Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 февраль

Япони валли кӗтмен парне

Япони валли кӗтмен парне

ЯПОНИРИ Нагоя ятлӑ хулара 2013 ҫулхи апрелӗн 28-мӗшӗнче иртнӗ ятарлӑ тӗлпулура Ертсе пыракан советӑн членӗ Энтони Моррис тунӑ пӗлтерӳ пухӑннисене пурне те питӗ савӑнтарнӑ. Вӑл япон чӗлхипе «Библи: Матфей ҫырнӑ Евангели» ятлӑ ҫӗнӗ публикаци тухни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫакна илтсен унта пухӑннӑ 210 000 ытла ҫын, ҫав шутрах ҫавна Интернет урлӑ пӑхакансем те, савӑннипе чылай вӑхӑт хушши алӑ ҫупнӑ.

Ҫак 128 страницӑллӑ кӑларӑма «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнчи» Матфей ҫырнӑ Евангели кӗнӗ тата вӑл хӑйне евӗрлӗ. Моррис тӑван ҫак кӗнекене «Японире ырӑ хыпара сарма ятарласа хатӗрленӗ» тесе палӑртнӑ. Ҫак кӗнекен мӗнле уйрӑмлӑхсем пур? Мӗншӗн ҫакӑн пек кӗнеке кирлӗ пулнӑ тата ҫынсем ӑна мӗнле йышӑннӑ?

ҪӖНӖ КӖНЕКЕН УЙРӐМЛӐХӖСЕМ

Матфей ҫырнӑ Евангелине мӗнле форматпа ҫырни нумай ҫыншӑн кӗтмен парне пулса тӑнӑ. Япон иероглифӗсене хут ҫинче ҫӳлтен аялалла та, сулахайран сылтӑмалла та ҫырма пултараҫҫӗ. Пичетленсе тухакан кӑларӑмсенче чылайӑшӗнче, ҫав шутрах пирӗн юлашки публикацисенче те, текста сулахайран сылтӑмалла ҫыраҫҫӗ. Анчах та ҫак ҫӗнӗ публикацинчи текста ҫӳлтен аялалла ҫырнӑ. Японире хаҫатсенче тата илемлӗ литературӑра ҫак майпа питӗ анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Япони ҫыннисем нумайӑшӗ ҫӳлтен аялалла ҫырнӑ текста вулама ҫӑмӑлрах тесе шутлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ҫак кӑларӑмра страницӑн ҫӳлти пайӗнчи асӑрхаттарусене текстра подзаголовок пек вырнаҫтарнӑ, ҫавна пула вулакансем ҫӑмӑллӑнах тӗп шухӑшсене курма пултараҫҫӗ.

Японири тӑвансем ҫак ҫӗнӗ кӑларӑма тӳрех килӗштерсе пӑрахнӑ. «Ку таранччен эпӗ Матфей ҫырнӑ Евангелине нумай хут вуласа тухнӑ,— каласа парать 80-ран иртнӗ хӗрарӑм тӑван,— анчах та текста ҫӳлтен аялалла ҫырни тата подзаголовоксем мана Ту ҫинче каланӑ проповеде лайӑхрах ӑнланма пулӑшрӗҫ». Пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм тӑван ҫырнӑ: «Матфей ҫырнӑ Евангелине эпӗ пӗрре ларсах вуласа тухрӑм. Эпӗ сулахайран сылтӑмалла вулама хӑнӑхнӑ, анчах та Япони ҫыннисене нумайӑшне ҫӳлтен аялалла вулама килӗшет».

ЯПОНИ ВАЛЛИ ЯТАРЛАСА ХАТӖРЛЕНӖ

Мӗншӗн ҫак Библи кӗнекипе Японире ырӑ хыпар сарма питӗ вырӑнлӑ? Япони ҫыннисем нумайӑшӗ Библие пӗлсех каймаҫҫӗ пулин те, вӗсен ӑна вуласа тухас кӑмӑл пур. Матфей ҫырнӑ Евангелин ҫак ҫӗнӗ кӑларӑмӗ Библие нихӑҫан та алӑра тытса курман ҫынсене Сӑваплӑ Ҫырупа паллашма май парать.

