юлашки кунсенче усал та кахал пулӗҫ тесе каламан. Ун вырӑнне Иисус святой сывлӑшпа суйласа лартнисене тӑрӑшуллӑ пулӑр — талантсене ӗҫе хывӑр — тесе ӳкӗтленӗ, ҫавӑн пекех усал чуран ӗҫӗсене тӑвассинчен тата ун пек шухӑш-кӑмӑллӑ пулассинчен сыхланӑр тесе асӑрхаттарнӑ (Матф. 25:16).

16. а) Талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхран эпир мӗне вӗренетпӗр? ӑ) Ҫак статья пире талантсем ҫинчен калакан ытарлӑха ӑнланма мӗнле пулӑшать? (« Талантсем ҫинчен калакан ытарлӑха пирӗн мӗнле ӑнланмалла?» рамкӑна пӑхӑр.)

16 Талантсем ҫинчен калакан ытарлӑхран эпир мӗнле икӗ япалана вӗренме пултаратпӑр? Пӗрремӗшӗнчен, Хуҫа, Иисус Христос, хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ чурисене темскер питӗ хаклине — ырӑ хыпара сарас тата вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе — шанса панӑ. Иккӗмӗшӗнчен, вӑл пирӗнтен пуринчен те ырӑ хыпар сарас ӗҫе тӑрӑшса тӑвасса кӗтет. Эпир ҫакна тӑватпӑр пулсан, пирӗн Хуҫа пире сыхӑ тӑнӑшӑн, ӗненнӗшӗн тата чунтан парӑнса пурӑннӑшӑн награда паратех (Матф. 25:21, 23, 34).

^ 3 абз. Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура кам иккенне 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» каласа панӑ, 27—28-мӗш страницӑсем, 8—10-мӗш абзацсем. Унчченхи статьяра хӗрсем камсем иккенне ӑнлантарса панӑ. Сурӑхсемпе качакасем ҫинчен калакан ытарлӑха ҫак брошюрӑри тепӗр статьяра тата 1995 ҫулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнинче» (выр.) сӳтсе явнӑ, 23—28-мӗш страницӑсем.

^ 5 абз. Иисус пурӑннӑ вӑхӑтра пӗр талант 6000 динарие яхӑн тӑнӑ. Кунне вӑтамран пӗр динарий тӳленӗ, апла пулсан ҫыннӑн пӗр талант ӗҫлесе илмешкӗн 20 ҫула яхӑн ӗҫлемелле пулнӑ.

^ 8 абз. Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑнах христиансен пур пухӑвӗнче те чӑнлӑхран пӑрӑнса каясси анлӑн сарӑлма пуҫланӑ. Нумай ӗмӗр хушши ырӑ хыпар сарас ӗҫе питӗ сахал тунӑ. Анчах та «вырма вӑхӑтӗнче», урӑхла каласан, юлашки кунсенче, ырӑ хыпар сарас ӗҫӗн ҫӗнӗрен вӑй илмелле пулнӑ (Матф. 13:24—30, 36—43). 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» пӑхӑр, 10—13-мӗш страницӑсем.

^ 11 абз. 2013 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башнине» пӑхӑр, 7—9-мӗш страницӑсем, 14—18-мӗш абзацсем.

^ 15 абз. «Эсир сыхӑ тӑрӑр-ши?» ятлӑ унчченхи статьяна пӑхӑр, 13-мӗш абзац.