Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни (вӗренмелли кӑларӑм)  |  2015 январь

Иегова сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплеттӗр тата сыхлатӑр

Иегова сирӗн мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплеттӗр тата сыхлатӑр

«Хулана Ҫӳлхуҫа сыхламасассӑн хуралҫи кӑлӑхах куҫ хупмасӑр сыхлать» (ПС. 126:1ӑ).

1, 2. а) Мӗншӗн 24 000 израильтянин пиллӗхсемсӗр тӑрса юлнӑ? ӑ) Мӗншӗн ҫав ӗлӗкхи ӗҫсем пирӗнпе те ҫыхӑннӑ?

ИЗРАИЛЬ халӑхӗ Пама пулнӑ ҫӗре кӗрес умӗн кӑшт маларах вӗсем хушшинчи вун-вун пин арҫын «Моав хӗрӗсемпе аскӑнма пуҫланӑ». Ҫавна пула Иегова аллинчен 24 000 ҫын вилнӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: вӗсем чылайранпа кӗтнӗ еткерлӗхе кӗҫ-вӗҫ илнӗ пулӗччӗҫ, анчах та илӗртӳ хыҫҫӑн кайнӑ та ҫав пиллӗхсемсӗр тӑрса юлнӑ (Йыша шутл. 25:1—5, 9).

2 Ҫак начар тӗслӗхе «пире малтанах» асӑрхаттарма, «пире, юлашки саманара пурӑнакансене, ӑса кӗртме ҫырса хунӑ» (1 Кор. 10:6—11). Эпир «юлашки кунсен» вӗҫӗнче пурӑнатпӑр, ҫӗнӗ тӗнче те питӗ ҫывӑх (2 Тим. 3:1; 2 Петр 3:13). Шел пулин те, Иеговӑн хӑш-пӗр ӗҫлекенӗсем сыхӑ тӑма пӑрахнӑ. Вӗсем аскӑн ӗҫӗн капкӑнне ҫакланнӑ та хӑйсен ҫылӑхлӑ ӗҫӗсене пула хӗн курнӑ. Вӗсем ӳкӗнмесен, ҫӗр ҫинчи Райра ӗмӗрлӗх пурнӑҫпа пурӑнас шанчӑка та ҫухатма пултараҫҫӗ.

3. Мӗншӗн мӑшӑрсене Иегова мӗн тума хушнине тытса тӑни тата Унӑн хӳтлӗхӗ кирлӗ? (Статья пуҫламӑшӗнчи ӳкерчӗке пӑхӑр.)

3 Ҫак тӗнчере пур ҫӗрте те аскӑнлӑх хуҫаланнӑран упӑшкисемпе арӑмӗсене — хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне упраса хӑвармашкӑн  вӑй хуни сая ан кайтӑр тесен — Иегова мӗн тума хушнине тытса тӑни тата Унӑн хӳтлӗхӗ кирлӗ. (Псалом 126:1 вуласа пар.) Ҫак статьяра эпир упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне мӗнле сыхлама пултарнине сӳтсе явӑпӑр. Ҫавна тӑвас тесен вӗсен хӑйсен чӗрине упрамалла, Турӑпа ҫывӑхланмалла, ҫӗнӗ этем пулса тӑмалла, пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑнмалла, лайӑх калаҫмалла тата пӗр-пӗрин тӗлӗшпе мӑшӑр тивӗҫне туса тӑмалла.

ХӐВӐР ЧӖРӖРЕ УПРӐР

4. Хӑш-пӗр христиансене ҫылӑх патне мӗн илсе пынӑ?

