Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 февраль

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Вулакансен ыйтӑвӗсем

Пухури тӑвансене кама шӑрша чӑтма питӗ йывӑр, ҫавсене пулӑшас тесе мӗн тума пулать?

Шӑрша чӑтма пултарайман ҫынсене питӗ йывӑр килме пултарать. Вӗсен кулленхи пурнӑҫра парфюмерипе усӑ куракан ҫынсемпе хутшӑнма тиветех. Анчах та хӑш-пӗрисем ҫакна пӗлесшӗн: пухӑва е конгрессене каяс умӗн хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене вӑйлӑ шӑршӑллӑ парфюмерипе пачах ан усӑ курӑр тесе ыйтма юрать-и?

Паллах ӗнтӗ, христиансенчен нихӑшӗ те пӗлсе тӑрсах ыттисене пухусене ҫӳреме чӑрмантарасшӑн пулмӗ. Пире пурне те пирӗн тӗлпулусенче парса тӑракан хавхалану кирлӗ (Евр. 10:24, 25). Ҫавӑнпа тӑвана шӑрша чӑтма питӗ йывӑр пулсан, ҫакӑ ӑна пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсене ҫӳреме чӑрмантарать пулсан, вӑл ҫавӑн пирки старейшинӑсемпе калаҫса пӑхма пултарать. Христиансен пухӑвӗсене каяс умӗн парфюмерипе усӑ курмаллипе усӑ курмалла марри пирки мӗнле те пулин правило йышӑнни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ, ҫакӑ Библи принципӗсене те хирӗҫлет. Анчах та старейшинӑсем шӑрша чӑтма пултарайман тӑвансем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултарнине ӑнлантарса паракан информацие пухӑва каласа пама пултараҫҫӗ. Вырӑнлӑ пулсан, старейшинӑсем сӑваплӑ ӗҫӗн тӗлпулӑвӗнче «Пухӑва мӗн кирлине шута илни» пунктра пирӗн публикацисенчи ҫак темӑпа ҫыхӑннӑ статьясене пӑхса тухма пултараҫҫӗ. Е вӗсем ыттисен туйӑмӗсене шута илсе ҫавӑн пирки пӗлтерӳ тӑвас тейӗҫ *. Анчах та ҫавӑн пек пӗлтерӳсене час-часах тумалла мар. Пирӗн тӗлпулусене яланах тин кӑна Библи вӗренме пуҫланӑ ҫынсем тата хӑнасем килеҫҫӗ, вӗсем вара ҫав йывӑрлӑхсем ҫинчен пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Эпир вӗсем хӑйсене кӑмӑл туса чӗннӗ ҫынсем пек туйччӑр тетпӗр. Никамӑн та парфюмерипе виҫеллӗ усӑ курнӑшӑн намӑсланса тӑмалла мар.

Май пур пулсан, старейшинӑсен совечӗ шӑрша чӑтма пултарайман тӑвансем Патшалӑх залӗнчи уйрӑм пӳлӗмре итлесе ларма пултараҫҫӗ тесе йышӑнӗ. Сӑмахран, уйрӑм класра е канашлу пӳлӗмӗнче сасса вӑйлатмалли хатӗрсем пур пулсан, вӗсем унта вырнаҫса ларма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене тӗлпулӑвӑн пӗтӗм программине итлесе ларма май парӗ. Ҫавӑн пек вырӑн ҫук пулсан, шӑрша чӑтма пултарайман ҫынсем валли — сывлӑх начар пулнӑ пирки килтен тухма пултарайман тӑвансемшӗн туса панӑ пекех — аудиоҫыртару туса пама е телефон ҫыхӑнӑвӗ йӗркелеме пулать.

Юлашки ҫулсенче пире «Пирӗн сӑваплӑ ӗҫ» кӑларӑмӗсенче парфюмери тӗлӗшӗнчен регион конгресӗсенче уйрӑмах тимлӗ пулма ӳкӗтлеҫҫӗ. Нумай конгрессем сывлӑша вентиляци хатӗрӗсемпе уҫӑлтаракан ҫуртсенче иртеҫҫӗ, ҫавӑнпа та конгреса килекенсене вӑйлӑ шӑршӑллӑ парфюмерипе сахалрах усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Ҫакӑн пек асӑрхаттарни вырӑнлӑ, мӗншӗн тесен конгресс иртекен вырӑнсенче шӑрша чӑтма пултарайман ҫынсемшӗн ятарлӑ сектор уйӑрса хума май ҫукпа пӗрех. Анчах та ҫак хушӑва нихӑҫан та пухӑвӑн тӗлпулӑвӗсенче тытса тӑмалли правило пек паман, ӑна пухура тытса тӑмалли хушу вырӑнне те хумалла мар.

Ҫак тӗнчере пурӑннӑ май эпир пурте хамӑр ҫине куҫнӑ ҫитменлӗхрен хӗн куратпӑр. Ҫынсен туйӑмӗсене шута илсе вӗсене пулӑшма тӑрӑшакансене эпир питӗ хаклатпӑр! Тен, кама та пулин духипе е одеколонпа сапӑнма пӑрахма йывӑр пулма пултарать. Ҫав-ҫавах юрату пире шӑрша чӑтма пултарайман тӑвансене пухӑва ҫӳреме ҫӑмӑлрах пултӑр тесе вӗсемшӗн тӑрӑшма хавхалантарӗ.

