Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 февраль

Халӑхсене «Иегова вӗрентӗвӗ» валли хатӗрленӗ

Халӑхсене «Иегова вӗрентӗвӗ» валли хатӗрленӗ

«Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтсе [«Иегова вӗрентӗвӗнчен», ҪТ] тӗлӗннӗскер, проконсул Турра ӗненнӗ» (АП. ӖҪ. 13:12).

1—3. Мӗншӗн Иисусӑн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара «пур халӑха та» пӗлтерме ҫӑмӑлах мар пулнӑ?

ИИСУС ХРИСТОС хӑйӗн вӗренекенӗсене питӗ кирлӗ ӗҫ шанса панӑ. Вӑл вӗсене ҫапла хушнӑ: «Кайӑр та пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара «пур халӑха та... пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе» тухмалла пулнӑ (Матф. 24:14; 28:19, ҪТ).

2 Вӗренекенсем Иисуса юратнӑ, ырӑ хыпара та хакланӑ. Ҫав-ҫавах вӗсем ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫе туса пӗтерме вӑй ҫитерӗпӗр-ши тесе иккӗленме пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем йышлӑ пулман. Вӗсем ҫынсене Иисус вӑл Турӑ Ывӑлӗ тесе вӗрентсе ҫӳренӗ, анчах та Иисуса вӗлернӗ пулнӑ. Ҫынсем нумайӑшӗ вӗсем пирки «вӗренмен ахаль ҫынсем» тесе шутланӑ (Ап. ӗҫ. 4:13, ҪХ). Чӑнах та, иудейсен тӗн пуҫлӑхӗсем тӗн шкулӗсенче вӗреннӗ пулнӑ, Иисусӑн вӗренекенӗсем ун пек шкулсене пӗтермен. Унсӑр пуҫне вӗсен ҫав ятлӑ-сумлӑ тӗн пуҫлӑхӗсем темиҫе ӗмӗр хушши вӗрентсе тӑракан иудейсен йӑла-йӗркине  хирӗҫлекен хыпара пӗлтерсе тӑмалла пулнӑ. Иисусӑн вӗренекенӗсене Израильте, тӑван ҫӗршывӗнче те, хисеплемен, ҫавӑнпа та вӗсене хӑватлӑ Рим империйӗнче кам та пулин итлӗ-ши?

3 Унсӑр пуҫне Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене сире курайми пулӗҫ, хӗсӗрлӗҫ тата сирӗнтен хӑшне-пӗрне вӗлерӗҫ тесе асӑрхаттарнӑ (Лука 21:16, 17). Вӗсемпе хӑш-пӗрисем сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, ҫавӑн пекех йӗркесӗр ӗҫпе суя пророксем нумайланса пынине вӗсен курма тивӗ (Матф. 24:10—12). Ырӑ хыпара пур ҫӗрте те кӑмӑл туса йышӑнсан та, Христосӑн вӗренекенӗсем ҫав хыпара «ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех» пӗлтерсе тухма пултарӗҫ-ши? (Ап. ӗҫ. 1:8.) Ҫавӑнпа та вӗсем ҫак ӗҫе мӗнле туса тӑрӑпӑр-ши тесе иккӗленме пултарнӑ.

4. Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансен ырӑ хыпар сарас ӗҫӗ мӗн таран ӑнӑҫлӑ пулнӑ?

