Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 март

Эсир сыхӑ тӑрӑр-ши?

Эсир сыхӑ тӑрӑр-ши?

«Сыхӑ тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Этем Ывӑлӗ хӑш кун, хӑш сехетре килессе пӗлместӗр» (МАТФ. 25:13).

1, 2. а) Юлашки кунсем пирки Иисус мӗн каласа панӑ? ӑ) Мӗнле ыйтусене эпир пӑхса тухӑпӑр?

ИИСУС Елеон тӑвӗ ҫинче ларать, унтан ӑна Иерусалим храмӗ курӑнса тӑрать. Унпа пӗрле унӑн тӑватӑ апостолӗ: Петр, Андрей, Иаков тата Иоанн. Иисус хумхантаракан пуласлӑх ҫинчен пророкла каланӑ чухне вӗсем унӑн сӑмахӗсене тимлӗ итлесе лараҫҫӗ. Вӑл вӗсене хӑй Туррӑн Патшалӑхӗнче патшара ларнӑ чухнехи вӑхӑтра ҫак йӗркесӗр тӗнчен юлашки кунӗсенче пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен каласа парать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав пысӑк пӗлтерӗшлӗ тапхӑрта «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» унӑн ҫӗр ҫинчи представителӗ пулӗ, ҫав чура вара Туррӑн ӗҫлекенӗсене вӑхӑтра сӑнарлӑ апат парса тӑрӗ, урӑхла каласан, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха вӗрентсе тӑрӗ (Матф. 24:45—47).

2 Ҫак пророкла сӑмахсене малалла каланӑ май Иисус вунӑ хӗр ҫинчен калакан ытарлӑха илсе парать. (Матфей 25:1—13 вуласа пар.) Айтӑр виҫӗ ыйту пӑхса тухар: 1) Вунӑ хӗр ҫинчен калакан ытарлӑх мӗне вӗрентет? 2) Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем ҫак ытарлӑхри канаша мӗнле тытса тӑнӑ тата ҫакӑ мӗн панӑ? 3) Хальхи вӑхӑтра пирӗнтен кашни Иисусӑн ҫак ытарлӑхӗнчен мӗнле усӑ илме пултарать?

 ҪАК ЫТАРЛӐХ МӖНЕ ВӖРЕНТЕТ?

3. Унччен пирӗн литературӑра вунӑ хӗр ҫинчен калакан ытарлӑха мӗнле ӑнлантарса панӑ пулнӑ тата ҫакна пула, тен, мӗне шута илмесӗр хӑварнӑ?

3 Юлашки вун-вун ҫул хушшинче шанчӑклӑ чура Сӑваплӑ Ҫырӑва мӗнле ӑнлантарса парас енчен улшӑнусем тунӑ тесе палӑртнӑччӗ унчченхи статьяра. Халӗ вара шанчӑклӑ чура Библири пӗр-пӗр вырӑн ӑса мӗнле вӗрентни ҫинчен ытларах калать, унӑн сӑнарлӑ е пророкла пӗлтерӗшӗ ҫинчен вара сахалрах асӑнать. Тӗслӗхшӗн вунӑ хӗр ҫинчен калакан Иисусӑн ытарлӑхне илер. Унччен пирӗн литературӑра ҫак ытарлӑхри вак-тӗвексем, калӑпӑр, ҫутаткӑҫ, ҫу тата ҫу савӑчӗ кама та пулин е мӗне те пулин пӗлтерет тесе ҫырнӑ пулнӑ. Анчах та ҫак вак-тӗвексем ҫинче чарӑнса тӑнипе эпир, тен, ҫак ытарлӑхри ансат та, ҫав хушӑрах питӗ кирлӗ шухӑша шута илмесӗр хӑварман-ши? Ҫак ыйтӑвӑн хуравӗ питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пуласса курӑпӑр.

4. Иисус каланӑ ытарлӑхран мӗнле пӗлме пулать: а) кӗрӳ каччӑ кам иккенне? ӑ) хӗрсем камсем иккенне?

