Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 январь

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗп те телейлӗ тӑвӑр

Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗп те телейлӗ тӑвӑр

«Ҫурт лартма Ҫӳлхуҫа пулӑшмасассӑн тӑваканнисем кӑлӑхах тӑрӑшаҫҫӗ» (ПС. 126:1а).

1—3. Хальхи вӑхӑтра мӑшӑрсем мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулаҫҫӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

«ХӐВӐРӐН мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ пултӑр тетӗр пулсан тата ҫавӑншӑн вӑя шеллеместӗр пулсан, Иегова сире пиллетех»,— тесе каланӑ 38 ҫул хушши мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа телейлӗ пурӑнакан арҫын тӑван. Упӑшкипе арӑмӗ пӗрле савӑнса пурӑнма та, йывӑр вӑхӑтра пӗр-пӗрне пулӑшма та пултараҫҫӗ (Ытар. 18:22).

2 Мӑшӑрсен пурнӑҫӗнче йывӑрлӑхсем пулаҫҫех (1 Кор. 7:28). Мӗншӗн? Кулленхи йывӑрлӑхсене пулах мӑшӑрсем пӗр-пӗринчен сивӗнме пултараҫҫӗ. Ҫылӑхлӑ пулнӑран упӑшкипе арӑмӗн хӑш-пӗр чухне пӗр-пӗрне кӳрентересси те пулать, вӗсене пӗр-пӗринпе уҫҫӑн калаҫма та йывӑр пулма пултарать (Иак. 3:2, 5, 8). Ҫитменнине тата мӑшӑрсенчен нумайӑшӗн ӗҫе те каймалла, ачисене те пӑхса ӳстермелле. Стреса тата ывӑннине пула хӑш-пӗр мӑшӑрсене хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмешкӗн вӑхӑт тупма йывӑр. Укҫа-тенкӗ ҫитменни, сывлӑх хавшани тата ытти йывӑрлӑхсем пирки вӗсем майӗпен пӗр-пӗрне юратма, хисеплеме пӑрахма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне, «ӳт ӗҫӗсене» пула, сӑмахран, аскӑнланнине, намӑссӑрланнине, пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ тӑнине, вӑрҫса пурӑннине, кӗвӗҫнине, ҫилленнине, ятлаҫнине, тавлашнине  пула ҫирӗп пек курӑнакан ҫемье те арканма пултарать (Гал. 5:19—21).

3 Ҫитменнине тата ҫак «юлашки кунсенче» ҫынсем хӑйсем ҫинчен кӑна шухӑшлаҫҫӗ тата Турра хисеплесех каймаҫҫӗ. Ҫакӑ та мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫине япӑх витӗм кӳрет (2 Тим. 3:1—4). Унсӑр пуҫне ҫемьесен хаяр тӑшман тапӑннине хирӗҫ тӑма тивет. Петр апостол пире ҫапла асӑрхаттарать: «Сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет» (1 Петр 5:8; Ӳлӗм. 12:12).

4. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле майпа ҫирӗп те телейлӗ тума пулать?

4 Японире пурӑнакан пӗр арҫын тӑван каласа парать: «Укҫа-тенкӗ ҫитсех кайманни мана питӗ пӑшӑрхантаратчӗ. Арӑмпа сахал калаҫнӑран вӑл та хытӑ кулянма пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне, нумаях пулмасть сывлӑхӗ ӑна самаях аптратма тытӑнчӗ. Ҫак йывӑрлӑхсене пула пирӗн пӗр-пӗринпе хирӗҫсе илесси те пулкаланӑ». Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра хӑш-пӗр йывӑрлӑхсем пулаҫҫех, анчах та вӗсене ҫӗнтерме пулать. Иегова пулӑшнипе ҫемьесем ҫирӗп те телейлӗ пулма пултараҫҫӗ. (Псалом 126:1 вуласа пар.) Айтӑр халӗ мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗп те вӑрӑм ӗмӗрлӗ тума пулӑшакан пилӗк мая сӳтсе явар. Ҫавӑн пекех мӑшӑрсене хӑйсен хушшинчи хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетмешкӗн мӗншӗн юрату кирлине те пӑхса тухӑпӑр.

