Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  4№, 2016

Библи мӗн калать?

Библи мӗн калать?

Тӗнсене ҫынсем шутласа кӑларнӑ-и?

ХӐШ-ПӖРИСЕМ тӗнсене ҫынсем шутласа кӑларнӑ теҫҫӗ. Теприсем тӗнсем Турӑран тата ҫынсене унпа ҫывӑхланма пулӑшаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Эсир мӗн шутлатӑр?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

«Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр тӗн» пур (Иаков 1:27, ҪТ). Таса, урӑхла каласан, тӗрӗс тӗн — Турӑран.

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?

  • Тӗн Турра юрӑхлӑ пултӑр тесен вӑл Библири чӑнлӑхпа килӗшӳллӗ пулмалла (Иоанн 4:23, 24).

  • Этем вӗрентӗвӗсене, шухӑшӗсене тытса тӑракан тӗнрен усси ҫук (Марк 7:7, 8).

Мӗнле те пулин тӗне тытса тӑма кирлӗ-и?

ЭСИР МӖН КАЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  •  Ҫапла

  •  Ҫук

  •  Пӗлместӗп

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ?

«Пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшлар, пӗр-пӗрне юратма, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарар... хамӑр пухусене ҫӳремесӗр тӑрар мар» (Еврейсем 10:24, 25, ҪХ). Туррӑн хӑйӗн ӗҫлекенӗсене хӑйне пуҫҫапма пӗрле пуҫтарӑнтарас килет.

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?

  • Туррӑн ӗҫлекенӗсен тӗн вӗрентӗвӗсене тытса тӑрас енчен пӗр шухӑшлӑ пулмалла (1 Коринф 1:10, 11).

  • Турӑ ырлакан тӗне тытса тӑракансем вӗсем — ҫав тӗне тытса тӑма пӗрлешнӗ ҫынсен пӗтӗм тӗнчери тӑванлӑхӗ (1 Петр 2:17).

Ытларах пӗлӗр

ТУРРӐН ЫРӐ ХЫПАРӖ

Тӗнсемпе мӗн пулӗ?

Хӑҫан та пулин пурте пӗртен-пӗр чӑн Турра пӗрлӗхре пуҫҫапӗҫ-ши?

Библи чӑннипе мӗне вӗрентет?

Турра юрӑхлӑ тӗн