4 Мӗне пула христианин аскӑн ӗҫ тунӑ пулӗччӗ? Ҫакӑ час-часах ҫын мӗн ҫине пӑхнинчен пуҫланать. Иисус каланӑ: «Хӗрарӑм ҫине аскӑннӑн пӑхакан кирек кам та хӑй ӑшӗнче унпа аскӑн ӗҫ тӑвать» (Матф. 5:27, 28; 2 Петр 2:14). Аскӑн ӗҫ тунӑ христиансенчен нумайӑшӗ порнографи пӑхнӑран, ясарлӑ литература вуланӑран е Интернетра ирсӗр материалсем пӑхнӑран хӑйсен нравственность нормисене ҫирӗп тытса тӑма пӑрахнӑ. Хӑш-пӗрисем ар ҫыхӑнӑвӗсене уҫҫӑн кӑтартакан фильмсене, спектакльсене тата телекуравсене пӑхнӑ. Теприсем вара каҫхи клубсемпе стриптиз-барсене е ясар туйӑмсене ҫуратакан массаж тумалли вырӑнсене ҫӳренӗ.

5. Мӗншӗн пирӗн хамӑр чӗрене упрамалла?

5 Хӑш-пӗрисем чун ӑшшине хӑйсен мӑшӑрӗнче мар, урӑх ҫынра шыранӑран илӗртӳ хыҫҫӑн кайнӑ. Эпир пурӑнакан тӗнчере ҫынсене чарулӑх ҫитсех каймасть тата вӗсем тӗрлӗ йышши аскӑнлӑхпа киленсе пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ултавлӑ та пӑсӑк чӗрере хамӑр мӑшӑр патне мар, урӑх ҫын патне юрату туйӑмӗ ҫӑмӑллӑнах ҫуралма пултарать. (Иеремия 17:9, 10 вуласа пар.) Иисус каланӑ: «Усал шухӑшласси, ҫын вӗлересси, упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне улталасси, аскӑнланасси... чӗререн тухать» (Матф. 15:19).

6, 7. а) Ултавлӑ чӗре ҫынна мӗнле майпа ҫылӑх ҫулӗ ҫине тӑратма пултарать? ӑ) Иеговӑна хирӗҫ ҫылӑх тӑвассинчен мӗнле сыхланма пулать?

6 Тӗрӗс мар кӑмӑл-туйӑм ултавлӑ чӗрере тымар ярсан, пӗр-пӗрин патне чунӗсем туртма пуҫланӑ икӗ ҫын, тен, пӗр-пӗринпе упӑшкипе арӑмӗн кӑна сӳтсе явма кирлӗ япаласем ҫинчен калаҫма тытӑнӗҫ. Кӗҫех вӗсем пӗр-пӗринпе пӗрле пулма ытларах та ытларах сӑлтав шырӗҫ. Вара вӗсем пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулма пуҫлаҫҫӗ те ҫакна ӑнсӑртран тӗл пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене пӗр-пӗрин патне ытларах та ытларах туртма пуҫланӑ май тӗрӗссине тума вӗсене йывӑртарах та йывӑртарах пулса пырать. Вӗсем хӑйсем тӗрӗс мар хӑтланнине ӑнланаҫҫӗ пулин те, ҫылӑх ҫулӗпе мӗн чухлӗ ытларах пыраҫҫӗ, чарӑнма вӗсене ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах пулӗ (Ытар. 7:21, 22).

7 Ҫылӑхлӑ шухӑшсене пула тата пӗр-пӗринпе тачӑ хутшӑннине пула икӗ ҫын пӗр-пӗрне аллинчен тытма, чуптума, пӗр-пӗрне ачашласа астарма пуҫланипе — ҫакна вара вӗсем хӑйсен мӑшӑрӗсемпе ҫеҫ тума пултараҫҫӗ — Иеговӑн нравственность нормисене пачах манса каяҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен «кӑмӑлӗ туртнипе, илӗртнипе» улталанаҫҫӗ. Юлашкинчен, вӗсен кӑмӑл туйӑмӗ питӗ хӗрсе кайнӑран вӗсем аскӑн ӗҫ тӑваҫҫӗ (Иак. 1:14, 15, ҪХ). Чӑнах та, питӗ хурланмалла ӗҫ! Ҫак икӗ ҫын мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплес тӗлӗшрен Иеговӑна пулӑшма ирӗк панӑ пулсан, вӗсем Ӑна хирӗҫ ҫылӑх тӑвассинчен сыхланма пултарнӑ пулӗччӗҫ. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа хисеплеме мӗнле вӗренме пулать?

