Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  4№, 2016

Хӑҫан та пулин пусмӑр пӗтӗ-ши?

Хӑҫан та пулин пусмӑр пӗтӗ-ши?

Эсир хӑвӑр е сирӗн тӑван-хурӑнташран кам та пулин ыттисем пусмӑрланинчен хӗн курнӑ-и? Сирӗнпе ҫавӑн пекки пулма пултарасси сире хӑратать-и? Пусмӑр пирки «ҫынсен сывлӑхне пӗтӗм тӗнчипе ытларах та ытларах сиен кӳрекен проблема» теҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗслӗхсене пӑхса тухар.

ҪЕМЬЕРИ ПУСМӐР ТАТА ИРӖКСӖРЛЕСЕ АР ҪЫХӐНӐВНЕ КӖРТНИ. «Кашни виҫҫӗмӗш хӗрарӑм хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрре те пулин хӑйӗн еркӗнӗ пусмӑрланине е ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртнине пула хӗн курнӑ»,— тесе палӑртнӑ Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн отчетӗнче. Шел пулин те, «хӑш-пӗр тӗпчевсем тӑрӑх, пӗтӗм тӗнчипе кашни пиллӗкӗмӗш хӗрарӑма ирӗксӗрлесе ар ҫыхӑнӑвне кӗртеҫҫӗ е кӗртме хӑтланса пӑхаҫҫӗ».

УРАМРИ ПРЕСТУПЛЕНИСЕМ. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче 30 000 ытла вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ пур тесе пӗлтернӗ. Латинла Америкӑра этеме пусахлассипе ҫыхӑннӑ преступленисенчен кашни виҫҫӗмӗш ҫын хӗн курать.

ҪЫН ВӖЛЕРНИ. 2012 ҫулта ҫур миллиона яхӑн ҫынна вӗлерни ҫинчен палӑртнӑ пулнӑ, ҫакӑ вара вӑрҫӑсенче вилнисен шутӗнчен те ытларах. Кӑнтӑр Африкӑра тата Вӑтаҫӗр Америкӑра ҫын вӗлернипе ҫыхӑннӑ преступленисен шучӗ, пӗтӗм тӗнчери вӑтам кӑтартусемпе танлаштарсан, тӑватӑ хут нумайрах. Латинла Америкӑра пӗр ҫулталӑкра 100 000 ҫын ытла вӗлернӗ, вӗсенчен 50 000-ӗшне яхӑн Бразилире вӗлернӗ пулнӑ. Пусмӑра ӗмӗрлӗхех пӗтерме пулать-и?

ПУСМӐРА ЧАРСА ЛАРТМА ПУЛАТЬ-И?

Мӗншӗн пусмӑр ҫавӑн пек анлӑ сарӑлса пырать? Сӑлтавсем нумай, вӗсем шутне ҫаксем те кӗреҫҫӗ: ҫынсем хушшинче пӗртанлӑх ҫуккине тата пӗрисем пуян, теприсем чухӑн пулнине пула лару-тӑру ҫивӗчленни, ҫын пурнӑҫне хисеплеменни, эрехпе тата наркотиксемпе иртӗхни, ачасене аслисем пусмӑрлани тата хаяр преступлени тӑвакансене нумайӑшне наказани памасӑр хӑварни.

Паллах ӗнтӗ, ҫакна та палӑртма пулать: тӗнчере хӑш-пӗр вырӑнсенче пусмӑрлассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсен шучӗ чакса пырать. Сӑмахран, Бразилири халӑх йышлӑ пурӑнакан Сан-Паулу хулара юлашки вун ҫул хушшинче ҫынна вӗлернипе ҫыхӑннӑ преступленисен шучӗ 80 процента яхӑн чакнӑ. Ҫав-ҫавах ҫак хулара этеме пусмӑрлас тесе тунӑ тӗрлӗ йышши преступленисен шайӗ пурпӗр питӗ пысӑк: унта пурӑнакан 100 000 ҫын пуҫне 10 ҫынна вӗлерни тивет. Пусмӑра яланлӑхах мӗн пӗтерӗ-ши?

Ҫак проблемӑна татса парас тесен ҫынсене хӑйсене — вӗсен шухӑш-кӑмӑлне тата вӗсем хӑйсене мӗнле тытнине — улӑштармалла. Хаяр ҫын улшӑнасса та унӑн чӗринче мӑнкӑмӑллӑх, ҫӑткӑнлӑх тата эгоизм вырӑнне юрату, хисеплени тата ыттисемшӗн тӑрӑшни хуҫаланма пуҫласан кӑна улшӑнӗ.

Ҫынна хӑйӗн пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма мӗн хавхалантарма пултарать? Библи мӗне вӗрентни ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр:

  • «Турӑ ӳкӗчӗсене уяса тӑни Ӑна юратни пулать» (1 Иоанн 5:3).

  • «Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни» (Ытарӑшсем 8:13).

Турра юратни тата ӑна кӳрентерме хӑрани вӑл — питӗ хаяр ҫынна та хӑйӗн пурнӑҫне ҫиелтен кӑна мар, хӑйӗн пӗтӗм характерне улӑштарма хавхалантарма пултаракан хӑватлӑ вӑй. Кун пекки пулма пултарать-и?

