Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2№, 2016

Асӑрхаттарнине тимлени сирӗн пурнӑҫа ҫӑлма пултарать!

Асӑрхаттарнине тимлени сирӗн пурнӑҫа ҫӑлма пултарать!

СУМАТРӐРАН (Индонези) ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫалла вырнаҫнӑ Симёлуэ ятлӑ утрав ҫывӑхӗнче 2004 ҫулхи декабрӗн 26-мӗшӗнче 9,1 магнитудӑпа ҫӗр чӗтреннӗ. Ҫыран хӗрринче ҫынсем пурте куҫ илмесӗр тинӗс ҫине пӑхнӑ та шыв хӑвӑрт чакма пуҫланине курах кайнӑ. Вара пурте «Смонг! Смонг!» тесе кӑшкӑрса — ҫакӑ вырӑнти чӗлхепе «цунами» тенине пӗлтерет — тӳрех ҫӳллӗ вырӑна чупнӑ. Тепӗр ҫур сехетрен тем пысӑкӑш хумсем утрав ҫинчи ҫуртсене нумайӑшне аркатса тухнӑ.

Цунами тустарса тухнӑ утравсенчен Симёлуэ пӗрремӗшӗ пулнӑ. Анчах та унта пурӑнакан 78 000 ҫынран ҫиччӗшӗ кӑна вилнӗ. Мӗншӗн ҫухатусем пысӑках мар пулнӑ? * Утрав ҫинче пурте ҫапла калаҫҫӗ: «Ҫӗр чӗтренме тата тинӗс хӑвӑрт чакма пуҫласан, ҫӳллӗ вырӑна тармалла, мӗншӗн тесен хумсем кӗҫех ҫыран ҫине йӑтӑнса анӗҫ». Унччен мӗн пулса иртни тӑрӑх Симёлуэ ҫыннисем шыв хӑвӑрт чакни вӑл цунами ҫывхарса килессине кӑтартакан паллӑ пулнине пӗлнӗ. Тинӗсре пулса иртекен ҫав улшӑнусене тимленипе ҫынсем хӑйсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Библире «хӑрушла асап вӑхӑчӗ» ҫывхарса килет, «ун евӗрли халиччен тӗнче пулнӑранпа та пулман, пулас та ҫук» тенӗ (Матфей 24:21). Анчах та ҫакӑ пирӗн планета ҫынсен ӑссӑрла ӗҫӗсенчен е ҫутҫанталӑк инкекӗсенчен пӗтессине пӗлтермест, мӗншӗн тесен Турӑ шутласа хунӑ тӑрӑх, Ҫӗр ӗмӗр-ӗмӗрех пулӗ (Екклесиаст 1:4). Ун вырӑнне, ҫав хӑрушла асап вӑхӑчӗ вӑл Турӑ «ҫӗре пӗтерекенсене пӗтерме» палӑртса хунӑ вӑхӑт. Ҫавӑн чухне йӗркесӗрлӗхпе хӗн-хур та тӗп пулӗҫ (Ӳлӗмхине 11:18; Ытарӑшсем 2:22). Ҫакӑ этемлӗхе калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ парӗ!

Цунамипе, ҫӗр чӗтреннипе тата вулкан сирпӗннипе танлаштарсан, пулас хӑрушла асап вӑхӑтӗнче айӑпсӑр ҫынсем вилмӗҫ. «Турӑ — юрату вӑл» тенӗ Библире, ҫак юратакан Турӑ, Иегова ятлӑскер, «тӳрӗ ҫынсене еткерлӗх ҫӗр тивӗ, вӗсем унта ӗмӗрех пурӑнӗҫ» тесе сӑмах парать (1 Иоанн 4:8; Псалом 36:29). Ҫак хӑрушла асап вӑхӑтӗнче чӗрӗ юлас тата пулас пиллӗхсене илес тесен мӗн тумалла? Пӗр май кӑна пур: асӑрхаттарса каланине тимлемелле!

УЛШӐНУСЕНЕ АСӐРХАСА ТӐРӐР

Ҫав хӑрушла асап вӑхӑчӗ хӑҫан пуҫланассине эпир пӗлме пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен Иисус каланӑ: «Ҫав кун ҫинчен, ҫав сехет ҫинчен никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те пӗлмеҫҫӗ, ӑна пӗртен-пӗр Манӑн Аттем ҫеҫ пӗлет». Ҫав-ҫавах Иисус пире «сыхӑ тӑрӑр» тесе ӳкӗтленӗ (Матфей 24:36; 25:13). Турӑ усала пӗтерес умӗн тӗнчере мӗнле лару-тӑру пулассине Библире кӑтартса панӑ. Шыв хӑвӑрт чакни Симёлуэ ҫыннисене  цунами ҫывхарса килнине ӑнланса илме пулӑшнӑ пекех, тӗнчере пулса иртекен пысӑк улшӑнусем пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине кӑтартакан паллӑсем пек пулӗҫ. Ҫав улшӑнусем ҫинчен эсир ҫак статьяри рамкӑра вулама пултаратӑр.

