Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 февраль

Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑха упрӑр

Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑха упрӑр

ЫРӐ хыпар сарасси вӑл — ҫӗр ҫинче хальхи вӑхӑтра тӑвакан чи кирлӗ ӗҫ. Иегова Свидетелӗсем пулнӑран эпир вӗренекенсем хатӗрлес ӗҫе хутшӑнма май пурри пирки пысӑк чыс тесе шутлатпӑр. Анчах та пионерсемпе хыпарҫӑсене, хутран-ситрен тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пула, сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑха упраса хӑварма ҫӑмӑлах мар пулма пултарать.

Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑха упраса хӑварма сире мӗн пулӑшӗ?

Хӑш-пӗр хыпарҫӑсен килтен киле ырӑ хыпар сарнӑ чухне сайра-хутра ҫеҫ кампа та пулин калаҫма май килет. Чӑнах та, паян ҫынсене килте тытма ҫӑмӑл мар. Ҫынсем килте пулсан та, вӗсем хӑш-пӗр чухне Патшалӑх хыпарне итлемеҫҫӗ кӑна мар, питех те сивлеҫҫӗ. Тепӗр вырӑнсенче ырӑ хыпара ҫынсем лайӑх итлеҫҫӗ, анчах та хыпарҫӑсем ҫак ӗҫе нихӑҫан та туса пӗтерме май ҫук пек туйӑннӑран питӗ кулянма пултараҫҫӗ. Ырӑ хыпара нумай ҫул саракансенчен хӑш-пӗрисем ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт халӗ те ҫитменрен хурланаҫҫӗ.

Ҫавӑнпа та Иеговӑн ӗҫлекенӗсем пурте ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑха чакарма пултаракан йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарни пире тӗлӗнтермелле-и? Ҫук паллах. Эпир пурӑнакан тӗнче «усал», Сатана Шуйттан, аллинче, ҫавӑнпа та эпир Туррӑн пурнӑҫ паракан хыпарне сарма ҫӑмӑл пуласса кӗтместпӗр (1 Иоанн 5:19).

Сӑваплӑ ӗҫре кирек мӗнле чӑрмавпа тӗл пулсан та, Иегова сире вӗсене ҫӗнтерме пулӑшасса шанса тӑрӑр. Анчах та ырӑ хыпара сарнӑ чухне тата хастарлӑрах пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Айтӑр темиҫе усӑллӑ канаш пӑхса тухар.

ҪӖНӖ ХЫПАРҪӐСЕНЕ ПУЛӐШӐР

Кашни ҫул пин-пин ҫын шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗ пулса тӑрать. Эсир нумаях пулмасть хӑвӑра Турра халалланине кӑтартса шыва кӗтӗр пулсан, ӑста хыпарҫӑсем сире пулӑшнине хакланӑ пулӑттӑр паллах. Эсир ырӑ хыпара нумай ҫул хушши саратӑр пулсан, ҫӗннисене хӑвӑр мӗн пӗлнине вӗрентме пултаратӑр-и? Ҫакна туни сире савӑнӑҫ парӗ, кӑмӑла ҫырлахтарӗ.

Иисус ҫакна пӗлнӗ: мӗн тумаллине кӑтартмасӑр вӗренекенӗсем ырӑ хыпара лайӑх сарма  вӗренеймӗҫ. Ҫавӑнпа вӑл вӗсене ҫав ӗҫе мӗнле тумаллине кӑтартнӑ (Лука 8:1). Хальхи вӑхӑтра та пухури тӑвансем сӑваплӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулччӑр тесен вӗсене вӗрентмелле.

Ҫӗнӗ хыпарҫӑ сӑваплӑ ӗҫе хутшӑннипех унӑн вӗрентес ӑсталӑхӗ хӑйне хӑех ӳсӗ тесе шутламалла мар пирӗн. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек тӑвана ырӑ та тимлӗ вӗрентекенӗн канашӗ кирлӗ. Ӑста хыпарҫӑн ӑна 1) ҫынпа калаҫнӑ чухне малтан мӗн каламаллине тата ҫавна мӗнле хатӗрленмеллине, 2) ырӑ хыпара килтен киле е урамра сарнӑ чухне калаҫӑва мӗнле пуҫламаллине, 3) публикацисене мӗнле сӗнмеллине, 4) интересленекен ҫынсем патне тепӗр хут мӗнле кайса килмеллине тата 5) Библие мӗнле вӗренме пуҫламаллине вӗрентмелле. Ӑста хыпарҫӑ ырӑ хыпара мӗнле сарнине сӑнаса тӑнипе ҫӗнӗ хыпарҫӑ сӑваплӑ ӗҫре лайӑх ҫитӗнӳсем тума пултарӗ (Лука 6:40). Ҫӗнӗ хыпарҫӑ ҫумра кирлӗ чухне пулӑшу пама пултаракан юлташ пуррине кура хӑйне хӑюллӑрах туйӗ. Ҫавӑн пекех ӑна мухтаса илни те, ырӑ канаш пани те усӑллӑ пулӗ (Еккл. 4:9, 10).