Мӗншӗн Матфей ҫырнӑ Евангелие суйласа илес тенӗ? Япони ҫыннисене «Библи» сӑмах Иисус Христоса аса илтерсе тӑрать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Матфей ҫырнӑ Евангелине суйласа илнӗ, мӗншӗн тесен унта Иисусӑн йӑх-тӗпӗпе вӑл ҫурални ҫинчен, унӑн Ту ҫинче каланӑ проповечӗпе юлашки кунсем пирки калакан чуна хумхантаракан пророкла сӑмахӗсене ҫырса панӑ. Ҫак темӑсем пурте Япони ҫыннисене нумайӑшне интереслентереҫҫӗ.

 Японири хыпарҫӑсем ҫак ҫӗнӗ кӗнекене ырӑ хыпара килтен киле сарнӑ чухне тата ҫынсем патне тепӗр хут килсе кайнӑ чухне хастарлӑн сӗнме пуҫланӑ. «Халӗ эпӗ хам пурӑнакан вырӑнти чылай ҫынна Турӑ Сӑмахне парса хӑварма пултаратӑп,— ҫырса янӑ пӗр хӗрарӑм тӑван.— Пӗлетӗр-и, эпӗ „Матфей ҫырнӑ Евангели“ кӗнекене ятарлӑ тӗлпулу хыҫҫӑнах ҫынна пама пултартӑм!»

ҪЫНСЕМ МӖНЛЕ ЙЫШӐННӐ?

Хыпарҫӑсем ҫынсене ҫак ҫӗнӗ кӗнекепе мӗнле паллаштараҫҫӗ? Япони ҫыннисем нумайӑшӗ ҫакӑн пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене: «тӑвӑр хапха», «хӑвӑрӑн ӗнчӗре сысна умне ан пӑрахӑр» тата «ыранхи куншӑн ан кулянӑр» тенине — лайӑх пӗлеҫҫӗ (Матф. 6:34, ҪХ; 7:6, 13). Ҫак сӑмахсене Иисус Христос каланине пӗлсен, вӗсем питӗ тӗлӗнеҫҫӗ. Матфей ҫырнӑ Евангелире ҫак сӑмахсене курсан ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫапла калать: «Библие манӑн пӗр хут та пулин вуласа тухас килетчӗ».

Пухури тӑвансем Матфей ҫырнӑ Евангелине илнисем патне тепӗр хут пырсан, ҫав ҫынсем ҫак кӗнекене пӗтӗмпех е унӑн пӗр пайне те пулин тӳрех вуласа тухрӑмӑр тесе час-часах калаҫҫӗ. Хыпарҫӑпа калаҫнӑ чухне 60-тан иртнӗ пӗр арҫын каланӑ: «Ҫак Евангелине эпӗ нумай хут вуласа тухрӑм, ҫакӑ вара мана питӗ йӑпатрӗ. Тархасшӑн, мана Библи ҫинчен нумайрах пӗлме пулӑшӑр-ха».

Матфей ҫырнӑ Евангелине хыпарҫӑсем халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче те сӗнеҫҫӗ. Сӑваплӑ ӗҫе ҫавӑн пек майпа тунӑ чухне пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн электронлӑ адресне ҫак кӗнекене илнӗ ҫамрӑк хӗрарӑма панӑ. Тепӗр сехетрен ҫав хӗрарӑм ун патне электронлӑ ҫыру янӑ, унта вӑл Евангелин пӗр пайне вуласа тухрӑм тата манӑн нумайрах пӗлес килет тесе ҫырнӑ. Тепӗр эрнерен унпа пӗрремӗш хут Библи вӗреннӗ. Кӗҫех вӑл пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫланӑ.

Японири пухусене «Библи: Матфей ҫырнӑ Евангели» кӗнекен 1 600 000 ытла экземпляр ҫитерсе панӑ. Кашни уйӑхра Свидетельсем ҫак публикацие вуншар пин штук салатаҫҫӗ. Ҫак кӑларӑмӑн умсӑмахӗнче кӗнекене кӑларакансен туйӑмне палӑртса ҫапла ҫырнӑ: «Ҫак кӗнекене вулани сире Библипе тарӑнрах интересленме пулӑшасса эпир чунтан шанатпӑр».