Паллах ӗнтӗ, рамкӑра илсе панӑ событисене кашнине уйрӑммӑн илсен, вӗсенчен хӑш-пӗрисем ӗлӗк те пулкаланӑ теме пулать. Анчах та Иисус каланӑ тӑрӑх, эпир «ҫаксене пурне те курсан» пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине пӗлӗпӗр (Матфей 24:33, ҪС). Хӑвӑра ҫакӑн пек ыйту парса пӑхӑр: «Хӑҫан та пулин ҫав событисем 1) пӗтӗм тӗнчипех, 2) пӗр вӑхӑтрах пулса иртни тата 3) япӑхлансах-япӑхлансах пыни пулнӑ-и?» Чӑнах та, эпир ҫавӑн пек вӑхӑтра пурӑнни уҫӑмлӑн курӑнса тӑрать.

ТУРӐ ПИРЕ ЮРАТНӐРАН АСӐРХАТТАРАТЬ

«Малтанах асӑрхаттарса хумалли системӑсем... пурнӑҫа ҫӑлаҫҫӗ»,— тенӗ Пӗрлешӳллӗ Штатсен унчченхи президенчӗсенчен пӗри. 2004 ҫулта пулнӑ цунами хыҫҫӑн ҫавӑн пек пулас инкексенче ҫынсем сахалрах вилччӗр тесе ҫав вырӑнта малтанах асӑрхаттарса хумалли системӑна йӗркелесе янӑ. Ҫавӑн пекех Турӑ та ҫынсене пӗтес вӑхӑт ҫывхарса килни ҫинчен асӑрхаттарас тесе кирлӗ мерӑсем йышӑннӑ. Библире малтанах ҫапла каласа хунӑ: «Мӗн пур халӑхсене пӗлтермешкӗн пӗтӗм тӗнчипех Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ҫак Ырӑ Хыпара сарӗҫ. Пӗтес вӑхӑт ҫавӑн чухне ҫитӗ» (Матфей 24:14, ҪХ).

Иегова Свидетелӗсем пӗлтӗр Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен ырӑ хыпара 240 ҫӗршывра тата 700 ытла чӗлхепе пӗлтерсе тӑрас тесе 2 миллиарда яхӑн сехет уйӑрнӑ. Ҫак ӗҫ пӗтес вӑхӑт ҫывӑх пулнине питӗ витӗмлӗ кӑтартса парать. Иегова Свидетелӗсем ҫынсене юратнӑран Турӑ суд тӑвас кун хӑвӑрт ҫывхарса килни ҫинчен вӑйне шеллемесӗр асӑрхаттарса тӑраҫҫӗ (Матфей  22:39). Сирӗн ҫак асӑрхаттару ҫинчен пӗлме май пулни Иегова сире юратнине уҫса парать. Ҫакна асра тытӑр: Турӑ «никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр» тет (2 Петр 3:9). Эсир Туррӑн юратӑвне хаклӑр-ши тата вӑл асӑрхаттарса каланине тимлӗр-ши?

ХӐРУШСӐР ВЫРӐНА ТАРӐР!

Аса илӗр-ха: Симёлуэ ҫыннисем шыв чакма пуҫланине курсанах ҫӳллӗ вырӑна тарнӑ, вӗсем шыв каялла таврӑнасса кӗтсе тӑман. Вӗсем вӑраха ямасӑр тунӑ ӗҫсем вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ. Пулас хӑрушла асап вӑхӑтӗнче чӗрӗ юлмашкӑн сирӗн те кая юлас мар тесе халех «ҫӳллӗ вырӑна» тармалла. Ҫавна мӗнле тума пулать? Исаия пророк сӑмахӗсем тӑрӑх, «юлашки кунсенче», урӑхла каласан, пирӗн вӑхӑтра ҫакна тума чӗнӗҫ: «Ҫӳлхуҫа тӑвӗ ҫине... улӑхар. Вӑл пире Хӑйӗн ҫулӗсене вӗрентӗ, эпир Унӑн сукмакӗсемпе ҫӳрӗпӗр» (Исаия 2:2, 3).

Ту ҫине хӑпарса пыни тавралла мӗн пулса иртнине курма тата хӑрушсӑр вырӑна ҫитме май парать. Ҫавӑн пекех миллион-миллион ҫын Библирен Туррӑн ҫулӗсем ҫинчен вӗренсе пынипе кирлӗ улшӑнусем туса хӑйсен пурнӑҫне лайӑхлатать (2 Тимофей 3:16, 17). Ҫапла вӗсем «Унӑн [Туррӑн] сукмакӗсемпе ҫӳреме» пуҫлаҫҫӗ, Турӑ вара вӗсене ырлать тата хӳтӗлет.

Ҫавӑн пек чӗнсе каланине эсир тимлӗр-ши тата ҫак юлашки кунсенче Туррӑн пулӑшӑвне йышӑнӑр-ши? Тархасшӑн, эпир «юлашки кунсенче» пурӑннине Библи мӗнле ҫирӗплетсе панине кӑтартакан рамкӑна тӗплӗн тӗпчесе пӑхӑр. Сирӗн вырӑнта пурӑнакан Иегова Свидетелӗсем ҫав рамкӑра илсе панӑ Библири сӑвӑ йӗркисене лайӑхрах ӑнланма тата вӗсем сирӗн пурнӑҫпа мӗнле ҫыхӑннине пӗлме хаваспах пулӑшӗҫ. Эсир хӑвӑра хумхантаракан ыйтусен хуравӗсене пирӗн официаллӑ сайтра та тупма пултаратӑр.

^ 3 абз. Тӗпрен илсен, ҫав цунамине пула 220 000 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, вӑл историре чи аркатуллӑ цунами пулнӑ.