СӐВАПЛӐ ӖҪЕ ПӖРЛЕ ТӐВАКАН ХЫПАРҪӐПА КАЛАҪӐР

Ырӑ хыпара сарнӑ чухне кампа та пулин калаҫас тесе тем пек тӑрӑшсан та, хӑш-пӗр чухне сӑваплӑ ӗҫе хамӑрпа пӗрле тӑвакан хыпарҫӑпа кӑна тӗплӗн калаҫма май килет. Аса илӗр-ха, Иисус хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ хыпара сарма «икшерӗн-икшерӗн» янӑ (Лука 10:1). Пӗрле ӗҫленӗ чухне вӗсем пӗр-пӗрне хавхалантарма тата пӗр-пӗрин кӑмӑлне ҫӗклеме пултарнӑ. Ҫавӑнпа сӑваплӑ ӗҫе хамӑрпа пӗрле тӑвакан хыпарҫӑпа пирӗн пӗр-пӗрне хавхалантарса «пӗрле... савӑнмашкӑн» чаплӑ май пур (Рим 1:12).

Мӗн ҫинчен эсир калаҫма пултаратӑр? Тен, сирӗнтен пӗринпе нумаях пулмасть сӑваплӑ ӗҫре хавхалантаракан ӗҫ пулса иртнӗ. Е, тен, хӑвӑр тӗллӗн е ҫемьепе пӗрле вӗреннӗ чухне эсир питӗ интереслӗ шухӑш тупнӑ. Е сире пухура илтнӗ шухӑш хавхалантарма пултарнӑ. Хӑш-пӗр чухне эпир ҫывӑхрах паллашман хыпарҫӑпа сӑваплӑ ӗҫе тума пултаратпӑр. Ҫавӑн пек чухне унран чӑнлӑха эсӗ мӗнле пӗлме пуҫларӑн тесе ыйтма пулать. Мӗншӗн вӑл Иеговӑн организацине тупрӑм тесе шутлать? Туррӑн сӑваплӑ ӗҫӗнче вӑл мӗнле тивӗҫсем тунӑ? Тен, эсӗ хӑвӑн ҫинчен мӗн те пулин каласа парас тейӗн. Ҫынсем итлесен те, итлемесен те сӑваплӑ ӗҫе кампа та пулин тунӑ чухне пирӗн пӗр-пӗрне хавхалантарма тата пулӑшма чаплӑ май пур (1 Фес. 5:11).

ТУРӐ СӐМАХНЕ ТӐРӐШСА ВӖРЕНӖР

Сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑх ан чактӑр тесен Турӑ Сӑмахне пирӗн тӗплӗн тӗпчес йӑла пулмалла. «Шанчӑклӑ та ӑслӑ чура» пире тӗрлӗ темӑсене  уҫса паракан информаци парса тӑрать (Матф. 24:45). Ҫавӑнпа та пирӗн вӗренмелли материал ҫителӗклӗ. Сӑмахран, ҫакӑн пек темӑна пӑхса тухма пулать: «Мӗншӗн ырӑ хыпар сарас ӗҫ — питӗ кирлӗ ӗҫ?» Ҫак ӗҫе тума хавхалантаракан хӑш-пӗр сӑлтавсене ҫак статьяри рамкӑра каласа тухнӑ.

Ҫак рамкӑри шухӑшсем сире ырӑ хыпар сарас ӗҫре хастарлӑха упраса хӑварма хавхалантарӗҫ. Хамӑр тӗллӗн вӗреннӗ чухне пире ырӑ хыпара хастарлӑ сарма тата мӗнле сӑлтавсем хавхалантарма пултарнине Библи тӑрӑх мӗншӗн-ха пӑхса тухас мар? Унтан вара ҫав сӑлтавсем ҫинчен шухӑшлӑр. Ҫакна туни сире ырӑ хыпар сарнӑ чухне тата хастарлӑрах пулма пулӑшӗ.

КАНАШСЕНЕ ТИМЛӖР

Иеговӑн организацийӗ пире сӑваплӑ ӗҫӗн пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан канашсене яланах парса тӑрать. Эпир ырӑ хыпара килтен киле кӑна мар, ҫыру ҫырса, телефонпа, урамра, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче, ӗҫлӗ территоринче, майлӑ самантсемпе усӑ курса тата ытти майсемпе те сарма пултаратпӑр. Тен, эпир ӑҫта Свидетельсем сахал е пачах ҫук, ҫавӑн пек вырӑнсенче ырӑ хыпара сарас тейӗпӗр.

Ҫак канашсем пирки эсир мӗн шутлатӑр? Вӗсенчен хӑш-пӗрипе те пулин усӑ курма май килчӗ-и сирӗн? Ҫак канашсене тимлекенсенчен чылайӑшӗ питӗ нумай пиллӗх илнӗ. Виҫӗ тӗслӗх пӑхса тухар.

Пӗрремӗш тӗслӗх «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» кӑларӑмӗнчи Библи вӗренӗвне мӗнле пуҫламалли ҫинчен калакан канашпа ҫыхӑннӑ. Эйприл ятлӑ хӗрарӑм тӑван ҫак канаша тимленӗ те хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлекен виҫӗ хӗрарӑма Библи вӗренме сӗннӗ. Вӗсем пурте вӗренме килӗшсен, каярахпа вара пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме пуҫласан, ҫакӑ хӗрарӑм тӑвана тӗлӗнтернӗ те, савӑнтарнӑ та.

