Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 февраль

Пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова ертсе пырать

Пӗтӗм тӗнчипе ырӑ хыпар сарас ӗҫе Иегова ертсе пырать

«Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, сана ырра вӗрентекенӗ, сана каймалли ҫулупа ертсе пыраканӗ» (ИС. 48:17).

1. Хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпара сарнӑ чухнӗ христиансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ?

БИБЛИ ТӖПЧЕКЕНСЕМ * XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче тата XX ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ. Пӗрремӗш христиансем пекех, вӗсем ҫынсен кӑмӑлне кайман хыпара пӗлтерсе тӑнӑ. Шучӗпе те вӗсем сахал пулнӑ тата нумайӑшӗ вӗсем ҫинчен вӗренмен ҫынсем тесе шутланӑ. Каярахпа, Сатанана ҫӗр ҫине хӑваласа ярсан, вӗсене хӗсӗрленӗ (Ӳлӗм. 12:12). Ҫавӑн пекех вӗсен ырӑ хыпара «юлашки кунсенче» сармалла пулнӑ, ҫав кунсем пирки вара Библире «йывӑр самана» тенӗ (2 Тим. 3:1).

2. Хальхи вӑхӑтра пире ырӑ хыпара сарма пулӑшас тесе Иегова мӗн тӑвать?

2 Ҫав-ҫавах Иеговӑн тӗллевӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе нихӑҫанхинчен те анлӑрах сармалла пулнӑ, ҫавӑн пекех Вӑл никама ҫак ӗҫе чарса лартма памӗ. Ӗлӗк Иегова хӑйӗн халӑхне, Израиле, Вавилон тыткӑнӗнчен ирӗке кӑларнӑ пекех, хӑйӗн хальхи ӗҫлекенӗсене те «аслӑ Вавилонран», суя тӗнӗн пӗтӗм тӗнчери империйӗнчен, хӑтарнӑ (Ӳлӗм. 18:1—4). Вӑл пире ырра вӗрентет, пӗр-пӗринпе мирлӗ пурӑнма тата Библири  чӑнлӑхсене ыттисене вӗрентме пулӑшать. (Исаия 48:16—18 вуласа пар.) Иегова пирӗн ӗҫе ертсе пырать пулин те, ҫакӑ Вӑл пире ырӑ хыпар сарма пулӑшас тесе тӗнчери событисене яланах йӗркелесе тӑрать тенине пӗлтермест. Чӑнах та, тӗнчере пулса иртекен хӑш-пӗр ӗҫсем пире ырӑ хыпара сарма лайӑх майсем туса параҫҫӗ. Анчах та ҫак тӗнче Сатана аллинче пулнӑран пире хӗсӗрлеҫҫӗ тата пирӗн тӗрлӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма тивет, ҫавӑнпа та эпир Иегова пулӑшнипе кӑна ырӑ хыпара сарма пултаратпӑр (Ис. 41:13; 1 Иоанн 5:19).

3. Мӗнле майпа чӑн пӗлӳ ӳснӗ?

3 Иегова пӗлтернипе Даниил юлашки вӑхӑтра чӑн «пӗлӳ ӳсӗ» тесе пророкла каланӑ. (Даниил 12:4 вуласа пар.) Библи Тӗпчекенсене Иегова Сӑваплӑ Ҫырури тӗп чӑнлӑхсене ӑнланма тата христиан тӗнчинчи суя вӗрентӳсене сирсе яма пулӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсемпе усӑ курса чӑн пӗлӗве пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарать. Чӑнах та, Даниил пророкла калани пирӗн куҫ умӗнче пурнӑҫланса пырать. Пӗр 8 000 000 яхӑн ҫын Библири чӑнлӑха йышӑннӑ та ун ҫинчен пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерсе тӑрать. Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ҫитӗнӳсем тума мӗн пулӑшнӑ?

БИБЛИЕ КУҪАРНИ

4. Библие XIX ӗмӗрте мӗн чухлӗ чӗлхе ҫине куҫарнӑ?