Тӗслӗхшӗн, вӑрӑ-хурахла тапӑннӑшӑн юлашки 19 ҫул хушшинче Бразилири тӗрмере ларнӑ Алекс * тӗслӗхне илер. Вӑл Библи вӗреннине пула 2000 ҫулта Иегова Свидетелӗ пулса тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн хаяр кӑмӑлне улӑштарма пултарнӑ-и? Ҫапла, пултарнӑ. Халӗ Алекс ҫынсене нумай усал тунӑшӑн питӗ ӳкӗнет. Вӑл калать: «Эпӗ Турра юратма пуҫларӑм, мӗншӗн тесен вӑл мана каҫарчӗ кӑна мар, ҫавна туйса илме те пачӗ. Иеговӑна пархатарлӑ пулни тата юратни мана хамӑн характера улӑштарма пулӑшрӗ».

Сезар та Бразилире пурӑнать. Вӑл хӗҫ-пӑшалпа усӑ курса ҫаратса ҫӳренӗ. Ҫакна вӑл 15 ҫул хушши туса пурӑннӑ. Мӗн ӑна улшӑнма хавхалантарнӑ? Тӗрмере ун патне Иегова Свидетелӗсем килсе ҫӳренӗ, вара вӑл та Библи вӗренме пуҫланӑ. Сезар каласа парать: «Пурнӑҫра пӗрремӗш хут эпӗ хам мӗншӗн пурӑннине ӑнланса илтӗм. Эпӗ Турра юратма вӗренсе пытӑм. Ҫавӑн пекех унран хӑрама та — унчченхи пурнӑҫ патне таврӑнас мар тата Иеговӑна кӳрентерес мар тесе ун умӗнче хӑрама — вӗренсе пытӑм. Вӑл манпа ҫав тери ырӑ пулнӑшӑн манӑн ӑна пархатарлӑ пулас килчӗ. Турра юратни тата ӑна кӳрентересрен хӑрани мана улшӑнма хавхалантарчӗ».

Пусмӑртан хӑтарнӑ тӗнчере пурӑнас тесен мӗн тумаллине пӗлӗр

Ҫак тӗслӗхсем пире мӗне вӗрентеҫҫӗ? Библин ҫынсен пурнӑҫне тӗппипех улӑштарма хӑват пур, ҫавна пула ҫыннӑн шухӑшӗсем тӗпрен улшӑнаҫҫӗ (Эфес 4:23). Унччентерех асӑннӑ Алекс калать: «Библирен илнӗ пӗлӳ ман витӗр тухса мана майӗпен ҫӑвакан тата манӑн япӑх шухӑшсене ҫуса тасатакан тӑрӑ шыв пек пулчӗ. Эпӗ ҫавӑн пек улшӑнма пултаратӑп тесе нихӑҫан та шутламан». Чӑнах та, эпир хамӑр пуҫа Библири таса шухӑшсемпе тултаратпӑр пулсан, ҫакӑ пуҫран япӑххине пурне те кӑларса пӑрахма пулӑшать. Турӑ Сӑмахӗ тасатать (Эфес 5:26). Ҫавна пула хаяр тата хӑйсем ҫинчен ҫеҫ шухӑшлакан ҫынсем те хӑйсене улӑштарса ырӑ та мирлӗ этем пулса тӑма пултараҫҫӗ (Рим 12:18). Библи принципӗсене тытса тӑнӑран вӗсем телейлӗ те канӑҫлӑ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ (Исаия 48:18).

240 ҫӗршывра пурӑнакан сакӑр миллион ытла Иегова Свидетелӗ пусмӑра ҫӗнтермелли мая тупнӑ. Тӗрлӗ расӑран, халӑхран тухнӑ ҫынсем, пуян-и вӗсем е чухӑн, Турра юратма тата унран хӑрама, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне юратма тата пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма вӗренсе ҫитнӗ (1 Петр 4:8). Вӗсем мӗнле пурӑнни тӗнче пусмӑртан хӑтӑлма пултарнине ҫирӗплетсе парать.

ПУСМӐР ПӖТЕС ВӐХӐТ ҪЫВӐХ!

Турӑ кӗҫех ҫӗр ҫинчен пусмӑра тасатӗ тесе сӑмах панӑ Библире. Ҫак хаяр тӗнчери «йӗркесӗр ҫынсене сут туса пӗтерес» куна палӑртса хунӑ (2 Петр 3:5—7, ҪС). Хаяр та усал ҫынсенчен урӑх никам та хӗн курмӗ. Турӑ хута кӗрсе пусмӑра пӗтересшӗн пулнине эпир ӑҫтан пӗлме пултаратпӑр?

Библире каланӑ тӑрӑх, Турӑ «пусмӑрлама юратакана... кураймасть» (Псалом 10:5). Ҫӗре тунӑ Турӑ мирпе тӗрӗслӗхе юратать (Псалом 32:5; 36:28). Шӑп ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хаяр ҫынсене ӗмӗрӗпе чӑтса тӑмӗ.

Пусмӑртан хӑтарнӑ ҫӗнӗ тӗнче кӗҫех ҫитӗ (Псалом 36:11; 71:14). Ҫав тӗнчере пурӑнас тесен мӗн тумаллине мӗншӗн пӗлес мар?

^ 14 абз. Ятсене улӑштарнӑ.