4 Вӗренекенсем ҫак ӗҫе тума ҫӑмӑлах мар пулнине пӗлнӗ, ҫав-ҫавах вӗсем Иисус мӗн тума хушнине итленӗ те ырӑ хыпара Иерусалимра кӑна мар, Самарире те, ытти нумай вырӑнта та пӗлтерсе ҫӳренӗ. Иисусӑн вӗренекенӗсен нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулма тивнӗ пулин те, 30 ҫул хушшинче ырӑ хыпара «пӗлӗт айӗнчи пур пултарнӑ япалана та каласа пӗлтернӗ» пулнӑ тата ҫав хыпар «пур тӗлте те усӑ кӳнӗ, сарӑлса пынӑ» (Кол. 1:6, 23, ҪС). Сӑмахран, Павел апостол Кипрта ырӑ хыпар сарнине пула Рим проконсулӗ, Сергий Павел, «Ҫӳлхуҫа ҫинчен вӗрентнине илтсе [«Иегова вӗрентӗвӗнчен», ҪТ] тӗлӗннӗскер... Турра ӗненнӗ». (Апостолсен ӗҫӗсем 13:6—12 вуласа пар.)

5. а) Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене мӗн тесе сӑмах панӑ? ӑ) Пӗрремӗш ӗмӗрти лару-тӑру ҫинчен шухӑшланӑ май хӑш-пӗрисем мӗнле пӗтӗмлетӳ тунӑ?

5 Иисусӑн вӗренекенӗсем ырӑ хыпар сарас ӗҫе хӑйсен вӑйӗпе туса пӗтерме пултарайманнине пӗлнӗ. Иисус вӗсене сирӗнпе пӗрле пулӑп тата святой сывлӑш сире пулӑшса тӑрӗ тесе сӑмах панӑ (Матф. 28:20). Вӑл вӑхӑтра тӗнчери лару-тӑру Патшалӑх ҫинчен калакан ырӑ хыпара сарма хӑш-пӗр енчен меллӗ пулнӑ теме пулать. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Пирӗн эрӑри I ӗмӗрсӗр пуҫне историри урӑх нимле тапхӑр та тин кӑна ҫуралнӑ чиркӗве йышӑнма меллӗ пулман курӑнать... [...] Христиансем II ӗмӗр тӗлнелле... Турӑ малтанах палӑртса хунӑран, ҫак тӗнче христианство килессе кӗтсе илме хатӗр пулнӑ тесе ӳкӗтлеме пуҫланӑ» (Evangelism in the Early Church).

6. Эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр: а) ҫак статьяра? ӑ) тепӗр статьяра?

6 Христиансем ырӑ хыпар сарма пултарччӑр тесе Иегова чӑнах та пӗрремӗш ӗмӗрти лару-тӑрӑва йӗркелесе тӑнӑ-ши? Библире кун пирки нимӗн те каламан. Анчах та ҫакӑ паллӑ: Иегова ырӑ хыпар сарӑлтӑр тенӗ, Сатана — ҫук. Ҫак статьяра эпир пӗрремӗш ӗмӗрте христиансене ырӑ хыпара сарма мӗнле майсем пулӑшнине пӑхса тухӑпӑр. Тепӗр статьяран эпир хальхи вӑхӑтра пире ырӑ хыпара ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррине ҫитичченех сарма мӗн-мӗн пулӑшнине пӗлӗпӗр.

РИМ МИРӖ

7. Мӗн вӑл Рим мирӗ тата вӑл ытти тапхӑрсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать?

7 Пӗрремӗш ӗмӗрте Рим империйӗнче мирлӗ вӑхӑт тӑнине пула Христосӑн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара сарма ҫӑмӑлрах пулнӑ. Ҫав мирлӗ тапхӑра Рим мирӗ (Pax Romana) теҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Рим патшалӑхӗ пысӑк пӑлхавсене ҫеҫ мар, кирек мӗнле пӗчӗк пӑлхава та пусарса лартса тӑнӑ. Паллах ӗнтӗ, Иисус каласа хунӑ пекех, хутран-ситрен вӑрҫӑсем те пулкаланӑ (Матф. 24:6). Сӑмахран, Рим ҫарӗ пирӗн эрӑри 70 ҫулта Иерусалима  аркатнӑ, унсӑр пуҫне империйӗн чиккинче те пӗчӗк ҫапӑҫусем пулса ирткеленӗ. Ҫав-ҫавах империйӗн чылай пайӗнче мирлӗ тапхӑр тӑнӑ, ҫакна пула Иисусӑн вӗренекенӗсене ҫул ҫӳреме тата ырӑ хыпара сарма ҫӑмӑлрах пулнӑ. Ҫав мирлӗ вӑхӑт 200 ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ. Пӗр справочникра ҫапла каланӑ: «Этемлӗх историйӗнче унччен нихӑҫан та пур ҫӗрте те чылай вӑхӑт хушши лӑпкӑ самана тӑман тата ҫавӑн хыҫҫӑн нихӑҫан та тӗрлӗ халӑхсем хушшинче ҫавӑн пек ҫирӗп мире упраса хӑварма пултарайман» (The Horizon Book of Ancient Rome).