 Иккӗмӗш тӗслӗх брошюрӑсене салатнипе ҫыхӑннӑ. Пирӗн публикацисенчи уйрӑм статьясем камсене килӗшме пултарни ҫинчен пире шухӑшлама сӗнеҫҫӗ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче пурӑнакан пӗр район надзирателӗ «Вӑранӑр!» журналти автомобиль шинисем ҫинчен калакан статьяна хӑйсен таврашӗнчи шина сутакан лавккасенче ӗҫлекенсене мӗнле сӗнни ҫинчен каласа панӑ. Ҫавӑн пекех вӑл хӑйӗн арӑмӗпе хӑйсен теократи районӗнче «Тухтӑрсен ӗҫне хаклӑр» ятлӑ журнала тухтӑрсем хушшинче 100 штук ытла салатнӑ. Арҫын тӑван каласа парать: «Ҫакна пула нумайӑшӗ пирӗнпе те, пирӗн публикацисемпе те лайӑхрах паллашма пултарчӗҫ. Ҫав вырӑнти ҫынсемпе пирӗн хушӑра лайӑх хутшӑнусем йӗркеленсе кайрӗҫ, эпир вӗсем патне хутран-ситрен кӗркелесе те тухатпӑр».

Виҫҫӗмӗш тӗслӗх ырӑ хыпара телефонпа сарнипе ҫыхӑннӑ. Джуди ятлӑ хӗрарӑм тӑван ырӑ хыпара телефонпа сарма канаш панӑшӑн пархатарлӑ пулса пӗтӗм тӗнчери тӗп управление ҫыру ҫырса янӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, унӑн 86 ҫулхи амӑшӗн сывлӑхӗ питӗ начар, ҫапах та вӑл ырӑ хыпара яланах телефонпа пӗлтерсе тӑрать. Ҫавна пула вӑл 92 ҫулхи хӗрарӑмпа Библи вӗренме пуҫланӑ, ҫакӑ ӑна вара пысӑк савӑнӑҫ парса тӑрать!

Чӑнах та, пирӗн публикацисенчи канашсем питӗ усӑллӑ. Усӑ курӑр вӗсемпе! Ҫапла эсир сӑваплӑ ӗҫре савӑнӑҫлӑ пулма тата хастарлӑха упраса хӑварма пултаратӑр.

ПУРНӐҪЛАМА ПУЛТАРАКАН ТӖЛЛЕВСЕМ ЛАРТӐР

Ырӑ хыпар сарас ӗҫре ӑнӑҫлӑ пулнипе пулманнине пирӗн, тӗпрен илсен, эпир мӗн чухлӗ публикаци салатни, миҫе ҫынпа Библи вӗренни е миҫе ҫынна Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшни тӑрӑх виҫмелле мар. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, хӑйӗн ҫемйинчи ҫынсемсӗр пуҫне Ной урӑх кама Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулса тӑма пулӑшнӑ? Ҫав-ҫавах вӑл вӗрентсе ҫӳренинчен ним усси те пулман тесе калама май ҫук. Иеговӑшӑн чи кирли вӑл — эпир уншӑн шанчӑклӑ ӗҫлесе тӑни (1 Кор. 4:2).

Хыпарҫӑсем нумайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, ырӑ хыпара хавхаланса сарас тесен хамӑр ума пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартмалла. Мӗнлисене? Вӗсенчен хӑш-пӗрисене ҫак статьяри рамкӑра илсе панӑ.

Сӑваплӑ ӗҫе савӑнӑҫлӑ та ӑнӑҫлӑ тӑвас тесе Иеговӑран пулӑшу ыйтӑр. Хӑвӑр ума лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртсе пынӑ май ырӑ хыпар сарас ӗҫре мӗн тума пултарнине пурне те туса пыни сире савӑнӑҫпа канӑҫлӑх парӗ.

Хӑш-пӗр чухне ырӑ хыпара сарма, чӑнах та, ҫӑмӑлах мар. Анчах хамӑр енчен кирлӗ утӑмсем тунипе эпир сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑ пулма пултаратпӑр. Сӑваплӑ ӗҫе пӗрле тӑвакан хыпарҫӑпа калаҫни сире пӗр-пӗрне хавхалантарса тӑтӑр. Турӑ Сӑмахне тӑрӑшса вӗренес йӑла пултӑр сирӗн. Шанчӑклӑ чуран канашӗсене тимлӗр тата хӑвӑр ума пурнӑҫлама пултаракан тӗллевсем лартӑр. Пуринчен ытла ҫакна асра тытӑр: Туррӑн ырӑ хыпарне пӗлтерсе тӑрасси тата унӑн Свидетелӗсем пуласси — нимпе танлаштарайми чыс (Ис. 43:10). Ҫапла, сӑваплӑ ӗҫре хастарлӑха упраса хӑварни пире пысӑк савӑнӑҫ парӗ!