ИЕГОВӐПА ҪЫВӐХЛАНӐР

8. Иеговӑпа туслӑ пулни пире аскӑн ӗҫ тӑвассинчен мӗнле сыхлать?

8 Псалом 96:10 вуласа пар. Иеговӑпа туслӑ пулни пире аскӑн ӗҫ тӑвассинчен сыхланма пулӑшать. Туррӑн кӑмӑла каякан лайӑх  енӗсене пӗлсе пынӑ май эпир «Унӑн юратакан ачисем» пек Ун «евӗрлӗ пулма» тӑрӑшатпӑр тата юратса пурӑнатпӑр. Ҫакӑ пире «аскӑн ӗҫрен, тӗрлӗ тасамарлӑхран» пӑрӑнма вӑй парать (Эф. 5:1—4). «Ясаррисене, аскӑнчӑксене Турӑ сут» тунине пӗлекен мӑшӑрсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне хисеплес тата таса упрас тесе пӗтӗм вӑйне хураҫҫӗ (Евр. 13:4).

9. а) Хуҫа арӑмӗ илӗртнине пӑхмасӑрах мӗнле майпа Иосиф шанчӑклӑ тӑрса юлма пултарнӑ? ӑ) Иосиф тӗслӗхӗнчен эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?

9 Хӑш-пӗр христиансем вӑхӑта ӗҫ хыҫҫӑн хӑйсен ӗҫтешӗсемпе, Свидетель пулманскерсемпе, ирттернине пула хӑйсен нравственность нормисене ҫирӗп тытса тӑма пӑрахнӑ. Анчах та илӗртӳсем ӗҫре те пулаҫҫӗ. Сӑмахран, Иосиф ятлӑ хитре ҫамрӑк пӗр пуян ҫын патӗнче ӗҫленӗ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче вӑл хӑйне хуҫа арӑмӗ куҫ хывнине асӑрханӑ. Вӑл Иосифа куллен-кун хӑйӗнпе ар ҫыхӑнӑвне кӗме илӗртнӗ. Пӗррехинче, Иосиф хӑйӗн ӗҫне тунӑ чухне, хуҫа арӑмӗ «ӑна тумтирӗнчен ярса илнӗ те: манпа вырт, тенӗ». Анчах та Иосиф ун аллинчен вӗҫерӗннӗ те ун патӗнчен тухса тарнӑ. Шанчӑклӑ тӑрса юлма Иосиф вӑй ӑҫтан илсе тӑнӑ? Вӑл хӑйӗнпе Турӑ хушшинчи туслӑха упраса хӑварма ҫирӗп шут тытнӑ, ҫакна пула вӑл таса та айӑпсӑр тӑрса юлма пултарнӑ. Ҫакӑншӑн вӑл ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ тата ӑна тӗрмене хупнӑ пулин те, Иегова ӑна каярахпа пилленӗ (Пулт. 39:1—12; 41:38—43). Апла-тӑк христиансен ӗҫре те, кирек ӑҫта та мӑшӑрне улталаса аскӑн ӗҫ тума илӗртекен лару-тӑруран пӑрӑнмалла.

ҪӖНӖ ЭТЕМ ПУЛСА ТӐРӐР

10. Ҫӗнӗ этем пулса пыни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле хӳтӗлет?

10 Ҫӗнӗ этеме «тӳрӗлӗхпе, чӑнлӑх тасалӑхӗпе Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ», ҫавӑнпа та упӑшкипе арӑмӗн аскӑн ӗҫ тӑвассинчен сыхланас тесе ҫӗнӗ этем пулса тӑмалла (Эф. 4:24). Кам ҫавӑн пек ҫӗнӗ этем пулса пырать, ҫавсен «ҫӗр ҫинчи ӗҫсене: ясарлӑха, ирсӗрлӗхе, аскӑнлӑха, усал чарусӑрлӑха, мула хапсӑнассине [«ҫӑткӑнлӑха», ҪХ]» пӗтермелле. (Колоссӑ 3:5, 6 вуласа пар.) «Пӗтерӗр» сӑмах вӑл аскӑн шухӑшсемпе кӗрешмешкӗн пирӗн мӗн кирлине пурне те тумалла тенине пӗлтерет. Пире хамӑр упӑшкасӑр е арӑмсӑр пуҫне урӑх кампа та пулин ар хутшӑнӑвне кӗме мӗн илӗртме пултарать, ҫавсенчен пуринчен те эпир пӑрӑнӑпӑр (Иов 31:1). Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пурӑннипе эпир усала курайми пулма, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнма вӗренетпӗр (Рим 12:2, 9).