4 Ҫак ытарлӑхри тӗп шухӑша пӑхса тухар. Пӗрремӗшӗнчен, унти сӑнарсене сӳтсе явар. Кӗрӳ каччӑ кама сӑнарласа парать? Иисус кунта хӑйӗн ҫинчен калани паллӑ. Пӗррехинче вӑл хӑйӗн пирки кӗрӳ каччӑ тенӗ (Лука 5:34, 35). Хӗрсем пирки мӗн калама пулать? Иисус ҫак ытарлӑхра хӗрсен ҫунса тӑракан ҫутаткӑҫӗсемпе кӗрӳ каччӑ килессине кӗтсе тӑмалла тесе калать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисен «пӗчӗкҫӗ кӗтӗвне» Иисус ҫавнах тума хушнине асӑрхӑр-ха: «Пилӗкӗр сирӗн ҫыхнӑ пултӑр, ҫутаткӑҫӑр ҫунса тӑтӑр; эсир, хуҫи туйран таврӑнассине кӗтсе... тӑракан ҫынсем пек пулӑр» (Лука 12:32, 35, 36). Унсӑр пуҫне Павел апостол Турӑ хавхалантарнипе Христосӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсем пирки таса хӗрсем тенӗ (2 Кор. 11:2). Эппин, Матфей 25:1—13-мӗш сӑвӑ йӗркисенче илсе панӑ ытарлӑхра Иисус хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсене канашпа асӑрхаттару парать.

5. Ҫак ытарлӑх хӑш вӑхӑтра пурнӑҫлассине Иисус мӗнле палӑртнӑ?

5 Халӗ вара ытарлӑхри ӗҫсем хӑш вӑхӑтра пулса иртнине пӑхса тухар. Иисусӑн канашӗ мӗнле тапхӑрпа ҫыхӑннӑ? Ытарлӑх вӗҫӗнче ҫав вӑхӑт пирки ҫапла палӑртнӑ: «Кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ» (Матф. 25:10). Ҫак брошюрӑн 2013-мӗш ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ кӑларӑмӗнче Матфей ҫырнӑ Евангелин 24-мӗшпе 25-мӗш сыпӑкӗсенче ҫырса хунӑ Иисусӑн пророкла сӑмахӗсенче вӑл килесси пирки сакӑр хутчен каланӑ тесе палӑртнӑччӗ. Ҫавсенче кашнинче грек глаголӗн пӗр формипех усӑ курнӑ. Иисус хӑй килесси ҫинчен каланӑ чухне кашнинчех хӑрушла асап вӑхӑтӗнче ҫак йӗркесӗр тӗнчене суд тума, унтан вара ӑна тӗп тума килни ҫинчен калать. Апла пулсан, Иисусӑн ытарлӑхӗ юлашки кунсене тата вӑл хӑрушла асап вӑхӑтӗнче килессине сӑнласа парать тесе пӗтӗмлетӳ тума пулать.

6. Контекста шута илнӗ май вунӑ хӗр ҫинчен калакан ытарлӑхӑн тӗп шухӑшӗ мӗнле?

6 Ҫак ытарлӑхӑн тӗп шухӑшӗ мӗнле? Контекста аса илер. Иисус тин кӑна «шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» ҫинчен каласа панӑ. Ҫак чура вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ арҫынсен пӗчӗк ушкӑнне пӗлтерет — юлашки кунсенче Христосӑн вӗренекенӗсем хушшинче ертсе пырас ӗҫе хӑйсем ҫине илекенсене. Ҫак арҫынсен Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла тесе асӑрхаттарнӑ Иисус. Унтан святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансене пурне те юлашки кунсенче сыхӑ тӑма хавхалантарас тесе Иисус вунӑ хӗр ҫинчен калакан ытарлӑха каласа панӑ. Сыхӑ тӑмасан вӗсем хӑйсен хаклӑ наградине ҫухатнӑ пулӗччӗҫ (Матф. 25:13). Халӗ вара ҫак ытарлӑха тӗпчер те святой сывлӑшпа суйласа лартнисем унти канаша мӗнле тытса тӑнине пӑхса тухар.

 СВЯТОЙ СЫВЛӐШПА СУЙЛАСА ЛАРТНИСЕМ ЫТАРЛӐХРИ КАНАША МӖНЛЕ ТЫТСА ТӐНӐ?

7, 8. а) Мӗншӗн ӑслӑ хӗрсем кӗрӳ каччӑ килессине кӗтсе илме хатӗр пулнӑ теме пулать? ӑ) Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем хӑйсем хатӗр пулнине мӗнле кӑтартаҫҫӗ?

