Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2№, 2016

 ХУПЛАШКА ҪИНЧИ ТЕМА | МӖНШӖН ТӲРӖ ПУРӐНМАЛЛА?

Тӳрӗ пурӑнни мӗн парать

Тӳрӗ пурӑнни мӗн парать

«Эпир хамӑр чунӑмӑра таса пулӗ тесе шанса тӑратпӑр, мӗншӗн тесессӗн ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» (Еврейсем 13:18).

Библире хӑш-пӗр чухне «тӳрӗлӗх» тесе куҫарнӑ авалхи грек сӑмахӗ, тӳррӗн каласан, «чӑннипех ырри» тенине пӗлтерет. Ҫав сӑмах нравственность енчен темскер питӗ илемлине те пӗлтерме пултарать.

Павел апостол Турӑ пӗлтернипе «эпир... ялан тӳрӗ ӗҫ тума тӑрӑшатпӑр» тесе каланине христиансем чун-чӗререн итлеме кирлӗ сӑмахсем вырӑнне хураҫҫӗ. Ялан тӳрӗ ӗҫ тӑвас тесен мӗн тумалла?

ПИРӖН ӐШРИ КӖРЕШӲ

Ҫынсенчен нумайӑшӗ кашни ир урама тухас умӗн куҫкӗски ҫине пӑхать. Мӗншӗн? Пӑхма илемлӗ курӑнасшӑн вӗсем. Анчах та хитре прическӑран тата модӑпа ҫӗленӗ тумтиртен чылай кирлӗреххи пур. Тӗрӗссипе каласан, эпир шалтан мӗнлерех ҫынсем пулни пирӗн ҫи-пуҫа е илемлӗрех, е илемсӗртерех тӑвӗ.

Турӑ Сӑмахӗнче ҫынсен усал тӑвас кӑмӑл-туртӑм пур тесе тӳррӗн каланӑ. «Этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал»,— тенӗ Пултарни 8:21-мӗшӗнче. Апла пулсан, тӳрӗ пурӑнас тесен пирӗн хамӑрпа пӗрлех ҫуралнӑ ҫылӑх тӑвас кӑмӑлпа кӗрешмелле. Павел апостол хӑй ҫылӑхпа мӗнле кӗрешни ҫинчен акӑ ҫапла ҫырнӑ: «Эпӗ ӑсӑм-тӑнӑмпа Турӑ саккунӗшӗн савӑнса тӑратӑп, ӳтӗмре вара урӑх йӗрке пур: вӑл манӑн ӑсӑм-тӑнӑм йӗркине хирӗҫ пырать, мана ҫылӑх йӗркине парӑнтарать» (Рим 7:22, 23).

Сӑмахран, пире хамӑр чӗре япӑххине тума хистенӗ чухне тата пирӗн питӗ суяс-улталас килнӗ чухне чӗре мӗн хушнине пирӗн чура пек пӑхӑнса тӑмалла мар. Вӗт пирӗн суйласа илме май пур. Япӑх шухӑшсене сирсе янипе эпир, тавралла тӳрӗмарлӑх хуҫаланнине пӑхмасӑрах, суймасӑр-улталамасӑр пурӑнма пултаратпӑр.

ҪАК КӖРЕШӲРЕ МӖНЛЕ ҪӖНТЕРМЕЛЛЕ

Тӳрӗ пурӑнас тесен пире мораль кодексӗ, урӑхла каласан, харпӑр хӑйне тӗрӗс тытмаллине кӑтартакан ҫирӗп йӗрке кирлӗ. Шел пулин те, ҫынсем нумайӑшӗ нравственность енчен илемлӗ пулассинчен ытларах хӑйсен ҫи-пуҫӗ хитре пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсен уссишӗн пӗчӗк суяна та тӳрре кӑларма хатӗр. Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: «Тӗрӗссипе каласан, эпир хӑш таранччен хамӑр пирки тӳрӗ ҫын тесе шутлама пултаратпӑр, ҫавӑн таран суятпӑр» (The (Honest) Truth About Dishonesty). Анчах та мӗн таран суйма кирлине е пачах суйма юраманнине кӑтартакан шанчӑклӑ виҫе пур-и? Телее, ҫавӑн пек виҫе пур.

Пӗтӗм тӗнчипе миллион-миллион ҫын ҫав тӗлӗшрен Библи питӗ лайӑх пулӑшать тесе шутлать. Унта нимпе танлаштарма ҫук мораль кодексӗ пур (Псалом 18:8). Библи пире ҫемье пурнӑҫӗ, ӗҫ, нравственность тата пирӗнпе Турӑ хушшинчи хутшӑнусем пирки питӗ лайӑх  канашсем парать. Библи усӑллӑ пулнине вӑхӑт та кӑтартса пачӗ. Унӑн законӗсемпе принципӗсене пур раса, пур халӑх ҫынни те тытса тӑма пултарать. Библие вӗренни, унӑн сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлани тата унӑн канашӗсене пурнӑҫра тытса тӑни пире хамӑр чӗрене тӳрӗлӗхе юратма вӗрентме пулӑшӗ.