СИРӖН МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪ «ВИҪҪӖЛЛЕ ЯВНӐ ҪИП» ПЕК ПУЛТӐР

5, 6. Хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ «виҫҫӗлле явнӑ ҫип» пек пултӑр тесе упӑшкипе арӑмӗ мӗн тума пултараҫҫӗ?

5 Мӑшӑрсем Иеговӑна чунтан парӑнса-пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗп никӗс ҫине хываҫҫӗ. (Екклесиаст 4:12 вуласа пар.) Иегова юратса панӑ канашсене тытса пынипе упӑшкипе арӑмӗ хӑйсемпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Туррӑн авалхи халӑхӗ пирки Библире ҫапла каланӑ: «Эсир сылтӑмалла пӑрӑнсассӑн та, сулахаялла пӑрӑнсассӑн та хӑвӑр хыҫӑрта: „акӑ ҫул, ҫакӑ ҫулпа кайӑр“ тенине илтетӗр» (Ис. 30:20, 21). Хальхи вӑхӑтра упӑшкипе арӑмӗ пӗрле Библи вуланӑ чухне Иеговӑн сассине «илтеҫҫӗ» (Пс. 1:1—3). Ҫемьепе пӗрле Турра пуҫҫапнине ирттерни вӗсен кӑмӑлне ҫӗклет тата вӗсене вӑй парса тӑрать пулсан, ҫакӑ та вӗсем хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ ҫирӗп пултӑр тата Сатанан тӗнчи тапӑннине хирӗҫ тӑма пултартӑр тесен упӑшкипе арӑмӗн кашни кун пӗрле кӗлтумалла.

Иеговӑшӑн пӗрле ӗҫлесе тӑнӑ чухне упӑшкипе арӑмӗ Турӑпа та, пӗр-пӗринпе те ҫывӑхланса пыраҫҫӗ тата мӑшӑрлӑ пурнӑҫне телейлӗ тӑваҫҫӗ (5, 6-мӗш абзацсене пӑхӑр.)

6 Германире пурӑнакан Герхард каласа парать: «Тӗрлӗ йывӑрлӑхсене тата пӗр-пӗрне ӑнланманнине пула кӑмӑл хуҫӑлнӑ чухне кашнинче Турӑ Сӑмахӗнчи канашсем пире тӳсӗмлӗ пулма тата пӗр-пӗрне каҫарма пулӑшаҫҫӗ. Ҫак лайӑх енсемсӗр мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тума май ҫук». Упӑшкипе арӑмӗ Турӑшӑн пӗрле ӗҫленипе хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне «виҫҫӗлле явнӑ ҫип» пек тӑвас тесе пӗтӗм вӑйне хураҫҫӗ пулсан, вӗсем Иеговӑпа та, пӗр-пӗринпе те ҫывӑхланса пырӗҫ.

УПӐШКАСЕМ, ҪЕМЬЕ ПУҪӖН ТИВӖҪНЕ ЮРАТСА ТУСА ТӐРӐР

7. Упӑшкин хӑйне арӑмӗпе мӗнле тытмалла?

7 Ҫемье ҫирӗп те телейлӗ пуласси чылай чухне упӑшка ҫемье пуҫӗн тивӗҫне мӗнле туса тӑнинчен килет. Библире каланӑ: «Кирек хӑш арҫыннӑн пуҫлӑхӗ те — Христос, арӑмӑн пуҫлӑхӗ — упӑшки» (1 Кор. 11:3). Ҫакӑ мӗне пӗлтерет? Иисус вӗренекенӗсемпе хӑйне мӗнле тытнӑ, упӑшкин те хӑйне арӑмӗпе ҫавӑн пекех тытмалла. Иисус нихӑҫан та тӳрккес тата хаяр пулман. Пачах урӑхла, вӑл юратакан, ырӑ тата йӑваш кӑмӑллӑ пулнӑ, ыттисенчен ытлашшине кӗтмен тата хӑйне кӗҫӗне хунӑ (Матф. 11:28—30).

