Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 февраль

Иисус пек хӑюллӑ та ӑнкаруллӑ пулӑр

Иисус пек хӑюллӑ та ӑнкаруллӑ пулӑр

«Эсир Иисус Христоса курмасӑрах юрататӑр, халиччен Ӑна курман пулсан та, Ӑна ӗненсе тӑратӑр» (1 ПЕТР 1:8).

1, 2. а) Ҫӑлӑнӑҫа мӗнле илме пулать? ӑ) Ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинче тӑрса юлма пире мӗн пулӑшма пултарать?

ИИСУСӐН вӗренекенӗсем пулса тӑнӑ чухне эпир ҫула тухатпӑр теме пулать. Турра шанчӑклӑ тӑрса юлсан, пирӗн ҫул ӑнӑҫлӑ пулӗ, вара эпир ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илӗпӗр. Иисус каланӑ: «Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ» (Матф. 24:13, ҪХ). Чӑнах та, хамӑр ҫула утса тухас тесен пирӗн хамӑр пурнӑҫ е ҫак йӗркесӗр тӗнче «вӗҫне ҫитичченех» Турра шанчӑклӑ тӑрса юлмалла. Анчах та ҫак ҫулран пӑрӑнса е ҫӗтсе каяс мар тесен, пирӗн тимлӗ пулмалла (1 Иоанн 2:15—17). Ҫав тӗлӗшрен пире мӗн пулӑшӗ?

2 Иисус, пирӗн Тӗслӗх, пире ҫӑлӑнӑҫ ҫулне кӑтартнӑ. Библи вӗреннипе эпир Иисусӑн пурнӑҫӗпе вӑл мӗнлерех ҫын пулни ҫинчен нумайӑшне пӗлӗпӗр. Ҫавна пула эпир ӑна юратма тытӑнӑпӑр тата ӗненме пуҫлӑпӑр. (1 Петр 1:8, 9 вуласа пар.) Петр апостол каланӑ тӑрӑх, Иисус пире хӑйӗн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыртарас тесе тӗслӗх кӑтартса хӑварнӑ (1 Петр 2:21). Иисусӑн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пынипе эпир хамӑр ӗненӗвӗн тӗллевӗ патне — ҫӑлӑнӑҫ патне —  ҫитӗпӗр *. Унчченхи статьяра эпир хамӑра Иисус пек кӗҫӗне хурас тата ун пек хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулас тесе мӗн тума пултарнине пӑхса тухрӑмӑр. Халӗ вара хӑюллӑ та ӑнкаруллӑ пулас тӗлӗшрен Христосран мӗнле тӗслӗх илме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

ИИСУСӐН ХӐЮЛӐХӖ

3. Мӗн вӑл хӑюлӑх тата пире хӑюллӑ пулма мӗн пулӑшӗ?

3 Хӑюлӑх вӑл — вӑй парса тӑракан тата йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пулӑшакан кӑмӑл-туйӑм. Хӑюлӑх пире тӗрӗссине хӳтӗлеме, ҫавӑн пекех хамӑра йывӑр килнӗ чухне лӑпкӑ пулма тата Турра шанчӑклӑ тӑрса юлма пулӑшать. Хӑюлӑх Турӑран хӑранипе, шанчӑкпа тата юратупа тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Мӗншӗн ҫавӑн пек калама пулать? Турӑран хӑрани пире ҫынсенчен хӑрассине ҫӗнтерме хӑюлӑх парать (1 Патш. 11:7; Ытар. 29:25). Чӑн-чӑн шанчӑк пире хамӑр йывӑрлӑхсем ҫинчен мар, хамӑр пуласлӑх ҫинчен шухӑшлама пулӑшать (Пс. 26:14). Чун-чӗререн юратни пире хамӑра хӗсӗрленӗ чухне те хӑюллӑ пулма хавхалантарать (Иоанн 15:13). Эпир Турра шаннипе тата унӑн Ывӑлӗ йӗрӗпе пынипе хӑюллӑ пулма пултаратпӑр (Пс. 27:7).

