Тӗп матералсем патне куҫӑр

Хушса панӑ меню патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Иегова Свидетелӗсем

чӑвашла

Хурал башни  |  2№, 2016

Библи мӗн калать?

Библи мӗн калать?

Ҫын вилсен унпа мӗн пулать?

ХӐШ-ПӖР ҪЫНСЕМ ҪАКНА ӖНЕНЕҪҪӖ: ҫын вилсен унӑн чунӗ малалла пурӑнать. Теприсем вилӗмпе пурте вӗҫленет тесе шутлаҫҫӗ. Эсир мӗне ӗненетӗр?

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Вилнисем... нимӗн те пӗлмеҫҫӗ» (Екклесиаст 9:5). Ҫын вилсен пурӑнма пӑрахать.

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?

  • Пӗрремӗш ҫын, Адам, вилсен каллех тӑпра пулса тӑнӑ (Пултарни 2:7; 3:19). Ҫавӑн пекех, ытти ҫынсем те вилсен тӑпра пулса тӑраҫҫӗ (Екклесиаст 3:19, 20).

  • Вилнисем хӑйсен ҫылӑхӗсенчен хӑтӑлаҫҫӗ — вӗсен пур ҫылӑхӗ те каҫарӑнать (Рим 6:7). Вилнӗ хыҫҫӑн ҫынна чӗрӗ чухне тунӑ ҫылӑхӗсемшӗн наказани памаҫҫӗ.

Вилнисем чӗрӗлсе тӑма пултараҫҫӗ-и?

ЭСИР МӖН КАЛАНӐ ПУЛӐТТӐР?

  • Пултараҫҫӗ

  • Пултараймаҫҫӗ

  • Пӗлместӗп

БИБЛИ МӖН КАЛАТЬ

«Вилнӗ ҫынсем... чӗрӗлсе тӑрӗҫ» (Апостолсен ӗҫӗсем 24:15).

БИБЛИРЕН ТАТА МӖН ПӖЛМЕ ПУЛАТЬ?

  • Библире вилӗме ыйхӑпа танлаштарнӑ (Иоанн 11:11—14). Эпир ҫывӑракан ҫынна тӑратма пултарнӑ пекех, Турӑ вилнисене вилӗм ыйхинчен вӑратма пултарать (Иов 14:13—15).

  • Библире вилӗмрен чӗрӗлсе тӑратни ҫинчен каласа панӑ темиҫе тӗслӗх пур, ҫакӑ вара пире вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫех тесе шантарать (3 Патшасен 17:17—24; Лука 7:11—17; Иоанн 11:39—44).