4 Хальхи вӑхӑтра нумай ҫыннӑн Библи пур, ҫакӑ вара пире ырӑ хыпар сарма пулӑшать. Анчах та яланах кун пек пулман. Ӗмӗрсем хушши христиан чиркӗвӗнчи пуҫлӑхсем ҫынсене Библие вулаттарасшӑн пулман. Вӗсем ӑна вулакансене хӗсӗрленӗ, Библи куҫаракансенчен хӑш-пӗрисене вӗлернӗ. Анчах та XIX ӗмӗрте хӑш-пӗр организацисем вӑй хунине пула Библие пӗтӗмӗшле е унӑн пайӗсене 400 яхӑн чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Ҫав ӗмӗр вӗҫнелле нумай ҫыннӑн хӑйсен Библи пулнӑ, анчах вӗсем Библи мӗне вӗрентнине ӑнлансах кайман.

5. Библие куҫарас тӗлӗшрен Иегова Свидетелӗсем мӗн тунӑ?

5 Библи Тӗпчекенсем ырӑ хыпара сарма кирлине ӑнланнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем Сӑваплӑ Ҫыру мӗне вӗрентни ҫинчен ыттисене каласа парас тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Унсӑр пуҫне Иеговӑн ӗҫлекенӗсем Библин тӗрлӗ куҫарӑвӗпе усӑ курнӑ тата вӗсене салатнӑ. Вӗсем 1950 ҫултан пуҫласа «Сӑваплӑ Ҫыру — Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвне» пичетлесе кӑларма пуҫланӑ, халӗ ҫак Библи пӗтӗмӗшле е унӑн пайӗсем 120 чӗлхепе тухса тӑрать. «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» ҫӗнӗрен пӑхса тухнӑ кӑларӑмӗ акӑлчан чӗлхипе 2013 ҫулта тухнӑ. Ҫак кӑларӑма ытти чӗлхесем ҫине те куҫарма ҫӑмӑл пулӗ. Тепӗр енчен илес пулсан, сӑваплӑ ӗҫре уҫӑмлӑ та ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ Библипе усӑ курнӑ чухне ҫынсене чӑнлӑха вӗрентме ҫӑмӑлрах.

МИРЛӖ ТАПХӐРСЕМ

6, 7. а) Хальхи вӑхӑтри вӑрҫӑсем пирки мӗн калама пулать? ӑ) Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче мирлӗ вӑхӑт тӑни пире ырӑ хыпара сарма мӗнле пулӑшнӑ?

6 Юлашки 100 ҫул хушшинче нумай вӑрҫӑ пулнӑ — вӗсен шутӗнче икӗ тӗнче вӑрҫи. Ҫав вӑрҫӑсенче миллион-миллион ҫын вилнӗ. Ҫавӑнпа та мӗнле майпа мирлӗ тапхӑрсем Иеговӑн ӗҫлекенӗсене ырӑ хыпара сарма пулӑшнӑ? Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери ӗҫӗ-хӗлне Нейтан Норр ертсе пынӑ. Вӑл 1942 ҫулта иртнӗ конгресра «Мир. Нумая тӑсӑлӗ-ши вӑл?» текен доклада туса панӑ. Ҫак докладра вӑл Ӳлӗмхине кӗнекери 17-мӗш сыпӑкпа усӑ курса вӑл вӑхӑтра алхасакан вӑрҫӑ хыҫҫӑн Армагеддон мар, мирлӗ тапхӑр пуҫланать тесе ӑнлантарса панӑ (Ӳлӗм. 17:3, 11).

7 Ҫакӑ вӑл Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн пур ҫӗрте те мирлӗ пурнӑҫ пуҫланӗ тенине пӗлтермен. Пӗр тӗпчев ӗҫӗ тӑрӑх, 1946 ҫултан пуҫласа 2013 ҫул таран 331 вӑрҫӑ  пулса иртнӗ. Миллион-миллион ҫын вилнӗ. Ҫав-ҫавах нумай ҫӗршывра мирлӗ вӑхӑт тӑнӑ теме пулать, ҫакна пула Иегова Свидетелӗсене ырӑ хыпара сарма ҫӑмӑлрах пулнӑ. Ҫакӑ мӗн панӑ? 1944 ҫулта пӗтӗм тӗнчипе Патшалӑх хыпарҫисен шучӗ 110 000-е те ҫитмен. Халӗ вара вӗсен йышӗ — 8 000 000 яхӑн! (Исаия 60:22 вуласа пар.) Чӑнах та, мирлӗ вӑхӑтра эпир ырӑ хыпара тата ытларах ҫынна пӗлтерме пултаратпӑр.