8. Рим империйӗнчи мирлӗ вӑхӑт малтанхи христиансене мӗнле усӑ панӑ?

8 Ориген, пирӗн эрӑри III ӗмӗрти богослов, ҫырнӑ: «Патшалӑхсем нумай пулни Иисусӑн вӗрентӗвӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма чӑрмантарнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ паллах... мӗншӗн тесен ун пек чухне халӑхсен вӑрҫӑ вӑрҫма тата тӑван ҫӗршывне хӳтӗлеме тивнӗ пулӗччӗ». Ориген шутланӑ тӑрӑх, ҫавна пула Иисусӑн вӗренекенӗсем саракан юратупа мир ҫинчен калакан хыпара нумай ҫыннӑн илтме май пулнӑ. Рим империйӗнче Патшалӑх хыпарҫисене хӗсӗрленӗ пулин те, вӗсем пурпӗр мирлӗ пурӑннӑ тата ҫав лӑпкӑ вӑхӑтри майсемпе кирлӗ таран усӑ курма тӑрӑшнӑ та ырӑ хыпара пур ҫӗрте те сарнӑ. (Рим 12:18—21 вуласа пар.)

ҪУЛ ҪӲРЕМЕ МЕЛЛӖ ПУЛНИ

9, 10. Мӗншӗн Рим империйӗнче пӗрремӗш христиансене ҫул ҫӳреме меллӗ пулнӑ теме пулать?

9 Рим империйӗнче ҫул-йӗр йышлӑ пулнипе те христиансем лайӑх усӑ курнӑ. Авалхи Римра йӗрке тытса тӑмашкӑн хӑватлӑ та ҫапӑҫма пултаракан арми пулнӑ. Ҫарсене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна хӑвӑрт куҫармашкӑн лайӑх ҫулсем кирлӗ пулнӑ, римлянсем вара ҫул-йӗр тӑвас ӗҫре самаях ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Рим инженерӗсем империйӗн кашни провинцине тенӗ пекех ҫыхӑнтарса тӑракан ҫулсем тунӑ, вӗсен тӑршшӗ вара 80 000 ҫухрӑма яхӑн пулнӑ. Ҫулсене вӑрмансем витӗр, пушхирсемпе тусем урлӑ хывнӑ.

10 Ҫулсемсӗр пуҫне Рим империйӗнче 27 000 ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлакан юханшывсемпе каналсем тӑрӑх та куҫса ҫӳреме пултарнӑ. Рим карапӗсем ҫӗр-ҫӗр тинӗс порчӗсене ҫыхӑнтаракан 900 яхӑн маршрутпа ҫӳренӗ. Ҫавна пула христиансем Рим империйӗнчи нумай вырӑна ҫитме пултарнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫул ҫӳреме яланах ҫӑмӑл пулман, анчах та Павел апостол тата ыттисем паспортсӑр, визӑсӑр ҫул ҫӳреме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех миграци служби те, таможня тӗрӗслевӗ те пулман. Вӑрӑ-хурахсем Рим сучӗ айӑпласа наказани парассинчен хӑранӑ, ҫавӑнпа та ҫулсем тӑрӑх ҫӳреме хӑрушах мар пулнӑ. Римлянсем тинӗс ҫулӗсене те пиратсенчен хӳтӗленӗ, ҫавӑнпа тинӗсре те караппа ишме ытлашши хӑрушӑ пулман. Библире каланӑ тӑрӑх, Павелӑн темиҫе хут карап путнине курма тата тинӗсре асап тӳсме тивнӗ, ҫапах та Сӑваплӑ Ҫырура ун ҫине пиратсем тапӑннӑ тесе калани ҫук (2 Кор. 11:25, 26).