4. Иисус храмра «вӗрентекенсем хушшинче» ларнӑ чухне хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

4 Иисус 12 ҫулта чухнех тӗрӗссине хӑюллӑн хӳтӗленӗ. Ҫамрӑк Иисус храмра «вӗрентекенсем хушшинче» ларнӑ чухне мӗн пулса иртнине аса илер-ха. (Лука 2:41—47 вуласа пар.) Ҫав вӗрентекенсем Моисей саккунӗсӗр пуҫне ҫав саккуна хирӗҫлекен, ҫынсем шутласа кӑларнӑ йӑла-йӗркене те лайӑх пӗлнӗ. Анчах та Иисус хӑраса ӳксе шӑпланса ларман, ун вырӑнне вӑл «вӗсене ыйтусем панӑ». Ҫак ыйтусем вара арҫын ача паракан ахаль ыйтусем пулман паллах. Иисус мӗнле тарӑн шухӑшлӑ ыйтусем панине, ҫак ыйтусем вара ҫав ятлӑ-сумлӑ вӗрентекенсене тӗлӗнтернине тата шухӑша янине хамӑр куҫ умне кӑларса тӑратма пултаратпӑр. Вӗсем чее ыйтусем парса Иисуса мӗнле те пулин айӑпламалли сӑмах калаттарасшӑн пулнӑ пулсан та, вӗсен ӗҫӗ ӑнман. Итлекенсем пурте, ҫав шутрах вӗрентекенсем те, «Унӑн ӑсӗнчен, Вӑл мӗнле хуравланинчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ». Чӑнах та, Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха Иисус хӑюллӑн хӳтӗленӗ!

5. Иисус сӑваплӑ ӗҫе тунӑ чухне хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

5 Сӑваплӑ ӗҫне тунӑ чухне Иисусӑн пӗрре анчах мар хӑюлӑх кӑтартма тивнӗ. Суя вӗрентӳсемпе ҫынсене улталакан тӗн пуҫлӑхӗсене вӑл хӑюллӑн питленӗ (Матф. 23:13—36). Ҫак тӗнчене те вӑл хӑйне пӑсса яма паман (Иоанн 16:33). Хирӗҫ тӑракансем чӑрмантарнине пӑхмасӑрах вӑл ырӑ хыпара пӗлтерсе тӑнӑ (Иоанн 5:15—18; 7:14). Суту-илӳ тӑвакансемпе укҫа улӑштаракансене Иисус храмран икӗ хутчен хӑюллӑн хӑваласа кӑларса янӑ, мӗншӗн тесен лешӗсем хӑйсен ӗҫӗсемпе унта тӗрӗс пуҫҫапассине ирсӗрлетсе тӑнӑ (Матф. 21:12, 13; Иоанн 2:14—17).

6. Ҫӗр ҫинчи юлашки кунӗнче Иисус хӑюлӑх мӗнле кӑтартнӑ?

6 Иисус хӑйне питӗ йывӑр килнӗ чухне те хӑюллӑ пулни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет. Ҫӗр ҫинчи юлашки кунӗнче унӑн мӗн-мӗн тӳссе ирттерме тивнине аса илер-ха. Иуда Искариот сутӑнчӑкла хӑтланни мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине Иисус пӗлнӗ. Анчах та Пасхӑна паллӑ тунӑ чухне вӑл Иудӑна каланӑ: «Мӗн тумаллине хӑвӑртрах ту» (Иоанн 13:21—27). Иисус Гефсимани пахчинче, хӑйне салтаксем арестлеме килнӗ чухне, хӑй кам иккенне пытарса тӑман. Хӑйӗн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра пулнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем хутне кӗрсе салтаксене ҫапла каланӑ: «Вӗсене ан тивӗр, кайччӑр вӗсем» (Иоанн 18:1—8). Каярахпа, Синедрион умӗнче тӑнӑ чухне, Иисус хӑй  Христос тата Турӑ Ывӑлӗ пулнине хӑюллӑн пӗлтернӗ. Аслӑ священник ӑна вӗлерме май паракан сӑлтав шыранӑ пулин те, Иисус хӑраса тӑман (Марк 14:60—65). Иисус асап юпи ҫинче виличченех хӑйӗн айӑпсӑрлӑхне упраса хӑварнӑ. Вилес патне ҫитсен вӑл каланӑ: «Пулса ҫитрӗ!» (Иоанн 19:28—30.)

ИИСУС ПЕК ХӐЮЛЛӐ ПУЛӐР

7. Ҫамрӑксем, эсир Иегова Свидетелӗсем пулнине хаклатӑр-и тата хӑвӑр хӑюллӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратӑр?