ҪУЛ ҪӲРЕМЕ МЕЛЛӖ ПУЛНИ

8, 9. Хальхи вӑхӑтра транспорт мӗн таран аталаннӑ тата ҫакӑ пире ырӑ хыпар сарма мӗнле пулӑшать?

8 Транспорт аталанса пыни те ырӑ хыпара сарма пулӑшнӑ. 1900 ҫулта, «Хурал башнин» пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑранпа 21 ҫул иртсен, Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 8 000 яхӑн автомобиль кӑна пулнӑ тата машинӑпа ҫӳреме юрӑхлӑ ҫулсен тӑршшӗ темиҫе ҫӗр ҫухрӑм ҫеҫ пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм тӗнчипе миллиард ҫурӑ ытла автомобиль тата миллион-миллион ҫухрӑма тӑсӑлакан ҫӳреме юрӑхлӑ ҫулсем пур. Автомобильсемпе ҫулсене пула пирӗнтен нумайӑшӗ ырӑ хыпара аякри вырӑнсенче пурӑнакан ҫынсене те каласа пама пултарать. Анчах та эпир пурӑнакан вырӑнта ҫул ҫӳреме ҫӑмӑлах мар тата пӗр-пӗр вырӑна ҫитес тесе нумай ҫуран утмалла пулсан та, вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫе хутшӑнас тесе эпир пурпӗр нумайӑшне тума пултаратпӑр (Матф. 28:19, 20).

9 Эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫре урӑх йышши транспортпа та усӑ куратпӑр. Библие ӑнлантарса паракан публикацисене темиҫе эрне хушшинче грузовиксемпе, карапсемпе тата поездсемпе чи аякри вырӑнсене ҫитерме пулать. Район надзирателӗсем, филиал комитечӗн членӗсем, миссионерсем тата ытти христиансем конгрессене тата теократи ӗҫӗсене тумашкӑн кирлӗ вырӑна самолетпа хӑвӑрт ҫитме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне Ертсе пыракан советӑн членӗсем тата тӗп управленийӗнчи ытти арҫын тӑвансем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене хавхалантарас тата мӗн тумаллине вӗрентес тесе самолетпа тӗрлӗ ҫӗршыва вӗҫеҫҫӗ. Апла пулсан, транспорт аталанса пыни Иеговӑн халӑхне пӗрлӗхе упраса пурӑнма пулӑшать (Пс. 132:1—3).

ХАЛӐХСЕНЕ ХУТШӐНМА ПУЛӐШАКАН ЧӖЛХЕ

10. Мӗншӗн акӑлчан чӗлхине халӑхсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе теме пулать?

10 Пӗрремӗш ӗмӗрте Рим империйӗнче ҫынсем нумайӑшӗ койне текен грек чӗлхипе калаҫнӑ.  Хальхи вӑхӑтра халӑхсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе пур-и? Нумайӑшӗ шутланӑ тӑрӑх, ҫакӑ вӑл — акӑлчан чӗлхи. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсенчен тӑваттӑмӗш пайӗ тенӗ пекех акӑлчан чӗлхине ҫителӗклӗ пӗлет» (English as a Global Language). Нумай ҫын акӑлчанла калаҫма вӗренет, мӗншӗн тесен хальхи тӗнчере ҫак чӗлхепе экономикӑра, политикӑра, наукӑра тата технологире усӑ кураҫҫӗ.

11. Акӑлчан чӗлхи Библири чӑнлӑха сарма мӗнле пулӑшать?

11 Акӑлчан чӗлхипе анлӑн усӑ курни Библири чӑнлӑха сарма пулӑшать. «Хурал башни» тата ытти публикацисем нумай ҫул хушши акӑлчан чӗлхипе тухса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех акӑлчан чӗлхи вӑл — Иегова Свидетелӗсен пӗтӗм тӗнчери тӗп управленийӗнче усӑ куракан чӗлхе. Паттерсонри (Нью-Йорк штачӗ, АПШ) Хурал Башнин Вӗрентӳ центрӗнче занятисене, тӗпрен илсен, акӑлчан чӗлхипе ирттереҫҫӗ.