ГРЕК ЧӖЛХИ

Кодексра Сӑваплӑ Ҫырури вырӑнсене тупма чылай ҫӑмӑлрах пулнӑ (12-мӗш абзаца пӑхӑр.)

11. Мӗншӗн малтанхи христиансем грек чӗлхипе усӑ курнӑ?

11 Койне текен грек чӗлхине пула христиансен пухӑвӗсем хӑйсем хушшинчи пӗрлӗхе упраса хӑварма тата пӗр-пӗринпе хутшӑнма пултарнӑ. Александр Македонский нумай вырӑна ҫӗнсе илнине пула грек чӗлхи питӗ анлӑ сарӑлнӑ пулнӑ тата ӑна нумайӑшӗ пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та грек чӗлхи ырӑ хыпара сарма пулӑшнӑ, мӗншӗн тесен Туррӑн ӗҫлекенӗсем тӗрлӗ йышши ҫынпа калаҫма пултарнӑ. Унсӑр пуҫне Египетра пурӑннӑ  иудейсем Еврей Ҫырӑвӗсене грек чӗлхи ҫине куҫарнӑ пулнӑ. Ҫак куҫарӑва, Септуагинта тесе ят панӑскере, нумайӑшӗ пӗлнӗ, Христосӑн малтанхи вӗренекенӗсем вара ҫав куҫаруран час-часах вуласа панӑ. Библие ҫырнӑ христиансем те Сӑваплӑ Ҫырӑва грек чӗлхипе ҫырнӑ. Ҫак чӗлхе пуян пулни Библири тарӑн чӑнлӑхсене ӑнлантарса пама май панӑ.

12. а) Мӗн вӑл кодекс тата мӗншӗн унпа усӑ курма алҫырӑвӗн чӗркемӗнчен ҫӑмӑлрах пулнӑ? ӑ) Хӑҫан христиансем кодекспа анлӑ усӑ курма пуҫланӑ?

12 Христиансем хӑйсен сӑваплӑ ӗҫӗнче Сӑваплӑ Ҫырупа мӗнле усӑ курнӑ? Алҫырӑвӗн чӗркемӗсем усӑ курмашкӑн е йӑтса ҫӳремешкен меллӗ пулман, мӗншӗн тесен вӗсене сарса хумалла тата чӗркемелле пулнӑ. Ялан тенӗ пекех текста чӗркемӗн пӗр енне кӑна ҫырнӑ пулнӑ. Сӑмахран, Матфей ҫырнӑ Евангели хӑйех пӗр чӗркем пулнӑ. Каярахпа кодекспа усӑ курма пуҫланӑ. Кодекс хальхи кӗнеке евӗрлӗ пулнӑ, унӑн страницисене пӗрле ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ пулнӑ. Вулакан кодекса уҫса Сӑваплӑ Ҫырури кирлӗ вырӑна ҫӑмӑллӑнах тупма пултарнӑ. Христиансем кодекспа хӑҫан усӑ курма пуҫлани паллӑ мар пулин те, пӗр кӗнекере ҫапла палӑртнӑ: «Христиансем II ӗмӗрте кодекспа питӗ анлӑ усӑ курнӑ, апла пулсан ӑна пирӗн эрӑри 100 ҫулчченех хута янӑ курӑнать» (The Birth of the Codex).

