Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 февраль

 ПИРӖН АРХИВСЕНЧЕН

«Ятарлӑ тапхӑр»

«Ятарлӑ тапхӑр»

АЛЛЕГЕЙНА хулинче (хальхи Питсбург хулин пайӗ, Пенсильвани штачӗ, АПШ) 1870 ҫулта Чарлз Тейз Расселл ертсе пыракан пӗчӗк ушкӑн Сӑваплӑ Ҫырӑва тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсем тӗпчекен темӑсенчен пӗри вӑл Христосӑн тӳлесе илме панӑ парни пулнӑ. Кӗҫех вӗсем ҫак парне Иеговӑн тӗллевӗнче тӗп вырӑн йышӑннине ӑнланса илнӗ. Тӳлесе илме панӑ парне Иисус ҫинчен илтмен ҫынсене те ҫӑлӑнма май уҫса панине пӗлсен, вӗсем мӗн тери савӑннӑ пулас! Ҫакӑншӑн пархатарлӑ пулни вӗсене кашни ҫул Иисусӑн вилӗмне асӑнса паллӑ тума хавхалантарнӑ (1 Кор. 11:23—26).

Расселл тӑван «Сион хурал башни» журнала кӑларма пуҫланӑ, унта вара тӳлесе илме панӑ парнере Туррӑн юратӑвӗ хӑватлӑн палӑрса тӑрать тесе палӑртнӑ. Ҫав журналта Христос вилӗмне асӑнмалли Каҫхи апат уяв вӑхӑчӗ пирки «ятарлӑ тапхӑр» тенӗ пулнӑ, ҫавӑн пекех вулакансене ҫак уява Аллегейнӑра тата ытти вырӑнсенче пӗчӗк ушкӑнсемпе паллӑ тума хавхалантарнӑ. «Пӗр пек хаклӑ ӗненӗве йышӑннисем иккӗн е виҫҫӗн пухӑнсан та» — е пӗччен пулсан та — вӗсем пурпӗр «чӗринче Ҫӳлхуҫапа пӗрле» пулӗҫ.

Ҫулсерен Аллегейнӑна Каҫхи апат уявне паллӑ тума нумайрах та нумайрах ҫын килме пуҫланӑ. «Кунта сире ырӑ сунса кӗтсе илӗҫ»,— тесе ҫырнӑ пулнӑ йыхрав хучӗ ҫинче. Чӑнах та, вӑл вырӑнти Библи Тӗпчекенсем хӑйсемпе пӗр пек ӗненекенсене хӑйсем патне пурӑнма янӑ тата апат-ҫимӗҫпе хӑналанӑ. 1886 ҫулта Каҫхи апат уявӗ тапхӑрӗнче темиҫе куна тӑсӑлнӑ «пӗрлехи пухӑва» ирттернӗ. «Сион хурал башнинче» ҫапла чӗнсе каланӑ: «Кам пирӗн Хуҫана, унӑн тӑванӗсене тата унӑн чӑнлӑхне пӗтӗм чӗререн юратать, ҫавсем пурте килӗр».

Лондон чатӑрӗнче иртнӗ Каҫхи апат уявӗнче символсене мӗнле памаллине кӑтартакан схема

Темиҫе ҫул хушши Аллегейнӑра (каярахпа Питсбургра) Библи Тӗпчекенсем Христосӑн тӳлесе илме панӑ парнине ӗненекенсем, Каҫхи апат уявне паллӑ тума килнисем, валли конгрессем ирттернӗ. Библи Тӗпчекенсен шучӗ ӳссе пынӑҫемӗн пӗтӗм тӗнчипе Каҫхи апат уявне паллӑ тӑвакан ушкӑнсен хисепӗ те ӳснӗ, ҫав ушкӑнсене ҫӳрекен ҫынсен йышӗ те хушӑнса пынӑ. Рей Бопп, Чикагӑри экклессие (пухӑва) ҫӳренӗ арҫын тӑван, аса илнӗ тӑрӑх, 1910 ҫулсенче Каҫхи апат уявне паллӑ тунӑ чухне уява килнӗ ҫӗр-ҫӗр ҫын хушшинче символсене памашкӑн темиҫе сехет иртнӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте тенӗ пекех вӗсене тутанса пӑхнӑ.

Мӗнле символсемпе усӑ курнӑ? «Сион хурал башнинче» Ҫӳлхуҫан Каҫхи апатне пуҫарса янӑ чухне Иисус эрехпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ пулнӑ. Ҫав-ҫавах пӗр вӑхӑт хушши ҫак уява паллӑ тунӑ чухне, «камӑн ӳчӗ хавшак», ҫавсене илӗртес мар тесе, чӗрӗ иҫӗм ҫырлинчен тунӑ сӗткенпе е изюмран тунӑ компотпа усӑ курма сӗннӗ. Анчах та кам «йӳҫсе ҫитнӗ эрехпе усӑ курмалла» тесе шутланӑ, ҫавсене эрех панӑ. Каярахпа Библи Тӗпчекенсем таса хӗрлӗ эрех Христосӑн юнне сӑнласа паракан вырӑнлӑ символ пулнине ӑнланса илнӗ.

