Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 январь

Иксӗлми юрату пулма пултарать-и?

Иксӗлми юрату пулма пултарать-и?

«[Юрату] ҫулӑмӗ — вут ҫулӑмӗ, Иаг ҫулӑмӗ» (ЮР. ЮР. 8:6, ҪТ).

1, 2. Юрӑсен юрри кӗнекене тӗпченинчен кам усӑ илме пултарать тата мӗншӗн? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

«МӖН тери ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн пӑхаҫҫӗ вӗсем пӗр-пӗрин ҫине! Вӗсем пӗр-пӗрне питӗ юратаҫҫӗ!» — ҫапла шухӑшланӑ мӑшӑрланнӑ ятпа тин кӑна доклад туса панӑ старейшина. Ҫамрӑк мӑшӑр илемлӗн ҫаврӑнса ташланине кура унӑн ирӗксӗрех ҫакӑн пек ыйтусем сиксе тухнӑ: «Вӑхӑт иртсен те вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ ҫирӗп пулӗ-ши? Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӗсен юратӑвӗ вӑйланса пырӗ-ши е тӗтӗм пек сӗвӗрӗлсе пӗтӗ-ши?» Арҫынпа хӗрарӑма ҫыхӑнтаракан юрату пур чӑрмава та ҫӗнтерсе пырса вӑйланса пырать пулсан, ҫакӑ, паллах ӗнтӗ, питӗ чаплӑ. Анчах та хальхи вӑхӑтра ҫемьесем нумайӑшӗ арканаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать: иксӗлми юрату пулма пултарать-ши?

2 Чӑн-чӑн юрату Соломон патша вӑхӑтӗнче те сайра-хутра кӑна тӗл пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнчи йӑла-йӗрке пирки Соломон акӑ мӗн ҫырнӑ: «Пинрен пӗр [«тӳрӗ», ҪТ] арҫынна тупрӑм эпӗ, анчах вӗсем хушшинче пӗр хӗрарӑм та тупаймарӑм. Ӗнтӗ ҫакна ҫеҫ пӗлтӗм: Турӑ этеме таса пултарнӑ, анчах ҫынсем ытлашши пӗлӗве шырама пуҫланӑ» (Еккл. 7:26—29). Ун чухне Ваала пуҫҫапакан  ют хӗрарӑмсем витӗм кӳнине пула Израильте арҫынсемпе хӗрарӑмсем нумайӑшӗ вӗсем пекех аскӑнланма тытӑннӑ *. Ҫав-ҫавах Соломон 20 ҫул маларах Юрӑсен юрри кӗнекере арҫынпа хӗрарӑм хушшинче иксӗлми юрату пулма пултарни ҫинчен сӑвӑлла ҫырса панӑ. Уҫӑмлӑ та сӑнарлӑ чӗлхепе усӑ курса вӑл ҫав юрату мӗн иккенне сӑнласа парать тата ӑна мӗнле кӑтартмаллине ӑнлантарса парать. Мӑшӑрланнӑ христиансем те, мӑшӑрланманнисем те Юрӑсен юрри кӗнекене тӗпченипе ҫавӑн пек юрату ҫинчен нумайӑшне пӗлме пултараҫҫӗ.

ЧӐН-ЧӐН ЮРАТУ ПУЛМА ПУЛТАРАТЬ!

3. Мӗншӗн арҫынпа хӗрарӑм хушшинче чӑн-чӑн юрату пулма пултарать?

3 Юрӑсен юрри 8:6 вуласа пар. Хӑш-пӗр Библи куҫарӑвӗсенче ҫак сӑвӑ йӗркинче «Иаг ҫулӑмӗ» текен сӑмахсем пур. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе юратӑва илемлӗн сӑнласа парас тесе усӑ курнӑ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен Иеговӑн чи лайӑх енӗ вӑл — юрату, ҫавӑн пекех Вӑл ҫынна Хӑй евӗрлӗ тунӑ та ун ӑшне юратас пултарулӑх хывнӑ (Пулт. 1:26, 27). Иегова пӗрремӗш хӗрарӑма, Евӑна, пӗрремӗш арҫын, Адам, патне илсе пырсан, арҫынни питӗ савӑннӑран сӑвӑлла калаҫма пуҫланӑ. Паллах ӗнтӗ, Евӑн та Адам патне ҫепӗҫ туйӑмсем пулнӑ — вӗт Иегова ӑна Адамран тунӑ-ҫке (Пулт. 2:21—23). Иегова ҫынсене юратас пултарулӑх панӑ, апла тӑк арҫынпа хӗрарӑм хушшинче чӑн-чӑн тата иксӗлми юрату пулма пултарать.