РИМ САККУНӖСЕМ

13, 14. а) Рим гражданинӗ пулни Павела мӗнле хӳтӗленӗ? ӑ) Рим саккунӗсем христиансене мӗнле усӑ панӑ?

13 Пӗрремӗш ӗмӗрти христиансем Рим саккунӗсенчен усӑ илсе тӑнӑ. Сӑмахран, Павел Рим гражданинӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ҫул ҫӳренӗ чухне час-часах саккунпа хӳтӗленме пултарнӑ. Хӑйне Иерусалимра Рим салтакӗсем арестленӗ хыҫҫӑн пушӑпа хӗнеме тӑрсан, вӑл ҫав салтаксен пуҫлӑхӗнчен ыйтнӑ: «Рим гражданинне судсӑр-мӗнсӗрех ҫаптарма сире кам ирӗк панӑ?» Паллах ӗнтӗ, никам та ирӗк паман. Павел ҫуралнӑранпах Рим гражданинӗ пулнӑ тесе каланӑ хыҫҫӑн «ӑна асаплантарма хатӗрленнисем ҫавӑнтах ун патӗнчен пӑрахса кайнӑ. Пинпӳ хӑй Рим гражданинне ҫыхтарнине пӗлнӗ хыҫҫӑн шикленсе ӳкнӗ» (Ап. ӗҫ. 22:25—29, ҪХ).

14 Филиппӑра влаҫра тӑракан ҫынсем Павелпа мӗнле тытни ҫине вӑл Рим гражданинӗ пулни витӗм кӳнӗ (Ап. ӗҫ. 16:35—40). Эфесра йӗрке тытса тӑракан пуҫлӑх урса кайнӑ халӑха лӑплантарнӑ хыҫҫӑн вӗсене саланса кайма тата ыйтӑва саккун йӗркипе  татса пама чӗннӗ (Ап. ӗҫ. 19:35—41). Каярахпа, Кесарире, Рим императорӗ умне тӑма манӑн саккунлӑ ирӗк пур тесе каланӑ Павел, ҫавна пула вӑл кесарь умӗнче хӑйӗн ӗненӗвне хӳтӗленӗ (Ап. ӗҫ. 25:8—12). Ҫапла вара Рим саккунӗсем христиансене «Ырӑ Хыпара хӳтӗлесе [«саккун тӑрӑх», ҪТ] ҫирӗплетме» май панӑ (Флп. 1:7, ҪХ).

ЕВРЕЙСЕМ ТӖРЛӖ ҪӖРТЕ ПУРӐННИ

15. Пӗрремӗш ӗмӗрте еврейсем ӑҫта-ӑҫта пурӑннӑ?

15 Еврейсем Рим империйӗнче пур ҫӗрте те пурӑнни христиансене ырӑ хыпара сарма хӑш-пӗр енчен пулӑшнӑ теме пулать. Темиҫе ӗмӗр каялла Ассири ҫыннисем, унтан Вавилон ҫыннисем иудейсене хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнчен куҫарса кайнӑ. Пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗр тӗлнелле еврейсем Перси империйӗн 127 провинцийӗнче пурӑннӑ (Эсф. 9:30). Иисус ҫӗр ҫинче пулнӑ чухне еврейсем Египетра тата Ҫурҫӗр Африкӑри ытти вырӑнсенче, ҫавӑн пекех Грецире, Кӗҫӗн Азире тата Месопотамире пурӑннӑ. Хӑш-пӗрисем шутланӑ тӑрӑх, Рим империйӗнче 60 000 000 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен кашни вунтӑваттӑмӗшӗ еврей пулнӑ. Еврейсем кирек ӑҫта куҫса кайсан та хӑйсен тӗнне сарма тӑрӑшнӑ (Матф. 23:15).