12. Иегова Свидетелӗсен литературине миҫе чӗлхе ҫине куҫараҫҫӗ тата компьютер технологийӗ аталанса пыни ҫавна тума мӗнле пулӑшать?

12 Пирӗн пур халӑх ҫыннине те ырӑ хыпар калас тивӗҫ пур, ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир хамӑр литературӑна 700 яхӑн чӗлхе ҫине куҫаратпӑр. Ҫак ҫӑмӑлах мар ӗҫре компьютер технологийӗсем тӗлӗшӗнчен тунӑ ҫитӗнӳсемпе, ҫав шутрах «Нумай чӗлхепе пичетлесе кӑлармалли электронлӑ системӑпа» (MEPS), анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Ҫаксем пурте пире Патшалӑх хыпарне пӗлтерме тата хамӑр хушӑри пӗрлӗхе упраса хӑварма пулӑшаҫҫӗ. Анчах та пуринчен ытла пире пурне те Библири чӑнлӑхӑн «таса чӗлхипе» калаҫни пӗрлештерет. (Софония 3:9 вуласа пар.)

САККУНСЕМ ТАТА СУД ЙЫШӐНӐВӖСЕМ

13, 14. Саккунсем тата суд йышӑнӑвӗсем хальхи христиансене мӗнле усӑ параҫҫӗ?

13 Рим саккунӗсем пӗрремӗш ӗмӗрте христиансене ырӑ хыпара сарма пулӑшнӑ тесе каланӑччӗ унчченхи статьяра. Хальхи вӑхӑтра та нумай ҫӗршывӑн саккунӗсем христиансене ҫав ӗҫе тума пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Пӗрлешӳллӗ Штатсенче — ӑҫта пирӗн пӗтӗм тӗнчери тӗп управлени вырнаҫнӑ — Конституци ҫынсене мӗнле тӗне тытса тӑрассине суйласа илме, хӑйсем мӗне ӗненни ҫинчен каласа пама тата пӗрле пухӑнма ирӗк парать. Ҫавна пула Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи тӑвансем ирӗклӗн пӗрле пухӑнма, Библи вӗренме тата мӗн пӗлнине ыттисене каласа пама пултараҫҫӗ. Анчах та ырӑ хыпара сарма ирӗк паракан правӑна пирӗн час-часах судсенче хӳтӗлеме тивнӗ  (Флп. 1:7). Пӗрлешӳллӗ Штатсенче Иегова Свидетелӗсене суда парса айӑплама пуҫласан, Свидетельсем судсен ҫӳлти инстанцийӗсене жалоба панӑ. Ҫав судсем вара Патшалӑх хыпарне сарма вӗсен ирӗк пуррине пӗрре анчах мар ҫирӗплетнӗ.

14 Ытти ҫӗршыври судсем те пире хамӑр тӗне тытса тӑма тата ырӑ хыпара сарма ирӗк паракан правӑсене хӳтӗлеҫҫӗ. Пӗр-пӗр ҫӗршывра судра тӗрӗслӗхе тупма май килмерӗ пулсан, эпир тӗнчери судсене жалоба паратпӑр. Сӑмахран, 2014 ҫулхи июнь тӗлне Европӑри ҫынсен прависем енӗпе ӗҫлекен суд 57 ӗҫ пирки пирӗн майлӑ йышӑну тунӑ. Ҫак судӑн йышӑнӑвӗсене Европа Советне кӗрекен ҫӗршывсен пурин те тытса тӑмалла. Хальхи вӑхӑтра Иисусӑн «сире пур халӑх та курайми пулӗ» тесе каланӑ сӑмахӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ пулин те, нумай ҫӗршыври саккунсем пире Иеговӑна ирӗклӗн пуҫҫапма май параҫҫӗ (Матф. 24:9).

ЭТЕМЛӖХ ШУТЛАСА КӐЛАРНӐ ХАТӖРСЕМ

Библие ӑнлантарса паракан пирӗн литературӑна пӗтӗм тӗнчипе вулаҫҫӗ

15. Пичет ӗҫӗнче тунӑ ҫитӗнӳсемпе Иегова Свидетелӗсем мӗнле усӑ кураҫҫӗ?