4, 5. Юрӑсен юрринче мӗн ҫинчен каланине кӗскен каласа парӑр.

4 Арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи юрату иксӗлми тата ҫирӗп пулнисӗр пуҫне унӑн тата ытти уйрӑмлӑхсем те пур. Ҫав уйрӑмлӑхсенчен хӑш-пӗрисене Юрӑсен юрри кӗнекере сӑвӑлла питӗ илемлӗ сӑнласа панӑ. Либретто (опера валли ҫырнӑ текст) пек, ҫырнӑ ҫак кӗнеке Сунем, е Сулем, ятлӑ пӗчӗк хулари хӗрпе ҫамрӑк кӗтӳҫ хушшинчи юрату ҫинчен каласа парать. Хӗр иҫӗм пахчине хураллать, ҫав пахча ҫывӑхӗнче Соломон хӑй лагерьне лартать. Хӗр хитре пулнӑран Соломон ӑна питӗ килӗштерсе пӑрахать те хӑйӗн патне лагере илсе пыма хушать. Анчах та хӗр кӗтӳҫе юратни тӳрех палӑрма пуҫлать. Соломон унӑн чӗрине тыткӑна илме тӑрӑшать, анчах та хӗр савнишӗн питӗ тунсӑхлатӑп тет (Юр. юр. 1:3—13). Ҫавӑн хыҫҫӑн кӗтӳҫӗ ӑна шыраса лагере кӗрет. Ӑна тупсан вӗсем пӗр-пӗрне юратнине илемлӗ сӑмахсем каланипе кӑтартаҫҫӗ (Юр. юр. 1:14—16).

5 Соломон Иерусалима таврӑннӑ чухне хӑйӗнпе пӗрле хӗре илет, кӗтӳҫӗ вара хӗр хыҫҫӑн каять (Юр. юр. 4:1—5, 8, 9). Хӗре Соломон хӑйне юраттарас тесе тем пек тӑрӑшсан та усси пулман (Юр. юр. 6:4—7; 7:2—11). Юлашкинчен вара патша ӑна киле ярать. Ҫак юрӑн юлашки сӑмахӗсенче хӗр хӑйӗн патне савнине «ту качаки евӗрлӗ е ҫамрӑк пӑлан евӗрлӗ» чупма чӗнет (Юр. юр. 8:14).

6. Юрӑсен юрринчи сӑмахсене кам каланине пӗлме мӗншӗн ҫӑмӑлах мар?

6 «Соломонӑн юррисен юррийӗ» — питӗ илемлӗ тата тарӑн пӗлтерӗшлӗ хайлав (Юр. юр. 1:1, ҪТ). Ҫак хайлавра диалогсем, монологсем пур, ҫавӑн пекех унта мӗнле тӗлӗксем курни ҫинчен те каласа панӑ, анчах та ку е вӑл сӑмаха кам каланине уйӑрса илме яланах ҫӑмӑл мар. Пӗр тӗпчев ӗҫӗнче ҫак кӗнеке ҫинчен каланӑ тӑрӑх, «мӗнле каласа пани, сюжет мӗнле аталанса пыни тата унти сӑнарсене палӑртни кирлех мар» (The New Interpreter’s Dictionary of the Bible). Ҫак хайлавра лирикӑллӑ кӑмӑл-туйӑма упраса хӑварас тесе пулас, пӗр-пӗринпе калаҫакан  ҫынсен ячӗсене асӑнман. Ҫав-ҫавах ку е вӑл сӑмаха кам е кама каланине мӗн ҫинчен калаҫни тӑрӑх пӗлме пулать *.