 Тӗнпе ҫыхӑнман документсем Понтий Пилат пурӑннине ҫирӗплетсе параҫҫӗ-и?

Пилат ятне латинла ҫырса хунӑ лаптак чул катӑкӗ

Библи вулакансем Понтий Пилата Иисус Христоса суд туса асаплантарса вӗлернӗ чухне вӑл мӗн туни тӑрӑх пӗлеҫҫӗ (Матф. 27:1, 2, 24—26). Анчах та унӑн ячӗ историри ҫав тапхӑра сӑнласа паракан документсенче те темиҫе хутчен тӗл пулать. Библие ӑнлантарса паракан пӗр словарьте каланӑ тӑрӑх, Пилат ҫинчен пухнӑ истори докуменчӗсем «Иудейӑна тытса тӑнӑ ытти Рим пуҫлӑхӗсемпе танлаштарсан, чылай нумайрах тата тӗплӗнрех» (The Anchor Bible Dictionary).

Пилат ячӗ авалхи еврейсен историкӗ Иосиф Флавий ҫырнӑ ӗҫсенче ытларах тӗл пулать. Пилат Иудея пуҫлӑхӗ пулнӑ чухне тӗл пулнӑ виҫӗ йывӑрлӑх ҫинчен каласа парать Иосиф Флавий. Ҫавӑн пек тӑваттӑмӗш тӗслӗх ҫинчен иудейсен историкӗ Филон Александрийский ҫырса панӑ. Рим историкӗ Тацит, Авалхи Рим императорӗсем ҫинчен ҫырнӑскер, Тиберий патшара ларнӑ чухне Понтий Пилат хушнипе Иисуса асаплантарса вӗлернӗ тесе палӑртнӑ.

1961 ҫулта Кесарири авалхи Рим театрӗ вырӑнӗнче археологи ӗҫӗсене ирттернӗ чухне лаптак чул катӑкне тупнӑ. Ун ҫинче латин саспаллисемпе ҫырса хунӑ Пилат ячӗ питӗ лайӑх палӑрса тӑрать. Чул ҫине ҫырса хуни (ӑна ҫакӑнти ӳкерчӗкре курма пулать) пайӑн-пайӑн кӑна сыхланса юлнӑ, анчах та унта ҫапла ҫырса хунӑ теҫҫӗ: «Тибериум... Понтий Пилат, Иудея префекчӗ... халалланӑ». Ҫак чул ҫине ҫырса хунӑ сӑмахсенче Тиберие, Рим императорне, чысласа тунӑ храм ҫинчен каланӑ курӑнать.

Христианка Библи вӗренӗвне ирттернӗ вӑхӑтра унпа пӗрле арҫын хыпарҫӑ пулнӑ чухне пуҫне унӑн тӑхӑнмалла-и?

2002 ҫулхи июлӗн 15-мӗшӗнчи «Хурал башни» (выр.) журналти «Вулакансен ыйтӑвӗсем» ярӑмра хӗрарӑм тӑван Библи вӗренӗвне ирттернӗ вӑхӑтра унпа пӗрле шыва кӗнӗ е шыва кӗмен арҫын хыпарҫӑ пулнӑ чухне пуҫне унӑн тӑхӑнмалла тенӗ. Ҫак ыйтӑва тӗплӗнрех тӗпчени ҫак хушӑва кӑштах улӑштарма кирлине кӑтартса парать.

Христианка тӑтӑшах ирттерекен Библи вӗренӗвӗ вӑхӑтӗнче унпа пӗрле шыва кӗнӗ арҫын хыпарҫӑ пулсан, пуҫне унӑн, паллах, тӑхӑнмалла. Ҫапла вӑл Иегова христиансен пухӑвӗнче хунӑ йӗркене — пухура кам камӑн пуҫлӑхӗ пулнине кӑтартакан йӗркене — хисепленине кӑтартать, мӗншӗн тесен вӑл арҫын тӑвансене ялан тенӗ пекех шанса паракан ӗҫе тӑвать (1 Кор. 11:5, 6, 10). Е арҫын тӑван Библи вӗренӗвне ирттерме пултарать пулсан тата ҫакӑ вырӑнлӑ пулсан, христианка ӑна ҫав вӗренӗве ирттерме ыйтӗ.

Анчах та хӗрарӑм тӑван тӑтӑшах ирттерекен Библи вӗренӗвӗ вӑхӑтӗнче унпа пӗрле шыва кӗмен арҫын хыпарҫӑ пулсан, вӑл унӑн упӑшки мар пулсан, Библи принципӗсем тӑрӑх пуҫне унӑн тӑхӑнмалла мар. Кун пек чухне те хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансене совеҫӗ, тен, пуҫне тӑхӑнма хистӗ.

^ 4 абз. Ҫак тема ҫинчен тӗплӗнрех пӗлес тесе 2 000 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗнче тухнӑ «Вӑранӑр!» (выр.) журналти «Помощь страдающим синдромом MCS» статьяна пӑхӑр, 8—10-мӗш страницӑсем.