15 Пичет ӗҫӗнче тунӑ ҫитӗнӳсем пире ырӑ хыпара нумайрах та нумайрах ҫынна пӗлтерме пулӑшрӗҫ. Иоганн Гутенберг 1450 ҫулта шутласа кӑларнӑ пичет станокӗ ӗмӗрсем хушшинче сахал улшӑннӑ. Анчах та юлашки 200 ҫул хушшинче пичет ӗҫӗнче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Офсет пичетне шутласа кӑларнӑ, ҫавна пула пичет ӗҫӗн хӑвӑртлӑхӗпе пахалӑхӗ ӳснӗ. Ҫавӑн пекех хут туса кӑларма тата хуплашкаллӑ кӗнекесем тума йӳнӗрех пулса пынӑ. Ҫак улшӑнусем пирӗн публикацисем ҫине мӗнле витӗм кӳнӗ? Шухӑшласа пӑхӑр-ха: «Хурал башнин» пӗрремӗш кӑларӑмне 1879 ҫулта 6 000 экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Унта пӗр ӳкерчӗк те пулман, вӑл акӑлчан чӗлхипе кӑна тухнӑ пулнӑ. Халӗ вара — ҫавӑнтанпа 136 ҫул иртнӗ хыҫҫӑн — «Хурал башнин» кашни кӑларӑмӗ 50 000 000 ытла экземплярпа пичетленсе тухать. Ӑна тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ тата вӑл пӗтӗм тӗнчипе 200 ытла чӗлхепе тухса тӑрать.

16. Этемлӗх шутласа кӑларнӑ мӗнле хатӗрсем пире ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма пулӑшаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

16 Туррӑн халӑхӗ ырӑ хыпар сармашкӑн этемлӗх юлашки 200 ҫул хушшинче шутласа кӑларнӑ хатӗрсемпе мӗнле усӑ курнине пӑхса тухар. Эпир поездсем, автомобильсем тата самолетсем ҫинчен асӑннӑччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пекех велосипедсем, пичетлемелли машинкӑсем, Брайль шрифтне вуламалли тата ҫырмалли хатӗрсем, телеграф, телефон, фотоаппаратсем, аудио тата видео ҫырмалли хатӗрсем, радио, телевидени, кино, компьютерсем тата Интернет пулнӑ. Ҫаксем пурте ку е вӑл енчен те пулин пире вӗренекенсене хатӗрлес ӗҫре пулӑшса тӑраҫҫӗ. Библире Иеговӑн ӗҫлекенӗсем «халӑхсен сӗчӗпе тӑранса» пурӑнӗҫ тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ. Ҫак пророкла сӑмахсемпе килӗшӳллӗ эпир Библи тата Библие ӑнлантарса паракан публикацисене кӑларас тесе этемлӗх шутласа кӑларнӑ хатӗрсемпе, калӑпӑр, хальхи технологисемпе, виҫеллӗ усӑ куратпӑр. (Исаия 60:16 вуласа пар.)

17. а) Мӗн каланине шута илнӗ май мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать? ӑ) Мӗншӗн Иеговӑн пире хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеттерес килет?

17 Чӑнах та, ырӑ хыпар сарас ӗҫе Турӑ ертсе пыни уҫӑмлӑ курӑнса тӑрать. Иегова пире ҫак ӗҫе пирӗнсӗр тума пултарайманран мар, пире юратнӑран тата пире хӑйӗнпе пӗрле ӗҫлеттерес килнӗрен шанса панӑ. Ырӑ хыпар сарнипе эпир ӑна тата ытти ҫынсене юратнине кӑтартатпӑр (1 Кор. 3:9; Марк 12:28—31). Иегова пире ырӑ хыпара пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе сарма пулӑшнӑшӑн эпир ӑна питӗ пархатарлӑ. Ҫавӑнпа та Иеговӑпа унӑн Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парас тесе кашни майпа усӑ курар!

^ 1 абз. Библи Тӗпчекенсем 1931 ҫулта Иегова Свидетелӗсем ята илнӗ (Ис. 43:10).