«САНӐН ЕВӖКӲ ЭРЕХРЕН ТЕ САВӐКРАХ»

7, 8. Кӗтӳҫпе хӗр пӗр-пӗрне юратнине мӗнле сӑмахсемпе кӑтартнӑ? Тӗслӗх илсе парӑр.

7 Юрӑсен юрри кӗнекере хӗрпе кӗтӳҫ пӗр-пӗрне юратнине кӑтартса каланӑ илемлӗ сӑмахсем питӗ нумай. Ҫак кӗнекене Тухӑҫра 3 000 ҫула яхӑн каялла ҫырнӑ пирки хальхи вулакансене унти хӑш-пӗр сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем темле тӗлӗнмелле пек курӑнма пултараҫҫӗ. Ҫав-ҫавах вӗсем тарӑн пӗлтерӗшлӗ тата эпир лайӑх пӗлекен туйӑмсене уҫса параҫҫӗ. Сӑмахран, кӗтӳҫ хӑйӗн савнийӗн ҫепӗҫ те ачаш куҫӗсене мухтаса «кӑвакарчӑн куҫӗсемпе» танлаштарать (Юр. юр. 1:14). Хӗрӗ вара унӑн куҫӗсене кӑвакарчӑнсемпе танлаштарать. (Юрӑсен юрри 5:12 вуласа пар.) Каччин хура куҫӗсем ӑна сӗтре чӑпӑл тӑвакан кӑвакарчӑнсем пекех хитре курӑннӑ.

8 Ҫак кӗнекере усӑ куракан юрату сӑмахӗсемпе пуринпе те сӑн-питпе ӳт-пӳ хитрелӗхне кӑтартас тесе усӑ курман. Сӑмахран, хӗр мӗнле калаҫни ҫинчен кӗтӳҫ мӗн каланине асӑрхӑр-ха. (Юрӑсен юрри 4:7, 11 вуласа пар.) Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен «караслӑ пыл тумлать». Мӗншӗн вӑл ҫапла каланӑ? Мӗншӗн тесен караслӑ пыл савӑтра пӗр вӑхӑт хушши выртакан пылран пылакрах, шӑрши те унӑн техӗмлӗрех. Суламитянкӑн «чӗлхи айӗнче... пыл та сӗт» тени вӑл унӑн сӑмахӗсем ырӑ та кӑмӑллӑ пулнине пӗлтерет. Ҫавӑнпа та кӗтӳҫ хӗре «эсӗ пур тӗлӗшпе те илемлӗ, санра чӗптӗм тасамарлӑх та ҫук» тенӗ чухне унӑн сӑн-пичӗпе ӳт-пӳ хитрелӗхӗ ҫинчен кӑна каламан.

9. а) Упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи юрату шутне мӗн кӗрет? ӑ) Мӗншӗн упӑшкипе арӑмне пӗр-пӗрне юратнине кӑтартни питӗ кирлӗ?