8. Арӑмӗ юраттӑр тата хисеплетӗр тесе упӑшки мӗн тума пултарать?

 8 Христосран тӗслӗх илекен упӑшкасем арӑмӗсене санӑн мана хисеплемелле тесе пӗр вӗҫӗмсӗр хистесе тӑмӗҫ. Ун вырӑнне вӗсем арӑмӗсене «ырӑ ӑспа пӑхса» усраҫҫӗ, урӑхла каласан, вӗсен туйӑмӗсене шута илеҫҫӗ тата вӗсене ӑнланма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсем арӑмӗсене «черченкӗ савӑт-сапана тыткаланӑ пек... пӑхса... хисеп» тӑваҫҫӗ (1 Петр 3:7). Ҫын ҫинче те, килте те упӑшки арӑмӗпе хисеплӗн калаҫать тата хӑйне унпа ыррӑн тытать. Ҫапла тунипе вӑл арӑмӗ уншӑн хаклӑ ҫын пулнине кӑтартать (Ытар. 31:28). Упӑшка ҫемье пуҫӗн тивӗҫне юратса туса тӑрсан, арӑмӗ те ӑна юратӗ тата хисеплӗ, Иегова та вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне пиллӗ.

АРӐМСЕМ, ХӐВӐРА КӖҪӖНЕ ХУРСА ПӐХӐНСА ТӐРӐР

9. Арӑм хӑйне кӗҫӗне хунине тата пӑхӑнса тӑнине мӗнле кӑтартма пултарать?

9 Иеговӑна чун-чӗререн, унӑн принципӗсем ҫинче никӗсленсе тӑракан юратупа юратни пире хамӑра кӗҫӗне хурса «Туррӑн хӑватлӑ аллинче» тӑма пулӑшӗ (1 Петр 5:6). Ҫемьере арӑмӗ упӑшкине пулӑшса тӑнипе Иеговӑн влаҫне хисепленине кӑтартать. Библире каланӑ: «Эй арӑмсем, упӑшкӑрсене Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек пӑхӑнса тӑрӑр» (Кол. 3:18). Паллах ӗнтӗ, упӑшки тунӑ йышӑнусем пурте арӑмӗн кӑмӑлне каймӗҫ. Анчах та упӑшкин йышӑнӑвӗсем Туррӑн саккунӗсене хирӗҫлемеҫҫӗ пулсан, итлекен арӑм ӑна пӑхӑнма хатӗр пулӗ (1 Петр 3:1, 2).

10. Юратса пӑхӑнни мӗнле усӑ парать?

10 Иегова арӑма чыслӑ тивӗҫ шанса панӑ — упӑшкине пулӑшаканӗ тунӑ (Пулт. 2:18). Упӑшки ҫемьепе ҫыхӑннӑ йышӑнусене тунӑ чухне арӑмӗ хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсене хисеплӗн каласа парать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна пӑхӑнса тӑма хатӗр. Ӑслӑ упӑшка вара арӑмӗ мӗн каланине тимлӗ итлет (Ытар. 31:10—31). Юратса пӑхӑннине пула ҫемьере савӑнӑҫ, канӑҫлӑх тата килӗшӳ пулӗ. Унсӑр пуҫне хӑйсем Турра юраса пурӑннине пӗлни упӑшкипе арӑмӗн кӑмӑлне ҫырлахтарӗ (Эф. 5:22).

 ПӖР-ПӖРНЕ КӐМӐЛТАН КАҪАРӐР

11. Мӗншӗн пӗр-пӗрне каҫармалла?