Ҫак хутпа карандаша Никарагуари тӗрмере иртнӗ Каҫхи апат уявӗнче миҫе ҫын пулнине ҫырса хурас тесе пӗр камерӑран теприне парса тӑнӑ

Каҫхи апат уявне паллӑ туни Христосӑн парни ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлама май панӑ. Ҫав  вӑхӑтрах хӑш-пӗр пухусенче хурлӑхлӑ лару-тӑру тӑнӑ, программа вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вара ҫынсем шӑпӑрттӑн саланнӑ. Анчах та 1934 ҫулта «Иегова» ятлӑ кӗнекере Каҫхи апат уявӗ Христос асапланса вилнӗшӗн хуйхӑрмалли вӑхӑт мар, савӑнмалли вӑхӑт тенӗ, мӗншӗн тесен 1914 ҫултанпа Иисус патшара ларать тесе палӑртнӑ.

Мордовири (СССР) ӗҫ лагерӗнче 1957 ҫулта Каҫхи апат уявне паллӑ тума пухӑннӑ арҫын тӑвансем

1935 ҫулта пулса иртнӗ улшӑну Каҫхи апат уявне паллӑ тӑвасси ҫине самаях витӗм кӳнӗ. Ҫав ҫул Ӳлӗмхине 7:9-мӗшӗнче каланӑ «имсӗр-сумсӑр ҫын» кам иккенне ӑнлантарса панӑ. Унччен Иеговӑн ӗҫлекенӗсем ҫав ушкӑн шутне хӑйсене Турра халалланӑ хастарлӑх ҫитсех кайман христиансем кӗреҫҫӗ тесе шутланӑ. Халӗ вара ҫак темӗн чухлӗ ҫын ҫӗр ҫинчи райра пурӑнма шанакан Туррӑн шанчӑклӑ ӗҫлекенӗсем пулнине ӑнланса илнӗ. Ҫакӑн пек ӑнлантарса панине пула тата хӑйне тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Расселл Погганссе тӑван ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: «Иегова хӑйӗн святой сывлӑшӗ урлӑ ман ӑшра пӗлӗтре пурӑнас шанчӑка вӑратман». Ытти шанчӑклӑ тӑвансем пекех, Погганссе тӑван символсене тутанма пӑрахнӑ, анчах та Каҫхи апат уявне ҫӳреме чарӑнман.

Ҫак «ятарлӑ тапхӑрта» ырӑ хыпар сармалли кампанисем йӗркеленӗ, ҫавна пула нумайӑшӗн тӳлесе илме панӑ парнешӗн пархатарлӑ пулнине кӑтартма чаплӑ май пулнӑ. 1932 ҫулта «Бюллетень» * кӑларӑмӗнче христиансене «Каҫхи апат уявӗн святойӗсем» ан пулӑр, урӑхла каласан, кам символсене тутанать, анчах та чӑнлӑх ҫинчен вӗрентсе ҫӳремест, ҫавсем пек ан пулӑр тесе асӑрхаттарнӑ. 1934 ҫулта «Бюллетеньре» пулӑшакан пионерсем пулма чӗннӗ. Унта ҫакӑн пек ыйту панӑ: «Каҫхи апат уявӗ вӑхӑтӗнче 1  000 пулӑшакан пионер тупӑнӗ-ши?» Каярахпа «Информаторта» святой сывлӑшпа суйласа лартнисем пирки ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Вӗсем Патшалӑх ҫинчен каласа парас ӗҫе хутшӑнаҫҫӗ пулсан ҫеҫ вӗсен савӑнӑҫӗ тулли пулӗ». Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗр ҫинче пурӑнма шанакан христиансем пирки те ҫавнах калама пултарнӑ.

Харольд Кинг пӗччен лармалли камерӑра пулнӑ чухне Каҫхи апат уявӗ ҫинчен сӑвӑсемпе юрӑсем ҫырнӑ

Иеговӑн пур ӗҫлекенӗ те Каҫхи апат уявне ҫулталӑкри чи пӗлтерӗшлӗ уяв тесе шутлать. Вӗсем ӑна чи йывӑр вӑхӑтра та паллӑ тӑваҫҫӗ. 1930 ҫулта Перл Инглиш ятлӑ христианка хӑйӗн Ора ятлӑ аппӑшӗпе Каҫхи апат уявӗнче пулас тесе 80 ҫухрӑм ҫуран утнӑ. Харольд Кинг миссионер Китайра тӗрмере пӗччен лармалли камерӑра ларнӑ чухне Каҫхи апат уявӗ ҫинчен сӑвӑсемпе юрӑсем ҫырнӑ, хура хурлӑханран тата рисран символсем хатӗрленӗ. Тухӑҫ Европӑри, Вӑтаҫӗр Америкӑри, Африкӑри тата ытти вырӑнсенче пурӑнакан хӑюллӑ христиансем вӑрҫӑ пынине е чарусене пӑхмасӑрах Иисусӑн вилӗмне асӑнмалли уява паллӑ тунӑ. Эпир кирек ӑҫта пулсан та, пирӗн лару-тӑру кирек мӗнле пулсан та эпир Каҫхи апат уявӗ вӑхӑтӗнче Иегова Турра тата Иисус Христоса мухтас тесе пӗрле пухӑнатпӑр.

^ 10 абз. «Бюллетене» каярахпа «Информатор» теме пуҫланӑ. Халӗ унӑн ячӗ «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ».