Турӑ пур кӗлӗ ҫине те хуравлать-и?

ЭСИР МӖН КАЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  •  Турӑ пур ҫыннӑн кӗлли ҫине те хуравлать.

  •  Турӑ хӑш-пӗр ҫынсен кӗллисем ҫине хуравлать.

  •  Турӑ никамӑн кӗлли ҫине те хуравламасть.

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

«Хӑйне таса чӗререн чӗнекенсемшӗн Ҫӳлхуҫа пуриншӗн те ҫывӑх» (Псалом 144:18).

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?

  • Турӑ хӑйне хирӗҫ пыракансен кӗллисене итлемест (Исаия 1:15). Анчах та ҫавӑн пек ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне улӑштарнипе Турӑпа хӑйсем хушшинчи хутшӑнусене майлаштарма пултараҫҫӗ (Исаия 1:18).

  • Турӑ кӗлӗ ҫине хуравлатӑр тесен кӗлӗн Библире ҫырса хунӑ Туррӑн ирӗкӗпе килӗшӳллӗ пулмалла (1 Иоанн 5:14).

Кӗлтунӑ чухне кӗлеткене мӗнле тытмалла?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ ШУТЛАНӐ ТӐРӐХ, чӗркуҫленсе ларса, пуҫа усса е алла хуҫлатса кӗлтумалла. Эсир мӗн шутлатӑр?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

Ҫынсем ларса, тӑрса, выртса е чӗркуҫленсе ларса кӗлтусан та, Турӑ вӗсен кӗллисене итлет (1 Ҫулсеренхи 17:16; 2 Ҫулсеренхи 30:27; Ездра 10:1; Апостолсен ӗҫӗсем 9:40). Вӑл пирӗнтен кӗлеткене пӗр-пӗр майлӑ тытса кӗлтума ыйтмасть.

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?