11. Ҫӗнӗ этем пулса тӑни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле ҫирӗплетет?

11 Ҫӗнӗ этем пулса пынӑ май эпир Иеговӑн лайӑх енӗсене хамӑрта кӑтартма тӑрӑшатпӑр (Кол. 3:10). Упӑшкипе арӑмӗ «хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ырӑлӑхлӑ, йӑваш ӑслӑ, лӑпкӑ, вӑрах тӳсӗмлӗ» пулсан, вӗсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетӗҫ, Иегова та вӗсене пиллӗ (Кол. 3:12). Мӑшӑрсем хӑйсен чӗринче «Турӑ [«Христос», ҪТ] канӑҫлӑхне» пулма парсан, вӗсен ҫемйинче вара килӗшӳлӗх хуҫаланӗ (Кол. 3:15). Чӑнах та, упӑшкипе арӑмӗ «пӗр-пӗрне... чунтан юратни» мӗн тери паха! Вӗсем «пӗр-пӗрне... асла хурса» хисеплес тӗлӗшрен пуҫаруллӑ пулни вӗсене савӑнӑҫ парӗ (Рим 12:10).

12. Сирӗн шутпа, мӑшӑрлӑ пурнӑҫа телейлӗ тумашкӑн мӗнле лайӑх енсем кирлӗ?

12 Сид ятлӑ арҫын тӑван арӑмӗпе пӗрле вӗсене хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне телейлӗ тума мӗн пулӑшни ҫинчен ҫапла калать: «Чи кирлӗ лайӑх ен вӑл — юрату. Эпир ҫав лайӑх ене аталантарас тесе яланах вӑй хуратпӑр. Йӑвашлӑх та питӗ кирлине эпир ӑнлантӑмӑр». Унпа унӑн арӑмӗ Соня та килӗшет, вӑл вара ҫапла калать: «Ырӑ пулни те питӗ кирлӗ. Унсӑр пуҫне эпир хамӑра кӗҫӗне хума тӑрӑшатпӑр, анчах та ҫакна тума яланах ҫӑмӑл мар».

 ПӖР-ПӖРИНПЕ ЛАЙӐХ ХУТШӐНӐР, ЛАЙӐХ КАЛАҪӐР

13. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗп тума мӗн кирлӗ тата мӗншӗн?

13 Хамӑр мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетмелли чаплӑ майсенчен пӗри вӑл — хамӑр мӑшӑрпа ыррӑн калаҫни. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе калаҫас тӗлӗшрен палламан ҫынсемпе е килти выльӑхпа ытларах хисеплӗн калаҫаҫҫӗ пулсан, ҫакӑ питӗ япӑх пулнӑ пулӗччӗ! Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра «тӗрлӗрен кӳренесси, хаярланасси, ҫилленесси, кӑшкӑрашасси, хӑртасси» пур пулсан, упӑшкипе арӑмӗн хушшинчи хутшӑнусем майӗпен арканса пыраҫҫӗ (Эф. 4:31). Пӗр вӗҫӗмсӗр тиркесе тӑни тата тӑрӑхласа калаҫни мӑшӑрсене пӗр-пӗринчен сивӗтет. Ҫавӑнпа та мӑшӑрсен пӗр-пӗринпе ыррӑн, ҫепӗҫҫӗн, хӗрхенӳллӗн калаҫса хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене ҫирӗплетмелле (Эф. 4:32).

14. Мӑшӑрлӑ пурнӑҫра пирӗн мӗнле ӗҫсене тумалла мар?