9 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫ вӑл — юратусӑр тата ҫепӗҫлӗхсӗр тунӑ официаллӑ договор е килӗшӳ мар. Пачах урӑхла, христиансен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнче юрату питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Анчах та кунта сӑмах мӗнле йышши юрату ҫинчен пырать? Ҫакӑ вӑл Библи принципӗсем ҫинче никӗсленсе тӑракан юрату-и? (1 Иоанн 4:8.) Е вӑл пӗр ҫемьери ҫынсем хушшинчи тӑванлӑх туйӑмӗ-и? Ҫавӑн пек юрату вӑл ҫывӑх туссем хушшинчи ӑшӑ кӑмӑллӑха пӗлтерет-и? (Иоанн 11:3.) Е, тен, ҫакӑ арҫынпа хӗрарӑма пӗр-пӗрин патне туртакан юрату-и? (Ытар. 5:15—20.) Тӗрӗссипе каласан, упӑшкипе арӑмӗ хушшинчи чӑн-чӑн юратура ҫаксем пурте пулмалла. Юрату ҫинчен калаҫаҫҫӗ пулсан тата ӑна ӗҫсемпе кӑтартаҫҫӗ пулсан, юратӑва туйса илме ҫӑмӑлрах. Упӑшкипе арӑмӗ кулленхи ӗҫсене пула ерҫӳллӗ мар пулсан та, вӗсен пурпӗр пӗр-пӗрне юратни ҫинчен пӗр-пӗрне шантарса тӑмалла! Ҫакӑ вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗпрех тата телейлӗрех тӑвӗ. Хӑш-пӗр ҫӗршывсенче мӑшӑрланасси пирки каччӑпа хӗрӗн тӑван-хурӑнташӗсем калаҫса татӑлаҫҫӗ, ҫавна пула хӗрпе каччӑ туйччен пӗр-пӗрне пӗлмесен те пултараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен пӗр-пӗрне ытларах пӗлме тата хытӑрах юратма пуҫлас тесе хӑйсен юрату туйӑмӗсем пирки пӗр-пӗринпе калаҫмалла. Ҫакӑ вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывӑхланма пулӑшӗ тата вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетӗ.

10. Юратупа ҫепӗҫ туйӑмсене кӑтартнине аса илсе тӑни мӗнле витӗм кӳме пултарать?

10 Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрин патне ҫепӗҫ туйӑмсем кӑтартнипе хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне тепӗр енчен те ҫирӗплетеҫҫӗ. Соломон патша суламитянкӑна «кӗмӗл тенкӗллӗ ылтӑн шерепе» сӗннӗ. Вӑл хӗре «уйӑх пек пӗрскер [«хитрескер», ҪТ], хӗвел ҫутийӗ евӗрскер [«пек тасаскер», ҪТ]» тесе мухтанӑ (Юр. юр.  1:8—10; 6:10). Анчах та хӗр пурпӗр хӑйӗн савнӑ кӗтӳҫне шанчӑклӑ тӑрса юлнӑ. Савнипе пӗрле пулман чухне хӗре мӗн йӑпатнӑ, мӗн пулӑшса тӑнӑ? Хуравне эпир унӑн сӑмахӗсенче тупма пултаратпӑр. (Юрӑсен юрри 1:1, 2 вуласа пар.) Вӑл кӗтӳҫ каланӑ юрату сӑмахӗсем хӑйне мӗнле телейлӗ тунине аса илсе тӑнӑ. Хӗршӗн унӑн «евӗкӗ» чуна савӑнтаракан «эрехрен те савӑкрах» пулнӑ тата унӑн ячӗ пуҫа сӗрнӗ «ырӑ шӑршӑллӑ ҫупа» пӗрех пулнӑ (Пс. 22:5; 103:15). Чуна ӑшӑтакан юрату сӑмахӗсене аса илсе тӑни туйӑмсене сивӗнме памасть. Чӑнах та, упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен ҫепӗҫ туйӑмӗсене пӗр-пӗринчен пытарса тӑмалла мар!

«ЮРАТУ ХӐЕХ ВӐРАНМАСӐР» ӐНА АН ВӐРАТӐР

11. Суламитянка ыттисене хӑйӗнче юрату ан вӑратӑр тесе ыйтнинчен мӑшӑрланман христиансем мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

11 Юрӑсен юрри кӗнекере мӑшӑрланман христиансемшӗн те, уйрӑмах авланас е качча каяс текенсемшӗн, ӑса вӗрентекен япаласем пур. Суламитянка Соломона юратман. Вӑл Иерусалим хӗрӗсене тупа тума ыйтса ҫапла каланӑ: «Тупа тӑвӑр: юрату хӑех вӑранмасӑр ӑна манра вӑратма е чӗртсе яма ан тӑрӑшӑр» (Юр. юр. 2:7, ҪТ; 3:5, ҪТ). Мӗншӗн вӑл ҫавна тума ыйтнӑ? Май сиксе тухрӗ тесе кӑна кам патне те пулин юрату туйӑмне аталантарни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа та христианин ҫемье ҫавӑрас тет пулсан, уншӑн лайӑххи вӑл — хӑй пӗтӗм чӗререн юратма пултаракан ҫынна кӗтни.