11 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ ҫирӗп пултӑр тесен упӑшкипе арӑмӗн пӗр-пӗрне каҫарма вӗренмелле. Мӑшӑрсем «пӗр-пӗри тӗлӗшӗнчен чӑтӑмлӑ пулӑр... [«пӗр-пӗрне кӑмӑлтан», ҪТ] каҫарӑр» текен Библи принципӗ тӑрӑх пурӑнаҫҫӗ пулсан, хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетеҫҫӗ (Кол. 3:13). Анчах та упӑшкипе арӑмӗ унчченхи йӑнӑшсене манмаҫҫӗ тата вӗсене пӗр-пӗрне аса илтерсех тӑраҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗнме пуҫлӗҫ. Стенари ҫурӑксене пула ҫурт арканма пултарнӑ пекех, кӳреннине тата тарӑхнине пула мӑшӑрсене пӗр-пӗрне каҫарма питӗ йывӑр пулма пултарать. Анчах та упӑшкипе арӑмӗ Иеговӑран тӗслӗх илсе пӗр-пӗрне кӑмӑлтан каҫараҫҫӗ пулсан, вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ ҫирӗпленсе пырӗ (Мих. 7:18, 19).

12. Мӗнле майпа юрату «нумай ҫылӑха каҫарать»?

12 Чӑн-чӑн юрату «усал тунине асра тытмасть». Чӑнах та, юрату «нумай ҫылӑха каҫарать» (1 Кор. 13:4, 5; 1 Петр 4:8 вуласа пар). Урӑхла каласан, юрату пире ыттисене кӑмӑлтан каҫарма хавхалантарать. Петр апостол Иисусран манӑн миҫе хутчен каҫармалла тесе ыйтсан, Иисус ҫапла хуравланӑ: «Ҫичӗ хут ҫитмӗл таран» (Матф. 18:21, 22). Иисус ҫакӑнпа мӗн каласшӑн пулнӑ? Вӑл христианинӑн ыттисене миҫе хутчен каҫармалли тӗлӗшрен чикӗ ҫук тесе каласшӑн пулнӑ (Ытар. 10:12) *.

13. Сире каҫарма йывӑр пулсан, мӗн тума пулать?

13 «Мӑшӑрсем пӗр-пӗрне каҫарасшӑн мар пулсан,— каласа парать Аннетт,— вӗсем пӗр-пӗрин ҫине ытларах тарӑхма, пӗр-пӗрне сахалрах шанма пуҫлаҫҫӗ, ҫакӑ вара мӑшӑрлӑ пурнӑҫа сиен кӳрет. Каҫарма пӗлни вара упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗринпе ҫывӑхлатать, ҫемьери хутшӑнусене ҫирӗплетет». Сире каҫарма йывӑр пулсан, пархатарлӑ пулма вӗренӗр. Хӑвӑр мӑшӑра тунӑ ӗҫсемшӗн чӗререн мухтӑр, ҫавӑн пек тӑвасси сирӗн йӑлана кӗрсе пытӑр (Кол. 3:15). Пӗр-пӗрне каҫарма тӑрӑшни чуна канӑҫлӑх парать, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пулӑшать тата Турӑран пиллӗхсем илмелли майсем уҫса парать (Рим 14:19).

«ЫЛТӐН ПРАВИЛӐНА» ТЫТСА ТӐРӐР

14, 15. Мӗн вӑл «ылтӑн правило» тата мӗншӗн ӑна мӑшӑрлӑ пурнӑҫра тытса тӑмалла?