14 «Шӑпланмалли вӑхӑт» пур тесе каланӑ Библире (Еккл. 3:7). Ҫакӑ вӑл хамӑр мӑшӑрпа калаҫма чарӑнмалла тенине пӗлтермест, мӗншӗн тесен мӑшӑрлӑ пурнӑҫ лайӑх пултӑр тесен пӗр-пӗринпе калаҫмалла. «Ҫавӑн пек чухне,— каласа парать Германире пурӑнакан качча кайнӑ пӗр хӗрарӑм тӑван,— калаҫманни мӑшӑра питӗ кӳрентерме пултарать». Анчах та вӑл ҫакӑн ҫумне ҫапла хушса калать: «Лару-тӑру ҫивӗчленсе пынӑ чухне лӑпкӑ пулма ҫӑмӑл мар, ҫапах та ҫилле тытса чарманни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Вара эсӗ тарӑхса кайнипе хӑвӑн мӑшӑрна кӳрентерме пултаракан сӑмахсем калама е ӗҫсем тума пултаратӑн, ҫакӑнпа лару-тӑрӑва япӑхлатса ярӑн ҫеҫ». Тепӗр тесен, упӑшкипе арӑмӗн хӑйсен йывӑрлӑхӗсене кӑшкӑрашнипе е пӗр-пӗринпе калаҫманнипе татса памалла мар. Ун вырӑнне вӗсен хӑйсен хушшинче сиксе тухакан хирӗҫӳсене хӑвӑрт татса памалла та ҫав хирӗҫӳсемшӗн пӗр вӗҫӗмсӗр тавлашмалла мар, ҫапла вӗсем хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетӗҫ.

15. Пӗр-пӗринпе лайӑх хутшӑнни мӑшӑрлӑ пурнӑҫа мӗнле ҫирӗплетет?

15 Упӑшкипе арӑмӗ хӑйсен шухӑшӗсемпе  туйӑмӗсене пӗр-пӗрне каласа пама вӑхӑт уйӑрнипе хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫавӑн пек чухне эпир мӗн калани те, мӗнле калани те питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та йывӑр лару-тӑрура та ырӑ сӑмахсем калас тата ыррӑн калаҫас тесе вӑй ҫитнӗ таран пурне те тӑвӑр. Ҫавӑн пек тусан сирӗн мӑшӑра сире итлеме ҫӑмӑлрах пулӗ. (Колоссӑ 4:6 вуласа пар.) Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе хутшӑннипе-калаҫнипе хӑйсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл мӑшӑра хавхалантаракан, усӑ паракан сӑмахсем каламалла тенине пӗлтерет (Эф. 4:29).

Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗринпе калаҫнипе мӑшӑрлӑ пурнӑҫне ҫирӗплетме пултараҫҫӗ (15-мӗш абзаца пӑхӑр.)

МӐШӐР ТИВӖҪНЕ ТУСА ТӐРӐР

16, 17. Мӗншӗн мӑшӑрсен пӗр-пӗрин кӑмӑл-туйӑмне, арлӑх туртӑмне ҫырлахтарас тӗлӗшрен тимлӗ пулмалла?

16 Упӑшкисемпе арӑмӗсем хӑйсенчен ытларах хӑйсен мӑшӑрӗсемшӗн тӑрӑшнипе те мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетме пултараҫҫӗ (Флп. 2:3, 4). Упӑшкисен те, арӑмӗсен те хӑйсен мӑшӑрӗн кӑмӑл-туйӑмне, арлӑх туртӑмне ҫырлахтарас тӗлӗшрен тимлӗ пулмалла. (1 Коринф 7:3, 4 вуласа пар.)