12. Мӗншӗн суламитянка кӗтӳҫе юратса пӑрахнӑ?

12 Мӗншӗн суламитянка кӗтӳҫе юратса пӑрахнӑ? Чӑнах та, кӗтӳҫ «ту качаки евӗрлӗ» хитре пулнӑ, унӑн аллисем ылтӑн пек, унӑн вӑйлӑ та тӗреклӗ урисем «мрамор юпа» пек пулнӑ. Анчах та вӑл вӑйлӑ та хитре кӑна пулман. Кӗтӳҫ Иеговӑна юратнине тата унӑн лайӑх енсем пуррине хӗр пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та хӗршӗн кӗтӳҫ «вӑрман йывӑҫӗсем хушшинчи улмуҫҫи евӗрлех» пулнӑ (Юр. юр. 2:3, 9; 5:14, 15).

13. Мӗншӗн кӗтӳҫ хӗре юратса пӑрахнӑ?

13 Суламитянка пирки вара мӗн калама пулать? Вӑл та питӗ хитре пулнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Соломон патша — ҫав вӑхӑтра унӑн «утмӑл арӑм, сакӑрвунӑ ҫум-арӑм, хӗрӗсенӗн шучӗ те ҫук» пулнӑ пулин те — ӑна питӗ килӗштерсе пӑрахнӑ. Кӗтӳҫ те суламитянкӑна хитре пулнӑшӑн кӑна юратнӑ-ши? Ҫук. Хӗр те Иеговӑна юратнӑ тата унӑн лайӑх енсем пулнӑ. Сӑмахран, хӗр хӑйне кӗҫӗне хунӑ та хӑйне ахаль чечекпе, «Сарон нарцисӗпе [«тинӗс ҫумӗнчи тӳремлӗхри шафранпа», ҪТ]», танлаштарнӑ.  Анчах та кӗтӳҫшӗн вӑл, «кӳкен тӗмӗсем хушшинчи лили чечекӗ» пекех, пӗртен-пӗррескер пулнӑ (Юр. юр. 2:1, 2; 6:8).

14. Мӑшӑрланас текен христиансем Юрӑсен юрри кӗнекерен мӗне вӗренме пултараҫҫӗ?

14 Сӑваплӑ Ҫыру христиансене «Ҫӳлхуҫана ӗненекенпе» кӑна мӑшӑрланма ӳкӗтлет (1 Кор. 7:39). Ҫакӑ вӑл Иеговӑн шыва кӗнӗ ӗҫлекенӗпе ҫеҫ хӗрпе каччӑ пек ҫӳреме е мӑшӑрланма пултаратпӑр тенине пӗлтерет. Ҫакӑ мӑшӑрлӑ пурнӑҫра мӗнле пулӑшӗ? Упӑшкипе арӑмӗн кулленхи йывӑрлӑхсемпе кӗрешме тивӗ. Анчах вӗсен иккӗшӗн те хӑйсемпе Иегова хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулсан, вӗсен ҫемйи мирлӗ те телейлӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та мӑшӑрланас тетӗр пулсан, кӗтӳҫпе суламитянкӑран тӗслӗх илӗр. Камӑн лайӑх енсем пур, кам Иеговӑна чӑннипе юратать, ҫавӑн пек ҫынна шырӑр.

Иеговӑн ӗҫлекенӗ пулман ҫынпа христианин хӗрпе каччӑ пек ҫӳрес те, мӑшӑрланас та темӗ (14-мӗш абзаца пӑхӑр.)

МАНӐН ҪУРАҪНӐ ХӖР — «ПИТӖРСЕ ИЛНӖ ЙЫВӐҪ ПАХЧИ»

15. Мӑшӑрланман христиансене суламитянка мӗнле тӗслӗх кӑтартнӑ?