14 Пире пурне те ыттисем хӑйсене пирӗнпе тивӗҫлӗн тытни тата пире хисеплени килӗшет. Ыттисем пирӗн шухӑшсемпе интересленеҫҫӗ тата пирӗн туйӑмсене шута илеҫҫӗ пулсан, эпир хамӑра хакланине туятпӑр. Анчах та эсир кам та пулин ҫакӑн пек каланине илтнӗ пулӗ: «Ҫавӑншӑн эпӗ ӑна тавӑрӑп-ха». Хӑш-пӗр чухне мӗншӗн ҫакӑн пек каланине ӑнланма та пулать, анчах Библи ҫапла калать: «„Вӑл мана мӗн турӗ, эпӗ те ӑна ҫавнах тӑвӑп“ ...тесе ан кала» (Ытар. 24:29). Иисус йывӑрлӑха татса памалли чи лайӑх меслет сӗннӗ. Ҫав меслете нумайӑшӗ «ылтӑн правило» текен ятпа пӗлеҫҫӗ. Унта ҫапла каланӑ: «Хӑвӑршӑн ҫынна мӗн тутарасшӑн, хӑвӑр та вӗсемшӗн ҫавнах тӑвӑр» (Лука 6:31). Ҫак сӑмахсемпе Иисус пирӗн хамӑршӑн ҫынсене мӗн тутарас килет, пирӗн те вӗсемшӗн ҫавнах тумалла тата усалшӑн усалпа тавӑрмалла мар тесе каласшӑн пулнӑ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра ҫакӑ хамӑр хушӑри хутшӑнусенчен эпир мӗн илес тетпӗр, ҫавӑ пирӗн хушӑри хутшӑнусенче пултӑр тесе вӑй хумалла тенине пӗлтерет.

15 Мӑшӑрсем пӗр-пӗрин туйӑмӗсене шута илеҫҫӗ пулсан, вӗсем хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетеҫҫӗ. Кӑнтӑр Африкӑра пурӑнакан пӗр арҫын тӑван каласа парать: «Эпир „ылтӑн правилӑна“ пурнӑҫра тытса  тӑма тӑрӑшатпӑр. Паллах ӗнтӗ, хӑш-пӗр чухне пирӗн пӗр-пӗрне ӑнланманни те пулкалать. Анчах та эпир хамӑрпа ыттисене мӗнле тыттарасшӑн, хамӑр та пӗр-пӗринпе те ҫаплах тытас тесе, урӑхла каласан, пӗр-пӗрне хисеплес тесе, самаях вӑй хуратпӑр».

16. Упӑшкипе арӑмӗн хӑйсене пӗр-пӗринпе мӗнле тытмалла мар?

16 Упӑшкин е арӑмӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен ыттисене каласа пама кирлӗ мар е мӑшӑрӑн хӑвӑра тарӑхтаракан йӑлисем пирки ӑна яланах аса илтерсе тӑмалла мар, ҫакӑн пирки шӳтлесе каласси те ан пултӑр. Ҫакна асра тытӑр: мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑл — сирӗнтен хӑшӗ вӑйлӑрах пулнине, хӑшӗ хытӑрах кӑшкӑрма е хытӑрах кӳрентерме пултарнине кӑтартакан ӑмӑрту мар. Паллах, эпир пурте ҫитменлӗхлӗ, ҫавӑнпа пирӗн пӗр-пӗрне кӳрентересси пулкалать. Анчах та упӑшкин те, арӑмӗн те мӑшӑрӗнчен тӑрӑхласа кулма, сӑмахпа намӑслантарма е унтан та ытларах мӑшӑрӗ ҫине ал ҫӗклеме ирӗк ҫук. (Ытарӑшсем 17:27; 31:26 вуласа пар.)

17. Упӑшкасем «ылтӑн правилӑна» мӗнле тытса тӑма пултараҫҫӗ?

17 Хӑш-пӗр культурӑра арӑмне хӑртакан тата хӗнекен ҫын пирки вӑл чӑн-чӑн арҫын тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Библи ҫапла калать: «Вӑрах тӳсӗмлӗ ҫын хӑюллинчен аванрах, хӑйне алӑра тытаканӗ хулана ҫӗнсе илекенрен лайӑхрах» (Ытар. 16:32). Ҫыннӑн Иисус Христос пек — ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чи аслӑ ҫын пек — пулас тесен тата хӑйне алра тытас тесен шалта питӗ пысӑк вӑй пулмалла. Арӑмне хӑртакан е хӗнекен ҫынна ниепле те чӑн-чӑн арҫын теме ҫук, ҫитменнине вӑл ҫавӑн пек тунипе хӑйӗнпе Иегова хушшинчи хутшӑнусене аркатать. Псалом юрлакан Давид, вӑйлӑ та хӑюллӑ пулнӑ ҫын, ҫапла каланӑ: «Ҫиллӗр килсен те ҫылӑха ан кӗрӗр: вырӑнӑр ҫине ҫывӑрма выртсассӑн ӑшӑрта шухӑшласа пӑхӑр та — лӑпланӑр» (Пс. 4:5).