7 Иисус пек хӑюллӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Шкулта. Ҫамрӑксем, сирӗнпе пӗр класра вӗренекенсем е ытти ҫынсем хӑвӑртан кулма пултарнине пӑхмасӑрах, хӑвӑр Иегова Свидетелӗсем пулни пирки ним пытармасӑр каласа панӑ чухне эсир хӑюллӑ пулни палӑрса тӑрать. Ҫапла эсир Иегова ячӗпе ҫӳресси сирӗншӗн пысӑк чыс пулнине кӑтартатӑр. (Псалом 85:12 вуласа пар.) Тен, учительсем сире эволюци теорийӗ тӗрӗс тесе ӗнентерме тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та пурне те туни ҫинчен Библире мӗн каланине шанма сирӗн витӗмлӗ сӑлтавсем пур. «У истоков жизни. Пять вопросов, которые требуют ответа» брошюрӑпа усӑ курса эсир «хӑвӑр мӗне шанса тӑни ҫинчен» пӗлес текенсене хурав пама пултаратӑр (1 Петр 3:15). Паллах ӗнтӗ, эсир Турӑ Сӑмахӗнчи чӑнлӑха хӑюллӑн хӳтӗлени сире пысӑк савӑнӑҫ парӗ!

8. Ырӑ хыпара хӑюллӑн сарма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур?

8 Сӑваплӑ ӗҫре. Чӑн христиансем пулнӑ май пирӗн, Иеговӑран илнӗ влаҫа пула, хамӑр мӗне ӗненни ҫинчен «хӑюллӑн вӗрентмелле» (Ап. ӗҫ. 14:3). Ырӑ хыпара хӑюллӑн сарма пирӗн мӗнле сӑлтавсем пур? Пӗрремӗшӗнчен, эпир хамӑр саракан хыпар чӑнлӑх пулнине пӗлетпӗр, мӗншӗн тесен ҫав хыпар Библирен (Иоанн 17:17). Иккӗмӗшӗнчен, «Эпир — Туррӑн ӗҫлекенӗсем [«Турӑпа пӗрле ӗҫлекенсем», ҪТ]» тата Турӑ пире хӑйӗн святой сывлӑшӗпе пулӑшса тӑрать (1 Кор. 3:9; Ап. ӗҫ. 4:31). Виҫҫӗмӗшӗнчен, эпир Иеговӑна тата ҫынсене юрататпӑр, ҫакӑ вара пире ырӑ хыпара май пур таран ытларах каласа пама хавхалантарать (Матф. 22:37—39). Хӑюлӑха пула эпир ырӑ хыпара сарма чарӑнмӑпӑр. Ҫынсене чӑнлӑх ҫуттине курма чӑрмантаракан тӗн суйине тӑрӑ шыв ҫине кӑларма эпир ҫирӗп шут тытнӑ (2 Кор. 4:4). Ҫынсем итлемесен те, мӑшкӑлласа кулсан та, хирӗҫ тӑрсан та эпир малашне те ырӑ хыпара ҫине тӑрса сарӑпӑр (1 Фес. 2:1, 2).

9. Хӗн-хурлӑ вӑхӑтра мӗнле майпа эпир хӑюллӑ пулма пултаратпӑр?

9 Хӗн-хурлӑ вӑхӑтра. Турра шанни пирӗн ӗненӗве ҫирӗплетет тата хӑюлӑх парать, ҫаксем вара пире йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшаҫҫӗ. Юратнӑ ҫын вилни пире питӗ хурлантарать пулсан та, эпир шанчӑка ҫухатмастпӑр, мӗншӗн тесен хамӑра «кирек хӑҫан та лӑплантаракан Турӑра» пулӑшу шыратпӑр (2 Кор. 1:3, 4; 1 Фес. 4:13). Йывӑр чирлерӗмӗр пулсан, эпир тем пек асаплансан та хамӑр мӗне ӗненнине хирӗҫ каймастпӑр. Сипленмелли меслетсене, Библи принципӗсене хирӗҫлекеннисене, эпир йышӑнмастпӑр (Ап. ӗҫ. 15:28, 29). Эпир хуйха ӳксен пире хамӑрӑн чӗре айӑплама пултарать. Анчах та «хурлӑхлӑ чӗреллисене ҫывӑх» тӑракан Турра шаннӑран эпир парӑнмастпӑр (1 Иоанн 3:19, 20; Пс. 33:19) *.