16, 17. а) Еврейсем тӗрлӗ вырӑнта пурӑнни ытти халӑх ҫыннисене мӗнле усӑ панӑ? ӑ) Иисусӑн вӗренекенӗсем еврейсенчен мӗнле тӗслӗх илнӗ?

16 Еврейсем Рим империйӗнче пур ҫӗрте те пурӑннӑран ытти халӑх ҫыннисем Еврей Ҫырӑвӗсемпе паллашма пултарнӑ. Сӑмахран, вӗсем пӗртен-пӗр чӑн Турӑ кӑна пулнине тата унӑн ӗҫлекенӗсен унӑн саккунӗсене пӑхӑнса тӑмаллине пӗлнӗ. Унсӑр пуҫне Еврей Ҫырӑвӗсенче Мессия ҫинчен калакан пророкла сӑмахсем пулнӑ (Лука 24:44). Иудейсем те, христиансем те Еврей Ҫырӑвӗсем Турӑран тесе шутланӑ. Ҫакӑ вара Павел апостола тӳрӗлӗх патне туртӑнакан чӗреллӗ ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл час-часах синагогӑна кӗрсе унти иудейсемпе калаҫнӑ чухне шухӑшсене Еврей Ҫырӑвӗсем тӑрӑх сӳтсе явнӑ. (Апостолсен ӗҫӗсем 17:1—3 вуласа пар.)

17 Иудейсем палӑртса хунӑ йӗрке тӑрӑх Турра пуҫҫапнӑ. Вӗсем синагогӑсенче тата уҫӑ сывлӑшра яланах тӗлпулусем ирттернӗ. Унта вӗсем юрӑ юрланӑ, кӗлтунӑ тата Ҫырӑва сӳтсе явнӑ. Хальхи вӑхӑтра христиансен пухӑвӗнче те ҫавнах тӑваҫҫӗ.

ИЕГОВӐН ПУЛӐШӐВӖ

18, 19. а) Пӗрремӗш ӗмӗрти лару-тӑру мӗнле май уҫса панӑ? ӑ) Ҫак статьяна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Иегова пирки сирӗн мӗнле шухӑшсем ҫуралчӗҫ?

18 Пӗрремӗш ӗмӗр историри хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр тапхӑр пулнӑ. Рим империйӗнче мирлӗ вӑхӑт тӑнӑ, ҫынсем нумайӑшӗ пӗр чӗлхепе калаҫнӑ, саккун этеме хӳтӗленӗ, ҫул ҫӳреме меллӗ пулнӑ тата тӗрлӗ ҫӗрте пурӑнакан ҫынсем еврейсене тата Еврей Ҫырӑвӗсене пӗлнӗ. Ҫаксем пурте христиансене хӑйсене Турӑ шанса панӑ ӗҫе туса тӑма пулӑшнӑ.

19 Иисус ҫӗр ҫине киличчен 400 ҫула яхӑн маларах пурӑннӑ грексен философӗ Платон ҫырнӑ тӑрӑх, ҫынсене Пултаракана пӗлме питӗ йывӑр тата вӗсем ҫӗр ҫинчи кашни ҫынна Ун ҫинчен пӗлтерсе тухма пултараймаҫҫӗ. Анчах та Иисус каланӑ: «Этем пултарайманнине Турӑ пултарать» (Лука 18:27). Ҫут тӗнчене Пултаракан ҫынсем хӑйне тупчӑр тет тата хӑйӗнпе паллашчӑр тет. Унсӑр пуҫне Иисус хӑйӗн хыҫҫӑн пыракансене ҫапла хушса хӑварнӑ: «Пур халӑхран та вӗренекенсене хатӗрлӗр» (Матф. 28:19, ҪТ). Иегова пулӑшнипе ҫак хушӑва пурнӑҫлама пулать. Тепӗр статьяра эпир хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпар сарас ӗҫ пӗтӗм тӗнчипе мӗнле сарӑлнине пӑхса тухӑпӑр.