«ПУРИНЧЕН ЫТЛА СИРӖН ЮРАТУ ПУЛТӐР»

18. Мӗншӗн юрату кӑтартсах тӑмалла?

18 1 Коринф 13:4—7 вуласа пар. Юрату вӑл — мӑшӑрлӑ пурнӑҫра чи кирлӗ лайӑх ен. «Хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. Пуринчен ытла сирӗн юрату пултӑр, юратсассӑн сирӗнте пур ырӑлӑх та пулӗ [«мӗншӗн тесен пӗтӗмпех ҫыхӑнтарса тӑраканни, пӗр кӑлтӑксӑр тӑваканни — юратулӑх», ҪХ]» (Кол. 3:12, 14). Упӑшкисемпе арӑмӗсен пӗр-пӗрне чун-чӗререн юратмалла тата ыттисен ырӑлӑхӗшӗн хӑйне шеллемен Христос пек пулма тӑрӑшмалла. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне ҫавӑн пек юратаҫҫӗ пулсан, вӗсем пӗр-пӗрин тарӑхтаракан йӑлисене, йывӑр чирпе чирленине, укҫа-тенкӗ ҫитменнине тата тӑван-хурӑнташсемпе сиксе тухнӑ йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах хӑйсен ҫемйине упраса хӑварма тата ҫирӗплетме пултараҫҫӗ.

19, 20. а) Мӗнле майпа мӑшӑрсем ҫемьене ҫирӗп те телейлӗ тума пултараҫҫӗ? ӑ) Тепӗр статьяра эпир мӗн сӳтсе явӑпӑр?

19 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ телейлӗ пултӑр тесен юрату, чунтан парӑнни кирлӗ тата питӗ нумай вӑй хумалла. Йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑран ҫеҫ упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма нимле шанчӑк та тӑрса юлман тесе шутламалла мар. Вӗсен ҫемьене упраса хӑварас тесе ҫеҫ мар, ӑна чӑннипех телейлӗ тӑвас тесе пӗтӗм вӑя хумалла. Турра чунтан парӑннӑ упӑшкапа арӑмне Иеговӑна тата хӑйӗн мӑшӑрне юратни йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ, вӗт «юрату нихӑҫан та пӗтмӗ» (1 Кор. 13:8; Матф. 19:5, 6; Евр. 13:4).

20 Уйрӑмах ҫак «йывӑр саманара» ҫирӗп те телейлӗ ҫемье тума ҫӑмӑлах мар (2 Тим. 3:1). Анчах та Иегова пулӑшнипе ҫакна тума пулать. Ҫав-ҫавах мӑшӑрсен ҫак тӗнчери ирсӗрлӗхсемпе кӗрешме тивет. Тепӗр статьяра упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне мӗнле майпа сыхлама тата ҫирӗплетме пултарнине сӳтсе явӑпӑр.

^ 12 абз. Упӑшкипе арӑмӗ йывӑрлӑхсене татса пама тата пӗр-пӗрне каҫарма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен пӗри аскӑн ӗҫ турӗ пулсан, айӑпсӑр мӑшӑрӗн, Библире каланӑ тӑрӑх, каҫарма е уйрӑлма ирӗк пур (Матф. 19:9). «Туррӑн юратӑвӗ» кӗнекери «Уйрӑласси тата уйрӑм пурӑнасси пирки Библи мӗн калать?» статьяна пӑхӑр, 219—221-мӗш страницӑсем.