17 Шел пулин те, хӑш-пӗр ҫемьесенче мӑшӑрсенчен пӗри тепринпе ҫепӗҫ пуласшӑн мар е ар ҫыхӑнӑвне кӗресшӗн мар. Хӑш-пӗр арҫынсем ҫепӗҫ пулни вӑл пачах арҫынла мар тесе шутлаҫҫӗ. Анчах та Библире ҫапла каланӑ: «Эй, упӑшкисем! Эсир те ҫавнашкалах арӑмӑрсене ӑнланса... упраса пурӑнӑр» (1 Петр 3:7, ҪХ). Упӑшкин ҫакна ӑнланмалла: мӑшӑр «тивӗҫне» туса тӑрасси вӑл — ар ҫыхӑнӑвне кӗресси кӑна мар. Упӑшкин кирек хӑҫан та юратмалла тата ҫепӗҫ пулмалла. Вара арӑмне ар ҫыхӑнӑвне кӗни те ытларах савӑнӑҫ парӗ. Упӑшкипе арӑмӗ пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе ҫепӗҫ пулсан, вӗсене пӗр-пӗрин кӑмӑл-туйӑмне тата арлӑх туртӑмне ҫырлахтарма ҫӑмӑлрах пулӗ.

18. Упӑшкисемпе арӑмӗсем хӑйсен хушшинчи хутшӑнусене мӗнле ҫирӗплетме пултараҫҫӗ?

18 Мӑшӑра улталаса аскӑн ӗҫ тунине тӳрре кӑларма май ҫук пулин те, мӑшӑрсенчен пӗри хӑйне сиввӗн тытнине пула тепри чун ӑшшипе юратӑва камра та пулин урӑххинче шырама пултарӗ (Ытар. 5:18, 19; Еккл. 9:9). Акӑ мӗншӗн Библи мӑшӑрсене ҫапла ӳкӗтлет: «Пӗр-пӗринчен [мӑшӑр тивӗҫне туса тӑрас тӗлӗшрен] пӑрӑнса ан ҫӳрӗр, пӑрӑнсан та, пӗр-пӗринпе килӗшсе... пӗр авкана анчах пӑрӑнӑр». Мӗншӗн? «Хӑвӑра чарайман пирки шуйттан сире ан улталайтӑр» (1 Кор. 7:5). Мӑшӑрсене чарулӑх ҫитсех кайманнипе Сатана усӑ курчӗ пулсан тата унӑн вӗсенчен пӗрне илӗртсе аскӑн ӗҫ тутарма май килчӗ пулсан, питӗ шел пулнӑ пулӗччӗ! Анчах та упӑшкипе арӑмӗ кашни хӑйӗншӗн кӑна мар, пӗр-пӗрне «усӑ тӑвасшӑн» тӑрӑшать пулсан, ҫавӑн пекех вӗсем пӗр-пӗринпе ар ҫыхӑнӑвне кӗрессе те хӑйсен тивӗҫне туса тӑрас тесе мар, юратупа ҫепӗҫлӗх кӑтартас тесе кӗреҫҫӗ пулсан, вӗсен хушшинчи хутшӑнусем ҫирӗпленсе пыраҫҫӗ (1 Кор. 10:24).

ХӐВӐР МӐШӐРЛӐ ПУРНӐҪА МАЛАШНЕ ТЕ СЫХЛАСА ТӐРӐР

19. Пирӗн мӗн тумалла тата мӗншӗн?

19 Эпир ҫӗнӗ тӗнчене кӗрес вӑхӑт питӗ ҫывӑх! Ҫавӑнпа та, Моав тӳремӗнче 24 000 израильтянин инкеке лекнӗ пек, тӗрӗс мар кӑмӑл туртӑм хыҫҫӑн кайни пире те инкеке кӗртсе ӳкерме пултарӗ. Библире ҫав синкерлӗ ӗҫ ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн ҫапла асӑрхаттарнӑ: «Тӗреклӗ тӑратӑп тесе шухӑшлакан хӑй ӳкесрен сыхлантӑр» (1 Кор. 10:12). Хамӑр мӑшӑрлӑ пурнӑҫа ҫирӗплетес тесен пирӗн хамӑрӑн ҫӳлти Аттемӗре те, хамӑр мӑшӑра та шанчӑклӑ тӑрса юлмалла (Матф. 19:5, 6). Пирӗн халӗ нихӑҫанхинчен те ытларах «Унӑн умне ирсӗрленмен халлӗн, пӗр айӑпсӑр халлӗн, канӑҫлӑн пырса тӑма» тӑрӑшмалла (2 Петр 3:13, 14).