ИИСУСӐН ӐНКАРУЛӐХӖ

10. Ӑнкарулӑх мӗн вӑл тата ӑнкаруллӑ христианин мӗнле калаҫать, хӑйне мӗнле тытать?

10 Ӑнкарулӑх вӑл — япаласен тупсӑмне пӗлни, ырӑпа усала уйӑрса илме пултарни, унтан вара мӗн тӗрӗс, ҫавна туса тӑни (Евр. 5:14). Ӑнкаруллӑ христианин хӑйӗнпе Турӑ  хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшакан йышӑнусем тӑвать. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн сӑмахӗсемпе тата ӗҫӗсемпе Турра савӑнтарма тӑрӑшать. Унӑн сӑмахӗсем ҫынна кӳрентермеҫҫӗ, пачах урӑхла — сиплеҫҫӗ (Ытар. 11:12, 13). Ӑнкаруллӑ ҫын «чӑтӑмлӑ», урӑхла каласан, ҫиллине тытса чарать (Ытар. 14:29). Вӑл «тӳрӗ ҫулпа ҫӳрет», тепӗр майлӑ каласан, мӗн пурнӑҫ тӑршшӗпех тӗрӗс йышӑнусем тӑвать (Ытар. 15:21). Ӑнкаруллӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? Пирӗн Турӑ Сӑмахне вӗренмелле те мӗн вӗреннине пурнӑҫра тытса пымалла (Ытар. 2:1—5, 10, 11). Ҫавӑн пекех Иисусӑн, чи ӑнкаруллӑ ҫыннӑн, тӗслӗхне пӑхса тухни пире уйрӑмах усӑллӑ пулӗ.

11. Иисусӑн ӑнкарулӑхӗ унӑн сӑмахӗсенче мӗнле палӑрса тӑнӑ?

11 Иисус ӑнкаруллӑ пулни унӑн пур сӑмахӗнче те, пур ӗҫӗнче те палӑрса тӑнӑ. Вӑл мӗнле калаҫни. Вӑл ырӑ хыпара сарнӑ чухне «ырӑ сӑмахсем» каланӑ, ҫав сӑмахсенчен вара ӑна итлекенсем тӗлӗнсе тӑнӑ (Лука 4:22; Матф. 7:28). Вӑл час-часах Турӑ Сӑмахӗнчен вуласа панӑ е унта мӗн ҫырнине каласа панӑ. Кашни лару-тӑрура хӑш сӑвӑ йӗркипе усӑ курмаллине вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ (Матф. 4:4, 7, 10; 12:1—5; Лука 4:16—21). Унсӑр пуҫне Иисус Сӑваплӑ Ҫырӑва ӑнлантарса парасса та хӑйне итлекен ҫынсен чӗрине пырса тивмелле ӑнлантарса панӑ. Пӗррехинче Иисус, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн, Эммаус еннелле каякан ҫулпа пыракан хӑйӗн икӗ вӗренекенне курӑннӑ. Вӑл «Хӑй ҫинчен Ҫырура мӗн каланине пӗтӗмпех вӗсене ӑнлантара-ӑнлантара панӑ». Каярахпа ҫав вӗренекенӗсем каланӑ: «Вӑл пирӗнпе ҫул ҫинче калаҫса килнӗ чухне, Ҫырури сӑмахсене ӑнлантара-ӑнлантара каланӑ чухне пирӗн чӗре темӗн пекех савӑнмарӗ-и вара?» (Лука 24:27, 32.)

12, 13. Иисус ҫиллине тытса чарма пултарнине тата ҫын туйӑмӗсене шута илнине мӗнле тӗслӗхсем кӑтартса параҫҫӗ?

12 Унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ. Ӑнкарулӑх Иисуса «вӑрах тӳсӗмлӗ» пулма, урӑхла каласан, ҫиллине тытса чарма пулӑшнӑ (Ытар. 16:32). Вӑл йӑваш кӑмӑллӑ пулнӑ (Матф. 11:29). Хӑйӗн вӗренекенӗсем йӑнӑшсем тунӑ пулин те, вӑл вӗсемпе яланах тӳсӗмлӗ пулнӑ (Марк 14:34—38; Лука 22:24—27). Ыттисем хӑйӗнпе япӑх тытнӑ чухне те вӑл хӑйне лӑпкӑ тытнӑ (1 Петр 2:23).