7 Ҫак ытарлӑхра Иисус ӑслӑ хӗрсем, ӑссӑррисемпе танлаштарсан, кӗрӳ каччӑна кӗтсе илме хатӗр пулнӑ тесе палӑртнӑ. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Мӗншӗн тесен вӗсем малтанах хатӗрленсе тӑнӑ тата сыхӑ пулнӑ. Хӗрсен ҫӗрле кӗрӳ каччӑ килессине кӗтмелле пулнӑ, ҫав хушӑрах вӗсен ҫутаткӑҫӗсен ҫӗрӗпех ҫунса тӑмалла пулнӑ. Пилӗк ӑслӑ хӗр ҫутаткӑҫсем валли ҫу тултарнӑ савӑтсем илнипе малтанах хатӗрленнӗ, ӑссӑррисем вара ҫавна туман. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем ҫавӑн пекех хатӗрленнӗ-ши?

8 Хатӗрленнӗ паллах! Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем юлашки кунсенче хӑйсене ҫав ӑслӑ хӗрсем пек тытаҫҫӗ: вӗсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫе вӗҫне ҫитичченех туса тӑма хатӗр. Ҫак ӗҫе тумашкӑн Сатанан тӗнчи сӗнекен пурлӑх-ырлӑхран нумайӑшӗнчен тунма кирлине вӗсем чи малтанах ӑнланнӑ. Вӗсем Иеговӑна чунтан парӑнса пурӑнма ҫирӗп шут тытнӑ, ҫавӑн пекех сӑваплӑ ӗҫе вӗсем пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнӑран мар, Иеговӑпа унӑн Ывӑлне юратнӑран туса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен айӑпсӑрлӑхне упраҫҫӗ тата ҫак йӗркесӗр тӗнчере хуҫаланакан ӗҫ-хӗле, шухӑш-кӑмӑла: укҫашӑн-пурлӑхшӑн ҫуннине, аскӑн ӗҫе тата эгоизма — хӑйсем ҫине витӗм кӳме памаҫҫӗ. Ҫунса тӑракан ҫутаткӑҫсене тытса хатӗр тӑракан ӑслӑ хӗрсем пекех, святой сывлӑшпа суйласа лартнисем ҫутаткӑҫсем пек ҫап-ҫуттӑн ҫутатса Кӗрӳ Каччӑ килессине — вӑл кая юлса килет пек туйӑнсан та — тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑраҫҫӗ (Флп. 2:15, 16).

9. а) Ҫывӑрса кайма пултарни ҫинчен асӑрхаттарса Иисус мӗн каланӑ? ӑ) «Акӑ кӗрӳ каччӑ килет!» тесе кӑшкӑрнине илтсен святой сывлӑшпа суйласа лартнисем мӗн тунӑ? (Сноскӑна та пӑхӑр.)

9 Ӑслӑ хӗрсем кӗрӳ каччӑ килессине кӗтсе илме хатӗр пулнисӗр пуҫне сыхӑ та тӑнӑ. Ҫӗрле кӗтсе тӑнӑ чухне святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен хӑшӗ те пулин ҫывӑрса кайма пултарнӑ-ши? Паллах. Иисус мӗн каланине асӑрхӑр-ха: вунӑ хӗр кӗрӳ каччӑна кӗтсе тӑнӑ чухне, вӑл кая юлса килет пек туйӑннӑран, «ыйхӑласа ҫывӑрса кайнӑ» тенӗ вӑл. Хавшак ӳт тем пек сыхӑ тӑракан кӑмӑла та пӑсса яма пултарнине Иисус пӗлнӗ. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем Иисус асӑрхаттарса каланине тимленӗ те сыхӑ тӑрса юлас тесе вӑй хунӑ. Иисусӑн ытарлӑхӗнче: «Акӑ кӗрӳ каччӑ килет!» — тесе кӑшкӑрнине вунӑ хӗрӗ те илтнӗ. Анчах та ӑслӑ хӗрсем кӑна сыхӑ тӑма пӑрахман (Матф. 25:5, 6; 26:41). Ҫавӑн пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнисем те юлашки кунсенче «акӑ кӗрӳ каччӑ килет!» тесе кӑшкӑрнине илтнӗ. Кӗрӳ Каччӑ килессине кӑтартакан витӗмлӗ ҫирӗплетӳсене вӗсем йышӑннӑ та ӑна кирек хӑҫан та кӗтсе илме хатӗр пулнӑ *. Анчах та ҫак ытарлӑхӑн вӗҫӗнче пӗр вӑхӑт тапхӑрӗ ҫине ытларах тимлеттернӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать?

ӐСЛИСЕМ ВАЛЛИ НАГРАДА, ӐССӐРРИСЕМ ВАЛЛИ НАКАЗАНИ

10. Хӗрсем хушшинчи калаҫу пирки мӗнле ыйту сиксе тухать?

10 Тен, ытарлӑх вӗҫӗнче каласа панӑ ӑссӑр хӗрсемпе ӑслисем хушшинчи калаҫу питӗ кӑсӑклантарма пултарать. (Матфей 25:8, 9  вуласа пар.) Ҫав калаҫу пирки ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: «Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулӑшу ыйтакансене хӑҫан пулӑшасшӑн пулман?» Ҫак ыйту ҫине хурав парас тесе ҫак ӗҫсем хӑш вӑхӑтпа ҫыхӑнни ҫинчен каллех шухӑшласа пӑхар. Эпир ӑнланас тӗлӗшрен тунӑ улшӑнусем тӑрӑх, Иисус, Кӗрӳ Каччӑ, хӑрушла асап вӑхӑчӗ вӗҫленес умӗн кӑшт маларах суд тума килет. Апла пулсан, ытарлӑхӑн юлашки пайӗнче ҫырса панӑ событисем шӑп Иисус суд тума килес умӗн пулса иртӗҫ теме пулать. Ҫакӑ вырӑнлӑ пек туйӑнать, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт тӗлнелле святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ.

11. а) Хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн мӗн пулса иртӗ? ӑ) Ӑслӑ хӗрсем ӑссӑррисене мӗн тесе хуравланӑ тата мӗншӗн?

11 Апла пулсан, хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем ҫине пурин ҫине те юлашки хут яланлӑхах пичет лартӗҫ (Ӳлӗм. 7:1—4). Ҫакӑ вӗсем пӗлӗте кайӗҫ тесе шантарса тӑрӗ. Анчах та шухӑшласа пӑхӑр-ха: святой сывлӑшпа суйласа лартнисемпе — сыхӑ тӑма пӑрахнисемпе тата хӑйсен айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварайманнисемпе — мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши? Вӗсем пӗлӗте каяс наградӑна ҫухатнӑ пулӗччӗҫ. Кунашкалли пулсан, хӑрушла асап вӑхӑчӗ пуҫланас умӗн вӗсем ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартмӗҫ паллах. Ун чухне вӗсем вырӑнне ытти шанчӑклӑ христиансене святой сывлӑшпа суйласа лартӗҫ. Хӑрушла асап пуҫлансан, ӑссӑр хӗрсем евӗрлӗ ҫынсем Аслӑ Вавилон тӗп пулнине кура, тен, аптраса ӳкӗҫ. Тен, ҫавӑн чухне кӑна вӗсем Кӗрӳ Каччӑ килессине кӗтсе илме хатӗр пулманнине ӑнланса илӗҫ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра пулӑшу ыйтас терӗҫ пулсан, мӗн пулса тухнӑ пулӗччӗ? Иисус хӑйӗн ытарлӑхӗнче панӑ хурав савӑнӑҫлах мар. Ӑслӑ хӗрсем хӑйсен ҫӑвне ӑссӑррисене парасшӑн пулман, ун вырӑнне вӗсем лешӗсене сутакансем патне кайса ҫу туянӑр тенӗ. Анчах та, эпир астӑвасса, ҫак ӗҫсем «ҫӗр варринче» пулса иртнӗ. Вӗсем ҫав сехетре ҫу сутакансене тупма пултарнӑ-ши? Паллах ӗнтӗ, ҫук. Питех те кая юлнӑ!

12. а) Кама пӗррехинче святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ, анчах та вӑл хӑйӗн ҫине юлашки хут яланлӑхах пичет лартас умӗн шанчӑклӑ пулма пӑрахнӑ, ҫавсемпе хӑрушла асап вӑхӑтӗнче мӗн пулӗ? ӑ) Ӑссӑр хӗрсем пеккисемпе юлашкинчен мӗн пулӗ?

12 Ҫавӑн пекех святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ христиансем хӑрушла асап вӑхӑтӗнче Турра шанчӑклӑ пулма пӑрахнисене пулӑшма пултараймӗҫ. Ун чухне питӗ кая пулӗ. Шанчӑклӑ пулма пӑрахнисемпе мӗн пулӗ? Ӑссӑр хӗрсем ҫу туянас тесе кӑлӑхах тӑрӑшнӑ чухне мӗн пулса иртни ҫинчен Иисус ҫапла каласа панӑ: «Кӗрӳ каччӑ пырса ҫитнӗ, хатӗррисем унпа пӗрле туя кӗнӗ, алӑкне хупса хунӑ». Хӑрушла асап вӑхӑчӗ вӗҫленес умӗн кӑшт маларах Христос хӑйӗн мухтавӗпе килнӗ чухне вӑл хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ шанчӑклӑ вӗренекенӗсене пӗлӗт ҫине пуҫтарӗ (Матф. 24:31; 25:10; Иоанн 14:1—3; 1 Фес. 4:17). Ӑссӑр хӗрсем пек шанчӑклӑ пулма пӑрахнисем умӗнче вара алӑка хупса хурӗҫ. Тен, вӗсем ҫапла йӑлӑнӗҫ: «Хуҫамӑр! хуҫамӑр! уҫса кӗртсемччӗ пире». Анчах та Иисус вӗсене мӗн калӗ-ши? Вӑл вӗсене Библире качакасемпе танлаштарнӑ нумай ҫынна хуравланӑ пек хуравлӗ: «Чӑн калатӑп сире: эпӗ сире пӗлместӗп». Питӗ шел! (Матф. 7:21—23; 25:11, 12.)

13. а) Мӗншӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен нумайӑшӗ шанчӑклӑ пулма пӑрахӗ тесе пӗтӗмлетӳ тумалла мар? ӑ) Мӗншӗн Иисус асӑрхаттарса каланинче вӑл святой сывлӑшпа суйласа лартнисене шанса тӑни палӑрса тӑрать теме пулать? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

13 Маларах каланине шута илсе эпир мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пултаратпӑр? Иисус сӑмахӗсем святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен нумайӑшӗ шанчӑклӑ пулма пӑрахӗҫ  те вӗсене ыттисемпе улӑштарӗҫ тенине пӗлтереҫҫӗ-и? Ҫук. Вӑл ҫак ытарлӑха каласа парас умӗн «шанчӑклӑ та ӑслӑ чурана» усал чура пек пулса ан тӑр тесе асӑрхаттарнине аса илӗр-ха. Иисус шӑп ҫавӑн пек пулса тухать тесе каласшӑн пулман. Ҫак ытарлӑхра та хыттӑн асӑрхаттарса калани пур. Пилӗк хӗр ӑссӑр, пиллӗкӗшӗ ӑслӑ пулнӑ пекех, святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ кашни христианинӑн ҫакна шутласа хумалла: вӑл е хатӗр пулас та сыхӑ тӑрас тейӗ, е ӑссӑр пулса шанчӑклӑ пулма пӑрахас тейӗ. Турӑ хавхалантарнипе Павел апостол святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ хӑйӗн тӑванӗсене ҫавӑн пекех асӑрхаттарнӑ. (Еврейсем 6:4—9 вуласа пар; Саккуна астутарни 30:19 танлаштарӑр.) Асӑрхӑр-ха, Павел хӑйӗн тӑванӗсене хыттӑн асӑрхаттарнӑ пулин те, унтан вӗсене темскер лайӑххи кӗтет тесе юратса шантарнӑ. Иисус та вунӑ хӗр ҫинчен калакан ытарлӑхра асӑрхаттарса каланипе святой сывлӑшпа суйласа лартнисене ҫавнашкал шанса тӑнине кӑтартнӑ. Христос хӑйӗн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ кашни ӗҫлекенӗ шанчӑклӑ тӑрса юлма тата чаплӑ наградӑна илме пултарни пирки иккӗленмест!