Анчах та тӳрӗмарлӑха ҫӗнтерес тесен Библине пӗлни ҫителӗклӗ мар. Вӗт эпир йӗркесӗр тӗнчере — пире хӑйӗн ирсӗр йӗркипе пурӑнма хистекен тӗнчере — пурӑнатпӑр. Акӑ мӗншӗн Турра кӗлтуса унран пулӑшу ыйтмалла пирӗн (Филиппӑ 4:6, 7, 13). Вара пирӗн хамӑра тӗрӗс тытма тата ялан тӳрӗ ӗҫсем тума хӑюлӑх пулӗ.

ТӲРӖ ПУРӐННИ ПИЛЛӖХ КӲРЕТ

Пӗрремӗш статьяра асӑннӑ Хитосие суймасӑр-улталамасӑр пурӑнни усӑ панӑ. Халӗ вӑл ӗҫлекен ӗҫре начальникӗ унӑн тӳрӗлӗхне хаклать. Хитоси калать: «Эпӗ хамӑн совеҫе таса упрама май паракан ӗҫе тупма пултарнӑшӑн питӗ савӑнатӑп».

Ыттисен те туйӑмӗсем ҫавнашкалах. Библири принципсене тытса тӑни кама усӑ панӑ, ҫавсен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар.

  • Таса совесть

    «Эпӗ 13 ҫулта шкула пӑрахрӑм та вӑрӑсемпе ҫыхланса кайрӑм. Хамӑн пурлӑха, пурне те тенӗ пекех, эпӗ улталаса пухнӑ. Каярахпа эпӗ качча тухрӑм, унтан эпир упӑшкапа пӗрле Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗренме пуҫларӑмӑр. Эпир Иегова * Турӑ тӳрӗмарлӑха курайманнине пӗлтӗмӗр, вара улшӑнма шут тытрӑмӑр. 1990 ҫулта эпир хамӑр пурнӑҫа Иеговӑна халалларӑмӑр та шыва кӗрсе Иегова Свидетелӗсем пулса тӑтӑмӑр (Ытарӑшсем 6:16—19).

    Унччен ман килте вӑрланӑ япаласем туп-туллиехчӗ, анчах халӗ манӑн ун пек япаласем ҫук. Ҫавӑнпа та совесть манӑн таса. Унччен мӗнле йӗркесӗр пурӑннине аса илетӗп те Иеговӑна хама хӗрхеннӗшӗн тав тӑвас килсе каять. Кашни каҫ Иегова хама ырланине пӗлсе ҫывӑрса кайма мана питӗ кӑмӑллӑ» (Шерил, Ирланди).

    «Заказчик пулма пултаракан ҫынран эпӗ взятка илме килӗшменнине пӗлсен директор мана каларӗ: „Турра пула эсӗ ҫавӑн пек шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын иккен! Эсӗ пирӗн компанире ӗҫлени калама ҫук аван“. Эпӗ пур тӗлӗшрен те суймасӑр-улталамасӑр пурӑнма тӑрӑшатӑп, ҫакӑ мана Иегова Турӑ умӗнче совеҫе таса упрама май парать. Унсӑр пуҫне эпӗ ҫав тӗлӗшрен хамӑн ҫемьене те, ыттисене те пулӑшма пултаратӑп» (Сонни, Гонконг).

  • Чун канӑҫлӑхӗ

    «Эпӗ тӗнчери банкра ӗҫлетӗп. Укҫа-тенкӗпе ӗҫлекен вырӑнта тӳрӗ пулассинчен ытларах тупӑш илесси кирлӗ. Нумайӑшӗ ҫапла шутлать: „Кӑшт улталани, тупӑш парать тата перекетлеме пулӑшать пулсан, никама та сиен кӳмест“. Анчах тӳрӗ пурӑнни чун канӑҫлӑхне упраса хӑварма пулӑшать. Эпӗ, кирек мӗн пулсан та, суймасӑр-улталамасӑр пурӑнасшӑн. Манӑн ӗҫри пуҫлӑхсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: эпӗ вӗсене е вӗсемшӗн нихӑҫан та суймӑп» (Том, АПШ).

  • Харпӑр хӑйне хисеплени

    «Эпӗ ӗҫлекен уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ мана хӑш-пӗр таварсем ҫухални ҫинчен суйма ыйтрӗ, анчах та эпӗ килӗшмерӗм. Вӑрӑсене тытсан, начальство мана тӗрӗссине тунӑшӑн тав турӗ. Ҫак тӳрӗ мар тӗнчере суймасӑр-улталамасӑр пурӑнмашкӑн хӑюлӑх кирлӗ. Анчах юлашкинчен тӳрӗ пурӑннине пула сана ыттисем шанма, хисеплеме пуҫлаҫҫӗ» (Каори, Япони).

Таса совесть, чун канӑҫлӑхӗ тата харпӑр хӑйне хисеплени — ҫак пиллӗхсем тӳрӗ пурӑнма кирлине питӗ лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Ҫапла мар-и?

^ 18 абз. Библи тӑрӑх, Иегова — Турӑ ячӗ.