13 Унсӑр пуҫне ӑнкарулӑх Иисуса ҫын туйӑмӗсене шута илме пулӑшнӑ. Моисей саккунӗнче мӗншӗн апла е капла тума хушнине вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ, хӑйне вара вӑл ҫынсемпе ҫак пӗлӳ тӑрӑх тытнӑ. Сӑмахран, Марк 5:25—34 ҫырса хунӑ тӗслӗхе пӑхса тухар. (Вуласа пар.) Юн кайнипе аптракан пӗр хӗрарӑм халӑх хушшипе Иисус патне пырать, унтан вӑл унӑн тумтирне сӗртӗнет те сывалать. Саккун тӑрӑх ҫав хӗрарӑм таса мар пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн никама та сӗртӗнме юраман (Лев. 15:25—27). Анчах та Иисус Саккунра чи кирлӗ лайӑх енсем шутне «хӗрхенесси, шанчӑклӑ пуласси» кӗнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӗрарӑма хӑйӗн тумтирне тӗкӗннӗшӗн айӑпламан (Матф. 23:23). Ун вырӑнне вӑл ӑна ӑшшӑн каланӑ: «Хӗрӗм! ху ӗненни ҫӑлчӗ сана; лӑпланса каях ӗнтӗ, чирӗнтен хӑтӑлса сывлӑхлӑ пул». Ӑнкарулӑх Иисуса ҫынсемпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма хавхалантарнӑ, ҫакӑ вара пирӗн чуна та пырса тивет!

14. Иисус мӗнле пурнӑҫ ҫулне суйласа илнӗ тата ҫав ҫул ҫинче вӑл мӗнле тӑрса юлнӑ?

14 Унӑн пурнӑҫ ҫулӗ. Тӗрӗс пурнӑҫ ҫулне суйласа илсе ҫав ҫулпа ҫирӗппӗн пынипе Иисус ӑнкаруллӑ пулнине кӑтартнӑ. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ырӑ хыпар сарас ӗҫе халалланӑ (Лука 4:43). Иисуса хӑй тунӑ йышӑнусем хӑйне шанса панӑ ӗҫе яланах асра тытма тата ӑна ӑнӑҫлӑ туса пӗтерме пулӑшнӑ. Сӑмахран, вӑл ансат пурнӑҫпа пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пӗтӗм вӑхӑчӗпе вӑйне сӑваплӑ ӗҫе пама пултарнӑ (Лука 9:58). Хӑй вилнӗ хыҫҫӑн ыттисем ырӑ хыпар сарас ӗҫе малалла тума  пултарччӑр тесе Иисус вӗсене вӗрентме кирлине пӗлнӗ (Лука 10:1—12; Иоанн 14:12). Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене сӑваплӑ ӗҫе туса тӑма «тӗнче пӗтичченех» пулӑшса тӑрӑп тесе сӑмах панӑ (Матф. 28:19, 20).

ИИСУС ПЕК ӐНКАРУЛЛӐ ПУЛӐР

Ҫынсем мӗнпе интересленнине ӑнланма тӑрӑшӑр та вырӑнлӑ сӑмахсем тупса калӑр (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

15. Эпир хамӑр калаҫура ӑнкаруллӑ пулнине мӗнле кӑтартма пултаратпӑр?

15 Иисус пек ӑнкаруллӑ пулас тесе эпир мӗн тума пултарнине пӑхса тухар. Эпир мӗнле калаҫни. Пухури тӑвансемпе калаҫнӑ чухне эпир вӗсене хурлантаракан мар, хавхалантаракан сӑмахсем калама тӑрӑшатпӑр (Эф. 4:29). Ыттисемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ чухне вара пирӗн сӑмахсем «витӗмлӗ» пулмалла, урӑхла каласан, пирӗн майне пӗлсе калаҫмалла (Кол. 4:6). Эпир ҫынсене мӗн кирлине, мӗн интереслентернине ӑнланма тӑрӑшатпӑр, ҫакӑ вара пире вырӑнлӑ сӑмахсем тупма пулӑшать. Пирӗн сӑмахсем ӑшӑ та кӑмӑллӑ пулсан, вара, тен, ҫынсем пире итлес тейӗҫ тата пирӗн хыпар вӗсен чӗрисене пырса тивӗ. Унсӑр пуҫне эпир ҫынсене хамӑр мӗне ӗненнине ӑнлантарса панӑ чухне май сиксе тухсанах Библирен вуласа пама тӑрӑшатпӑр, мӗншӗн тесен Турӑ Сӑмахӗ витӗмлӗ. Библири хыпар эпир калакан кирек хӑш сӑмахран та хӑватлӑрах пулнине эпир пӗлетпӗр (Евр. 4:12).

16, 17. а) Хамӑр ҫилле тытса чарас тата ҫынсен туйӑмӗсене шута илес тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр? ӑ) Мӗне пула эпир сӑваплӑ ӗҫе яланах асра тытма пултаратпӑр?

16 Пирӗн шухӑш-кӑмӑл. Ӑнкарулӑх пире хамӑр туйӑмсене алра тытма тата хамӑр ҫилле тытса чарма пулӑшать (Иак. 1:19). Ыттисем пире кӳрентернӗ чухне эпир вӗсем ҫавна мӗншӗн каланине, мӗншӗн тунине ӑнланма тӑрӑшатпӑр. Ҫакӑ пире ҫилле пусарма тата «ҫын айӑпне каҫарма» пулӑшать (Ытар. 19:11). Ӑнкарулӑх пире ҫынсен туйӑмӗсене те шута илме пулӑшать. Эпир пухури тӑвансенчен вӗсем пурне те пӗр кӑлтӑксӑр тӑвасса кӗтмӗпӗр, мӗншӗн тесен вӗсен, тен, эпир пӗлмен йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивет. Вӗсем мӗн каланине эпир тимлӗ итлӗпӗр, кирлӗ пулсан, вӗсемпе килӗшӗпӗр, хамӑрӑнни ҫинче тӑмӑпӑр (Флп. 4:5).

17 Пирӗн пурнӑҫ ҫулӗ. Иисусӑн вӗренекенӗсем пулнӑ май эпир ырӑ хыпар сарас ӗҫе хутшӑнни пысӑк чыс пулнине ӑнланатпӑр. Ҫавӑнпа та эпир хамӑр сӑваплӑ ӗҫе яланах асра тытма пулӑшакан йышӑнусем тӑвасшӑн. Ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫитиччен ырӑ хыпар сарас ӗҫе туллин хутшӑнас тесе эпир Иеговӑна хамӑр пурнӑҫра мала хуратпӑр тата ансат пурнӑҫпа пурӑнатпӑр (Матф. 6:33; 24:14).

18. Ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан ҫул ҫинче тӑрса юлас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр тата эсир мӗн тума ҫирӗп шут тытнӑ?

18 Иисусӑн хӑш-пӗр лайӑх енӗсене пӑхса тухни чӑннипех кӑмӑла ҫӗклет! Унӑн ытти лайӑх енӗсене тӗпчени тата ун пек пулас тесе мӗн тума кирлине пӗлсе пыни пире сахал мар усӑ парӗ. Апла пулсан, унӑн йӗрӗпе тӗп-тӗрӗс пыма ҫирӗп шут тытар. Ҫапла тунипе эпир ҫӑлӑнӑҫ патне илсе пыракан ҫулран пӑрӑнмӑпӑр, Иеговӑпа тата ытларах ҫывӑхланӑпӑр.

^ 2 абз. 1 Петр 1:8, 9-мӗшӗнчи сӑмахсене камӑн пӗлӗтре пурӑнас шанчӑк пур, ҫав христиансем валли ҫырнӑ пулин те, ҫак сӑвӑ йӗркисене ҫӗр ҫинче пурӑнас шанчӑк пуррисемпе те ҫыхӑнтарма пулать.

^ 9 абз. Хӗн-хурлӑ вӑхӑтра хӑюлӑх кӑтартнӑ ҫынсен тӗслӗхӗсем ҫинчен пӗлес тесе ҫак кӑларӑмсене пӑхӑр: 2000 ҫулхи декабрӗн 1-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.), 24—28-мӗш страницӑсем, 2003 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗнчи «Вӑранӑр!» (выр.), 18—21-мӗш страницӑсем тата 1995 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнчи «Вӑранӑр!» (акӑл.), 11—15-мӗш страницӑсем.