15 Юрӑсен юрри 4:12 вуласа пар. Мӗншӗн кӗтӳҫ хӑйӗн савни пирки «питӗрсе илнӗ йывӑҫ пахчи» тенӗ? Хӳме тытса ҫавӑрнӑ пахчана пурте кӗме пултараймаҫҫӗ. Ҫав пахчана уҫӑпа питӗрнӗ алӑкран кӑна кӗме пулать. Суламитянка ҫавӑн пек пахча евӗрлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл кӗтӳҫе кӑна юратнӑ. Вӑл ӑна качча тухма шут тытнӑ, ҫавӑнпа та вӑл патшана хӑйӗн чӗрине тыткӑна илме паман. Ҫапла хӗр яр уҫса пӑрахнӑ «алӑк» мар, «хӳме» пулнине кӑтартнӑ (Юр. юр. 8:8—10). Ҫавӑн пекех мӑшӑрланман христиансем хӑйсен юратӑвӗпе ҫепӗҫлӗхне пулас мӑшӑрӗ валли упраҫҫӗ.

16. Хӗрпе каччӑ пек ҫӳрес тӗлӗшрен Юрӑсен юрри мӗнле ӑса вӗрентме пултарать?

16 Пӗр ҫурхи кун кӗтӳҫ суламитянкӑна пӗрле уҫӑлса ҫӳреме чӗннӗ, анчах та пиччӗшӗсем ӑна ирӗк паман. Ун вырӑнне вӗсем ӑна иҫӗм ҫырли пахчине хураллама хушнӑ. Мӗншӗн вӗсем ҫавӑн пек тунӑ? Вӗсем ӑна шанман-и-мӗн? Е, тен, вӗсем унӑн аскӑн ӗҫ тӑвас шухӑш пур тесе шутланӑ-ши? Ҫук. Вӗсем хӑйсен йӑмӑкне тӗрӗс маррине тума илӗртекен лару-тӑруран сыхласшӑн пулнӑ (Юр. юр. 1:5; 2:10—15). Ҫакӑнтан мӑшӑрланман христиансем ӑса вӗренме пултараҫҫӗ: хӗрпе каччӑ пек ҫӳренӗ чухне хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене таса упраса хӑварас тесе мӗн-мӗн тумаллине малтанах палӑртса хурӑр. Сӑмахран, нихӑҫан та иксӗр кӑна тӑрса ан юлӑр. Юрату туйӑмне ҫепӗҫҫӗн кӑтартас тенӗ чухне ҫавна тасан тӑвӑр.

17, 18. Юрӑсен юрри кӗнекене пӑхса тухни сире мӗнле усӑ пачӗ?

17 Мӑшӑрлӑ пурнӑҫри хутшӑнусем нихӑҫан та ан пӗтчӗр тет Иегова. Вӑл упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратса пурӑнччӑр тет. Паллах ӗнтӗ, мӑшӑрланнӑ чухне вӗсем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ. Анчах та вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗнчи хутшӑнусем яланлӑха пыччӑр тесен вӗсен хӑйсен юратӑвӗн хӗлхемӗ нихҫан сӳнмен вут ҫулӑмӗ пек пӗрмай ҫунса тӑтӑр тесе тӑрӑшмалла (Марк 10:6—9).

18 Эсир мӑшӑрланас тетӗр пулсан, кама пӗтӗм чӗререн юратма пултаратӑр, ҫавна шырӑр. Ҫавӑн пек ҫынна тупсан, сирӗн юрату, Юрӑсен юрри кӗнекери пекех, ҫирӗп те хӗрӳллӗ пултӑр тесе пӗрле вӑй хурӑр. Ҫавӑнпа та эсир мӑшӑрланнӑ-и е мӑшӑрланман-и, кирек мӗнле пулсан та ҫакна шанса тӑрӑр: «Иаг ҫулӑмӗ» пек хӑватлӑ, чӑн-чӑн юрату пурах (Юр. юр. 8:6, ҪТ).

^ 2 абз. 2007 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ «Сторожевая башня» журнала пӑхӑр, 31-мӗш страница.

^ 6 абз. «Понимание Писания» энциклопедири «Содержание книги Песнь песней» рамкӑна пӑхӑр («Песнь песней, книга Библии» статья).