«УРӐХ СУРӐХСЕМ» МӖНЛЕ УСӐ ИЛМЕ ПУЛТАРАҪҪӖ?

14. Вунӑ хӗр ҫинчен калакан Иисусӑн ытарлӑхӗнчен «урӑх сурӑхсем» мӗнле усӑ илме пултараҫҫӗ?

14 Вунӑ хӗр ҫинчен калакан Иисусӑн ытарлӑхӗ унӑн святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ вӗренекенӗсемпе ҫыхӑннӑ пулсан, «урӑх сурӑхсем» ҫак ытарлӑхран нимле усӑ та илме пултараймӗҫ тесе шутламалла-и пирӗн? (Иоанн 10:16.) Ҫук! Ҫак ытарлӑхӑн тӗп шухӑшӗ питӗ ансат: «Сыхӑ тӑрӑр». Ҫакна святой сывлӑшпа суйласа лартнисен кӑна тытса тӑмалла-и? Пӗррехинче Иисус: «Сире каланине пуриншӗн те калатӑп: сыхӑ пулӑр»,— тенӗ (Марк 13:37). Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсем пурте хатӗр пулччӑр, сыхӑ тӑччӑр тет. Ҫавӑнпа та христиансен пурин те святой сывлӑшпа суйласа лартнисенчен тӗслӗх илмелле те Турӑшӑн ӗҫлессине хӑйсен пурнӑҫӗнче мала хумалла. Ӑссӑр хӗрсем ӑслисенчен ҫу пама ыйтнине асра тытӑр. Вӗсем мӗн ыйтни пирӗнтен кашнин Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмаллине, хатӗр пулмаллине тата сыхӑ тӑмаллине пире аса илтерсе тӑрать. Ҫакна никам та пирӗншӗн тума пултараймасть. Пирӗнтен кашнин Иегова суйласа лартнӑ тӳрӗ Судья умӗнче явап тытма тивет. Вӑл кӗҫех килет, ҫавӑнпа та пирӗн сыхӑ тӑмалла!

Ӑссӑр хӗрсем ҫу пама ыйтни пире никам та пирӗншӗн шанчӑклӑ пулма тата сыхӑ тӑма пултарайманнине аса илтерсе тӑрать

15. Мӗншӗн чӑн христиансем пурте Христос хӑйӗн хӗрӗпе мӑшӑрланассине питӗ кӗтеҫҫӗ?

15 Иисус каласа панӑ ытарлӑхри тӗп событирен — туйран — пур христианин та усӑ илме пултарать. Пирӗнтен кашни ҫак туя питӗ хытӑ кӗтет. Святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пурте пӗлӗтре пулӗҫ, Армагеддон хыҫҫӑн вӗсем Христосӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ пулса тӑрӗҫ (Ӳлӗм. 19:7—9). Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен кашни ҫак пӗлӗтри туйран усӑ илӗ, мӗншӗн тесен пӗтӗм ҫӗре пӗр кӑлтӑксӑр правительство тытса тӑрӗ. Пирӗн кирек мӗнле шанчӑк пулсан та, пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк-и вӑл е ҫӗр ҫинче, хатӗр пулма тата сыхӑ тӑма ҫирӗп шут тытар. Ҫакна тӑватпӑр пулсан, эпир Иегова пире валли хатӗрлесе хунӑ чаплӑ пуласлӑхри пурнӑҫпа савӑнса пурӑнма пултарӑпӑр!

^ 9 абз. Ҫак ытарлӑхра «акӑ кӗрӳ каччӑ килет!» (6-мӗш сӑвӑ йӗрки) тесе кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн кӗрӳ каччӑ киличчен (10-мӗш сӑвӑ йӗрки) пӗр вӑхӑт хушши иртни курӑнса тӑрать. Святой сывлӑшпа суйласа лартнӑ христиансем юлашки кунсенче сыхӑ тӑраҫҫӗ. Вӗсем Иисус пуррине кӑтартакан паллӑна уйӑрса илме пултарнӑ тата вӑл халӗ Турӑ Патшалӑхӗнче патшара ларнине ӑнланса илнӗ. Халӗ вара вӗсен вӑл килессине чӑтӑмлӑн кӗтсе тӑмалла.